Культура
![]() gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 10 сехетре, Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер 1-мӗш шкулӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Гармонь-душа моя» (чӑв. Хуткупӑсӑм, чунӑм манӑн) VIII конкурс пуҫланӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫӗршывӑн 26 субъектӗнчи ӑстасем хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра — Ямал-Ненецк, Ханты-Манси автономи округӗнчен, Тӗмен, Челябинск, Томск, Сарту, Рязань, Омск, Оренбург, Чулхула, Кострома, Иркутск, Иваново, Вологда, Архангельск облаҫӗсенчен, Пермь тата Красноярск крайӗнчен, Пушкӑртстанран, Мускавпа Питӗр хулисенчен. Чулхула облаҫӗнчи, Тутарстанри, Удмурт Республикинчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри 140 хуткупӑсҫӑ куҫӑн майпа ӑмӑртӗ, ыттисене куҫӑн майпа хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |