Шупашкар районӗнчи Янӑшри Культура ҫурчӗн пултарулӑх коллективӗ асӑннӑ районти Хачӑкра концертпа пулнӑ. Унччен маларах, сӑмах май, вӗсем Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫне ҫитсе килнӗ.
Хачӑкри концерт икӗ сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Унтисене «Янӑш» фольклор ушкӑнӗ, ташӑ ушкӑнӗ, Светлана Ефимова, Альбина Александрова, Алена Ефимова солистсем, Альбина Александрова тата Нонна Грачева хуткупӑсҫӑсем савӑнтарнӑ. «Кин кӗртесси ҫӑмӑл мар» сценкӑна лартнӑ Людмила Сталькова, Альбина Белова, Людмила Иванова та ҫынсене хавас кӑмӑл парнеленӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче таврапӗлӳҫӗсен пӗрремӗш съезчӗ иртнӗ. Ӑна Чӗмпӗр облаҫӗн правительстви, Вӗренӳ министерстви, Чӗмпӗр облаҫӗнчи истори тата культура енӗпе наукӑпа тӗпчев институчӗ йӗркеленӗ.
Съезда Чӗмпӗр облаҫне тӗпчекенсем, педагогсем, вулавӑш, музей, издательство ӗҫченӗсем, МИХсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Пленар ларӑвӗнче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ, Правительство председателӗ Сергей Иванович Морозов пулнӑ.
Университет залӗнче ӳнер тата таврапӗлӳ литературин куравне йӗркеленӗ. Унта Николай Казаков таврапӗлӳҫӗ кӗнекисене хӑтланӑ. «Тӑван тӑрӑхри халӑхсен культурипе историне тӗпчени» секцире Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш таврапӗлӳҫисен пайташӗсем тухса калаҫнӑ: Кузьмин Д. В., Пушкин В.К., Казаков Н. А. (Ильмовский), Ярухин В. К., Н. Павловский.
Тепӗр съезд ҫитес ҫулхи ҫулла иртӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи историксене, таврапӗлӳҫӗ общественниксене, специалистсене чӗнме палӑртнӑ.
Чӑваш патшалӑх драма театрӗ ЧР Халӑх артистне, Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫыннине Иван Иванович Иванова юбилейпе саламланӑ.
Театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР Халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Иван Ивановичӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, тата нумай ҫул пурӑнма сывлӑх суннӑ.
Театр директорӗ Вадим Ефимов Иван Иванович общество ӗҫӗнче хастар пулнине палӑртнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Александра Зайцева та юбиляра ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Вӑл пурнӑҫри интереслӗ самантсене аса илнӗ. Паллах, ЧР Халӑх артисчӗ Геннадий Матвеев та юбиляра саламланӑ.
Фойере Иван Ивановӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ курав йӗркеленӗ. Каҫхине вара Анатолий Хмыт пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Сутӑн илнӗ чыс» спектакль лартнӑ. Эдуард рольне юбиляр калӑпланӑ.
Шупашкар районӗнче ӗнер Литература ҫулталӑкне тата К. Иванов ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хупнӑ.
Иртсе каякан ҫулталӑка тивӗҫлипе ирттерме тӑрӑшнишӗн районти Культура ҫурчӗ, «Бичурин тата хальхи самана» музей, районти тӗп вулавӑш дипломсене тивӗҫнӗ.
Районти вулавӑшсенче, чӑн та, тӗрлӗ мероприяти иртет. Вӗсенчен пӗри — ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекене суйлани. Кӑҫал Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» кӗнеки пуринчен ытла сасӑ пухнӑ. Кӗнеке авторӗ (сӑмах май, вӑл хаҫатҫӑ) Шупашкар район ҫыннисемпе тӗл пулассишӗнех ӗнер уява пырса ҫитнӗ. Хӑйӗн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑшӑн, кӗнекене юратса вуланӑшӑн Улькка Эльменӗ Шупашкар район ҫыннисене чунтан тав тунӑ.
Сӑнсем (16)
Нумаях пулмасть Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашский рассказ» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларнӑ.
Кӑларӑмра XIX—XXI ӗмӗрсенчи ҫыравҫисен вырӑсла куҫарнӑ калавӗсем вырӑн тупнӑ. Кӗнекене Борис Чиндыков драматург, писатель, публицист, куҫаруҫӑ пухса хатӗрленӗ.
«Ку антологи чӑваш новеллистикин пуянлӑхне туллин ҫутатакан кӑларӑм тесе каласшӑн мар эпӗ. Кунта эпӗ суйласа илнӗ хайлавсене кӗртнӗ», — тесе калать хӑйӗн ӗҫӗ пирки Борис Чиндыков.
Борис Борисович каланӑ тӑрӑх, ун пек антологи кӑларас шухӑш издательствӑра ҫуралнӑ. Хайлавсене Борис Чиндыков чӑваш тӗнчине, чунне, тавракурӑмне ӑнланса илме пулӑшни тӑрӑх суйланӑ.
Калавсене вӗсене ҫырни тӑрӑх вырнаҫтарни чӑваш калавӗн аталанӑвне кӑтартма пулӑшать.
Кӗнекене Юрий Артемьевпа Атнер Хусанкай (иккӗшӗ те критик та, литературовед та) пысӑка хурса хакланӑ.
Томск хулинче «Хрустальный Томск» пӑр скульптурисен конкурсӗ иртнӗ. Финала Шупашкар, Мускав, Томск, Кемӗр, Питӗр, Стрежевой хулисенчи тата Германири 11 команда хутшӑннӑ.
Финала тухнисем раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ӗҫе тытӑннӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Шупашкар команди чи лайӑххи пулнӑ. Пирӗннисем нимӗҫ ӑсти пӗрле ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Жюри йышӗнче социаллӑ политика мэрӗн ҫумӗ Оксана Кравченко, РФ Ӳнерҫисен пӗрлӗхӗн Томскри уйрӑмӗн председателӗ тата скульптор Антон Гнедых, хула дизайн комитечӗн председателӗ Андрей Алексеев пулнӑ.
Шупашкар ӑстисем «Песни о Вещем Олеге» хайлава тӗпе хурса «Руны судьбы» ятлӑ ӗҫ хатӗрленӗ. Иккӗмӗш вырӑна Мускаври тата Питӗрти скульпторсем йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗшне те мускавсемех тивӗҫнӗ.
Константин Иванов ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пынӑ май республикӑри культура учрежденийӗсем ӑна тивӗҫлипе ӑсатса яма тӑрӑшрӗҫ темелле. Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче тӑрӑшакансем вара «Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере» мюзикл хатӗрленӗ.
Унӑн никӗсӗнче — чаплӑ классикӑмӑрӑн, Константин Иванов поэтӑмӑрӑн, вилӗмсӗр «Нарспи» поэми.
Кӗввине «Асаматлӑ ҫӗршыв» (Радужная страна) вокал студийӗн ертӳҫи Людмила Воронова-Кинер ҫырнӑ.
Спектакле вокал студийӗсӗр пуҫне «Салютӑн» «Савӑнӑҫ» (Радость) ача-пӑчан халӑх ташӑ ушкӑнӗ те (балетмейстерӗсем Зоя Бачуринӑпа Роза Алимова) хутшӑннӑ.
Мюзикл пирки, сӑмах май, хула администрацийӗн сайтӗнче ырӑ сӑмахсемпе хакласа ҫырнӑ.
Сӑнсем (5)
Чӑваш Енӗн бренчӗ мӗн пулмалла? Пирӗн республикӑна тӗнчери туризм аренине епле кӑлармалла? Ҫак тата ытти ыйтӑва "Наци брендне тӑвассинче ҫамрӑксен вырӑнӗ" дискусси лапамӗнче хускатнӑ. Ӑна "Ҫамрӑксем - Чӑваш Енӗн ӗҫ вӑй-халӗ" форум йӗркеленӗ май "Чӑваш Ен" патшалӑхӑн телевиденипе радиок компанийӗ йӗркеленӗ.
Экспертсем евӗр унта тӳре-шарана та, усламҫӑна та, ҫамрӑксене те йыхравланӑ. Тӳре-шараран республикӑн информаци политин министрӗ Александр Иванов, усламҫӑсенчен Дмитрий Донсков, ҫамрӑксенчен "Хастар" республикӑри ҫамрӑксен организацийӗн пайтаҫи Владислав Московцев хутшӑннӑ.
Бренд никӗсӗ вырӑнне Шупашкарта кӑларакан канихвета та, Атӑла та, "Нарспи" поэмӑна та, Шупашкарти трактора та, чӑваш тӗррине те сӗнекен тупӑннӑ.
Чӑваш Енре "Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вулакан кӗнеке" (Литературная Чувашия: самая читаемая книга года) республикӑри конкурса пӗтӗмлетнӗ. 2015 ҫулта «Ача-пӑча тӗнчи» номинацире Николай Ишентейӗн «Ырӑ ӗҫсен команди» кӗнеки ҫӗнетрнӗ. Ача-пӑча валли ҫырнӑ вырӑсла кӗнекесенчен Надежда Медюкован «Новогодний подарок» кӗнеки ҫӗнтернӗ. Вӗсене халӑх юратса йышӑннӑ. ачасем те кӑмӑлтан шӗкӗлченӗ.
Сӑмах май каласан, ЮТВ телеканалпа ятарлӑ литература каҫне йӗркелӗҫ, унта ытти сӑвӑҫпа пӗрле Николай Ишентее те чӗнесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Сӑмахӗ кунта Анатолийпе Надежда Никитинсем ӳкерекен «Искусство ҫыннисем» кӑларӑм пирки пырать.
Аса илтеретпӗр, унта передачӑсене хутшӑннӑ сӑвӑҫсене йыхравлӗҫ, вӗсен сӑввисемпе хывнӑ юрӑсемпе паллаштарӗҫ. Сӑвӑ авторӗсем хушшинче унсӑр пуҫне телекӑларӑмсене хутшӑнма тӳр килейменнисем те — Николай Ишентей, Микула Мыскал, Нина Пӑрчӑкан, Елена Абрамова — тата ыттисем пулӗҫ.
Вулакансене илӗртес тесе пичет кӑларӑмӗсем мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ! Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тухса тӑракан «Грани» хаҫат ҫак кунсенче «Чи вулакан троллейбус» акци йӗркеленӗ. 54-мӗш маршрутпа ҫула тухнӑскерте мӗнпур ҫын асӑннӑ хаҫата вуласа пынӑ.
Хулара пурӑнакан Лариса Лебедева хаҫата ахаль те мӗн пуҫласа вӗҫне ҫитиччен вулатӑп тесе каланӑ. Хулара пурӑнакан тепӗр ҫын, Зоя Фадеева, журналистсене хаҫат кӑсӑклӑ тухма пуҫларӗ тесе хаваслантарнӑ. Электроаппаратура савутӗнче 28 ҫул ӗҫленӗ Валентина Николаевна хӗрарӑм спутник-хулана 2006 ҫулта куҫса пынӑ хыҫҫӑн кашни ире «Грани» вуланинчен тытӑнатӑп тесе ӗнентернӗ.
«Чи вулакан троллейбус» черетлӗ акцие хаҫатҫӑсем ыран 55 маршрутра кӑнтӑрла тӗлнелле ирттерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |