Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Корея

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа ҫыру ҫӳретме тытӑнса кайнӑ. Хайхи этем хӑйӗнпе Корея арҫынни, режиссёр тесе паллаштарнӑ.

Кӑштахран арҫын дипломати почти урлӑ посылка ярса панине ӗнентернӗ. Анчах ӑна илме «йывӑрлӑх» сиксе тухнӑ тесе каланӑ. Хӗрарӑма малтан таможня укҫине тӳлеме ыйтнӑ, унтан — налукшӑн.

Ҫапла майпа хӗрарӑм 100 пин тенкӗ ытларах куҫарса панӑ.

Хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланса илсен хӗрарӑм пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

 

Культура

Чӑваш пукани Корейӑра упранӗ. Асӑннӑ ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Сеулта, «Пушкин ҫурчӗ (Pushkin House)» музей пур. Ӑна вырӑссен культурӑпа вӗренӳ центрӗ ҫумӗнче 2002 ҫулта уҫнӑ. Ӑна Раҫҫейпе Корея пӗр-пӗрин культура эткерлӗхӗпе пуянланччӑр, вырӑнтисем вырӑс чӗлхине вӗренччӗр тесе йӗркеленӗ. Шӑпах ҫав музейре упранӗ те чӑваш пукани.

Сеулти музей вали пуканесене Людмила Васильева ӑста хатӗрленӗ. Матрешка 8 пуканерен тӑрать. Кашни пуканене чӑвашла тумлантарнӑ.

Пуканене Халӑхсем хушшинчи ассоциаци урлӑ ӑсатӗҫ. Проект партнерӗсем — Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви, «Манӑн услам» центр тата республикӑн Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ.

 

Республикӑра
m.fishki.net сӑнӳкерчӗкӗ
m.fishki.net сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри тата икӗ ҫынна чикӗ леш енчен таврӑнма патшалӑх пулӑшнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗш каҫхине ятарлӑ авиарейссемпе Мускава Корейӑран тата Израильтен хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене илсе килнӗ. Чӑваш Енри ҫынсем те пулнӑ. Пурӗ иккӗн. «Шереметьево» аэропортран вӗсене Мускав облаҫӗнчи «Пушкино» санаторири обсерватора илсе кайнӑ. Ыран вӗсене Муркаш районӗнчи «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) санаторие илсе килӗҫ.

Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енри 284 ҫын чикӗ леш енче тӑоса юлнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ – Таиландра, АПШра, Индире. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енри 92 ҫынна таврӑнма пулӑшнӑ: 22 – Индирен, 15 – Таиландран, 11 – АПШран, 5 – Узбекистанран, 5 – Испанирен, 5 – Германирен, 5 – Турцирен, 5 – Индонезирен, 4 – Италирен, 2 – Грецирен, 2 – Кипртан, 2 – Великобританирен, 1 – Латвирен, 1 – Португалирен, 1 – Таджикистанран, 1 – Шри-Ланкӑран, 1 – Иорданирен, 1 – Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсенчен, 1 – Кӑнтӑр Африкӑран, 1 – Корейӑран, 1 – Израильтен.

 

Культура

Чӑваш Ен ҫыннисем Словаки ҫӗршывӗнче иртнӗ эсперанто конгресӗнче пулнӑ. Мероприятие «Ӑнӑҫӳ чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн коммерци пуҫлӑхӗ, «Хавал» пуҫару ушкӑнӗн хастарӗ Александр Блинов, унӑн мӑшӑрӗ — «Ача-пӑча академийӗ» центр преподавателӗ Юлия Блинова тата Блиновсен ывӑлӗ Матвей (вӑл Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренет) хутшӑннӑ.

Конгресс иртнӗ май чӗлхесемпе культурӑсен фестивальне те йӗркеленӗ. Юлия Блинова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн хастарсем Чӑваш Енпе, унӑн культурипе, Шупашкарпа, чӑваш чӗлхипе паллаштарнӑ. «Пирӗн стендпа 200 ытла ҫын кӑсӑкланчӗ», — терӗ Юлия.

Фестивале Германи, Франци, Чехи, Польша, Словаки, Дани, Швеци, Норвеги, АПШ, Великобритани, Бельги, Нидерланд, Венгри, Итали, Испани, Португали, Бразили, Аргентина, Мексика, Финлянди, Япони, Китай, Корея, Вьетнам, Бурунди ҫӗршывӗсенчен тата ытти ҫӗртен пырса ҫитнӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Культура

Пӑлхар хулинче экскурсире ҫӳренӗ мая мана яланах унти кив мунчасем питӗ тӗлӗнтеретчӗҫ. Вӗсен ишӗлчӗкӗсем. Пӑхан-пӑхан вӗсем ҫине, анчах халӑх унта мӗнле ҫӑвӑннине пӗрре те ӑнланаймастӑн. Ак паян ӑнсӑртран тенӗ пек корейсен ондолӗ пирки пӗлтӗм. Вӑл мӗнле ӗҫленине курсанах пӑлхарсен мунчине епле йӗркеленине ӑнланса илтӗм.

Ондоль — кӗскен каласан, пӳрте ӑшӑтмалли меслет. Кӑмака ӑшши тӳрех мӑрьене мар каять — малтан сакайӗпе иртет те кайран тин вара тӗтӗм урамалла тухать. Ҫапла май урай питӗ ӑшӑ пулать пулас. Ондоль евӗр кӑмака тӳрех темиҫе енпе паха. Пӗрремӗшӗнчен хӑй вучахӗ ҫинче апат пӗҫерме пулать. Иккӗмӗшӗнчен — вӑл пӳрт урайне ӑшӑтать.

Паллах, ондоль вырӑс кӑмакипе танлаштарсан кӑткӑсрах. Ӑна йывӑҫ пӳртре тӑваймӑн. Никӗсне чултан купалама тивет. Тата унсӑрӑн пуҫне никӗсӗ ҫирӗп пулмалла — урайра ҫурӑк пулсан тӗтӗмӗ пӳлӗме тулӗ-ҫке. Ҫак сӑлтавсене пулах ӗнтӗ ман шутпа чӑвашсем унашкал кӑмакана пӑрахӑҫласа вырӑссен меслечӗпе усӑ курма пуҫланӑ.

Малалла...

 

Спорт
Татьяна Акимова
Татьяна Акимова

Паян биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗн Корейӑри тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ӗнер пирӗн хӗрарӑмсем эстафетӑра тупӑшрӗҫ, паян арҫынсем старта тӑчӗҫ. Максим Цветков хытах ывӑнни тӳрех сисӗнчӗ. Апла пулин те ушкӑнри Евгений Гараничев, Антон Бабиков тата Антон Шипулин парӑнмарӗҫ, финиша тӑваттӑмӗш ҫитрӗҫ. Ҫапла вара арҫын-биатлонистсем Пӗчӗк хрусталь глобуса тивӗҫрӗҫ.

Хӗрарӑм-биатлонисткӑсем нимпех те савӑнтараймарӗҫ. Корейӑри тапхӑр пирӗн ентешшӗн, Татьяна Акимовашӑн та, ӑнӑҫсӑр пулса тухрӗ. Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра палӑртнипе килӗшмеллех: спринтра та, пасьютра та чӑваш хӗрӗ сезонти чи начар кӑтартупа палӑрчӗ.

Мӗнех, ҫывӑх вӑхӑтра тата ӑмӑртма тивӗ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Финляндири Контиолахтире, 17-мӗшӗнче Норвегири Холменколлента старта тухмалла. 10 кунта Татьяна Акимова икӗ хутчен спринтра, икӗ хутчен пасьютра, пӗр хут масс-стартра тата хутӑш эстафетӑра тупӑшӗ.

 

пӑтӑрмаха лекнӗ танк
пӑтӑрмаха лекнӗ танк

Ananova информаци агентстви Кӑнтӑр Корейӑра ҫар ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пирки пӗлтерет. Каҫхи вӗрентӳрен таврӑнакан корей танкисчӗ ҫынсем пурӑнакан вырӑн урлӑ каҫнӑ чухне руль умӗнче ҫывӑрса кайнӑ тет.

Ыйха юратакан (те ывӑннӑ-ха ӗнтӗ) пурӗ икӗ машина таптаса лапчӑтнӑ тет тата ҫул хӗрринчи икӗ йывӑр тиев машинине ҫӗмӗртнӗ тет. Танкӗ пӗр магазин ҫурчӗ умне пырса тӑрӑннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ чарӑннӑ тет.

Пӑтӑрмах машинсемпе ҫурсене кӑна сиен кӳнӗ, танкиста шута илмесен урӑх ҫынсем аманман. Пӗр ҫынни хӑйӗн телейне кура ҫеҫ суранланман тет — танк гусеници ларан ҫын вырӑнӗ енне ҫӗмӗрсе кайнӑ. Пӑтӑрмаха лекнӗ танкист пуҫне ҫурнӑ тата кӑкӑрне амантнӑ — ӑна пульница ӑсатнӑ.

Хыпарҫӑ-агентство пӗлтернӗ тӑрӑх танкист магазин ҫурчӗ ҫумне пырса ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ вӑраннӑ тет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2010/02/25/tank/
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Укçа-тенкĕ енчен ку эрнере хавшакрах. Укçана перекетлĕр. Харпăр тата професси хутшăнăвĕсенче йывăрлăхсем пур. Тен, юратнă япала çухалĕ. Эрне вĕçнелле йăлтах йĕркеленĕ. Ырă çынсем пулăшнипе çухалнă япалана тупаятăр. Юратнă çынпа хутшăну лайăхланĕ. Эсир ăна пуринчен ытла шанатăр. Юратнă çын çакна тивĕçлĕ пулинех.

Ака, 19

1936
88
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть