Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗ (ертӳҫи — Надежда Колесникова) ҫамрӑк пулин те ҫине тӑрса ӗҫлеме талпӑнать. Ҫак йӗркесен авторӗ сӑнанӑ тӑрӑх, бурят чӑвашӗсем чӑваш тумне тӑхӑнса юрласа ташлас енӗпе мар, ачасене тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Культура нумай енлӗхне, наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑвармалли ҫул-йӗре унтисем ачасене чӗлхе вӗрентнинче кураҫҫӗ.
Хутӑш ҫемьесенче ҫак ыйту уйрӑмах ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлать, тӗслӗхрен, Надежда Колесникова. Чӑн та, пӗр чӗлхе мала тухсан теприн тымарӗ татӑлать. Харӑсах икӗ-виҫӗ культурӑна аталантарсан ҫын ӑс-хакӑл енчен пуянланать.
Мӑн асаттесен чӗлхипе ачасене кӑсӑклантарас тесе бурят чӑвашӗсем «Развитие через многоязычие» (чӑв. Нумай чӗлхелӗх урлӑ аталанасси) проект хатӗрленӗ. Кӑҫал ҫав проект Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн «Равные возможности — детям» (чӑв. Ачасем валли тан майсем) чи лайӑх вӗренӳ программин нимеҫӗсен конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Шупашкарти икӗ ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтерет. «Раҫҫейри чи лайӑх предприятипе организаци» конкурс Пӗтӗм тӗнчери «Инновацисем. Аталану» форумпа килӗшӳллӗн иртнӗ.
Конкурса Мускавра пӗтӗмлетнӗ. Ӗнер ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ.
«Шкул умӗнхи чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗ» номинацире Шупашкарти 128-мӗш тата 19-мӗш ача пахчисене чысланӑ.
Чӑваш Енри техникумсемпе колледжсенче вӗренекен ҫамрӑксем мӑшӑррӑн тухса сӑвӑ калас енӗпе тупӑшнӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне студентсен хӑйсен сӑввисемпе хутшӑнма тивнӗ.
Республика шайӗнче йӗркеленӗ конкурсӗн — поэзи баттлӗн куҫӑн тапхӑрӗ Регионсем хушшинчи компетенци центрӗнче – Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртнӗ. Ҫамрӑксен пултарулӑхне сумлӑ тӳресен ушкӑнӗ хакланӑ. Тӳресен ертӳҫи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн доценчӗ Владимир Григорьев пулнӑ.
Конкурсӑн куҫӑн турӗнче Регионсем хушшинчи компетенци центрӗн – Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗ Евгений Морозов ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ професси колледжӗнчи Татьяна Ефимова тата Сӗнтӗрвӑрринчи технологи техникумӗнчи Екатерина Короткова тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнчи Егор Изосимов.
Конкурса хутшӑннӑ ҫамрӑксене тӗрлӗ номинаципе хакласа та хавхалантарнӑ.
Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ парк «Ҫӗнӗ ҫул карнавалӗ» костюмсен конкурсне ирттерӗ. Мероприяти раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ. Унччен заявка парса ӗлкӗрмелле. Унта ят-хушамата, шкул, ача пахчи номерне, ӑҫта вӗреннине е ӗҫленине, телефон номерне , костюм ятне кӑтартмалла. Раштавӑн 14-мӗшӗнче парка костюм тӑхӑнса пымалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсене темиҫе номинацире палӑртӗҫ: «Ҫӗнӗ ҫул ҫемйи», «Чи пӗчӗк Хӗл Мучи», «Чи пӗчӗк Юр Пике», «Юр кӗлетке мистер», «Юмах патӗнче – хӑнара».
Регистраци 11-12 сехетсенче пулӗ. Пӗтӗмлетӗве 13 сехетре тӑвӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Турцири Стамбул хулинче кулинарсемпе кондитерсен хушшинче тӗнче шайӗнчи конкурс иртнӗ, вӗсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унта Шупашкарти Ирина Щетинина та хутшӑннӑ. Мероприяти ҫак ҫӗршывӑн президенчӗн Тайип Эрдоганӑн администрацийӗ пулӑшнипе йӗркеленнӗ.
Ирина Шупашкарти пӗр кондитерскинче ӗҫлет. Пирӗн ентеш жюри пайташӗсене «Незнакомка» (чӑв. «Палламан хӗр») ӗҫпе тӗлӗнтернӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Ирина Щетинина «Арт-класс» номинацире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал чи маттуррисем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Шишовсем пулнӑ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ, мӑшӑр пӗрле 16 ҫул пурӑнать.
«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» номинацире Хӗрлӗ Чутайри Барышниковсем мала тухнӑ. Мӑшӑр 5 ача ӳстерет, вӗсенчен 4-шӗ – опекӑна илнисем.
Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳль ялӗнчи Лакачовсем «Спортпа туслӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ. Пӑрачкаври Гуцаевсем чи туслӑ ҫемье ятне тивӗҫнӗ. Элӗк районӗнчи Мӑн Куканарти Семеновсем «Пултаруллӑ ҫемье» номинацире мала тухнӑ. Вӗсем воспитани паракан 7 ачаран 2-шӗ – опекӑна илнисем. Ҫӗрпӳри Кузьминсем ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче тӑваттӑмӗш хут пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестиваль иртӗ. Унта куракансем юлашки ҫулсенче ӳкернӗ фильмсемпе паллашма пултарӗҫ.
Чӑваш халӑх сайчӗ, кинофестивалӗн информаци спонсорӗ пулнӑ май, пӗчӗк конкурс йӗркелени пирки пӗлтерет. Вӑл «Асам. Кинохаклав» ятлӑ пулӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен сирӗ кинофестивальте кӑтартнӑ фильмсен (конкурса хутшӑнаканнисем те, конкурса кӗменнисем те!) хаклавне хатӗрлемелле. Формачӗ — ирӗклӗ, 2000 саспаллинчен кая мар пулмалла (А4 калӑпӑш). Конкурса эпир чӑвашла ҫырнӑ кинохаклавсене йышӑнӑпӑр. Вӗсене кинофестиваль пынӑ вӑхӑтра (раштавӑн 6-мӗшӗччен) np@chuvash.org адреспа ярса памалла. Вырнаҫтарма юрӑхлӑ хаклавсене тӳрех сайта кӗртӗпӗр — вулакансем вӗсемпе паллашма пултарӗҫ. Вырӑсла ҫырнӑ хаклавсене те йышӑнма пултаратпӑр, анчах вӗсем пирӗн конкурса хутшӑнаймӗҫ.
Асӑрхаса хӑварни: пирӗн конкурса ярса панӑ хаклавсем кинофестиваль хаклавне хутшӑнмӗҫ. Ку конкурс — пирӗн сайт шайӗнче ҫеҫ йӗркеленӗскер.
Фильсем хаклавне Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Николай Плотников хаклӗ. 1-мӗш вырӑншӑн 1000 тенкӗлӗ парне кӗтӗ, 2-мӗш вырӑншӑн — 500 тенкӗ, 3-мӗшшӗн — 300 тенкӗ.
Професси вӗренӗвӗ паракан организацисен хушшинче «Раҫҫей студенчествин илемӗ» илемпе пултарулӑх наци конкурсӗ иртнӗ. Шупашкарти строительствӑпа хула хуҫалӑхӗн техникумӗн студентки Катерина Васильева гран-прие ҫӗнсе илнӗ.
Финал Хусанта иртнӗ, унта Раҫҫейри 28 чиперкке хутшӑннӑ. Виҫӗ кун хушшинче пикесем конкурс али витӗр тухнӑ: хӑйсемпе паллаштарнӑ, экспертсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ, пултарулӑхне, дефиле кӑтартнӑ. Пирӗн ентеше Катерина Васильевӑна ҫитекенни пулман.
Вице-мисс ята Свердловск облаҫӗнчи Яна Сергиенко тивӗҫнӗ. Ятарлӑ парнене наци культурине упранӑшӑн Тутарстанри Ирина Тимофеева тата Воронеж облаҫӗнчи Екатерина Крикунова илнӗ.
Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн доценчӗн ӗҫне Раҫҫейре пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмахӑмӑр — педагогика ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ, педагогика ӗҫченӗсен професси аталанӑвӗн кафедрин доценчӗ Людмила Васильева пирки. Унӑн «Регионализация дошкольного этнохудожественного образования» (чӑв. Шкул ҫулне ҫитменнисен этнохудожество вӗрентӗвне региона кура йӗркелесси) ӗҫӗ «Языки и культура народов России: сохранение и развитие» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем тата культури: сыхласа хӑварасси тата упрасси) Пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра ҫӗнтернӗ.
Ӗҫсене номинацисемпе суйласа илнӗ. Чи лайӑххисен шутӗнче — Раҫҫейӗн 51 регионӗнчи 110 практика.
Людмила Васильева Канашри педагогика училищинче (1973-1976 ҫулсенче), Чӗмпӗрти патшалӑх педагогика институтӗнче, асӑннӑ аслӑ шкулӑн аспирантуринче, Мускаври патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ. 2018 ҫултанпа Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен Чӑваш Енри чи лайӑх специалистсене палӑртнӑ. Конкурса унчченхи тапхӑрта суйланса илнӗ хыҫҫӑн 13 ҫын хутшӑннӑ. Муниципалитет шайӗнче пултарнисем республикӑри конкурсра тупӑшнӑ. Мероприятие Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев хутшӑннӑ. Вӑл производствӑра инкек тӳсесси юлашки ултӑ ҫулта 1,7 хут чакнине пӗлтернӗ.
Ӗҫ сыхлавӗн 2019 ҫулти чи лайӑх специалисчӗ ята Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче (Шупашкар хули) тӑрӑшакан Елена Гладкова, Канашри автоагрегат савутӗнчи ӗҫ сыхлавӗ тата техника хӑрушсӑрлӑхӗн ертсе пыракан специалисчӗ Сергей Иванов, Шупашкар хулин теплосечӗн специалисчӗ Роман Смирнов тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |