Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.9 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Кӑшлавӑш

Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

(Митрофан Дмитриев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине асӑнса)

Тӑван килӗнчен Ломоносов пек тухса тарнӑ чӑваш ачи

Кушлавӑш салинче 1860‑1863 ҫулсенче Патшалӑх пурлӑх министерствин икӗ шкулӗ ӗҫленӗ, унта арҫын ачасемпе Н. Близновский (1825‑1887), хӗр ачасемпе унӑн мӑшӑрӗ (Дария Акрамовская – Очӑккассинче 1801 ҫулта ҫуралнӑ Осип Максимович Акрамовскин хӗрӗ. Ун амӑшӗ Чӗмпӗр купсин хӗрӗ пулнӑ пулсана та вӑл чӑвашла лайӑх калаҫма пултарнӑ) тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ. Вӗсем Хусана куҫса кайнӑ хыҫҫӑн (Н. Близновские В. Вишневский пулӑшнипе Хусанти Успени чиркӗвне куҫараҫҫӗ, кӗҫех вӑл тӗн консисторийӗн пайташӗ пулса тӑрать, протоиререй сане тивӗҫет) шкул хупӑннӑ, вӗренекенсен ҫирӗм ҫухрӑмра ларакан Хапӑс шкулне ҫӳреме тивнӗ. И. Оточев, чӑваш ачисем валли ятарлӑ шкул уҫма тахҫанах ӗмӗтленнӗскер, ҫӗнӗ вырӑнта хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама пуҫӑннӑ. Хапӑс шкулне ҫӳрекен пӗр вӗренекене ‑ Пӗчӗк Упакассинчи Митрофана ‑ ятарласа хатӗрлеме тытӑннӑ. 1867 ҫулта Кушлавӑш пупӗ Н. Золотницкипе паллашать, унтан 25 экземпляр «Чӑваш кӗнеки» илет.

Малалла...

 

Ку конкурса йӗркелӳҫӗсем чӑвашсен пӗрремӗш букварӗ пичетленсе тухнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта пур ӳсӗмри ҫын та хутшӑнма пултарать: шкул ачисем те, мӑннисем те. Ушкӑнпа ҫырнӑ ӗҫсене те йышӑнаҫҫӗ.

«Съешь же ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложенире вырӑс алфавичӗн мӗн-пур саспаллийӗ вырнаҫнӑ. Кам та кам чӑваш алфавитӗнчи мӗн-пур саспаллипе (37) усӑ курса чӑвашла предложени ҫырса парать, ҫавна пысӑк ПАРНЕ кӗтет.

Ӑмӑрту йӗрки:

1) Предложенире чӑваш алфавичӗн пур саспаллийӗ те пулмалла.

2) Камӑн илемлӗрех предложени пулать тата сас паллисен шучӗ чи сахалли (50-55 сас паллирен ытла мар!) — ҫав ҫӗнтерӳҫӗ пулать.

3) Предложенисене (Word 2007 форматпа ҫырнӑ) ҫирӗплетнӗ файлпа ҫак адреспа ярса памалла: Majkl67@mail.ru

Хӑвӑр ҫинчен пӗлтерме ан манӑр — хушамат, ят, ашшӗ ячӗ, миҫе ҫултине кӑтартӑр, ӑҫтан пулнине те туллин ҫырӑр. Хӑвӑрпа ҫыхӑнмалли телефона кӑтартма ан манӑр.

Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ — 2012 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.

 

Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр. Васкӑр!

Ыйтса пӗлмелли телефон — 8-927-860-72-05 Евгений Александрович Майков

Шупашкар районӗ, Кӑшавӑшри вӑтам шкул.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере Сурӑхсен тăрăшăвне асӑрхамасӑр юлмĕҫ. Анчах та лару-тӑрӑва алӑра тытмалла: пуçлăхсемпе хирĕçесрен сыхланăр тата аван пĕлмен çынсемпе вӑрттӑнлӑхсемпе ан пайлашăр. Кĕçнерникун çĕнĕ проект пуçлама лайӑх. Эрне вĕçĕнче кӑмӑла алӑра тытмалла. Кану кунӗсенче ăнăçу сирĕн енче пулĕ, анчах ăна астармӑш вăйӑсемпе тĕрĕслемелла мар — выляса яма пултаратăр.

Ҫӗртме, 15

1922
104
Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1931
95
Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1977
49
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ.
2003
23
Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть