Китайри Тайцан хулинче ҫу уйӑхӗн 3–4-мӗшӗсенче Хӑвӑрт утассипе иртекен тӗнче кубокне пирӗн ҫӗршывран камсем тухса каяссине ҫирӗплетнӗ. 21 ҫынтан тӑракан Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне Чӑваш Енри ултӑ спортсмен кӗнӗ.
Йышра ҫамрӑксем те, ҫулланнӑрах спорстсменсем те пур. Ҫамрӑксен хушшинче Анастасия Чернова, Клавдия Афанасьева, Денис Сергеев, Марина Пандакова. Тӗп йыша Вера Соколова тата Петр Трофимов лекнӗ.
Унчченхи Тӗнче кубокӗпе танлаштарсан Чӑваш Ен ҫыннсиен йышӗ икӗ хут ӳснӗ. 2012 ҫулта Саранскра иртнӗ Кубока пирӗн тӑрӑхран Кирилл Фроловпа Надежда Леонтьева юниорсем тата тӗп йышпа Ирина Юманова кӑна хутшӑннӑ. Ун чухне виҫӗ спортсмен та ушкӑнпа ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Надежда Леонтьева уйрӑм зачетра бронзӑна тивӗҫнӗ.

Шупашкар каччи Никита Васильев велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑ. Ҫулӗ кӗске мар. Каччӑ Шупашкартан Капкас (Кавказ) тӑвӗсем патне ҫитесшӗн. Никита республика тулашне ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче тухнӑ. Халӗ вӑл Чулхула облаҫӗнче. Ыран вӑл Саранскра чарӑнса хула тӑрӑх ҫӳреме шухӑшлать.
Никита Васильев хӑйӗн аккуанчӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пӗрремӗш кунхи шухӑшсене ҫыратӑп. Ҫул ҫинче тӑватӑ сехет пултӑм, 60 ҫухрӑм ҫеҫ кайрӑм-ха. Ку, 1,5 уйӑх велосипед ҫине ларманнине шута илсен, лайӑх кӑтарту. Талӑкра 100 километртан ытла кайма палӑртман. Манӑн ниҫта та васкас ҫук-ҫке. Чӑваш Енре кунне 150 ҫухрӑм та кайнӑ. Хальлӗхе хирӗҫ вӗрекен сивӗ ҫилпе киленетӗп».
Никита канмашкӑн уйра е вӑрман хӗрринче чарӑнать. Хӑш чухне унӑн кӑвайт чӗртмешкӗн те вӑй юлмасть-мӗн. Ҫавӑнпа ҫулҫӳревҫӗн сивӗ консерва ҫиме тивет.
Ӗнер Никита Васильев Воротынец — Сергач — Лукояны ҫула парӑнтарма май килни, Саранск ҫулӗ ҫине тухни пири ҫырнӑ. Пӗр талӑкра вӑл 78 ҫухрӑм кайнӑ.
«Пӗтӗм вӑйран ӗҫлерӗм. Саранск ҫулне питӗ курас килчӗ. Кӑмӑл тулли, анчах ывӑнтӑм. Кӑвайт чӗртме вутӑ-шанкӑ аран пуҫтартӑм. Анчах юлашкинчен алӑ султӑм та палаткӑна кӗрсе выртрӑм», — ҫырнӑ вӑл хӑйӗн страницинче.

Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енти управленийӗнче вут-ҫулӑмпа кӗрешекен ҫамрӑксен дружинин регионти смотр-конкурсӗ иртнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи дружина членӗсен пухӑннӑ.
Конкурса хутшӑннисем пушарпа кӗрешекен хӑюллӑ ҫынсем пирки хавхаланса тата кӑсӑклӑ каласа кӑтартнӑ, пушартан асӑрханмалли сӗнӳсене халӑхра епле сарассипе хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ. Саранскран килнӗ ушкӑн, ав, хуласенчи реклама хӑмисем ҫине пушара хирӗҫле листовкӑсем ҫыпӑҫтарма, кондитер хапрӑкӗсене вара «Шӑрпӑк — ачасем валли вӑйӑ мар» тесе ҫырса хунӑ канихвет, пир-авӑр хапрӑкӗсене «Туртатӑн пулсан чӗлӗм тӗпне сӳнтерме ан ман» тесе ҫырнӑ футболкӑсем кӑларма сӗннӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Саранскри «Вичкӗн куҫ» тата Шупашкарти «01 агенчӗсем» ушкӑнсем мала тухнӑ.
Сӑнсем (27)
