Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.6 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сывлӑх

Сывлӑх
ru24.netсайтри сӑн
ru24.netсайтри сӑн

Каллех виҫӗ ҫын… Сӑмах кӑшӑлвируса пула вилнисем пирки пырать. Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре каварлӑ вируса пула тепӗр 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫапла майпа 116 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Инфекциленнисен йышӗ 9285-е ҫитнӗ. Вӗсенчен 7734-шӗ сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне 29 ҫын инфекцие парӑнтарса ура ҫине тӑнӑ. Пӗр талӑкра 45 ҫын чирлене.

Хальхи вӑхӑтра 1435 ҫын сипленет. Кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,19-па танлашать.

 

Сывлӑх
mediacratia.ru сайтри сӑн
mediacratia.ru сайтри сӑн

Паянхи кун тӗлне республикӑра кӑшӑлвирусран пӗр ҫын та сывалман. Ҫапла пӗлтерет федераци информаци центрӗ. Пӗр талӑкра чирлекенсен йышӗ вара ӳснӗ: 49 ҫын инфекциленнӗ.

Ку таранччен республикӑра 9240 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 7705-шӗ сывалнӑ. Шел те, 113 ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫак каварлӑ вируса пула татӑлнӑ.

Паянхи кун тӗлне пульницӑра тата килте кӑшӑлвирусран 1422 ҫын сипленет.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашарта ҫак кунсенче икӗ пульница ҫӗнелнӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Кӑнтӑр поселокӗнчи Хулари клиника пульницин 4-мӗш поликлиники тата Хулари ача-пӑча клиника пульницин 1-мӗш поликлиникин филиалӗ алӑкӗсене уҫнӑ.

4-мӗш поликлиникӑра Кӑнтӑр поселокӗнчи тата Алькешри 22 пин ытла ҫын сипленет. Унта 12 терапевт, хирург, уролог, невролог, окулист тата эндокринолог ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех рентген пӳлӗм, УЗИ тумалли аппаратсем, эндоскопи пӳлӗмӗ пур.

Ача-пӑча поликлиникинче ҫын нумай пухӑнтӑр тесе приема кунсемпе палӑртнӑ, тӗрлӗ этажра пулнине те шута илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67386
 

Сывлӑх
sochiyoung.ru сайтри сӑн
sochiyoung.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайлансах пырать. Ӗнер ку йыша 38 ҫын хушӑннӑ пулсан паян – 42. Ку таранччен 9147 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 7691-шӗ сывалнӑ. 111 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.

Юлашки талӑкра 51 ҫын сывалнӑ. Паянхи кун тӗлне вилекенсем, шел те, пулнӑ – икӗ ҫын вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче харӑсах виҫӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑччӗ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче транспорта маскӑсӑр лартма пӑрахӗҫ.

Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирус сарӑлса пыни пирки хыпарласах тӑраҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнни хамӑршӑнах. Апла пулин те ҫавна пур ҫын та ӑнланасшӑн мар. Ирӗксӗрех «ҫӳлтен» хушма тивет. Паянтанпа Шупашкар хулинчи транспорта маскӑсӑр ҫынсене лартма чарас тенӗ. Ку йышӑнӑва хулари оперштабӑн ларӑвӗнче тунӑ. Маскӑсӑр пассажирӑн салонран тухма тивӗ.

Маскӑсӑр ҫӳрекенсене 1 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама юрать. Пассажирсене турттаракансен те яваплӑх пирки манмалла мар. Вӗсен штраф тата пысӑк.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» А-151 ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Пӑтӑрмах кӑнтӑрла, 12 сехет тӗлӗнче, сиксе тухнӑ.

«Мерседес» минивэн водителӗ ҫулӑн сулахай енче ларакан манипуляторпа ҫапӑннӑ.

Ҫӑмӑл машинӑра 9 пассажир пулнӑ. Вӗсене водитель Мускавран Патӑрьел районне илсе килнӗ. Анчах Ҫӗрпӳ районӗнче ҫынсем инкеке ҫакланнӑ. Манипуляторпа ҫапӑнсан «Мерседес» водителӗ аманнӑ. Унсӑр пуҫне тӑватӑ пассажира пульницӑна ӑсатнӑ. Ыттисене вырӑнта пулӑшнӑ.

Чӑваш Енӗн ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ют ҫӗршывра кӑларнӑ ҫӑмӑл автомашина водитель тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ.

 

Сывлӑх
viruszone.ru сайтри сӑн
viruszone.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кашӑлвируспа чирлекенсен йышӗ нумайлансах пырать. Талӑкра унччен вӑтамран 30 ҫын инфекциленнӗ пулсан паян – 38. Ку таранччен республикӑра 9105 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 7640-шӗ сывалнӑ.

Шел те, вилекенсен йышӗ те кунсерен тенӗ пекех нумайланса пырать. Паянхи кун тӗлне тепӗр 2 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ҫапла майпа каварлӑ вирусран вилекенсен йышӗ 111 ҫынна ҫитнӗ.

Палӑртмалла: «Ҫурҫӗр» поликлиника та кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнма пуҫланӑ. Чирлекенсем нумайланнине кура пульницӑсенче койкӑсем те сахаллансах пыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/67357
 

Сывлӑх
Шкул архивӑнчи сӑн
Шкул архивӑнчи сӑн

Пӑрачкав шкулӗнчи 5-11-мӗш классенче вӗренекен 414 ачана кӗркуннехи каникула маларах яни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта ОРВИпе чирлекен вӗрентекенсем нумайланнӑ.

Паян кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперативлӑ штабӑн ларӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Пӑрачкав шкулӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем пуррине палӑртнӑ. Пӗтӗмпе – сакӑр ҫыннӑн: ултӑ вӗрентекен тата икӗ вӗренекен.

Юпан 19-мӗшӗнче каникул вӗҫленмелле. Шкула сӑнаса тӑмалли тапхӑр, 14 кун, юпан 20-мӗшӗнче пӗтет. Эппин, кӗҫех ачасем вӗренме тытӑнӗҫ.

 

Сывлӑх
letar-nn.ru сӑнӳкерчӗкӗ
letar-nn.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен шучӗ ӳссех пырать. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче иртнӗ оперштаб ларӑвӗнче палӑртнӑ. Унта Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата ыттисем хутшӑннӑ.

Республика Элтеперӗ Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ ӳсни хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫителӗксӗр пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ: маскӑсемпе перчеткесем тӑхӑнманни, пӗр-пӗринпе ҫума-ҫумӑн тӑни (ларни), сывлӑша сиенсӗрлетменни.

Олег Николаев обществӑлла апатлану предприятийӗсенче банкетсем, туйсем ирттерме тата ҫын вилсен асӑнма пухӑнма тытӑнса тӑма сӗнсе каланӑ.

«Эпир ресторансемпе кафесене хупасси пирки каламастпӑр, халӑх йышлӑ пухӑнакан мероприятисене ирттерме тытӑнса тӑма сӗнетпӗр», – тенӗ республика ертӳҫи.

 

Сывлӑх

Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин 3-мӗш акушер стационарӗнче 57 ача ҫуралнӑ.

Асӑннӑ стационар респиратор вирусӗпе, гриппа, кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирлисене ҫур ҫул ытла йышӑнать. Ҫав вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлӗ 165 хӗрарӑма пулӑшнӑ, 57 ача ҫуралнӑ.

3-мӗш акушер стационарӗн акушер уйрӑмӗн заведующийӗ Эльвира Васильева каланӑ тӑрӑх, тухтӑрсемшӗн чи хакли – тав сӑмахӗ калани.

Тав сӑмахӗ калакансем йышлӑ. Калӑпӑр, Людмила ятлӑ хӗрарӑм ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӑмӑлланнӑ. Тухтӑрсем ҫине тӑнипе унӑн ачи таса сывӑ ҫуралнӑ. Вӑл – ҫемьери иккӗмӗш пепке. Хӗрарӑм Александр Белебенцев анестезиолог-реаниматолога уйрӑмах тав тӑвать.

 

Страницӑсем: 1 ... 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, [127], 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, ... 253
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри улшӑнусене кӗтсе илме хатӗрленӗр. Пулӑмсем кӑштах пӑшӑрхантарӗҫ, килти ӗҫсене вара сирӗн тимлӗх кирлӗ. Туссемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе канма вӑхӑт тупӑр — канмалли кунсем тухӑҫлӑ пулаҫҫех.

Утӑ, 03

1950
76
Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2004
22
Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи