Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Минкӗш

Пӑтӑрмахсем
epp.genproc.gov.ru сайтри сӑн
epp.genproc.gov.ru сайтри сӑн

Тӑванне ҫӗҫӗпе 101 хутчен чикнӗ 20 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗ пӑхса тухӗ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вӑл Куславкка округӗнчи Минкӗш ялӗнче хӗрӗнкӗ пулнӑ. Вӑл тӑванӗпе хирӗҫсе кайнӑ, ӑна ҫӗҫӗпе чикнӗ, кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫӗҫӗпе 101 хутчен лектернӗ. Лешӗ вырӑнтах вилнӗ.

Следстви вӑхӑтӗнче каччӑ хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Анчах вӑл тӑванӗпе мӗншӗн хирӗҫнине астумасть-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Ял хуҫалӑхӗ

Куславкка районӗнчи Минкӗш тата Пакӑш ялӗнче пурӑнакан пыл хурт ӑстисем вӗлле хурчӗ вилнӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Володя Сотнезов ятлӑ ҫын паян пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӑрӑхри «Вега» тулли мар яваплӑ общество хуратул анине им-ҫамланӑ. Хуҫалӑх хирне 1-мӗш класлӑ пестицидпа эмелленӗ имӗш.

Наркӑмӑш сапас пирки, маларах асӑннӑ арҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене ял хуҫалӑх предприятийӗ систермен. Пӗлнӗ пулсан вӗлле хурчӗсене вӗсен хуҫисем ирӗке кӑлармастчӗҫ пулӗ. Мӗншӗн каҫпа сапман тесе тарӑхнӑ ҫынсем.

Пыл хурт ӑстисем халӗ хуртсем вилнин тӑкакне епле майпа шыраса илмелле-ши тесе пуҫ ватаҫҫӗ. Пост авторӗ Володя Сотнезов предприяти ертӳҫине Рената Будковӑна явап тыттарасшӑн.

 

Пётр Шоркина халалланӑ Куславкка районӗнчи «Выля, купӑс» фестиваль-ӑмӑртӑва ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ — купӑҫсӑсем унта кашни ҫул пухӑнаҫҫӗ. Фестивалӗн кӑҫалхи вырӑнӗ Куснарта пулчӗ. Яланхи пекех ӑмӑртӑва ятарлӑ пӗлӳ илнисем те, хӑй тӗллӗн купӑспа выляма вӗреннисем те хутшӑнчӗҫ.

Фестивале пынисене район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ Солдатихина Марина, Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Утемов саламларӗҫ.

Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн кашни хутшӑнакан икӗ кӗвӗ выляса пачӗ — вӗсенчен пӗри Пётр Шоркинӑн кӗвви пулчӗ.

Фестиваль гран-прине Вячеслав Зуев (Хурамалти фольклор ҫурчӗ) ҫӗнче илчӗ.

«Хӑй тӗллӗн аталаннӑ купӑсҫӑ» номинацире 1-мӗш вырӑна Утёмов С.Е. (Куснар ял тӑрӑхӗ) тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑна — Мотова Л. Я. (Тӗмшер ял тӑрӑхӗ), 3-мӗш вырӑна — Андреев М.А. (Куславкка).

«Ҫамрӑк купӑсҫӑ» номинацире вара 1-мӗш вырӑна «Волга» АМШ вӗренекенӗсем Кашаев Алексейпе Аванский Денис тивӗҫрӗҫ.

Малалла...

 

Куславкка районӗнчи Минкӗшре пысӑк футбол уявӗ иртрӗ — ялти командӑна йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ-ҫке!

Ҫак паллӑ куна уявлама ял халӑхӗ лайӑх хатӗрленнӗ — хӑйсемех футбол площадкине юсарӗҫ, хитре календарь кӑларчӗҫ, уява пӗлтерекен баннер туса ҫакрӗҫ. Уява ирттерме уйрӑмах Ю. Именнов, А. Баранов, А. Садовников, М. Мясников, Ю. Казаков, С. Ригов тата ыттисем пулӑшрӗҫ.

Кӑнтӑрла тӗлне футбол тӳремне халӑх пухӑна пуҫларӗ. Уява килнӗскерсем Минкӗшри футбол музейпе те кӗрсе паллашрӗҫ.

Каҫ еннелле Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ А.Разумов, Чӑваш Енӗн футбол федерацийӗн председатель ҫумӗ Ю. Зорин, паллӑ телекоментатор В.Ильин ҫитрӗҫ. Уява чаплӑн уҫса вӗсем ял халӑхне саламларӗҫ, ятарласа хатӗрленӗ парнесем пачӗҫ.

Уяв икӗ вӑйӑпа вӗҫленчӗ — Минкӗшри футболҫӑсем Куславкка районӗнчи ялсен пӗрлӗхи командипе тупӑшрӗҫ. Вӗсен вӑййи 5:1 счетпа вӗҫленчӗ — Минкӗшсем ҫӗнтерчӗҫ. Ялти аслӑ ҫулсенчисем ытти ял тӑрӑхӗсенчисемпе вылярӗҫ. Хӑнасем ҫӗнтереймерӗҫ, 4:0 счетпа выляса ячӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 17

1926
100
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та