(Арсений Тарасов калавӗсем пирки)
Арсений Тарасова чӑваш халӑхӗ инҫекурӑмра (телевиденире) ӗҫленӗ чухне палласа юлчӗ. Вӑл хатӗрленӗ кӑларӑмсене («Хоппасем», «Тавсси», «Кӑлтӑрмач-шав») ватти-вӗтти юратса пӑхатчӗ. Чӑваш академи драма театрӗнче унӑн хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ «Инҫет телей ҫути», «Мунча ӑшши» спектакльсене юратсах йышӑнчӗҫ. Шилӗк историне чухлакансем ӑста дарматурга «Чӑваш Вампиловӗ» теҫҫӗ. Каярахпа журналист «Тӑван Атӑл» журнал тӗременлӗхӗнче, «Хыпар» хаҫатра ӗҫлерӗ. Халӗ ӗнтӗ, ҫулсем хӑваланипе, «тивӗҫлӗ канӑва» тухнӑ. Ҫыравҫӑшӑн шалуллӑ ҫӗрте ӗҫленӗ чухне те «кану» тени ҫулталӑкӗпех тӑсӑлма пултарать, канма тухсан та пуҫ ҫӗклемесӗр хавхаланса ӗҫлени тем чухлех пулать...
Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» (1991) тата «Чӑваш кӗпи» (2014) кӗнекесем хыҫҫӑн Арсений Тарасов пӑраснаҫӑн (прозаикӑн) «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» (2016) кӗнеки тухрӗ. «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» калав пичетленнӗ хыҫҫӑн вулакансемпе критиксем самаях хавхаланса кайнӑччӗ — вӗсене чӑваш сӑмахлӑхне ӑшӑ та тунсӑх туйӑмлӑ, таса та ҫыпӑҫу чӗлхеллӗ, пурнӑҫ тӗшши пирки шухӑшлакан ҫыравҫӑ килни савӑнтарнӑччӗ.
Раштавӑн 9—10-мӗшӗнсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешӗҫ. Раҫҫей шайне кӑларнӑ кубока пӗлтӗр те ирттернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Шелтуков правительство ларӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 15 регионӗнчи 120-е яхӑн спортсмен килмелле. Унсӑр пуҫне АПШри, Монголинчи, Казахстанри тата Беларуҫри командӑсем ҫитме кӑмӑл тунине пӗлтернӗ.
Мероприятие раштавӑн 9-мӗшӗнче «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче 17 сехетре шоу-программӑпа уҫмалла. Унта Сосо Павлиашвили юрӑҫ та хутшӑнмалла.
Финалти ӑмӑртусене курма кӗрес тесен билета 300 тенкӗпе туянмалла, пиллӗк ҫултан кӗҫӗнрех ачасене укҫасӑрах кӗртӗҫ, анчах вӗсен аслисен чӗрҫи ҫинче ларма тивӗ.
Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртӗ. Унта хӑлха илтменнисене тата куҫ курманнисене «Дневники мамы первоклассника» фильм кӑтартӗҫ.
Акци «Синема 5» кинотеатрта иртӗ. Мероприяти 12 сехетре пуҫланӗ. Ку акцие 4 ҫул каялла пӗрремӗш хут ирттернӗ. Кайран вӑл чылай ҫӗршывра сарӑлнӑ. Кӑҫал Раҫҫейре ӑна пирвайхи хут официаллӑ статус панӑ.
Акци вӑхӑтӗнче хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ: «Призрак», «Чемпионы. Быстрее. Выше. Сильнее». Тата «Крепость» мультфильм пӑхма май пулӗ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер театрӗнче «APTARA-fest» фестиваль иртрӗ. APTӐRA-festа пыракансене живопись те, авангардла поэзи те, наци чӗлхиллӗ хальхи юрӑсем те, дизайн-маркет та, фуд-корт та, наци сӗмӗллӗ хулари тумтир те тӗлӗнтерме шантарнӑччӗ мероприяти йӗркелӳҫисем.
Чӑн та, пурте тӗлӗнтернӗ. Ҫӑвара пуринчен ытла карса пӑрахтарни — фестивальти ҫара пикесем. Ҫакна халӗ Фейсбукра хытах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫара пикисем ҫарах та мар темелле: вӗсене сӑрласа пӗтернӗ. Мӗнле май килнӗ пек мар, шухӑшласа виҫсех. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ хайхисене.
Те ҫыннисем кая юлса аталанса пыраҫҫӗ-и, те аптӑратас тесе ытлашшипех аптӑратнӑ-ши: анчах ҫара ӳтлӗ пикене чӑваш тӗррипе сӑрмакланине ырласа йышӑннине хальлӗхе асӑрхамарӑм.
Фейсбукрисенчен пӗри, Юрий Федоров, ку фестивале ҫапларах хакланӑ: «Эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм», — сӑмаха вӑл жаргонпа усӑ курса вырӑсла каланӑ. Унӑн пӗлтерӗшне чакарас мар тесе цитатӑнах илсе кӑтартам: «Я прифигел». Унтан вӑл ҫапларах ҫырать: «Сцена ҫинчи ҫара кӑкӑр — пирӗн тренд иккен.
Красноармейски районӗнчи Культура ҫуртӗнче шкул ачисем хушшинче Трак ен сӑвӑҫин Николай Ершов-Янгерӑн пултарулӑхне халалласа «Кашни сӑмахӗ — чун хӗлхемӗ» илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Н. Ершов — Раҫҫей журналисчӗсен, Чӑваш писателӗсен союзӗсен тата Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. 15 кӗнеке авторӗн сӑввисемпе вырӑнти композиторсем 150 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.
Конкурса 3–11-мӗш классенче вӗренекен 68 ача хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне тӳресен председателӗ пулса Николай Ершов хӑй хакланӑ. Илемлӗ вулакансене ӳсӗме кура виҫӗ ушкӑна пайласа хакланӑ: 3–5, 6–8, 9–11-мӗш классенче вӗренекенсем.
Николай Ершов ҫӗнтерӳҫӗсене преми тата кашни хутшӑнакана хӑйӗн кӗнекисене парса хавхалантарнӑ.
Конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ нумаях пулмасть хӑйӗн 25 ҫулхине паллӑ тунӑ. Ҫавна май унта «Бичуринские чтения: история, культура и религия чувашей» (чӑв. Бичурин вулавӗсем: чӑвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ) ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.
«Тюменская область сегодня» (чӑв. Тӗмен хутлӑхӗ паян) интернет-хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи кӑна мар, ытти патшалӑхри хӑнасем те хутшӑннӑ.
Виҫӗ кунлӑ форум Горьковка ялӗнчи шкулта чӑваш культурипе уҫӑ урок ирттернипе уҫӑлнӑ. Тепӗр кун Тӗменти культура институтӗнче Бичурин вулавне пуҫтарӑннӑ. Ҫав кунах чӑваш эстрада артисчӗсем те хутшӑннӑ концерт иртнӗ. Виҫҫӗмӗш кун Тобольскри Декабристсен урамӗнчи 21-мӗш ҫурт ҫинче (унччен вӑл ҫуртра ял хуҫалӑх колледжӗ пулнӑ) Никита Бичурин китаеведӑн асӑну хӑмине уҫнӑ. Барельеф ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Здесь в Знаменском монастыре жил и преподавал в Тобольской духовной семинарии (1806—1807) великий сын чувашского народа Никита Яковлевич Бичурин (29.08.1777—11.05.1853), в монашестве — архимандрит Иакинф, выдающийся учёный востоковед, один из основоположников российского китаеведения» (чӑв.
Паян ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне тӑвасси пирки хушу тухнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинетне ҫак ҫурта пурлӑх пама хушнӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ унччен Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ пулнӑ ҫӗрте уҫӑлӗ. Правительство ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме май туса памашкӑн хыснари укҫа-тенке пӑхса тухӗ.
Ку – республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӑл Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейре те пурӑнакан халӑхсен культурине, чӗлхине упрас тӗлӗшпе нумай ӗҫлӗ.
Халӑх юррине шӑрантаракан 40 юрӑҫ чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти педагогика университечӗн ӳнер тата музыка вӗрентӗвӗн факультечӗн сцени ҫине тухнӑ. Конкурса хутшӑнас шухӑшлисем 14 районти 60 солист тупӑннӑ. Анчах финала пурте лекеймен.
Халӑх юррисене пухнӑ тата вӗсене юрланӑ Ираида Вдовина ячӗллӗ конкурса Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУпа пӗрле ирттернӗ. «Ай, юрлар-и!» регионсем хушшинчи конкурса кӑҫал улттӑмӗш хут ирттернӗ.
Конкурса икӗ номинаципе йӗркеленӗ: «Студенты специальных музыкальных учебных заведений» (чӑв. Ятарлӑ музыка вӗренӳ заведенийӗсен студенчӗсем) тата «Любители народной песни» (чӑв. Халӑх юррине юратакансем). Юрласа ӑмӑртакансене Михаил Кондратьев музыковед, ӳнер пӗлӗвӗн докторӗ, Чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пай пуҫлӑхӗ; «Классика» юрӑ капеллин дирижер-хормейстерӗ, Шупашкарти Ф. Лукин ячӗллӗ ача-пӑча шкулӗн хор уйрӑмӗн ертӳҫи Александра Васильева; Александр Осипов музыковед; Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Светлана Лаврентьева; Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Тяхмусова; Ҫӗрпӳ районӗнчи культура аталанӑвӗн центрӗн пуҫлӑхӗ Светлана Смирнова тата Ирида Вдовинан хӗрӗсем — Рива Захаровапа Луизы Березнева — хакланӑ.
Ҫак йӗркесене ҫырас шухӑшпа аппалана пуҫласан чӑвашсен паллӑ артистки Тани Юн ҫырнӑ асаилӳ кӗнеки алла лекрӗ. Уҫкаларӑм та шартах сикрӗм: пӗр сыпӑкне «Аса илес килменнисем» тесе ят панӑ. Ҫакӑ мана тарӑн шухӑша ячӗ, чылай вӑхӑт канӑҫ памарӗ. Тем те пулать пурнӑҫра, мӗн тӳснине аса илсен йывӑр шухӑшсем капланса килсе ҫын чӗрине пусарса асаплантараҫҫӗ.
Аллӑ ҫул ытла театрта ӗҫлерӗм, иртнӗ вӑхӑтри пурӑнӑҫ сыпӑн-сыпӑкӑн кинори пек куҫ умӗнчен вӗлтлете-вӗлтлете иртме пуҫларӗ. Анчах та ман пурнӑҫра аса илес килменни пулман та тейӗн, пулнӑ пулсан та аса килмеҫҫӗ вӗсем. Пурнӑҫри лайӑх пулӑмсем, телейлӗ самантсем пуҫра явӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен каласа парас килет. Ҫавӑнпа кӗнеке ятне (паллах, пиҫсе ҫитсе ҫут тӗнче курма пултарсан) аса илӳсем мар, аса килнисем тесе калас килет.
1930 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ялти шкула тӑхӑр ҫул тултарнӑ ачасене ҫеҫ илнӗ. Эпӗ вара ҫичӗ ҫултах вӗренме пуҫланӑ. Ку ҫапларах пулса тухрӗ. Манӑн аттен шӑллӗн ывӑлӗ, манран тӑватӑ ҫул аслӑрах Петӗр пичче, пӗррехинче мана хӑйӗнпе шкула илсе кайрӗ.
Шупашкарти гидроэлектростанци хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти инвалидсене чысланӑ. Анчах унччен вӗсем сусӑрсем валли пултарулӑх конкурсӗ йӗркеленӗ.
Ҫиччӗмӗш хут йӗркелекен ӑмӑртӑва кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарти инвалидсен пӗрлешӗвӗн 35 пайташӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем конкурса кашни ҫулах хутшӑнса пынӑ. Ҫапах та хальхинче тӳресем анлӑ сарӑлнӑ техникӑпа хатӗрленӗ ҫӗнӗ ӗҫсене хаклама пултарнӑ: тӗрӗ, шӑрҫаран тӗрленӗ хатӗрсем, ҫыхнӑ япаласем, йывӑҫа касса ӑсталанисем, оригами (хӑмаран хатӗрленӗ ӗҫсем), живопсиь, графика. Сусӑрсем декупаж (япаласене ӳкерчӗпе тата орнаментпа илемлетни), канзаши (чечеке яппунсен мелӗпе хатӗрлесси), тильда (алӑпа ӑсталанӑ пуканесем) мелӗпе те ӑсталаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ята кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ Тамара Андреева ҫӗнсе илнӗ. Парнесене Надежда Зайкова тата Алексей Городнищев те тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе те хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |