
Чӑваш Енри виҫӗ интернатра кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чарӑва пӑрахӑҫлӗҫ.
Унта пурӑнакансенчен тата ӗҫлекенсенчен 75 процентне ытла ковидран прививка тунӑ, ҫавна май чарӑва пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Кунта сӑмах Вӑрнар районӗнчи Нурӑсри, Йӗпреҫ поселокӗнчи тата Патӑрьел районӗнчи Трухати интернатсем пирки сӑмах пырать.
Вӗсенче 1026 сусӑр пурӑнать, 400-е яхӑн ҫын ӗҫлет. Вӗсен 14 кунлӑ изоляцие пӑхӑнма тиветчӗ. Асӑннӑ интернатсенче ӗҫлекенсене малашне эрнесерен ҫӗнӗ кӑшӑлвирусран тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Ҫавӑн пек тӗрӗслеве организмра G иммуноглобулин пуличченех ирттерӗҫ.

Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче «Мускав – Хусан» тӳлевлӗ ҫулӑн строительствине сӳтсе явӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енри Общество палати пӗлтерет.
Тӗлпулӑва «Автобан» ДСКна, ЧР Транспорт тата Ҫутҫанталӑк министерствисене, Ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратурӑна, Россельхознадзора, Росприроднадзора, общество канашӗсен элчисене, муниципалитетсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене, МИХ элчисене, вырӑнти халӑха чӗннӗ.
Мероприяти Турхан ялӗнчи культурӑпа кану ҫуртӗнче 13 сехетре пуҫланать. Кӑшӑлвирус сарӑлнине шута илсе вырӑнсем шутлӑ кӑна пулӗҫ.
Тӳлевлӗ ҫул Чӑваш Енре Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Комсомольски, Йӗпреҫ районӗсем урлӑ иртмелле. Пӗтӗмпе - 90 ҫухрӑм. Ҫула 2024 ҫулта туса пӗтерме палӑртнӑ.

Юлашки вӑхӑтра Патӑрьел районӗнче икӗ палӑк уҫӑлчӗ. Аса илтерер: Чӑваш Ишек ялӗнче вырӑс классикне Александр Пушкина сума суса лартнӑччӗ. Асӑннӑ районти Турхан ялӗнче ӗнер Алексей Кокель художникӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑк-бюст авторӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнчи паллӑ скульптор Николай Кондрашкин. Палӑка уҫма Чӑваш Енре пурӑнакан халӑхсен пайташӗсен ассамблейин ертӳҫи Лев Кураков пулӑшнӑ.
Ҫак йӗркесен авторне Николай Кондрашкин скульптор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр палӑк уҫасшӑн. Ӑна та Николай Кондрашкин хатӗрленӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, палӑксене маларахах туса хатӗрленӗ, «халӗ Лев Пантелеймонович Кураков ырласа чысланипе ӗҫе кӗрсе пыраҫҫӗ».
Николай Ашмарин палӑкӗ Шупашкарти Ашмарин урамӗнче пулӗ.

Паян Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Алексей Кокель художникӑн палӑкне уҫнӑ. Кун пирки Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Алексей Кокель – академи пӗлӗвӗ илнӗ пирвайхи чӑваш художникӗ. Художник ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 140 ҫул ҫитрӗ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Турханта 1880 ҫулта ҫуралнӑ. Харьковра ӗҫлесе пурӑннӑ. Украинӑн пулас художникӗсене туптанӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче художникӑн музей-ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн уҫнӑччӗ. Унта республикӑн ертӳҫи Олег Николаев хутшӑннӑччӗ.
Леонид Черкесов пӗлтернӗ тӑрӑх, Кокель палӑкне уҫас шухӑш Лев Кураковӑн пулнӑ. Уншӑн вӑл ӑна тав тунине палӑртнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Алексей Кокелӗн ятне тӑван тӑрӑхра сарас енӗпе культурологи докторӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев самай ҫине тӑнӑ. Ӑна вӑл вӑхӑтра университет ректорӗнче тӑрӑшнӑ Лев Кураков академик пулӑшса пынӑ.

Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче пурӑнакан Чемеровсем ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма тытӑнӗҫ. Нумаях пулмасть вӗсене, нумай ачаллӑ ҫемьене, пӳрт уҫҫине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.
Чемеровсен – 5 ача. Чи асли 19 ҫулта, кӗҫӗнни – 7-ре. Вӗсем ҫурт черетне 2013 ҫулта тӑнӑ.
Чемеровсем валли 88 тӑваткал метрлӑ ҫурт туса панӑ. Кун валли 2600000 тенкӗ уйӑрнӑ. Пӳртре сивӗ тата ӑшӑ шыв пур, канализаци хунӑ.
Сӑмах май, Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнче кӑҫал тепӗр нумай ачаллӑ ҫемье валли ҫурт туса парӗҫ. ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра 33 ҫемье валли 110 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнче 28 ҫулти арҫын, Турхан ялӗнче пурӑнаканскер, Йӳҫпан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне кӳреннӗ те клуба чӗртсе янӑ.
Ҫак арҫын ялти ӗҫлемен клубӑн чӳречине ҫӗмӗрнӗ те ҫунакан шӗвеке шала пенӗ. Хайхискер мӗн хӑтланнине ӑнланнӑ пулмалла – хӑйех пушарнӑйсене чӗннӗ.
Клубӑн кадастр хакӗ 1,5 миллион тенкӗпе танлашать. Ҫурт ҫунса кайса ӗлкӗреймен, пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ.
Арҫынна вара суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 1 ҫул.

Патӑрьел районӗнчи Турханти тухтӑр-волонтерсем ырӑ ӗҫ тума ӳркенмеҫҫӗ. Хастарсене вырӑнти Анатолий Кольцов тухтӑр хавхалантарса пырать.
Хальхиче вӗсем тавралли ялсенче хут пуҫтарнӑ. Пӗтӗмпе пӗр тоннӑна яхӑн пуҫтарӑннӑ. Ҫав укҫапа виҫӗ велосипед туяннӑ. Ӑна ачасене парнеленӗ.
Маларах хастарсем 85 ҫулти Любовь Дубининӑна кӑмака туса панӑччӗ. Ачасем кивӗ кӑмакана пӑснӑ, ҫырмаран тӑмпа хӑйӑр йӑтнӑ.
Тухтӑр-волонтерсен пӗтӗм Раҫҫейри уйрӑмӗн Турханти уйрӑмне 2018 ҫулта йӗркеленӗ. Вӑл вырӑнти шкул никӗсӗ ҫинче тӗпленнӗ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче уйрӑм волнтерсен конкурсӗнче «Чи лайӑх социаллӑ проект» номинацире ҫӗнтернӗ.

Николай Дроздов профессор, паллӑ телеертӳҫӗ Чӑваш Ене килнӗ. Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнче, ӗнер Патӑрьел районӗнче пулнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Патриотизм как основа духовно – нравственного воспитания молодежи и укрепления единства народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхне ҫирӗплетессинче тата ҫамрӑксене ӑс-хакӑл воспитанийӗ парассинче патриотизм никӗс пулса тӑни) пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Николай Дроздов унта хутшӑннӑ. Патӑрьел районӗнче Алексей Кокель художникӑн музей-ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен уҫнӑ. Художник ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалласа Турхан ялӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта та Николай Дроздов хутшӑннӑ.

Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче Алексей Кокель художник, педагог, профессор ҫуртне юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Художник ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та хутшӑннӑ.
Олег Николаев ҫурта юсаса ҫӗнетни республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе хакланӑ. Чӑваш халӑхӗн «ниме» йӗркипе музейӗн территорине тирпей-илем кӗртнӗ.
Турхан ялӗнче ҫулсеренех пӗтӗм тӗнчери Кокель пленэрӗ иртет, унта паллӑ художниксем ӑсталӑх урокӗсем иртеҫҫӗ.
«Чаплӑ ентешсене асра тытатпӑр тата вӗсенчен тӗслӗх илетпӗр пулсан ыранхи кун тата та лайӑхрах пуласси те куҫкӗрет», – тенӗ ҫурт-музея юсаса ҫенетнӗ хыҫҫӑ уҫма хутшӑннӑ Олег Николаев.

Свердловск облаҫӗнчи Чӑваш культура центрӗн ертӳҫи Герман Пупин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кун пирки Тӗмен хулинчи наци культурине аталантарма пулӑшакан «Землячество-Ентешлӗх» фонд ертӳҫи Алексей Павлов Фейсбукра пӗлтернӗ.
Герман Пупин Елчӗк районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Екатеринбург хулинче тата Свердловск облаҫӗнче чӑваш культурине, йӑли-йӗркине аталантарас тӗлӗшпе вӑл сахал мар ӗҫ туса ирттернӗ.
Маларах асӑннӑ Алексей Павлов Герман Пупин ҫемйипе тата ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле чунтан хурланнине пӗлтернӗ.
Герман Пупин, сӑмах май каласан, — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Петр Пупинӑн тӑванӗ. Пупинсен ашшӗ те ӳнере ӑнланакан ҫын пулнӑ. Вӑл хӑй тӑватӑ класс ҫеҫ пӗтернӗ пулин те Васнецовӑн, Нестеровӑн, Левитанӑн тата ыттисен картинисене кӑмӑлланӑ.
