
Йӗпреҫ поселокӗнче пуйӑсран тарнӑ 6 арҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки mash канал пӗлтерет.
Вӗсем питех инҫех каяйман. Йӗрке хуралҫисем Йӗпреҫ таврашне йӑлтах шыранӑ. Пиллӗкӗшне пӗчӗк ялта, Шуркассинче, тупнӑ. Улттӑмӗшне Йӗпреҫ поселокӗнчи Черноречка микрорайонӗнче тупса тытса чарнӑ.
Аса илтеретпӗр: вӗсем тӗрмере ларнӑ чухне РФ Хӳтӗлев министерствипе контракт ҫырнӑ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗсене «Томск – Адлер» пуйӑспа ятарлӑ вакунра илсе кайнӑ. Йӗпреҫре чарӑнсан хайхискерсем тарнӑ. Ҫакна машинист курнӑ та тӳрех тивӗҫлӗ службӑсене пӗлтернӗ.

Чӑваш Енре тӗрмере ларнӑ чухне Хӳтӗлев министерствипе контракт ҫырнӑ 6 ҫын тарнӑ. Хальлӗхе вӗсене тытса чарайман.
Ӗҫ-пуҫ ҫапларах пулса иртнӗ: вӗсене «Томск – Адлер» пуйӑспа ятарлӑ вакунсенче илсе кайнӑ. Пуйӑс Йӗпреҫре икӗ минутлӑха чарӑнсан хайхискерсем чӳречене ҫӗмӗрсе тарнӑ-мӗн. Пиллӗкӗшӗ тапочкӑпа пулнӑ, тепри — кроссовкӑпа пулнӑ. Пӗр арҫынни вакунран сикнӗ чухне урине амантнӑ, ҫавна май халӗ уксахлать.
Айӑпланнӑ ҫынсем тарнине машинист курнӑ, вӑл кун пирки тӳрех ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Ҫакӑ паллӑ: арҫынсем вӑрланӑшӑн, наркотикшӑн тата ясар шухӑшсене пурнӑҫланӑшӑн тӗрмене лекнӗ. Хальхи вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем кӳршӗ ял-салара шыраҫҫӗ.

Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитета автобуспа ҫыхӑнтарӗҫ. Ҫакӑ унти район центрӗсенчи пульницӑсене пӗр-пӗринпе пӗрлештерсе пӗтернипе, ҫынсем вара ун пек тусан кайса ҫӳреме меллӗ мар тесе пӑшӑрханнипе ҫыхӑннӑ. Официаллӑ хыпарта кун пирки каламан-ха, анчах эпир сире унччен халӑх пӑшӑрханӑвӗ пирки пӗлтернӗччӗ.
Ака уйӑхӗнче муниципалитетсем хушшинче 5 автобус маршручӗ уҫӗҫ: «Куславкка – Ҫӗнӗ Шупашкар», «Йӗпреҫ – Канаш», «Элӗк – Хӗрлӗ Чутай», «Шӑмӑршӑ – Патӑрьел» тата «Елчӗк – Патӑрьел».
Автобуссем кашни сехетре пӗрре ҫула тухӗҫ, вӗсем пульницӑсем ӗҫленӗ вӑхӑтра хутлӗҫ.
Кунсӑр пуҫне 146-мӗш «Шупашкар – Хыркасси – Салапайкасси» тата 630-мӗш «Етӗрне – Ҫӗмӗрле» ҫул укҫине пӗр пек тытса тӑма палӑртнӑ.

Кӑҫал ака уйӑхӗ тӗлне Чӑваш Енре 18 ӑслӑ «зебра» тума палӑртнӑ. Ку – нейросетьлӗ видеоаналитикӑллӑ комплекс пирки: смарт-камерӑсем ҫуран утакана асӑрхасан «зебра» проекци ҫуттине, «Ҫуран ҫӳрекен ирттерсе яр» ҫутӑ таблоне, хӑрушсӑрлӑх йӗрки пирки аса илтерекен сасса ҫутаҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра регионти ҫулсем ҫинче ҫавӑн пек 9 система пур: Етӗрнере, Муркашра, Кӳкеҫре, Хӗрлӗ Чутайра, Красноармейскинче, Нурӑсра, Йӗпреҫре. Ака уйӑхӗччен тепӗр 9 вырнаҫтарӗҫ: Стрелецкинче, Шӑнкӑртамра, Ҫӗмӗрлере, Элӗкре, Вӑрнарта тата Патӑрьелте.

Пирӗн ентеш, Йӗпреҫ пики, Евгения Петрова (сӑнӳкерчӗкре — сулахайра) «Хусан мисӗ» илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Евгения Петрова 20 ҫулта кӑна-ха. Вӑл Йӗпреҫри 1-мӗш шкулта вӗреннӗ хыҫҫӑн Раҫҫей ШӖМӗн Хусанти юридици институчӗн студентки пулса тӑнӑ.
Евгения — пулас офицер, вӑл спортпа туслӑ, волейбол командин ертӳҫи. Ҫавӑн пекех пике халӑх, бал ташшисемпе кӑсӑкланать.
Ҫитес вӑхӑтра Евгения Петровӑн Тутарстан чысне «Раҫҫей мисӗ» конкурсра хӳтӗлеме тивӗ.

Ӗнине таптаса кайнӑ, машина хуҫине вара куншӑн 1 миллион тенкӗ тӳлемелле. Ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗ Пӑрачкав округӗнчи хӗрарӑм.
Авари «Йӗпреҫ – Березовка – Кудеиха» ҫул ҫинче каҫхине пулнӑ. Ӗне «Киа» машина айне пулса вилнӗ. Машина вара самай сиенленнӗ. Экспертиза тунӑ та – тӑкак 2 млн та 867,7 пин тенкӗпе танлашнӑ. Машинӑн пасарти хакӗ – 3,7 млн тенкӗ.
Суд ҫапла йышӑну тунӑ: хӗрарӑмӑн машина хуҫине 1 млн та 33,9 пин тенкӗ тӳлемелле.

«М-12» ҫулпа пынӑ чухне патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекторӗсем ватӑ ҫынна асӑрханӑ. Ун тӗлӗнче чарӑннӑ та калаҫу пуҫарнӑ. Ватӑ арҫын хӑй ӑҫта кайма тухнине те, ӑҫта пурӑннине те калайман.
Вӗсем хӑйсен базине тишкернӗ те ҫухалса ҫӳрекен арҫын Йӗпреҫре пурӑнакан 78 ҫулти мучи пулнине палӑртнӑ. Вӑл унччен те килӗнчен тухса кайкаланӑ иккен.
Йӗрке хуралҫисем ватӑ ҫынна килне леҫсе хӑварнӑ, ҫывӑх ҫыннисем уншӑн питӗ савӑннӑ.

Йӗпреҫре ҫуралса ӳснӗ Андрей Михайловӑн (Малай) фильмӗнче Ксения Бородинӑпа Алексей Чадов ӳкерӗнеҫҫӗ. Фильм «За любовь» ятлӑ. Вӑл 2026 ҫулта экран ҫине тухӗ.
Андрей режиссурӑпа Чӑваш Енре пурӑннӑ чухне кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл ку таранччен кӗске метражлӑ фильм, сериал ӳкернӗ. Унӑн ӗҫӗсем кинофестивальсенче те ҫӗнтернӗ.
Палӑртса хӑварар: хальхи вӑхӑтра режиссёр ҫемйипе Мускавра пурӑнать. Ҫапах Чӑваш Ен пирки манмасть, ӑна ырӑпа кӑна аса илет.

Йӗпреҫ лесничествинче «Чи лайӑх вӑрман пушарнӑйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Унта 15 специалист тупӑшнӑ.
Вӗсем теори заданийӗсене пурнӑҫланисӗр пуҫне хӑйсене спорт енчен те кӑтартнӑ: чупнӑ, отжимани тунӑ, турникран туртӑннӑ. Практика заданийӗсем те пулнӑ: условлӑ пушара сӳнтернӗ, чӑрмавлӑ ҫула парӑнтарнӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Шӑмӑршӑ лесничествин ӗҫченӗ Марат Азизов йышӑннӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Ҫӗнӗ Выҫли лесничествинчи Дмитрий тата Сергей Ивановсем тухнӑ.

Чӑваш Енри учительсем премие тивӗҫнӗ. Телейлисен йышне 11 ҫын кӗнӗ.
Республика Пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Куславккари 3-мӗш шкулта ӗҫлекен Алевтина Алексеева 150 пин тенке тивӗҫнӗ. Вӑл кӑҫал «Чӑваш Енри ҫулталӑкри учитель» конкурсра ҫӗнтернӗ. Шупашкарти 3-мӗш садикре вӑй хуракан Дарья Жгарь – «Чӑваш Енри ҫулталӑкри воспитатель». Вӑл 100 пин тенке тивӗҫнӗ.
Ыттисене 50 пин тенкӗ парӗҫ. Вӗсем – Юлия Дельян (Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкул), Яна Молодцова (Шупашкарти 55-мӗш шкул), Татьяна Анилина (Куславкка округӗнчи Тӗрлемесри шкул), Ксения Коллэ (Шупашкарти 1-мӗш гимнази), Ирина Петрова (Йӗпреҫри интернат шкул), Наталья Прагуськина (Шупашкарти хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗ), Игорь Ятмаскин (Шупашкарти 62-мӗш шкул), Татьяна Гаранина (Ҫӗнӗ Шупашкарти 44-мӗш ача сачӗ), Ираида Матьянова (Шупашкарти хавшак ачасен 2-мӗш шкулӗ).
