Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Сӗренкасси

Сывлӑх

Хӗрлӗ Чутай районне куҫса ҫӳрекен флюорограф ҫитнӗ. Унта вӑл иккӗмӗш эрне ӗнтӗ ӗҫлет.

Республикӑн туберкулезпа кӗрешекен диспансерӗн ӗҫченӗсем район центрӗнчен аякра вырнаҫнӑ ялсене каяҫҫӗ. Хальлӗхе вӗсем Штанаш, Вӑрманкасси, Кӗрлев, Ҫӗнӗ Атикасси, Яманкасси, Кушлавӑш, Чурпай, Анат Ҫӗрпӳкасси, Акташ, Кивӗ Атикасси, Вырӑсушкӑнь, Сӗнтӗкҫырми тата ытти ялта пулнӑ.

Паян флюрограф Сӗренкасси, Калуккасси, Акчикасси, Шулю, Пӗрремӗш Липовка ялӗсенче ӗҫленӗ. Ыран, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Мишеркасси пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче, юпан 9-мӗшӗнче Атнарти офисра пулӗ.

 

Республикӑра

«МТС» компани Чӑваш Енри 18 яла, вӗсенчен 15-ӗшӗнче 600-тен сахалрах ҫын пурӑнать, 4G ҫыхӑнӑва ҫитернӗ.

Асӑннӑ сетьпе Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш, Вырӑс Тимеш, Ленин Поҫҫолкки; Муркаш районӗнчи Отарккӑ, Шарпаш, Чуманкасси; Вӑрнар районӗнчи Отиккӑвӑ, Кӳстӳмӗр, Ершепуҫ; Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимешӗ, Кӗҫӗн Шӑнкӑртам; Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси, Мӑн Этмен, Тумликасси ялӗсем усӑ курайӗҫ. Вӗсенче пурӗ 5 пин ытла ҫын пурӑнать.

Сете ҫавӑн пекех Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенче сарнӑ. Тӗнче тетелне смартфон, планшет, модем е урӑх хатӗр урлӑ кӗрсен хӑвӑртлӑх ҫеккунтра 75 мегабитпа танлашать.

«МТС» компанин Чӑваш Енри пуҫлӑхӗ Артур Сизов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫлениччен тата тепӗр 23 тӑрӑха пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернет ҫитермелле.

 

Ял пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче пурӑнакан Матрена Ямброськина паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ.

Тыл ӗҫченӗ хӑйӗн чаплӑ юбилейне ачисемпе, мӑнукӗсемпе, кӳрши-аршипе тата тӑванӗсемпе паллӑ тунӑ. Саламлама ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Игорь Живоев, Акчикасси ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Ольга Сергеева ятарласа пынӑ, Владимир Путин Президентӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.

Каласа хӑвармалла: Матрена Филипповна Октябрь революцийӗн вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин терт-нушине курнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл фронтри салтаксемпе офицерсем валли ҫӗрулми типӗтнӗ. Кайран Павел Ямброськина качча тухнӑ, вӗсем пӗрле ултӑ ача ӳстернӗ. Матрена Филипповна «Путь Ильича» колхозра тар тӑкнӑ.

«Эпӗ чи пуян хӗрарӑм, — тет юбиляр. – Манӑн мӗн кирли йӑлтах пур: ачасем, вунӑ мӑнук, тӑватӑ кӗҫӗн мӑнук. Патшалӑх пенси парать. Хӑш-пӗр чухне ӑна ӑҫта чикмеллине те пӗлместӗп».

 

Персона
Вячеслав Оринов
Вячеслав Оринов

Паян Чӑваш Енӗн культура, нациольноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑ.

Вячеслав Оринова тӑван республикӑмӑрта тӳре-шара пулнинчен ытла режиссер тата актер евӗр пӗлеҫҫӗ пулӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинчи актерсене хатӗрлекен уйрӑмра тата Мускаври В.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнче режиссерсене хатӗрлекен факультетра вӗреннӗ.

Зоя Яковлева режиссер калашле, унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне вӑл 25 ытла сӑнар калӑпланӑ.

Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те вӑл пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Акчикасси тӑрӑхӗнче ҫӑва тирпейлеҫҫӗ
Акчикасси тӑрӑхӗнче ҫӑва тирпейлеҫҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ял тӑрӑхӗнче тавралӑха тирпей-илем кӳресси малалла пырать. Хальхинче унта Ваҫкаҫырми ял ҫӑвине тирпейлессипе шӑматкунлӑх йӗркеленӗ.

Ял тӑрӑхӗнче тӑрӑшакансемпе пӗрлех Сӗренкассинчи культура ҫуртӗнче тата вулавӑшра ӗҫлекенсем, вырӑнти ял ҫыннисем пуҫтарӑнса тухнӑ. Ҫынсем ҫӑвана хӑрӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатса, ытлашши сарӑлса кайнӑ йывӑҫсене иртнӗ, масар картине юсанӑ.

«Кунта канӑҫ тупнисен тӑванӗсем вӗсен леш тӗнчене ӑсаннӑ ҫывӑх ҫыннисем пирки манманнишӗн савӑнасса шанас килет. Ырӑ ӗҫе эпир пӗр кун кӑна мар, ытти чух та пурнӑҫласа пырасшӑн», — тенӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Игорь Герасимов.

 

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнелле, ҫурлан 12-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче вырнаҫнӑ ача пахчинче юсав хыҫҫӑн хӑйӗн алӑкӗсене шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансен ушкӑнӗ «Рябинушка» уҫнӑ. Унта ача пахчине маларах ҫӳренисемпе пӗр тан ыттисем те килсе ҫитнӗ. Вӗсене савӑнтарма шкул учрежденийӗ ятарласа парнесемпе, шӳтсемпе Бим и Бом клоунсем килнӗ.

Юсав хыҫҫӑн ача пахчи ҫӗнӗлле пурнӑҫа куҫрӗ тейӗн. Хӑтлӑ, ҫутӑ пӳлӗмсем, ҫӗнӗ пластик алӑкӗ тата ытти улшӑнусем ача пахчи ӗҫченӗсене кӑна мар, шӑпӑрлансен ашшӗпе амӑшӗсене те савӑнтарнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 29

1925
99
Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ