Уйрӑм ҫынсем кӑна мар, регионсен те кивҫен илме тивет. Ӑна вӑхӑтра татса пымалли те сӑмахсӑрах паллӑ ӗнтӗ.
Пирӗн республика пӗлтӗр патшалӑх парӑмне вӑхӑтра тата кирлӗ пек чакарнӑ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн финанс министерстви. Ҫакна вӑл цифрӑсемпе кӑтартса парать: обязательствӑсене 4,8 миллиард тенке яхӑн пурнӑҫланӑ. Ҫав шутран 1 миллиарчӗ — патшалӑх облигацийӗ, 86,1 миллионӗ — федераци хыснинчен илнӗ хысна кредичӗ, 2,9 миллиарчӗ — кредит тата пӗтӗм тӗнчери финанс учрежденийӗсенчен илнӗ кивҫен. Республика гарант евӗр пулнипе организацисем илнӗ кредита 276,7 миллион тенкӗлӗх татнӑ.
2013 ҫул пуҫламӑшӗнчипе танлаштарсан республикӑн патшалӑх парӑмӗ 381,5 миллион тенкӗлӗх чакнӑ. Процент ҫине куҫарсан ҫакӑ 3,74 процент чакнине пӗлтерет. Кӑҫалхи кӑрлачӑн пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм 9,8 миллиард тенкӗ ытларах юлнӑ. 2013 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫав хисеп 10 миллиард тенкӗрен иртнӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри ертӳҫипе Анатолий Аксаковпа тӗл пулнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнчи кӗске информацире пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫура «Чӑваш Енри экономика проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине, инфраструктура проекчӗсене аталантарассине Раҫҫейӗн регионти банкӗсен ассоциацийне явӑҫтарассине. Патшалӑхпа уйрӑм ҫын килӗштерсе ӗҫлессин механизмӗсене аталантарссине сӳтсе явнӑ».
Regnum информаци агентстви Аксаков политик вара «тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнине» пӗлтернине хыпарлать. Сӑмахран, Шупашкар 550 ҫул тата Чӑваш Ен 100 ҫул тултарнине уявлама Мускавран укҫа уйӑрас ыйтусене сӳтсе явнӑ имӗш. Республика кунне уявласси тата ҫав вӑхӑтра тӗп хуламӑрта экономика форумӗ ирттересси пирки калаҫнӑ-мӗн. Уявсем пирки кӑна калаҫаҫҫӗ текенсене лӑплантарар: ҫук, ытти ҫинчен те сӑмахланӑ — пӗчӗк бизнеса тӗкӗ кӳрессин, монохуласене пулӑшассин, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсене.
«Тата кам юсатӑр ӗнтӗ?» — тесе, тен, тӗлӗнӗҫ уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем. Анчах кунта сӑмахӑмӑр нумай хваттерлисем пирки пырать. Малашне ҫавсенче пурӑнакан харпӑрлӑхҫӑсене ҫурта тӗпрен юсама тӳлеме уйрӑм статьяпа тӳлеттерме тытӑнӗҫ. Чӑвашра кӑна мар, Раҫҫейӗпех тени лӑплантарас ҫук та, анчах пирӗн патра ҫӗршывӑн Регионсен аталанӑвӗн министерстви ӳстерме сӗннӗ тарифран чи пӗчӗк хисепе суйласа илнине палӑртмалла. Тӑваткал метршӑн Раҫҫейӗн регионӗсенче 5 тенкӗрен пуҫласа 12 тенкӗ таран тӳлеттерме ирӗк панӑ иккен. Пирӗн патра вара 5 тенкӗ те 20 пуспа ҫырлахас тенӗ.
Халӑхран пухнӑ «кӗмӗле» ятарлӑ счет е регионта уҫакан оператор счечё ҫинче пухса пырӗҫ те кайран тупрана шӑкӑрт кӑларса хурӗҫ. Юсамалли ҫуртсен республикӑри программине ишӗлекен ҫурстемсӗр пуҫне пурне те кӗртмелле. Хӑш ҫурта маларах юсассине нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансен пухӑвӗсем татса памалла иккен.
Иртнӗ ҫул республикӑн пурлӑхне тара панипе хыснана 1 миллиард тенкӗ ытла кӗнӗ иккен. ЧР Пурлӑх министерстви ҫак цифрӑна 2012 ҫулхипе танлаштарса кӑтартнӑ та, хисеп 1,9 хут ӳснине асӑрханӑ.
Тупӑшӑн ытларах пайӗ патшалӑх пурлӑхне тата ҫӗре тара панипе килет-мӗн. Налук мар тупӑшсенчен чӗрӗк пайне яхӑн, тӗрӗсрех, 24 проценчӗ, ҫапла майпа кӗнӗ.
Маларах асӑннӑ ведомство мӗн чухлӗ ҫӗрпе ытти пурлӑха тара панине цифрӑсемпех кӑтартса парать. Ҫулталӑк тӑршшӗпе куҫман пурлӑха 76,7 пин тӑваткал метр тара парасси пирки килӗшӳ тунӑ иккен. Ҫӗр лаптӑкӗсене илсен, 7,34 пин гектар тара пама 231 килӗшӗве алӑ пуснӑ. Ҫав шутран пысӑк пайӗ, 92,6 проценчӗ, — ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр лаптӑкӗ.
Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. «Патшалӑх пурлӑхне тата республика хыснин укҫи-тенкине тухӑҫлӑ усӑ курас тесе пӗлтӗр Чӑваш Енри патшалӑх учрежденийӗсен сетьне реорганизациленипе оптимизациленӗ», — тенӗ хыпарта.
Ҫапла туни пӗр пек ӗҫпе аппаланакан, тухӑҫӗ вара ытлашши сисӗнсех кайман предприятисене пӗтерме май панӑ иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ҫавӑн йышшисене пӗрлештерсе пӗр учреждени туса янипе «кӗмӗле» перекетленӗ.
Иртнӗ ҫул реорганизациленӗ патшалӑхӑн 44 учрежденийӗ хушшинче 14-шӗ автономилле предприяти пулнӑ: вӗсенчен 5-шерӗшӗ — вӗрентӳпе культурӑра, 4-шӗ — сывлӑха сыхлас ӗҫре; 12 хысна предприятийӗнчен вӗрентӳрисем — 7, сывлӑх сыхлавӗнче — 10, спортра — 4, культурӑра — 2; реорганизацие лекнӗ хысна пердприятийӗсенчен пурте, 7-шӗ те, сывлӑха сыхлас енӗпе тӑрӑшнӑ иккен.
Дмитрий Медведьев йышӑннипе хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула тӑвассине ӳлӗме куҫарнӑ тет — кун пирки «Коммерсантъ» ҫырать. Ку йышӑнӑва тӑкаксем ытла пысӑк пулнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хайхи укҫи-тенкине унсӑр та перекетлӗрех усӑ курма тивет те ку чукун ҫул валли ҫитмессе те пултарасран шикленеҫҫӗ ахӑр. Тем тесен те ӑна тума триллион ытла (>1 000 000 000 000) тенкӗ кирлӗ пулать тенӗччӗ.
Хальхи вӑхӑтра РЖД президенчӗ Владимир Якунин ҫак проектӑн ҫӗнетнӗ вариантне хатӗрлесшӗн иккен — унпа килӗшӳллӗн чукун ҫул компанийӗ Мускавпа Улатимӗр хушшинче хӑвартлӑхлӑ ҫул тӑвасшӑн. Ку хутӗнче пӗтӗм тӑкаксене вӗсем хӑйсем ҫине илесшӗн. 384 милиардлӑх ларать пулин те патшалӑхран укҫа ыйтмасӑр тӑвасшӑн.
Аса илтеретпӗр, хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула Мускавпа Хусан хушшинче 2018 ҫулта иртекен тӗнче шайӗнчи футбол чемпионачӗ тӗлне тӑвасшӑнччӗ. Унӑн пӗтӗмешле тӑршшӗ 770 ҫухрӑм пулмаллаччӗ. Вӑл пирӗн республика ҫӗрӗсем тӑрӑх та иртмеллеччӗ. Енчен те унччен Хусана ҫитме 11 сехет ҫурӑ кирлӗ пулсан, хӑвартлӑхлӑ чукун ҫулпа ҫав вӑхӑт виҫӗ сехет ҫурӑччен чакарӑнӗччӗ.
Кредит илме чӗнсе калакан хыпар-хӑнара халӑхра тӗрлӗрен йышӑнакансем пур-ха. «Кивҫен илмесӗр укҫа ҫитменнишӗн патшалӑха намӑс пулмалла», — ун пеккисенчен хӑшӗсем. Темле пуянсем те пӗр-пӗр проекта хута яма кредитпа усӑ кураҫҫӗ те, темле каламалла…
Темиҫе ҫул каялла пирӗн ҫӗршывра хушма хуҫалӑха аталантарма тесе ҫӑмӑллӑлӑ кредитсем пама тытӑнчӗҫ. «Кивҫенре мӗн ырри пултӑр ӗнтӗ?» — текенсене кӑштах хирӗҫлемелле-тӗр. Ара, ку вӑл ахаль-махаль йышши мар, процент ставкин пӗр пайне патшалӑх саплаштараканни. Ӑна илсе ҫынсем сарай-вите хӑпартса лартрӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх, мотоблок туянакан та самай пулчӗ.
Ҫӑмӑллӑхлӑ кредита паян та параҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче пӗлтӗр 788 ҫын 156,6 миллиона яхӑн кивҫен илнӗ. Унпа Хӗрлӗ Чутай, Акчиккасси, Питеркасси, Хусакасси ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем уйрӑмах усӑ курнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Раҫҫейӗн премьер-министрӗ Дмитрий Медведев тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Сергей Нарышкин патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Халӑх «тарҫисене» ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пӑшӑрхантарать.
Депутатсене шухӑшлаттаракан тӗп самантсен шутӗнче федераци хыснинчен килекен укҫа-тенкӗ, республикӑн хӑмла отрасльне тӗкӗ кӳресси, ял хуҫалӑх продукцине туса илекен Чӑваш Енри пердприятисене федераци сечӗн лавккисем патне ҫул уҫса парасси, яла кадрсемпе тивӗҫтересси.
Тухтӑрсемпе вӗрентекенсене унта илӗртес тесе патшалӑх енчен маларах йышӑну турӗҫ-ха. Ялта тухтӑрта ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ ҫамрӑк специалистсене 1 миллионшар тенкӗ ним мар кӑларса тыттараҫҫӗ. Вӗрентекенсене вара ҫурт-йӗр тума е туянма тесе илекен кредитӑн тата ҫав укҫа проценчӗн пӗр пайне саплаштарма йышӑннӑ.
Ҫав вӑхӑтрах ял хуҫалӑх предприятийӗсем те ӗҫлекенсем ҫуккипе халтан каяҫҫӗ. Механизатор-дояркӑсем кӑна-и, инженерсемпе агрономсем, ветеринарсемпе зоотехниксем каясшӑн мар. Ял хуҫалӑх специальноҫне илекен яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ нумай-ха, анчах вӗсем яла талпӑнни сисӗнсех каймасть. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен специалистсене те яла ҫапла майпа илӗртсен аван тесе шухӑшлаҫҫӗ Патшалӑх Канашне депутата суйланнисем.
Патшалӑх служащисене хваттер парассине депутатсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ тата ҫирӗп черете пӑхӑнӗҫ тесе пӗлтерет «Правда ПФО» (чӑв. АФО чӑнлӑхӗ) сайт. Сӑмахӗ вара республикӑра патшалӑх служащисене хваттер туянма бюджетран тавӑрса памалла мар субсиди парас йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртни пирки пырать. Ку йӗркене пӑрахӑҫламӗҫ, анчах укҫа кама лекнине ӳлӗмрен ҫирӗп тӗрӗслесе тӑрӗҫ.
Ҫак эрнере иртнӗ 18-мӗш черетлӗ сессире патшалӑх служби ҫинчен калакан улшӑнусем кӗртнӗ. Хваттер илме паракан субсидие шутласа панӑ чух стажа та тӗпе хурӗҫ. Тинтерех кӑна ура ярса пуснисене вӑл чылай ҫул тар тӑкакан ӗҫтешӗсемпе танлаштарсан 2–2,5 хут сахалрах тивӗҫӗ.
Анчах ҫав тапхӑр хыҫҫӑн самолетсем вӗҫме чарӑнмӗҫ-ха. Кунта сӑмах Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинче йӗркеленӗ авиаҫыхӑну пирки пырать. Асӑннӑ округри регионсем хушшинче сывлӑш ҫулӗн ҫыхӑнӑвне йӗркелесси ҫинчен калакан программӑна тата тепӗр виҫӗ ҫуллӑха тӑснӑ.
Аса илтеретпӗр, асӑннӑ программӑпа йӗркеленӗ вӗҫев хакӗн ҫуррине кӑҫал хыснаран саплаштарнӑччӗ. Ҫав тӑкака федераци хыснипе регион бюджечӗ хӑйсем ҫине ҫурмалла илнӗччӗ. Килес ҫултан ку енӗпе йӗрке кӑшт улшӑнӗ. Пассажир ҫав-ҫавах ҫур хака ҫеҫ тӳлӗ-ха. Улӑшнӑвӗ регионсене пырса тивӗ, килес ҫул вӗсем ҫур хака саплаштарма тесе уйӑракан суммӑран 40 процентен кӑна саплаштарӗҫ, тепӗр 60 процентне федералсем хӑйсем ҫине илӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Евдокимов Николай Евдокимович, xӑваш юптаруҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Белов Михаил Михайлович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни вилнӗ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин иккӗмӗш президенчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |