Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Мучикасси

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 20 сехет те 15 минутра Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Мучикасси ялӗнче «Санг Енг» машина «Лада Веста» ҫине пырса кӗнӗ. «Веста» рулӗ умӗнче ларнӑ 25 ҫулти хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ. Унӑн пассажирӗ, 9 ҫулти ача, аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

«Санг Енг» рулӗ умӗнче 44 ҫулти арҫын ларнӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӑна хӑйне те тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.

 

ЧӲК
03

Савӑнса юрлаттаракан кӗнеке хӑтланӑ
■ Галина Зотова | 03.11.2016 17:39 |

Культура
Кӗнеке хӑтлавӗнче. Зинаида Михайловна сулахайран иккӗмӗш
Кӗнеке хӑтлавӗнче. Зинаида Михайловна сулахайран иккӗмӗш

Хӗрлӗ Чутайри тӗп вулавӑшра Мучикассинче пурӑнакан Зинаида Михайловна Черновӑн «Ма савӑнса юрлас мар...» сӑвӑсемпе юрӑсен пуххин хӑтлавӗ иртрӗ. Авторӑн ку иккӗмӗш кӗнеки.

Зинаида Чернова 1941-мӗш ҫулта Тралькасси ялӗнче йышлӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Ашшӗ вӗрентекен пулнӑ, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. Зинаидӑн вӑрҫӑ нушисене ытти ҫынсемпе танах тӳсме тивнӗ. 20 ҫула ҫитсен вӑл Мучикассинчи Николай Андреевича качча тухнӑ. Нумаях пулмасть ҫӗре кӗнӗ мӑшӑрӗпе 5 ача ҫуратса ӳстернӗ, пурне те аслӑ пӗлӳ панӑ. Черновсен хушма хуҫалӑхӗ районти «Чи лайӑх хушма хуҫалӑх» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ ята та тивӗҫнӗ.

Зинаида Михайловна пушӑ вӑхӑтра сӑвӑ-юрӑ хайлать, хӑйӗн юррисене районта иртекен тӗрлӗ концерт-фестивальте юрласа халӑха савӑнтарать. Халӑх унӑн юррисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илет.

Кӗнеке хӑтлавне кӗнеке тусӗсем, унӑн ҫывӑх тӑванӗсем, вырӑнти юрӑҫсем, сӑвӑ-юрӑ юратакансем пухӑннӑ. Кашниех ӑшӑ кӑмӑллӑ автора хӑйне евӗрлӗ сӑвӑсемпе юрӑсемшӗн тав тунӑ. Райадминистраци элчисем, Зоя Спиридонова юрӑҫ, районти ветерансен канашӗн ертӳҫи Галина Тимакова, Светлана Яруткина сӑвӑҫӑ тата ыттисем ӗҫ ветеранне пултарулӑх ӗҫӗнче татах та пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сӗннӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 30

1908
118
Алатырцев Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1918
108
Хусанти РКП(б) губкомра чӑваш секциӗ йеркеленнӗ.
1926
100
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1946
80
Спиридонов Григорий Спиридонович, пӗрремӗш профессионаллӑ пӗлӳ илнӗ чӑваш скульпторӗ вилнӗ.
2005
21
Ефимов Георгий Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
2007
19
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси вилнӗ.
2010
16
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ