Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Рязань

Культура
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 10 сехетре, Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер 1-мӗш шкулӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Гармонь-душа моя» (чӑв. Хуткупӑсӑм, чунӑм манӑн) VIII конкурс пуҫланӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫӗршывӑн 26 субъектӗнчи ӑстасем хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра — Ямал-Ненецк, Ханты-Манси автономи округӗнчен, Тӗмен, Челябинск, Томск, Сарту, Рязань, Омск, Оренбург, Чулхула, Кострома, Иркутск, Иваново, Вологда, Архангельск облаҫӗсенчен, Пермь тата Красноярск крайӗнчен, Пушкӑртстанран, Мускавпа Питӗр хулисенчен.

Чулхула облаҫӗнчи, Тутарстанри, Удмурт Республикинчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри 140 хуткупӑсҫӑ куҫӑн майпа ӑмӑртӗ, ыттисене куҫӑн майпа хаклӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ака уйӑхӗн 2-3-мӗшӗсенче Улатимӗр облаҫӗнчи культурӑпа ӳнер колледжӗнче халӑх юррисене шӑрантаракансен «Златоцвет» пӗтӗм Раҫҫейри I конкурсӗ иртнӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне тӑван ҫӗршывӑн музыка культурипе, халӑхӑн пуян йӑли-йӗркипе паллаштарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

Конкурса Владимир, Мускав, Ярославль, Чулхула, Рязань, Воронеж, Пенза, Свердловск, Кемӗр, Ленинград облаҫӗсенчен 120 ытла юрӑ ӑсти хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче пӗччен тата хорпа халӑх юррисене юрлама вӗренекен уйрӑм студенчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем унта тивӗҫлипе палӑрнӑ, тӗрлӗ диплома тата лауреат ятне тивӗҫнӗ.

 

Культура

Элӗк халӑх театрӗ халӑх театрӗсен уҫӑ конкурсӗнче ятарлӑ диплома тивӗҫнӗ. «Здесь и сейчас» (чӑв. Кунта тата халӗ) пултарулӑх ӑмӑртӑвне Смоленскри халӑх пултарулӑхӗн облаҫри центрӗ Смоленск облаҫӗнчи культура департаменчӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Кунта тата халӗ. Ҫакӑ Станиславский тытӑмӗнче тӗп постулатсенчен пӗри пулса тӑрать.

Театр конкурсне хутшӑнакансен пултарулӑхне куҫӑнсӑр мелпе хакланӑ. Конкурс условийӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, спектакльсен 60 минутран вӑрӑм пулма юраман.

Конкурса Калмӑк, Коми, Тыва, Чӑваш республикисенчи, Донецк Халӑх Республикинчи, Ставрополь крайӗнчи, Калуга, Пенза, Рязань, Тула облаҫӗсенчи театрсем хутшӑннӑ. Элӗксене (режиссерӗ — Инна Афанасьева) «Культура эткерлӗхне упранӑшӑн» дипломпа чысланӑ.

 

Республикӑра

Шупашкар хулин ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата тӗп пайӗсенче машинӑсем валли ҫӗнӗ парковкӑсем пурӗ 10 ҫӗрте уҫӑлнӑ. Вӗсем ӑҫта пулассине «Уҫӑ хула» порталта халӑх шухӑшне шута илсе палӑртнӑ. «Хулари парковка вырӑнӗсене йӗрке пултӑр, меллӗх тата хӑрушсӑрлӑх хуҫалантӑр тесе йӗркелетпӗр. Вырӑна ҫитсен машинӑна ӑҫта лартасси пирки шухӑшламалла марри меллӗ пулнипе килӗшетӗр пулӗ», — шухӑшлать Алексей Ладыков сити-менеджер.

Малтанхи уйӑхра парковкӑсем тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ. Кайран тӳлевсӗр сехет упранса юлӗ.

Тӳлевлӗ парковкӑсем ҫӗршыври 30 ытла хулара пур: Мускавра, Питӗрте, Воронежра, Белгородар, Рязаньте, Тулӑра, Калугӑра, Тверьте, Чулхулара, Хусанта, Пермьре, Краснодарта, Ставропольте, Дон ҫинчи Ростовра, Екатеринбургра, Тӗменте, Курскра, Сочире, Красноярскра, Севастопольте, Ярославльте, Новосибирскра, Махачкалара, Ӗпхӳре. Ун пеккисем Омскра, Волгоградра, Самарӑра тата ытти хулара та уҫӑлӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Вырӑс Улхашӗнчи пушара сӳнтернӗ самант
Вырӑс Улхашӗнчи пушара сӳнтернӗ самант

Ҫуркунне ҫитсен типӗ курӑка ҫунтарнипе те пушар тухать. Рязань облаҫӗнчи Марьино ялӗнче, ав, темиҫе ҫурт ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑла иртсен типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкек ял пуҫӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм усӑ курман хуралтӑна ҫеҫ сиенленӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ автоцистернӑпа пырса ҫитнӗ.

Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче тӑватӑ ҫурт тата сарай ҫуннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ. Вутра кӗлленнӗ ҫуртсемпе хуралтӑ йывӑҫран купаланӑскер пулнӑ. Вут-ҫулӑм уй енчен сарӑлса пынӑ.

Иртсе кайнӑ талӑкра типӗ курӑк ҫуннине ултӑ тӗслӗх шута илнӗ. Куславкка районӗнче — иккӗ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — пӗрер.

 

Экономика

Кӑшӑлвируса пула пандеми тесе йышӑннӑ тапхӑрта экономикӑн тӗрлӗ отраслӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкрӗ. Усламҫӑсене пулӑшас тесе ҫӗршыв тата регионсен шайӗнче тӗрлӗ мера йышӑнчӗҫ. Паллах, пур ҫӗрте те пӗр пек мар. Кашни регионӑн экономикин хӑйне евӗрлӗхне шута илсе.

Наци рейтингӗн агентстви пандеми вӑхӑтӗнче бизнеса хӑш регионта еплерех пулӑшнине тишкернӗ. 15 регион лидерсен шутне лекнӗ. Пуринчен ытла пулӑшу кӳнисен йышне Мускав, Бурят Республики, Крым Республики, Тула, Иркутск облаҫӗсем, Пермь тӑрӑхӗ, Челябинск облаҫӗ, Чукотка автономи округӗ лекнӗ.

Тепӗр ҫичӗ регионта: Амур облаҫӗнче, Кабарда-Балкар, Адыгея, Тува, Рязань облаҫӗсенче, Удмурт Республикинче тата Чӑваш Енре — пулӑшу мерине тӗрлӗ енлӗн палӑртнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Раҫҫейӗн мӗнпур регионӗнче пыл туса илекенсен кооперативӗсем йӗркелемелле. РФ ял хуҫалӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Джамбулат Хатуов вӗлле хурчӗн отрасльне аталантарассипе черетлӗ лару ирттернӗ.

Министр ҫумӗ палӑртнӑ тӑрӑх, хурт-хӑмӑр продукцине туса илессин калӑпӑшӗ ӳсесси хурт-кӑпшанкӑ шӑркалантаракан культурӑсене туса илнинчен те, ҫавсен лаптӑкӗнчен те, ӳсен-тӑран тутлӑлӑхӗнчен те килет. Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви ку тӗлӗшпе Белгород, Курск, Липецк, Рязань, Тамбов, Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗсене, Пушкӑртстан, Тутарстан, Удмурт республикисене, Алтай тата Байкал тӑрӑхӗсене палӑртнӑ.

Регионсенче хурт-хӑмӑр ӑстисен кооперативӗсене йӗркелемеллине палӑртнӑ май Липецк, Курск, Белгород, Кемӗр, Омск облаҫӗсенче вӗсем халех пуррине тӗслӗх евӗр асӑннӑ.

 

Культура

Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Мускав облаҫӗнчи Клин хулинче пулнӑ. Унта юрӑ-ташӑ ӑстисем Раҫҫейӗн халӑхпа художество промыслисен IV фестивальне хутшӑннӑ.

Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн методисчӗ Екатерина Осипова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Клин хулине ҫӗршывӑн 28 регионӗнчен: Улатимӗр, Ӗрӗнпур, Рязань, Тверь, Тула облаҫӗсенчен, Ставрополь тӑрӑхӗнчен тата ҫӗртен — пырса ҫитнӗ. Куракансем чӑвашсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ, юратса алӑ ҫупнӑ, пултарулӑхпа чунтан киленнӗ.

Екатерина Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти фольклор ушкӑнне инҫе ҫула тухма республикӑн тӗп хули пулӑшнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын