
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекен «Варкӑш» литература клубӗнче Валентин Константиновӑн «Ют ҫын ачи» кӗнекине тишкернӗ.
Валентин Константинов (сӑнӳкерчӗкре — малти ретре, сулахайран иккӗмӗшӗ) 1958 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Туҫи Ҫармӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Улатӑрти чугун ҫул транспорчӗн техникумӗнчен вӗренсе тухса пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленекен яша аслисем аслӑ пӗлӳ илме сӗннӗ. Вӑл вӗсен сӑмахӗнчен иртмен — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетӗнче пӗлӳ илнӗ.
Пӗр вӑхӑт учитель пулса тӑрӑшнӑ, анчах 1982 ҫултанпа хӑйӗн кун-ҫулне хаҫат ӗҫӗпе ҫыхӑнтарас тенӗ, Куславкка районӗн хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан, 1986 ҫулта, ӑна тӗп редактор пулма шаннӑ.

Шупашкар хулинчи «Каскад» суту-илӳ ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Пехет» агромаркетра ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин кунӗсем иртеҫҫӗ. Асӑннӑ ведомствӑна пӑхӑнса тӑракан учрежденисем ҫавна май унта тӗрлӗ ӑсталӑх лаҫҫи йӗркелесе хӑйсен пултарулӑхне ыттисене алла илме пулӑшаҫҫӗ.
Паян Куславккаран килсе ҫитнӗ ватӑсем мунчала ҫыхма вӗренеҫҫӗ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра вӑхӑта хавас та усӑллӑ ирттерме ҫӳрекен кинемейсем куславккасемпе пӗрле мунчала ҫыхнӑ.
«Куславккари Надежда Чернова тата Валентина Субакаева тӑрӑшса вӗрентеҫҫӗ те чун чӑтаймарӗ, эпӗ те хӑтланса пӑхас терӗм», — каласа кӑтартнӑ Шупашкарти Людмила Сергеева хулари комплекслӑ центрӑн пресс-службине.

Чӑваш Енри Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причал тӑвакана палӑртма аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Контракт хакӗ — 945 млн тенкӗ.
Укҫана республика хыснинчен уйӑрмалла. Причала 2027 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен туса пӗтермелле.
Аса илтерер: Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка хулисенче причал тӑвакана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчех палӑртнӑччӗ. Шупашкарти «СтройКрафт» компанипе Республикӑн пӗрлехи заказчик служби контракта шӑпах ҫавӑн чухне алӑ пуснӑ. Кайран подрядчик контракта пӑрахӑҫланӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, заказчик хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан.
Сӗнтӗрвӑрринчи причала тума 378,7 млн тенкӗ кирлӗ, ӗҫе 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле тесе хыпарланӑччӗ малтан.

Чӑваш Республикинчи вӗрентекен ҫӗршыври конкурса хутшӑнса чи маттур 20 педагог йышне кӗме пултарнӑ.
Сӑмах – Куславккари 3-мӗш шкулта биологипе хими предмечӗсене вӗрентекен Алевтина Алексеева пирки. Вӑл «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2025» конкурса хутшӑнать. Ҫамрӑк педагог
Санкт-Петербургра иртнӗ тапхӑрта хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса финала лекнӗ.
Вӗрентекен республика чысне малалла хӳтӗлӗ. Финал Мускав облаҫӗнче иртӗ.

Куславккара пурӑнакан Егоровсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ. Александр Михайлович Куславккарах ҫуралса ӳснӗ, Татьяна Васильевна – Владимир облаҫӗнче. Шӑпа ӑна Чӑваш Ене илсе ҫитернӗ, вӑл Куславккари 2-мӗш шкулта ачасене вӗрентнӗ. Ҫемье пуҫӗ вара автофургонсен комбинатӗнче тӑрӑшнӑ.
Ҫамрӑксем 1970 ҫулта пӗрлешнӗ. Ывӑл ҫуратнӑ хыҫҫӑн Татьяна Васильевна профессие улӑштарнӑ, мӑшӑрӗ патӗнче комбинатра техника тӗрӗслевӗн пайӗнче ӗҫленӗ.
Халӗ иккӗшӗ те – тивӗҫлӗ канура, ҫапах ахаль лармаҫҫӗ, пахчара тӑрмашаҫҫӗ.

Ӗнер кӑнтӑрла Куславккари ҫӑлав станцийӗн ҫӑлавҫисем Куславкка хулин пляжӗ ҫывӑхӗнче Атӑлта кимӗ ҫаврӑнса ӳкнине асӑрханӑ. Унта вара пулӑҫ пулнӑ.
Кимӗ ҫыранран 100 метр шаларах ҫаврӑнса ӳкнӗ. Смена пуҫлӑхӗ Леонид Алексеев тата Андрей Абрамычев ун патне катерпа ишсе пынӑ. Вӗсем шыва чӑмнӑ пулӑҫа катер ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем кимме те ҫыран хӗррине илсе килнӗ.

«Шупашкар — Куславкка» маршрутка Алькеш поселокӗнче, тӗп хула еннелле кайнӑ чухне, трос карта ҫине пырса тӑрӑннӑ
Ку паян 16 сехет иртсен пулнӑ. Водитель руле итлеттереймесӗр икӗ ҫула уйӑракан трос карта ҫине пыса кӗнӗ. Карта микроавтобуса хирӗҫ ҫул ҫине тухса каясран чарнӑ.
Юрать-ха, авари вӑхӑтӗнче маршруткӑри ҫын пулман. Анчах саппас кустӑрма тухса ӳксе хирӗҫ килекен «десяткӑна» тӑрӑннӑ. Телее, никам та шар курман.

Куславкка хулинче пурӑнакан 58 ҫулти хӗрарӑма пӗрле пурӑнакан арҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе тытса чарнӑ. Хале ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-меш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 30-меш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. Хӗрарӑмпа арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ӳсӗо херарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа кӑкӑр тӗлӗнчен чикнӗ. Арҫын хӑйне хӳтӗлесе хирӗҫ тӑнине кура тата тухтӑрсем вӑхӑтра пулӑшнӑран чӗрӗ юлнӑ. Хале вал пульницӑра сипленет. Кун пирки РФ Следстви комитечен Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ.

Сӗнтӗрвӑррипе Куславкка хулисенче причал тӑвакана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчех палӑртнӑ. Шупашкарти «СтройКрафт» компанипе Республикӑн пӗрлехи заказчик служби контракта шӑпах ҫавӑн чухне алӑ пуснӑ. Халӗ вара подрядчик контракта пӑрахӑҫланӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, заказчик хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан.
Сӗнтӗрвӑрринчи причала тума 378,7 млн тенкӗ кирлӗ, ӗҫе 2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Куславккарин хакӗ – 420 млн тенкӗ, ӑна 2026 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле.

Шупашкарти ватӑсем паян Куславккари Николай Лобачевскийӗн музей-ҫуртӗнче пулса курнӑ. Хулара пурӑнакан хастар пенсионерсем Шупашкарти комплекслӑ центрта пурнӑҫлакан «Социаллӑ туризм» проект май панипе тӗрле ҫӗре тухса ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Йошкар-Олара пулнӑччӗ, маларах Хусана ҫитсе килнӗччӗ.
Николай Лобачевский паллӑ математик пурӑннӑ ҫуртпа та вӗсем кӑсӑкланса паллашна. «Пире ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем питех те кирлӗ. Ун тухса ҫуресен эпир хавхаланатпӑр, кӑмӑл та уҫӑлать», - палӑртса хӑварнӑ 78 ҫулти Геннадий Краснов.
