Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫемҫе пукана «хӑйӗн ирӗкӗпе хӑварни» пирки ӗнер пӗлтерчӗҫ. Сироткин влаҫран каяс шухӑша вырӑнти депутатсен черетсӗр ларӑвӗнче пӗр шухӑшлӑн ырланӑ иккен.
Ларура 49 ҫулти Сироткин депутатсене килӗштерсе ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, лешсем вара ӑна ӑнӑҫу суннӑ. Сироткина ҫӗнӗ ӗҫ сӗннӗ имӗш, анчах мӗнлине хальлӗхе официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтермен-ха.
2009–2011 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ пуҫлӑх ылмашнине шута илсен Сироткин чи нумай ӗҫлекенни пулчӗ темелле. Мӗн тесен те — виҫӗ ҫул ытла. Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хула мэрӗ Валерий Андреев Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессине вӗҫне ҫитереймен хыҫҫӑн влаҫран кайнӑ пулать, Вениамин Артемьев сити-менеджер — ҫурт-йӗр тӑвасси начар пынине кура, Владимир Тимофеев хула администрацийӗнче социаллӑ ыйтупа ӗҫлекен ҫум должноҫне йӗркеленӗ хыҫҫӑн унта куҫнӑ.
Александр Сироткина 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 12 претендентран тӑракан конкурсра суйланӑ. Ку вырӑна йышӑниччен вӑл асӑннӑ хулари техника инвентаризацийӗн бюровне 12 ҫул ертсе пынӑ.
Сироткина хулари ҫул-йӗр япӑххишӗн, ҫӳп-ҫапшӑн, строительство ӗҫӗсем пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене тухӑҫлӑ татса паманшӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫын умӗнчех ятланӑччӗ.
Чӑваш Республикин «Республика» хаҫачӗ ҫӗнӗ проект хута ярать. Черетлӗ ҫӗнӗлӗх — «Депутатпа тӳрӗ ҫыхӑну». Ун вӑхӑтӗнче хаҫатҫӑсем тӗрлӗ депутата редакци тӗпелне чӗнесшӗн.
Пӗрремӗш «Тӳрӗ ҫыхӑнӑва» чӑваш парламенчӗн хаҫачӗ 16-мӗш тӗп округпа суйланнӑ депутатпа, «Фармация» патшалӑхӑн хысна предприятийӗн пуҫлӑхӗпе Валерий Филимоновпа авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхи 10 сехетрен тытӑнса 12 сехетчен ирттерме палӑртса хунӑ. Фармацевта хӑнана чӗнни ытахальтен мар — юпан 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ-ҫке. Ҫулланнисен вара эмелпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫук марах.
Ыйтусене редакци «Тӳрӗ ҫыхӑну» вӑхӑтӗнче те, маларах та йышӑнать. Телефон номерӗ — (8352) 28-85-07, электрон адрес ҫапларах: respublika-21@yandex.ru.
Президент бульварӗнчи ҫӳллӗ ҫуртра — Правительство ҫуртӗнче — бункерӗнче вӑрттӑн мунча пуррине пӗлнӗ. Вӑл — пысӑк пукан ҫинче ларакан тӳре-шара валли-мӗн.
Ятарлӑ объекта нумаях пулмасть хута янӑ. Унта чи пысӑк чиновниксене тата вӗсен хӑнисене анчах кӗртнӗ. Республика Элтеперӗн, парламент спикерӗн пӳлӗмӗсене лекме ҫӑмӑлрах иккен. Путвалти ҫав пӳлӗме вара ниепле те лекеймӗн. Унта вӑрттӑн япала упрамаҫҫӗ. Унта правительство ҫыхӑнӑвӗн коммутаторӗ те мар. Вӑрттӑн ҫав вырӑн мунча иккен. Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна нормӑсемпе правилӑсене пӑхӑнмасӑр тунӑ. Унта коррупции шӑрши те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Правительство ҫуртне чӗрӗк ӗмӗр каялла КПСС обкомӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ валли тума тытӑннӑ. Ун чухне парти укҫипе путвалта мунча тӑвас шухӑш та пулман ахӑртнех. Ӗҫ пӗр вӑхӑт чарӑннӑ хыҫҫӑн ҫурта каллех тума тытӑннӑ. Элтепер инаугурацийӗ валли парне — ҫӗнӗ резиденци — хатӗрленӗ.
Правительство ҫуртӗнчи пӗр ҫӑлкуҫ «Правда ПФО» корреспондентне пӗлтернӗ тӑрӑх, саунӑна тӑвас шухӑш Элтепер аппарачӗн ертӳҫин Александр Ивановӑн пулнӑ. Унта 15 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Сауна пушар тухас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.
Украинӑран килнӗ ҫынсене ахаль ҫынсем те, тӳре-шара та кӗтеспе тивӗҫтерме пулӑшаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин вице-премьерӗ, ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойлова Донецк облаҫӗнчен килнӗ ҫынсене пурӑнмалли вырӑн уйӑрса панӑ.
Министр таркайсене — ҫав шутра икӗ ача — тӑванӗн унчченхи хваттерне вырнаҫтарнӑ. Аслисем хальлӗхе ӗҫе вырнаҫаҫҫӗ, ачасем авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкула 2-мӗш класа кайнӑ.
«Ачасене шкула каймашкӑн пуҫтарӑнма пулӑшрӑмӑр. Ҫемье туслӑ», — пӗлтернӗ Алла Самойлова.
Аса илтерер: Чӑваш Енре халӗ 1014 таркай пурӑнать. Вӗсенчен 218-шӗ — ачасем. Вӗсене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтернӗ.
Кун пирки «Взгляд» информаци агентстви хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Унта каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейӗн аргари министерствин пуҫлӑхӗ Николай Федоров пирӗн репсубликӑри ял хуҫалӑх предприятйиӗсене тӗрӗслемелле. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Президенчӗ вӑрлӑх туса илекен хуҫалӑхсене ҫитесшӗн.
Ҫак уйӑхра Николай Федоров республикӑра пулнӑччӗ. Ун чухне вӑл, ҫурлан 4-мӗшӗнче, Россельхознадзорӑн управленине, «Россельхозцентр» федерацин хысна предприятийӗн филиалне тата «Приволжское» хуҫалӑха ҫитнӗ. Ҫурлан 6-мӗшӗнче вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Елена Бадаева ӗҫлеме пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ.
Ӗнер Йӗпреҫ район депутачӗсем черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта депутатсемсӗр пуҫне район администрацийӗн пайӗсен тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, федераци органӗсен подразделенийӗсен ертӳҫисем, тӗрлӗ харпӑрлӑх хурмиллӗ предприяти-организацисене ертсе пыракансем, ял хуҫалӑх ертӳҫисем, шкул директорӗсем, прокуратура ӗҫченӗсем пухӑннӑ.
Ларура Йӗпреҫ район Уставне улшӑну кӗртессине сӳтсе явнӑ. Унта хӑш-пӗр пунктсене хушнӑ, хӑшӗсем вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑннӑ. Район пуҫлӑхӗн полномочийӗ хӑҫан тухассине те палӑртса хӑварнӑ. Ют ҫӗршывра укҫа упрасан та район пуҫлӑхӗн тилхепине ҫухатӑн. Маларах ун пек саккуна ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ май хӑш-пӗр ҫӗрте вырӑнти саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртме ӗлкӗрнӗччӗ-ха, халӗ йӗпреҫсен те Уставӗ федераци саккунӗпе килӗшсе тӑрать.
Районӑн муниципалитет шайӗнчи право акчӗсем вырӑнти хаҫатсенчен пӗринче пичетленнӗ хыҫҫӑн тин вӑя кӗрӗҫ. Кун пирки те ларура палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (16)
Халӗ тӳресемпе чиркӳ ҫыннисене час-часах юнашар курма пулать. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем, ав, пысӑк уявсене чиркӗве кайнине телевизорпах кӑтартаҫҫӗ. Маларах тӗне кӗрес тесен те чиркӗве вӑрттӑн кайнӑ та, халӗ атеизм самани мар — чармаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов чиркӳ ҫыннисен хисепне тивӗҫнӗ. Ӑна сӑваплӑ Сергий Радонежскийӗн 700 ҫулхине халалланӑ партиарх паллипе чысланӑ. Ӑна Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Феодор ҫурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пулнӑ чух ҫакса янӑ. Сӑкӑт тӑрӑхӗнче пулнӑ май чиркӳ ҫынни Патӑрьелти район пульницине те ҫитнӗ. Унта ӗҫлекенсем, сипленекенсем тата районта пурӑнакансем укҫа пухнипе ҫавӑнта сӑваплӑ Николай ячӗллӗ часовня уҫнӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Ен халӑхӗ ыйтӑма хутшӑнма пултарать. Ҫурлан 11-мӗшне Космос мухтавӗн кунне уявламалла-и? Ыйтӑмра ҫакна уҫӑмлатмалла. Сасӑлав ҫурлан 18-мӗшӗччен пырӗ.
52 ҫул каялла, ҫурлан 11-мӗшӗнче, космоса ушкӑн пӗрремӗш хут вӗҫсе кайнӑ. «Восток-3» карапа пирӗн ентеш Андриян Николаев ертсе пынӑ. «Восток-4» карап ҫинче Украина ҫынни Павел Попович пулнӑ. Икӗ карапа, пӗр-пӗринчен инҫех мар вӗҫекенскерсене, тӗрӗсленӗ. Космонавтсем пӗр пӗринпе радиоҫыхӑнупа калаҫнӑ. Ҫак пулӑма кура республика чиновникӗсем ҫурлан 11-мӗшӗ паллӑ кун пулмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Cаp.ru сайтра хальлӗхе 600 ытла ҫын сасӑланӑ. Вӗсенчен 160-ше яхӑнӑшӗ Космос мухтавӗн кунне паллӑ тӑвасшӑн. 400 ытларахӑшӗ ҫакна хирӗҫ.
Кун пек тӑвасси пирки республика Элтеперӗ ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнчех Хушу кӑларнӑччӗ.
Халӑх ырлӑхӗшӗн патшалӑх хыснин шучӗпе тӑрӑшакансен йышне 2015–2016 ҫулсенче 10 процент чакармалла. Элтепер Хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапла йышӑнӑва «республика хыснин тӑкакӗсене чакарас тенипе» ҫыхӑннӑ.
Хушура вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсен йышне чакарассипе те тивӗҫлӗ йышӑнусем тума сӗннӗ.
Аса илтеретпӗр, патшалӑх служащийӗсен йышне чакарас сӗнӗве кӑҫалхи ҫуркунне Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев каланӑччӗ. Ҫӗршывӑн Финанс министерствине сӗнӳсене вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӑратма хушнӑччӗ. Унта йыша 10 процент чакарасси пирки сӑмах пынӑччӗ.
Федераци Канашӗн спикерӗ вара федераци служащийӗсен йышне регионсенче ҫурри таран чакармах сӗннӗччӗ.
Коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн ертӳҫин ҫумӗн Валерий Рашковӑн шучӗпе Раҫҫейри 10 пин ҫын пуҫне 172 патшалӑх служащийӗ тивет, пӗтӗмпе хайхисен йышӗ — 2,4 миллиона яхӑн.
Ҫӗршывӑн финанс министрӗн ҫумӗ Татьяна Нестеренко та патшалӑх служащийӗсен йышӗ пысӑккипе килӗшет. Пенси фончӗн, Обязательнӑй медицина страхованийӗн, социаллӑ страхованин, Тӗп банкӑн ӗҫченӗсемпе пӗрле шутласан патшалӑх служащийӗсен йышӗ чӑннипех пысӑккине палӑртнӑ вӑл.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Бороницын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫемҫе пукна йышӑннӑ ҫынна хӑйӗн тивӗҫӗсене ӳстернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра Бороницын 2011 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑма 1798 тӑваткал метр ҫӗре аукционсӑр-мӗнсӗр харпӑрлӑха пама йышӑну кӑларнӑ. Унччен ҫав ҫӗр патшалӑх харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Пуянлӑхпа Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ хуҫаланнӑ. Ҫӗре хӗрарӑма 552 пинрен темиҫе тенкӗ йӳнӗрехпе уйрӑм ҫын харпӑрлӑхне панӑ хыҫҫӑн унта автоавӑрлав станцийӗ туса лартнӑ. Асӑннӑ ҫӗрӗн кадастр хакӗ 3,7 миллиона яхӑн иккен.
Ку фактпа иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ ҫурланӑ. | ||
| Теплов Пётр Николаевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗпе ӗҫлекен ҫуралнӑ. | ||
| Алексеев Иван Алексеевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог ҫуралнӑ. | ||
| Чумакова Тамара Ивановна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Раиса Порфирьевна, паллӑ библиотекарь ҫуралнӑ. | ||
| Гудошникова Людмила Яковлевна, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, химик-технолог ҫуралнӑ. | ||
| Сизов Валентин Петрович, РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ | ||
| Акимов Александр Петрович, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Леонид Максимович, «Чӑашметалл» АУО тӗп директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр-бетон конструкцисен 9-мӗш Шупашкар савутне (ЖБК №9) никӗсленӗ. | ||
| Сосновка посёлока Шупашкар хула чиккине кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |