Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Владимир Григорьевӑн 50 ҫулне паллӑ тунӑ. Ӑна палӑртма вӗсем ӗлӗкхиллех Трактор тӑвакансен Культура керменне, унти Пысӑк зала, пуҫтарӑннӑ.
Пурнӑҫне театр ӳнерне халаллама йышӑннӑ ҫак ҫын раштавӑн 24-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ҫуралнӑ. Ун шалти пуянлӑхӗ Борис Чиндыковӑн «Алӑксем патӗнче» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Иван художника сӑнарланӑ чух уйрӑмах уҫӑлнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Борис Чиндыковӑн «Урасмет» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Санай рольне те вӑл лайӑх калӑпланӑ. Кайран та, паллах, нумай сӑнара ӗнентерӳллӗ вылянӑ вӑл. Вӑл шутра хаваслисем те, йывӑр шӑпаллисем те лекнӗ. Ӗнер Владимир Григорьева ӗҫтешӗсем юбилейпа саламласа малашне те ӑнӑҫлӑ сӑнарсем суннӑ.
Шупашкар районӗнче тухса тӑракан «Тӑван Ен» хаҫата килтен тухмасӑрах ҫырӑнайӑн. Хаҫатӑн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, район хыпарҫине вулас текенсен редакцин сайтне кӗмелле кӑна.
Хаҫата ҫапла майпа альтернативлӑ та (тепӗр майлӑ каласан, редакцие ҫитсе унтан илме), пуштӑ урлӑ та ҫырӑнма май пур. Тата, паллах, электрон версине суйлама юрать.
Ҫамрӑк та мал ӗмӗтлӗ коллектив Татьяна Вашуркина редактор ертсе пынипе яланах шыравра. «Тӑван Енре» ӗҫлекенсем хыпарланӑ тӑрӑх, маларах вӗсем сайт урлӑ рекламӑсемпе пӗлтерӳсем илессине йӑлана кӗртнӗ. Халӗ, ав, хаҫата сайт урлӑ ҫырӑнма услови тунӑ. Кӑҫал хаҫатӑн юбилейне кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. Ун валли тӗрлӗ календарь (дизайнер-верстальщикӗ — Марина Иванова) кӑларса та хатӗрленӗ.
Чӑваш эстрада юрӑҫи нумаях пулмасть иртнӗ концерта калмӑк костюмне тӑхӑнса тухнӑ. «Эпир ӑна малтан тутарӑн тесе шутларӑмӑр та Алексей кӳршӗллӗ халӑхӑн тӗнне куҫман-ши тесе интересленес терӗмӗр», — тесе ҫырнӑ Илья Туманов ятлӑ автор Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫатра. Хаҫатҫӑсем юрӑҫпа хӑйӗнпе пырса калаҫнӑ. Вӑл буддизма та, мӑсӑльман тӗнне те явӑҫман иккен. Имиджмейкерсем ӑна сцена валли ҫакӑн пек костюм суйласа илме сӗннӗ.
Сӑмах май каласан, автор пирӗнтен кашниех тӗрлӗ тумпа ҫӳренине палӑртнӑ. Хӑй каланине ҫирӗплетме вӑл арҫынсем европа пиншакне суйланине, каччӑсем америка джинсине тӑхӑнма кӑмӑлланине е юлашки вӑхӑтра чӑваш орнаменчӗсем евӗрлӗ эрешсемпе тухма пуҫланӑ финнсен свитерӗсене тӑхӑнса ягине палӑртнӑ. Паллах, итали пушмакӗ чи чапли, турккӑсен толстовкисем те аптрамаҫҫӗ. «Тӑратӑнса тӑракан ҫухаллӑ итальян кӗпине юратакансем те пур, пуҫлӑхсем вара акӑлчан галстукне ытларах ҫыхаҫҫӗ. Кама мӗн килӗшет вӗт», — тенӗ хыпарта.
Ара, килӗшет пулсан, ма тӑхӑнмалла мар? Чӑн та шӑлаварпа галстук тӗрлекен чӑваш модельерӗсенчен йӑлӑхнӑ пулмалла пирӗн артист.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла кӗнеке ҫыракансем хушшинче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Конкурса ал ҫырӑва уйрӑм автор ӗҫне те, темиҫе ҫын пӗрле пуҫтарӑнса ҫырнине те йышӑнӗҫ. Материалсене ҫак номинацисемпе тӑратма юрать: шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнӑ хайлавшӑн 50 пинлӗх 1 грант уйӑрӗҫ, вӑтам ҫулсенчи шкул ачисем валли хайлавшӑн 75,0 пин тенкӗ парӗҫ, аслӑ классенче вӗренекенсем валли ҫырнишӗн ҫӗнтерӳҫӗне 75,0 пин тенкӗ лекӗ.
Конкурса хайлавсене ака уйӑхӗн 1–15-мӗшӗсенче йышӑнӗҫ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен кая юлмасӑр пӗтӗмлетме шантараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 64-20-97 хушма номер 2537, e-mail: info37@cap.ru.
Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа вӑл ҫуралнӑ Тутарстанри Сиктӗрмере асӑну мероприятийӗ иртнӗ. Поэзи фестивальне пирӗн тӑрӑхри сцена ӑстисем те, культура министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ.
Республика делегацийӗ Петӗр Хусанкайӑн Тутарстанри музейӗнче пулнӑ май унта пирӗн халӑхӑмӑр поэтне асра тытнине, сума сунине кӑмӑлтан асӑрханӑ. Ҫакна мероприятие Тутарстанри культура министрӗн ҫумӗ Гузель Шарипова, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн пуҫлӑхӗ, Тутарстанти Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ирек Шарипов хутшӑнни те ҫирӗплетет.
Тутарстанри уявра поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата унӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай литератор пулнӑ. Уява пуҫтарӑннисем вӗсене ӑшшӑн алӑ ҫупса тулли кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ.
«Хыпар» хаҫат пуласлӑхӗпе ҫыхӑннӑ видеотавлашӑва пухӑннисем (ӑна Чӑваш халӑх сайчӗ, Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ тата «Сӑвар ТВ» телеканал йӗркеленӗ) наци кӑларӑмӗн кулленхи йывӑрлӑхӗ, хаҫат тиражӗ, ӑна пысӑклатма мӗн кансӗрлени пирки сӳтсе явнине эпӗ те кӑсӑклансах итлерӗм.
Калаҫӑва «Хыпара» нумай ҫул ертсе пынӑ Алексей Леонтьев, хаҫатра ӗҫленӗ Арсений Тарасовпа (ӑна ҫынсем ҫыравҫӑ тата драматург пек ытларах пӗлеҫҫӗ пулӗ) Владислав Николаев (вӑл «Тантӑш» редакторӗ пулнӑччӗ, редакцирен кайнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хӑй тӗллӗн хаҫат та кӑларса пӑхрӗ), чӑвашлӑх хастарӗ Тимӗр Тяпкин, Станислав Убасси паллӑ блогер тата Чӑвашпичечӗн пуҫлӑхӗ, Александр Белов журналист, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн — тӗп редакторӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Моисеев тата Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Николай Плотников хутшӑнчӗҫ.
Видеотавлашӑва итленӗ хыҫҫӑн асӑмра юлнӑ шухӑшӑм ҫапларах. Пӗрремӗшӗнчен, пултарулӑх коллективӗнче патшасемпе тарҫӑсем пулмалла мар. Мӗншӗн апла шухӑшлани патне статья вӗҫӗнче таврӑнӑп-ха.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров республикӑна килнӗ. Вӑл чӑваш халӑх ҫыравҫи Юхма Мишши тата пултарулӑх интеллигенцийӗ ирттернӗ тӗлпулӑва хутшӑннӑ.
Тӗлпулу Наци музейӗнче иртнӗ. Юхма Мишши хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекине, «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑскере, хӑтланӑ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Тӗпчев публикацине кӑларнӑ ҫӗре Мускав, Тутарстан, Ҫурҫӗр Кавказ ҫыннисем те хутшӑннӑ.
Юхма Мишши хӑйӗн ӗҫне Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президентне халалланӑ. Тӗлпулу кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче иртни те ахальтен мар. Ҫак кун, 1994 ҫулта, Николай Федоров президент должноҫне йышӑннӑ.
Юхма Мишши Николай Васильевича чӑваш культурине аталантарас ӗҫ тӗлӗшпе тимлӗ пулнӑшӑн тав тунӑ, Иван Яковлевӑн наци премине панӑ.
Николай Федоров вара Шупашкар районӗнчи вулавӑшсене 1000 кӗнеке парнеленӗ. Куншӑн вӗрентекенсем питӗ савӑннӑ.
Паян — чӑваш халӑх сӑвӑҫин Петӗр Хусанкайӑн ҫуралнӑ кунӗ. Ҫут тӗнчене вӑл шӑп та лӑп 110 ҫул каялла килнӗ. Ҫак куна асра тытса чӑваш хастарӗсен пӗр пайӗ кашни ҫулах унӑн вилтӑприйӗ ҫине ҫитсе паллӑ поэта асӑнать, сӑвӑ вулать.
Ку йӑлана кӑҫал та пӑрахас темерӗҫ, Питӗр Хусанкайӑн вил тӑприйӗ патне ҫитсе ӑна асӑнчӗҫ, паллӑ сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗнчи тата унпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ самантсене аса илчӗҫ.
Ытти ҫулсемпе танлаштарсан паян ачасем йышлӑн килчӗҫ. Шупашкарти 12-мӗш вӑтам шкул ачисем малтанах Чернышевский ячӗллӗ вулавӑша ҫитсе поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ, кайран вара Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ ҫӑва ҫине ыттисем патне килчӗҫ. Шӑп та лӑп ҫавӑнта Петӗр Хусанкай хӑйӗн канлӗхне тупнӑ та.
Кӑҫал та ытти ҫулсенчи пекех мероприятие Владимир Степанов, Геннадий Дегтярёв, Алексей Аксар, Владимир Милютин, Аҫтахар Плотников тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.
Тӗнче литературинче сумлӑ ят хӑварнӑ чӑваш халӑх поэчӗ Петр Хусанкай ҫуралнӑранпа паян 110 ҫул ҫитрӗ.
«Чӑваш Республикин учителӗсен ассоциацийӗ» общество организацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ «Тантӑш» хаҫатпа пӗрле вилӗмсӗр поэта чысласа ирттернӗ «Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай — 110 ҫул!» пултарулӑх ӑмӑртӑвне Патӑрьел районӗнчи Ыхра Ҫырми шкулӗнче вӗренекенсем те хутшӑннӑ. Поэтӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ 10 ыйту ҫине хуравланӑ, тӗпчевлӗ те шыравлӑ ӗҫленӗ. Ӗҫсене «Тантӑш» хаҫата ярса панӑ. Пурте Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ.
Шкулти «Хунав» кружок членӗсем шкул коридорӗнче «Петӗр Хусанкай — чӑваш поэзийӗн Улӑпӗ» стенд ӑсталанӑ. Вулавӑшра сумлӑ юбилярӑн кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унта сӑвӑсен конкурсне те ирттерме палӑртнӑ.
Патӑрьелти тӗп вулавӑшра «Чӑваш поэзийӗн ҫут ҫӑлтӑрӗ» поэзи сехечӗ ирттернӗ. Ӑна Петӗр Хусанкай поэт, публицист, куҫаруҫӑ, литература критикӗ, общество деятелӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Вулавӑша ҫӳрекенсемпе ирттернӗ пухӑва Наталия Ракова уҫнӑ. Мероприятире Хусанкайӑн «Таня», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», «Аптраман тавраш» хайлавӗсен сыпӑкӗсене вуланӑ.
Петӗр Хусанкай Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене пулас поэт ачалӑхрах ҫырма пуҫланӑ. Тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗскер 50 ытла кӑна кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Ҫав шутра «Ҫырнисен пуххи», «Вӑрман юрлать», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», «Хушка хумсем», «Мехел», «Аптраман тавраш», «Чӗре юрри», «Великое сердце», «Таня» «Пин-пин чӗре», «Уяртсан», «Ӑсталӑхпа чӑнлӑх» ятлисене асӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |