Ҫуркунне ҫитрӗ. Юр ирӗлнӗ май ейӳ сарӑлма тытӑнӗ ак. Республикӑра ку лару-тӑрӑва куҫран вӗҫертмеҫҫӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре 55 яла ейӳ илме пултарать. Вӗсенче 855 пӳрт, 2 пин ытла ҫын пурӑнать. Ҫак ялсем 55 муниципалитета кӗреҫҫӗ.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ейӳ вӑйлӑ пулсан Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫул патне шыв 100 метр ҫеҫ ҫитеймӗ. Пӑрачкаври лаша спорчӗн шкулӗ те шыва кайма пултарать.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Юрий Антонов палӑртнӑ тӑрӑх, ейӳ кашни ҫулах пӗр тӑрӑхрах сарӑлать. Анчах халӑх куҫма шухӑшламасть, пачах тепӗр май — хуралтӑ таврашӗсем хӑпартать.
Ейӳ вӑхӑтӗнче республикӑра 3650 ҫын валли вӑхӑтлӑх пурӑнмалли 27 пункт йӗркелеме палӑртнӑ.
«Шупашкар – Сӑр» автотрассӑн Улатӑр районӗпе иртекен территорине пӗлтӗрхи кӗркунне «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин Пӑрачкаври ҫул-йӗр управленийӗ юсанӑ. Анчах ӑна юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн малтанхи 14 сехет хушшинче тӑватӑ инкек сиксе тухнӑ: урапасем пӗрин хыҫҫӑн тепри тенӗ пек тӑваттӑн ҫул айккине чӑмнӑ. Урапасем сиенленнине юсама пулӗ-ха, инкекрен пӗринче пассажир та хытах аманнӑ: ҫурӑм шӑммине, ура пӳрнисене амантнӑ, ытти вырӑна та ыраттарса пӗтернӗ.
Ҫул-йӗр пахалӑхӗпе тӗпчевҫӗсем кӑсӑкланма тытӑнса кайнӑ та, Пӑрачкаври ҫул-йӗр управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ тата предприятин маҫтӑрӗ ӗҫе ҫиелтен пурнӑҫлани палӑрнӑ. Ҫавӑншӑн вӗсене 130-шар пин тенкӗшер штрафлама йышӑннӑ.
Унсӑр пуҫне ӗҫе япӑх пурнӑҫланӑшӑн Чӑвашавтодора хӑйне те явап тыттарнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра нумай хваттерлӗ 429 ҫуртри пӗтӗмӗшле пурлӑха юсасшӑн. Тӗплӗ юсавӑн 2016 ҫулхи программине Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсем, Улатӑр, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Шупашкар хулисем кӗнӗ.
Кӑҫалхи тӗплӗ юсав вӑхӑтӗнче нумай хваттерлӗ 24 ҫуртра ӑшӑ энергине, вӗри тата сивӗ шыва, ҫутта шутлакан счетчиксем вырнаҫтарасшӑн.
Тӗпле юсав программипе кунсӑр пуҫне хӑтлӑхпа ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫ та ирттерме палӑртнӑ-мӗн. Тӳре-шаран типӗ чӗлхи ҫине куҫсан тата Тӗплӗ юсав фончӗн сайтӗнче илсе кӑтартнӑ пек каласан, 42607 ҫыннӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатмалла.
Республикӑра Культура пулӑмӗсен марафонӗ иртнӗ май паян Красноармейскинче "Ай, юрлар-и юррине" ятпа черетлӗ мероприяти иртет. Унччен вӑл Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче пулнӑ.
"Ай, юрлар-и юррине" проект - "Уяв" халӑх фольклор ансамблӗн фолк-шоувӗ. Ку проект Чӑван Ен Элтеперӗн гранчӗшӗн иртнӗ конкурсра ҫӗннӗ.
Пӑрачкаври фолк-шоуна ача ҫуртӗнче пурӑнакансемпе унта ӗҫлекенсем кӑна мар, Пӑрачкавра пурӑнакансем те пухӑннӑ. Шупашкарти Клубсен тӗп тытӑмӗн ("Уяв" ансамбль асӑннӑ тытӑмра шутланать, ӑна РФ тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ерсте пырать) методисчӗ Екатерина Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта фольклор ансамблӗн 30 ҫулхине халалланӑ.
Куракансене "Уяв" ансамбль тата унӑн "пепки" "Юрай чечекӗ" ансамбль, Л. Шиманская ячӗллӗ классика ташшин халӑх ансамблӗ (ертӳҫи - Мария Антонова) тӑван халӑхӑмӑрӑн наци пуянлӑхӗпе, ҫав шутра ҫипуҫпа татат йла-йӗркепе, паллаштарнӑ.
Кадастр палатин Чӑваш Енри филиалӗ хайӗн офисӗсене хупассине пӗлтерет. Хӑш-пӗр офиса кадастр палати чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен хупӗ. Хупӑнмаллисен списокне Элӗкри Совет урамри 5-мӗш ҫуртри, Тӑвайӗнчи Ленин проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртри, Сӗнтӗрвӑрринчи Лазо урамӗнчи 63-мӗш ҫуртри, Пӑрачкаври Октябрь урамри 1-мӗш ҫуртри, Вӑрмарти Свердлов урамӗнчи 18-мӗш ҫуртри лекнӗ.
Вӗсенче ырантан заявленисем йышӑнма пӑрахаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗ 14-мӗшӗччен йышӑннӑ ӗҫсемпе хутсене чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗ таран парӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗ хыҫӑн хутсене пуштӑпа ярса парӗҫ.
Офиссем хупӑннӑ хыҫҫӑн кадастр палатин пулӑшӑвне илме маларах асӑннӑ район центрӗсенчи нумай ӗҫ тӑвакан центрсене каймалла. Вӗсем кашни район центрӗнчех пур.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче опера фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл 25-мӗш хут иртӗ. фестивале чӳк уйӑхӗн 20–29-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ.
Фестиваль Гаэтано Доницеттин «Любовный напиток» оперипе уҫӑлӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 20–21-мӗшӗсенче курма май пулӗ.
Чӳкӗн 25-мӗшӗнче Джузеппе Вердин «Бал-маскарад» опери сцена ҫине тухӗ. Унта Мускаври чи лайах солистсем юрлӗҫ. Ричард сӑнарне Пысӑк театрӑн тенорӗ, петӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Максим Пастер калӑплӗ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче классика курма май пулӗ. Вӑл — «Четыре короля оперной сцены». Контратенорӗ — Василий Хорошев, тенорӗ — Георг Эннарис, баритонӗ — Владимир Целебровский, басӗ — Олег Бударацкий.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче сцена ҫине Чулхула артисчӗсем тухӗҫ. Вӗсем кӑҫал Моцртӑн «Так поступают все» оперине кӑтартӗҫ.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче гала-концертра ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври ҫӗнӗ ҫӑлтӑрсем сцена ҫине тухӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: раштавӑн 2-мӗшӗнче театр артисчӗсем Пӑрачкавра пулӗҫ.
Пӑрачкавсем хӑйсен паллӗ ентешне манмаҫҫӗ. Ӑна халалласа вӗсем нумаях пулмасть асӑну комплексӗ уҫнӑ. Сӑмах — карапсем тунӑ Алексей Николаевич Крылов ӑсчах, академик пирки.
«Флотская слава Поречья» (чӑв. Пӑрачкав тӑрӑхӗн флот хисепӗ) асӑну комплексне ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӑрачкав шкулӗнче уҫнӑ.
Экспозицире Алексей Крылов академикӑн бюсчӗ тӗп вырӑн йышӑнать. Ку ахальтен мар. Алексей Николаевич Крылов пурнӑҫӗнче Пӑрачкав районӗнчи Крылово (унччен — Висяга) ялӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Пӑрачкав шкулӗнче кадет класӗ пур. Вӑл та Алексей Крылов академикӑн ячӗпе хисепленет.
Шупашкар хула кунӗнче карап ӑстине, ӑсчаха, академика, Пӑрачкав ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ Алексей Крылова халалласа палӑк уҫма палӑртнӑ. Ку хыпара республикӑн тӗп хулин пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов администрацинче иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.
Палӑка уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ ҫӗрти хаклӑ хӑнасем килсе ҫитессе шанаҫҫӗ. Ҫав шутра карап тӑвакансемпе ӑсчахсем те, хисепе тивӗслӗ ытти ҫын пулмалла.
Алексей Крылов палӑкне тӗп хуламӑрти Юханшывҫӑсен лапамӗнче вырнаҫтармалла. Виҫӗ метр ытла бронза палӑк авторӗ – Салават Щербаков скульптор. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче I Александр патша, космос ракетисен конструкторӗн Сергей Королевӑн, Валентина Гризодубова летчик палӑкӗсене асӑнаҫҫӗ. Алексей Королев палӑкне Мускавра ӑсталанӑ.
«Чӑваш литературин пуянлӑхӗ». Ҫакӑн пек ятпа Пӑрачкаври вулавӑшра кӗнеке куравӗ ӗҫлет. Ӑна кӑҫал ҫӗршывра иртекен Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри К. Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ.
«Чӑваш литературин пуянлӑхне» чӑваш поэзийӗн классикне Константин Иванова халалланӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче ӑс пухнӑ, чӑваш поэзине силлабо-тоника сӑвӑ виҫине кӗртнӗ Константин Иванов 17 ҫулта чухне хӑйӗн вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине ҫырса хӑварнӑ. Хайлав пуҫласа 1908 ҫулта Чӗмпӗрти типографире кун ҫути курнӑ. Кӗнекене ӑна Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн никӗслевҫи, тӑван халӑхӑмӑрӑн патриархӗ тесе хаклакан Иван Яковлев кӗртнӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗпе Иван Яковлев та мӑнаҫланнӑ теҫҫӗ.
Пӑрачкавсем хатӗрленӗ кӗнеке куравӗнче Константин Иванов кӗнекисем вырӑн тупнӑ.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева отставкӑна каясси пирки ыйту ҫырнӑччӗ. Ун хыҫҫӑн конкурс комиссине йӗркеленӗ. Ӗнер Ҫӗмӗрле хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗнче унӑн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ.
Конкурс комиссийӗн председателӗ, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканӗшӗн виҫӗ ҫын кӗрешнӗ.
Конкурсра Пӑрачкавра ҫуралса ӳснӗ Александр Геннадьевич Зиновьев ҫӗнтернӗ. Вӑл — отставкӑри ҫар ҫынни, генерал-майор. Зиновьев кандидатурине «халӑх тарҫисем» те ырланӑ. Ҫав кунах контракт алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.09.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Семён Алексеевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |