Шупашкарти 40-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Михаил Турханов Пӗтӗм Раҫҫейри ачасен ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата пултарулӑх ӗҫӗсен «Ӑслӑлӑхри пӗрремӗш утӑмсем» конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӑл Мускав облаҫӗнче ака уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче иртнӗ.
Конкурса сахал мар ача хутшӑннӑ: куҫӑн мар майпа иртнӗ турта – 900 ытла шӑпӑрлан, куҫӑн майпа иртнинче вара – 500 ытла. Чӑваш Енрен виҫҫӗн кайнӑ: Денис Герасимов, Павел Михеркин тата Михаил Турханов.
Михаил жюри пайташӗсен «Самолет ҫунатти. Вӑл мӗнрен тӑрать» тӗпчев ӗҫӗпе паллаштарнӑ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ эксперт комиссийӗн мӗнпур ыйтӑвне хуравланӑ, ҫапла майпа вӑл хӑйӗн секцинче малти вырӑна тухнӑ.
Турцире Пӗтӗм тӗнчери «Miss Apollon 2018» илемӗх конкурсӗ иртет. Унта Чӑваш Енри чиперуксем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем ытти ҫӗршыв пикисемпе ҫак ята тата коронӑна тивӗҫессишӗн тупӑшӗҫ.
Тӗнче шайӗнчи конкурс кастингӗ витӗр Чӑваш Енри темиҫе пике тухнӑ. Финал Турцири Дидим хулинче ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртӗ. Пирӗн модельсем унта ҫитсе отеле вырнаҫнӑ ӗнтӗ, финала хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ.
Палӑртмалла: Турцие Александра Николаева, Евгения Матвеева, Ванесса Васильева тата Марина Панова кайнӑ. Вӗсем Шупашкарти «Волга Моделис» модель агентствинче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ. Пикесем Турцие хӑйсем тӗллӗн кӑна кайман, педагогӗсем те пӗрле пынӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Виктория Трончук НТВ телеканалпа кӑтартакан «Ты супер!» конкурса хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Тӳресен умӗнче вӑл «Queen» рок-ушкӑнӑн «The Show Must Go On» юррине шӑрантарнӑччӗ.
Паян вӑл телепроектӑн чӗрӗк финалне хутшӑнчӗ. Унта Ҫӗмӗрле хӗрӗшӗн виҫҫӗн сасӑларӗҫ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Игорь Крутой вара тӑхтаса тӑчӗ, суя нотӑсем самай пулнине палӑртрӗ.
Виктория Трончук Наталия Подольская юррине суйланӑ. Конкурса Н. Подольская та пынӑ. Ҫӗмӗрле хӗрне хавхалантармалла вӑл унпа юрларӗ.
«Ты супер!» конкурса Раҫҫейри, Абхазири, Азербайджанри, Арменири, Грузири, Казахстанри, Кӑркӑсстанри, Молдовӑри, Украинӑри, Эстонири, Кӑнтӑр Осетири ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте — ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑскерсем.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑри пенсионерсем компьютер ӑсталӑхӗпе конкурса хутшӑннӑ. Унта районсенче ҫӗнтернисем пухӑннӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти электромеханика колледжӗнче иртнӗ.
«Ӗҫлеме хӑнӑхакан» номинацире Михаил Афонькин (Етӗрне районӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Генриетта Лаврентьева (Ҫӗрпӳ районӗ) — иккӗмӗш, Елена Аникина (Етӗрне районӗ) — виҫҫӗмӗш.
«Лайӑх ӗҫлекен» номинацире Татьяна Душенькина (Улатӑр) мала тухнӑ, Любовь Тюрикова (Сӗнтӗрвӑрри районӗ) — иккӗмӗш, Алевтина Шашкова (Шупашкарти Мускав районӗ) — виҫҫӗмӗш.
«Чи лайӑх хӑтлав» тесе Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Валентин Егоров ӗҫне хакланӑ, «Тӗнче тетелне чи лайӑх пӗлекен» – Шупашкарти Калинин районӗнчи Татьяна Ярлыкова.
Республикӑра мала тухнисем Раҫҫей конкурсне хутшӑнӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшенче Вера Кузьмина ячӗллӗ илемлӗ вулав конкурсӗ иртнӗ. Ӑна, аса илтерер, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗпе ирттереҫҫӗ. Унта Вера Кузьмина хӑй те пынӑ. Чӑвашла 69 хайлав, вырӑсла 40 хайлав вуланӑ.
Конкурса хак паракан тӳресенчен пӗри, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов сӑнанӑ тӑрӑх, «иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан хутшӑнакансем хайлав сӑмахӗсене чун витӗр кӑларни» палӑрнӑ.
Вера Кузьминан ятарлӑ парнине Шупашкарти 41-мӗш шкулти Анастасия Ларшникова, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнчи пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекен Алексей Александров тата Канашри «Грани» ҫамрӑксен театрне ҫӳрекен Дарья Инокентьева тивӗҫнӗ. Алексей Александров сӑвӑ вуланӑ хушӑра юрласа та, ташласа та кӑтартнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсене ҫӳрекен ачасем валли «Хунав» фестиваль-конкурс иртрӗ. Конкурса чылай ача пахчисем хутшӑнчӗҫ. Ачасем хӑйсен пултаруллӑхӗпе куракансене самаях тӗлӗнтерчӗҫ.
Фестиваль-конкурс виҫӗ номинаципе иртрӗ: «Илемлӗ чӑваш юрри» — ачасем чӑвашла юрӑ юрларӗҫ. «Асамлӑ юмах тӗнчи» — ачасем пӗр-пӗр юмаха сценка евӗр чӑвашла лартса кӑтартрӗҫ. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» — ачасем сӑвва чӑвашла каларӗҫ.
Жюри пайташӗсем Чурачӑк салинчи шӑпӑрлансем чи маттур пулнине палӑртрӗҫ. Кунта вырнаҫнӑ ача пахчи фестиваль-конкурсӑн пур номинацинче те ҫӗнтерме пултарчӗ. Ҫитес кунсенче вӗсем район чысне республикӑра хӳтӗлӗҫ.
Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлешӗвӗ ваттисем хушшинче компьютер пӗлӗвне сарассипе малалла ӗҫлет. Компьютера епле пӗлнине пахалас тата унӑн вӑрттӑнлӑхне ӑша хывма хавхалантарас тӗллевпе ҫулсеренех чемпионат ирттерет. Пӗтӗм Раҫҫейри чемпионат кӑҫал Пятигорска пухӑнӗҫ. Ӑмӑрту виҫӗ тапхӑрпа пулӗ.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Атӑлҫи патшалӑх техника университечӗн Сӗнтӗрвӑрринчи филиалӗнче чемпионатӑн районти тапхӑрӗ иртнӗ. Пенсионерсем РФ Пенси фончӗн порталӗнче, Яндекс шырав тытӑмӗнче, Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн патшалӑхӑн информаци тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Чемпионатра Любовь Тюрикова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, Елена Ястребова — 2-мӗш, Ольга Савинова, Татьяна Исаева — 3-мӗш. Ака уйӑхн 27-мӗшӗнче район ушкӑнӗ республикӑри конкурсра тупӑшӗ.
Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫыракан авторсем хушшинче конкурс ирттереҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне республикӑн Информаци политикипе масӑллӑ коммуникацисен министерстви ирттерет.
Аса илтерер, Ачасем валли чӑвашла хайлавсем ҫыракансене пирӗн республикӑра кӑҫал та хавхалантарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Ятарлӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр алӑ пуснӑччӗ.
Конкурс материалӗсене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли шӑрҫаланӑ автора 50 пин тенкӗ парӗҫ, вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫыракансене — 75-шер пин тенкӗ.
Тутарстанри Лениногорскра районти нацисен чи хитре те пултаруллӑ пикисене палӑртнӑ. «Лениногорск илемӗ» конкурс пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтернӗ. Конкурса ултӑ наци пики хутшӑннӑ. Ҫав йышра Лениногорскра экономиста вӗренекен 19 ҫулти Мария Исаева чӑваш хӗрӗ пулнӑ.
Хӗрсем хӑйсен пултарулӑхне «Эпӗ хамӑн халӑхӑн хӗрӗ» визиткӑра, наци апат-ҫимӗҫӗ хатӗрлесе, пултарулӑх конкурсӗсенче тата дефилере кӑтартнӑ. Конкурсҫӑсене «Халӑх чунӗ», «Наци колоричӗ», «Ҫепӗҫ чӗлхе», «Туслӑх элчи», «Халӑх йӑли-йӗркин управҫи», «Халӑхӑн кӗмӗл сасси» номинацисенче чысланӑ. Чӑваш хӗрӗ «Наци колоричӗ» номинацире палӑрнӑ.
Чӑваш пикине халӑхӑн илемӗпе, культурипе паллаштарма районти ЧНКЦ тата Лениногорск хулинчи «Шурӑ хурӑн» чӑваш ансамблӗ пулӑшнӑ.
Ака уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнче чӑваш ачисемпе ҫамрӑкӗсен VII «Силпи асамачӗ» фестиваль-конкурс иртнӗ. Унта пухӑннисене чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров хакланӑ.
«Урал сасси» хаҫатӑн халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Надежда Родионова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса Пушкӑртстанпа Тутарстанри, Чӑваш Енри, Челепи облаҫӗнчи 300-е яхӑн ачапа ҫамрӑк хутшӑннӑ. Пурӗ 74 заявка килнӗ.
Пысӑк масштаблӑ мероприяти РФ Президенчӗн фончӗ пулӑшнипе иртнӗ. Конкурса тӑратнӑ номерсене чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров ертсе пыракан жюри ушкӑнӗ хакланӑ. Суйлав турӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк артистсем мероприятийӗн тӗп уявне — гала-концерта — пуҫтарӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |