Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Стамбул

Культура
Надина Джавадован "Контактра" страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Надина Джавадован "Контактра" страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Стамбул ҫинчен юратнӑ юрӑсем» ятпа ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Турцири Стамбул хулинче концерт иртнӗ.

«Вӑл пӗр самант пек иртсе кайрӗ, ырӑ аса илӳ хӑварчӗ», – тесе ҫырнӑ Стамбулта пурӑнакан чӑваш хӗрӗ Надина Джавадова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, тахҫанах Турцинче тӗпленнӗ ентешӗмӗр пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт вӑхӑтӗнче икӗ хор бенефисӗ иртнӗ. Стамбул хулин мэрийӗ ҫумӗнчи Турцири классика музыкин хорӗ Германири Ахен хулинчи хорпа пӗр сцена ҫине тухнӑ.

Турцинчи хор ҫывӑх вӑхӑтра Германие кайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall96741526_3171
 

Ӳнер
Марина Карягинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Марина Карягинан Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Марина Карягина тележурналистӑн, сценаристӑн режиссёр пулса хатӗрленӗ, куракан патне тӑватӑ чӗлхепе ҫитнӗ «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» фильмӗ Стамбулта иртнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте ҫӗнтернӗ.

Асӑннӑ ӗҫӗн операторӗсем – Сергей Мышев, Владимир Сергеев (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр), Виктор Степанов, Екатерина Янгалакова, монтажёрӗ – Карина Петрова, сасӑ режиссёрӗсем – Сергей Блинов, Владимир Неверов, продюсерӗ – Елена Егорова, директорӗ — Екатерина Канюка, куҫаруҫи — Надина Джавадова.

Чӑваш Енри ӗҫе тӗрлӗ ҫӗршыври 23 тӳре пысӑка хурса хакланӑ. Ҫапла вара фильм Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» фильм унччен те Пӗтӗм тӗнчери темиҫе фестивальте те сумлӑ вырӑна тухнӑ.

Сӑмах май каласан, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Марина Карягинан ҫуралнӑ кунӗ пулчӗ. Вӑл кун Чӑваш телекуравӗн ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килчӗ.

 

Чӑвашлӑх

«Сӑмах-юмах ламран лама куҫать, хут ҫине ҫырни ӗмӗр-ӗмӗр упранать теҫҫӗ. Эпӗ те, Турцинче пурӑнакан Елчӗк хӗрӗ, хамӑн халӑхӑн историйӗпе хӑш-пӗр йӑли-йӗркисене ҫырса пичете ярас терӗм», — тесе ҫырнӑ Надина Джавадова «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче. Тӑван халӑхӑмӑр пирки хӑй ҫырнӑ статья Турцинчи «Bultürk» хаҫатра пичетленни пирки Фейсбукра та хыпарланӑ.

Ҫак йӗркесен авторне Надинӑпа ҫыхӑнма май килчӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра журналистика факультетӗнче вӗреннӗскер паян Турцинче ӗҫлесе пурӑнать. Стамбулти патшалӑх университетӗнче политикӑпа социаллӑ ӑслӑлӑх кандидачӗ ята хӳтӗленӗ.

Паян Надина Джавадова (Мышкина) услам ӗҫӗпе аппаланать. Икӗ ача амӑшӗ. Вӑл — «Тӗрӗк тӗнчинчи хӗрарӑмсем» общество пӗрлешӗвӗн хастар пайташӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 14

1893
133
Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1901
125
Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1923
103
Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ.
1924
102
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1986
40
Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
1996
30
Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть