«Чӑваш наци музейӗ 200 пин ытла сайра тӗл пулакан япала упракан вырӑн кӑна мар. Вӑл — хальхи вӑхӑтри культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ те», — ҫак шухӑша палӑртнӑ асӑннӑ учрежденин пуҫлӑхӗ Ирина Меньшикова.
Музея ырлакан-мухтакансем, вӑл туса пыракан хисепе тивӗҫлӗ ӗҫсене палӑртакансем ӗнер татах та пулнӑ. Аваллӑхӑн управҫи ӗнер 95 ҫулхине палӑртассине, юбилейччен «Музее парне» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Музее уявпа культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май музейӑн хӑш-пӗр ӗҫченне Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шурсухалсем те ҫитнӗ унта. Виталий Станъял ыррине кӑна каланӑ май ку учреждени Чӑваш Ен историне аталантарма тата сарма пулӑшнине асӑнса хӑварнӑ. Саламлакансем йышлӑ. Чӑваш Енӗн культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗ Наталья Баскакова, ЧППУн историпе филологи факультечӗн деканӗ Анна Скворцова тата ыттисем те хутшӑннӑ.
Ӗнер уҫӑлнӑ «Музей — сӑнсенче» курав та аваллӑх управҫин ӗҫ-хӗлӗпе аван паллаштарать.
Сӑнсем (43)
Чӑваш халӑх ӳнерпе ӑслӑлӑх академийӗн ертӳҫи Евгений Ерагин нумаях пулмасть Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.
Евгений Евстафьевич 1955 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ярак ялӗнче ҫуралнӑ. Чылай вӑхӑт хушши районти Калайкасси вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗретнӗ. Таврапӗлӳҫӗ. Чылай кӗнеке авторӗ. Хальхи вӑхӑтра Евгений Ерагин — Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ. Халӑх академикӗсене ертсе пынӑ май чылай меропритисене йӗркелет, хутшӑнать.
Евгений Ерагинӑн сумлӑ ячӗсем унччен те пулса. 2006 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ята панӑччӗ.
Евгений Евстафьевичӑн пӗлтӗрхи ӗҫне Чӑваш халӑх сайчӗ те палӑртсаччӗ — вӑл «2015 ҫулталӑк ҫынни» сасӑлава хутшӑнма тивӗҫнӗччӗ.
Паян, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Муркаш районӗн ҫыннисем пухӑннӑ. Вӗсем Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата республикӑри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа район 72 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ.
Фойере хӑнасене юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Унтах ал ӗҫӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Уяв район аталанӑвӗ пирки ӳкернӗ фильм кӑтартнипе пуҫланнӑ. Унтан Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, район пуҫлӑхӗ Игорь Николаев, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ Алла Салаева тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Унтах ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ ҫамрӑксене, маттур ҫынсене чысланӑ. Сцена ҫине Муркаш районӗнчи фольклорпа эстрада ансамблӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем тухса юрӑ ташӑпа савӑнтарнӑ.
Геннадий Айхи поэт вилнӗренпе кӑҫал 10 ҫул ҫитет. Тӗлӗнсе каймалла пек те, анчах вӑл тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртрӗ те иккен...
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Геннадий Айхин ҫак уйӑхра асӑну кунӗсене ирттерме палӑртса хунӑ.
Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче «Айгиана» кӗнекепе ӳкерчӗк куравӗ ӗҫлӗ. Вӑл вулавӑшра упранакан «Айгиана» фондри пуянлӑхпа паллаштарӗ. «Г. Айхин пултарулӑх эткерлӗхӗ» информаци сехетне те палӑртса хунӑ, поэт пултарулӑхӗн тӗпчевҫисемпе тӗлпулусем йӗркелессине те.
Наци вулавӑшӗнчи курав нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен тытӑнса ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Курав залӗ вулавӑшӑн иккӗмӗш хутӗнчи 218-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ. Курав 10 сехетрен 18 сехетчен вырсарни кунсӑр пуҫне кашни кунах ӗҫлӗ.
Вӑл е ку яваплӑ должноҫе пӗр-пӗр ҫынна лартнине тӗрлӗрен хаклакан пур. Ҫавӑн пек пулмалла та-ши? Ара, ҫӗр ҫыннӑн ҫӗр тӗрлӗ шухӑш ӗнтӗ.
Нумаях пулмасть республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тутар чӑвашне Константин Яковлева лартнӑ хыҫҫӑн та темле те калаҫакан-сӑмахлакан, ун диссертацийӗ таранах сӳтсе явакан тупӑнчӗ. Тӳррипе каласан, юлашкинчен калани пирки халӗ те шӑв-шав лӑпланса пӗтмен-ха: тӗнче тетелӗнче ку темӑна ҫав-ҫавах хускатаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ пулма Вячеслав Оринова шаннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Вячеслав Оринов, аса илтеретпӗр, театрпа кино актерӗ, режиссер. 2014 ҫултан пуҫласа хальччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче режиссерта ӗҫленӗ. Тӗрлӗ ҫулта ЧПУра, культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентнӗ.
Вячеслав Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» номинаци ҫӗнтерӳҫи, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.
Вӑрмар районӗнчи Кавал культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть илемлӗ пултарулӑх фестивалӗ иртнӗ.
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ ҫав мероприятие кавалсем Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Вырӑнти илемлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хушшинче «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекенсем, Кавалти тулли мар пӗлӳ паракан шкулта вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, администраци ӗҫченӗсем тата ыттисем пулнӑ.
Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ жанрпа кӑтартнӑ: хор, вокал ансамблӗ, пӗччен юрласси, ҫемье ансамблӗ, инсценировка, ташӑ, театр ӑсталӑхӗ тата ытти те.
Кавал ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ал ӑстисен куравне те ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене илсе пынӑ, пӗр-пӗрин пултарулӑхне пӑхса тӗлӗннӗ-савӑннӑ.
Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул проектне пӗтӗмлетмелли мероприяти йӗркеленӗ. Унта Муркаш районӗнчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ.
Аса илтерер, «Пӗр районӑн юмахӗ» проекта кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 7-мӗшӗччен Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫынсем ҫулҫӳрев карттинче кӑтартнӑ ятарлӑ вырӑнсем тӑрӑх канса та савӑнса ҫӳреме пултарчӗҫ ҫав вӑхӑтра.
Уйрӑмах хастаррисем мӗнпур уява ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чемен карти» этнопаркра кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗн Елки иртнине, ӑна влаҫрисем «Этнозима» (чӑв. Этнохӗл) ят панине эпир пӗлтернӗччӗ.
Трак тӑрӑхӗнче (Красноармейски районӗ) Кино, Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗсене тата Элли Юрьевӑн ҫулталӑкне Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Иртнӗ эрнекун вара Шупашкарти филармони залӗнче Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне, Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ уяв мероприяти иртрӗ. Унта ытти тӑрӑхрисемпе пӗрлех куславккасем те пулнӑ. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев унта: «Паян пирӗн пурсӑмӑрӑн та пӗр тӗллев — ҫитӗнекен ӑрӑва ӗҫ ҫыннине сума сунма, унӑн пархатарлӑ ӗҫне ӑша хывса пурӑнма вӗрентесси. Тӑван ҫӗршывӑмӑра, тус-юлташсене хисеплеме, вӗсемшӗн чунтан тӑрӑшса вӗренме, ӗҫлеме пулӑшасси», — тесе палӑртнӑ.
Ҫак эрнере, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Раҫҫейре палӑртнӑ кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне Куславкка районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасшӑн.
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче икӗ культура ҫурчӗ пур. Ҫак кунсенче вӗсенчи 4 пултарулӑх ушкӑнӗ концерт лартнӑ.
Малтанах Рыкакасси клубӗ ҫумӗнчи ача-пӑча ушкӑнӗ сцена ҫине тухнӑ. Вӗсем куракансене гитара, аккордеон каласа тӗлӗнтернӗ.
«Шураппа» фольклор ушкӑнӗ вара ҫӗнӗ юрӑпа савӑнтарнӑ. Елена Пушкина шурӑ шупӑрпа тухса «Мӗнле пурӑнан, аякри тӑван?» юрӑ шӑрантарнӑ. Полина Никифоровӑпа Галина Шалтынова юрланӑ юрӑсем те куракансен кӑмӑлне кайнӑ.
«Шуҫӑм» халӑх юррипе ташӑ ушкӑнӗ тӗрлӗ жанрпа тӗлӗнтернӗ. Москакасси шкулӗнче вӗренекенсем «Нарспи» поэма сыпӑкне кӑтартнӑ. Любовь Ванюшкинӑпа Прасковья Лебедева вара Н.Захаровӑн «Чӗкеҫсем» спектаклӗн пӗр сыпӑкне вылянӑ. «Эчкерен ҫӑлтӑрӗсем» эстрада ушкӑнӗ те халӑха тӗлӗнтернӗ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра «Добрые всходы» (чӑв. Ырӑ калча) куҫса ҫӳрекен курав ӗҫлеме тытӑннӑ.
Фотосенчен тӑракан курава Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ Аркадий Айдака халалланӑ. Ӑна Чӑваш наци музейӗ хатӗрленӗ.
Аркадий Айдак — РФ тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Вӑл — маларах асӑннӑ Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ҫынни. 1985 ҫулта унӑн тӑван ялӗнче халӑх хуҫалӑхӑн музейне те йӗркеленӗ. Ку пуҫару авторӗ те — ӗмӗрне ял хуҫалӑх ӗҫне халалланӑ Аркадий Айдак. Ял хуҫалӑх отраслӗнче республикипех ҫӗр кӗрленӗ кӑна мар, ҫӗршывра палӑрнӑ ҫак ҫын ячӗпе курава музейҫӑсем кӑҫал пирӗн республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернине кура йӗркеленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |