Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗ икӗ микроавтобус туянасшӑн. Вӗсене илме вӑл 15 миллион та 7 пине кӑларса хума хатӗр.
Илме шухӑшланӑ транспорт — 18 вырӑнлӑ «Ford Transit» микроавтобус. Аукцион документацийӗнче машинӑсем кӑҫал туса кӑларнисем пулччӑр тесе палӑртнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ транспорта маларах Тутарстанри «Соллерс Алабуга» автозаводра туса кӑларнӑ, халӗ кӑларма пӑрахнӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара дизельпе ҫӳрекен «Ford Transit» микроавтобус йышши урӑх транспорт та илме хирӗҫ мар-мӗн. Анчах машина шурӑ тӗслӗ пулмалла.
Аукциона нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле.
Чӑваш Енре чирлисене вертолётпа больницӑна илсе каякан организацие ылмаштарнӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫак енӗпе «Национальная служба санитарной авиации» (чӑв. Санитари авиацйӗн наци служби) акционер обществи ӗҫлеме тытӑнӗ.
Аукциона пӗртен-пӗр организаци ҫеҫ хутшӑннӑ. Ҫулталӑк вӗҫӗччен вӑл ӗҫе 35 миллион та 943 пин тенкӗпе пурнӑҫласа тӑма килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 1 сехет вӗҫнишӗн 219 пин тенкӗ тенкӗ тӳлемелле.
2020-2022 ҫулсенче пирӗн республикӑра «Русские вертолетные системы» (чӑв. Вырӑс вертолёт тытӑмӗсем) общество ӗҫленӗ.
Шупашкарти 32 ҫулти таксист ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. Ун патне саккас килнӗ: хӗре Канаша леҫсе ямалла.
Клиента кӗтсе ларнӑ чухне ун патне шӑнкӑрав килнӗ - хӗрӗн ӗҫри пуҫлӑхӗ-мӗн. Хайхискер уншӑн укҫа куҫарса парассине каланӑ. Ҫапла таксист картта номерне те, смспа килнӗ кодсене те пӗлтерне. Кун хыҫҫӑн унӑн номерӗ ҫинчен 24 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ултавҫӑ кунпа ҫырлахман-ха. Вӑл каллех шӑнкӑравланӑ. Кун хыҫҫӑн картта ҫинчен тепӗр 9 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Мари Элта пурӑнакан арҫын трактор утянма хӑтланса 490 пин тенкӗ укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмаха ҫакланнӑскер пирӗн республикӑри Етӗрне районӗнчи йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Арҫын каланӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче вӑл ял хуҫалӑх техникине сутасси ҫинчен пӗлтерӳ курнӑ хыҫҫӑ ҫав номерпе шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын трактор пурри ҫинчен пӗлтернӗ, пырса курма сӗннӗ. Трактор Етӗрне районӗнчи пӗр ялта-мӗн, анчах хуҫине пӗлтерме хушман, вӑрттӑн пырса пӑхма сӗннӗ, ахальлӗн йӳнӗрехпе сутма май килмӗ тесе тыттарнӑ.
Каланӑ — тунӑ. Мари Эл ҫынни Етӗрне районне ҫитсе трактора пӑхса кайнӑ, унтан палламан ҫынна 490 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Трактор хуҫи вара техникӑна сутма килӗшмен, эп укҫа илмен тенӗ.
Укҫана илекенни, чӑн та, урӑххи пулнӑ.
ЧР Цифра министерстви 543 пин те 33 тенкӗлӗх 7 аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Вӗсене выляса илнӗ подрядчикӑн регионти влаҫ органӗсен ӗҫне ҫутатакан 10 телепрограмма хатӗрлемелле. Ку тӗллевпе пӗтӗмпе 3,8 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Тӗслӗхрен, туризм аталанӑвӗ, ял хуҫалӑх, бизнес, транспорт тытӑмӗ, культура, халӑха хӑтлӑ тавралӑх туса пани тата ытти пирки программӑсем хатӗрлемелле. Чӑваш Енри халӑхӑн 50 проценчӗ курма пултаракан телеканалсем кӑна аукциона хутшӑнма пултараҫҫӗ. Программӑн 10 минутран сахалрах пулмалла мар. Кашнине 3 хутчен кӑтартмалла.
Аукцион ҫӗнтерӳҫисем программӑсене 2023 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗччен кӑтартӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 39-ти арҫын ывӑлӗшӗн алимент тӳлеменшӗн 2021 ҫулта административлӑ майпа явап тытнӑ. Вӑл 40 сехет ӗҫлесе татнӑ.
Анчах кун хыҫҫӑн та арҫын алимента туллин тӳлемен, кӑштахшар кӑна укҫа куҫарса тӑнӑ. Унӑн яланхи ӗҫ вырӑнӗ пулман, ҫӗнӗ ӗҫе вырнаҫсан та яланах кун пирки тивӗҫлӗ органсене пӗлтермен, тупӑшне пытарса укҫипе хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ. Ҫапла унӑн 505 пин тенкӗ парӑм пухӑннӑ.
Пуҫиле ӗҫ пуҫарсанах арҫыннӑн алимента туллин парса татма май тупӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви троллейбуссем туянас ӗмӗтлине пӗлтернӗ.
Маларах эпир тӳре-шара Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбуспа ҫыхӑнтарас шухӑшлине пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫавна май 2023–2024 ҫулсенче 153 троллейбус туянасшӑн. Вӗсенчен 21-шне — республика хысни шучӗпе. Унсӑр пуҫне «Общество транспортне аталантарасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн 40 троллейбус илесшӗн. 92 троллейбус туянма кивҫен укҫа илесшӗн.
Электричество транспорчӗн инфраструктурине ҫӗнетме республика хыснинчен 150 миллион тенкӗ ытларах уйӑрасшӑн.
Ҫӗрпӳпе Пӑрачкав хӑтлӑ хула тума пулӑшакан Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене кӑҫал ҫӗнетсе илемлетӗҫ. Кашни муниципалитета 70-шер миллион тенкӗ парӗҫ. Ыттине - регион хыснинчен.
Выляса илнӗ укҫапа Ҫӗрпӳри Ача-пӑча паркне тата урамсене хӑтлӑлатӗҫ. Проекта ырланӑ ӗнтӗ.
Пӑрачкав тӗлӗшпе вара документаци хатӗр мар. Ӑна ЧР Строительство министерствипе пӗрле хатӗрлесе ҫитерме хушнӑ.
ЧР Цифра министерстви аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Мӗн тӗллевпе?
Аукцион ҫӗнтерӳҫин Ҫӗнтерӳ кунӗ, Республика кунӗ, Хусан тата Сӑр хӳтӗлев чиккисен строителӗсене аса илмелли кун тата ытти пысӑк уяв пирки информаци материалӗсем вырнаҫтармалла.
Аукционри малтанхи хак - 429,3 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе 700 символран кая мар 28 хыпар вырнаҫтармалла. Эппин, пӗр хыпаршӑн 15,3 пин тенкӗ тухать.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин сайта кӗрсе пӑхакансен йышӗ уйӑхра 700 пинрен кая мар пулмалла.
Кӑҫал Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи пӗрремӗш лотерея тиражӗнче Чӑваш Енри икӗ ҫын пысӑк укҫа выляса илнӗ. Вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере пурӑнаҫҫӗ.
Лотерея кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа иртнӗ. Чӑваш Енри икӗ ҫын 1-ер миллион тенкӗ выляса илнӗ. Ун чухне пӗтӗмпе 270 ҫынна 1-ер миллион тенкӗ лекнӗ. Лотерейӑра 4 миллион ытла билет укҫа вылянӑ. Пӗтӗмпе – 868 миллион тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |