Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем чӑваш орфографине ылмаштарассине хирӗҫ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.
Чӑваш чӗлхин правилисене ылмаштарас сӗнӗве (вӗсем, сӑмахран, хутӑш сӑмахсене пӗрлех ҫырмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ) Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсен ушкӑнӗ пуҫарнӑччӗ. ЧНК Шурсухалӗсен канашӗн кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче ку ыйтупа Денис Гордеев паллӑ ҫыравҫӑ тухса калаҫнине тӗнче тетелӗнчи видеоматериалсем тӑрӑх та паллашма май килчӗ. Ӑна Федор Мадуров скульптор, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Виталий Станьял чӗлхеҫӗ тата ытти паллӑ ҫын ырласа йышӑннине палӑртнӑччӗ. Пухӑва, сӑмах май, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсенчен хӑшӗсем те пухӑннӑччӗ. Ӑслӑ ҫынсем калаҫнине тӑнласа лараканскерсем вӗсем хушша-хуппа кӗмерӗҫ. Орфографие ылмаштарассине Николай Егоров чӗлхеҫӗ хытах хирӗҫлерӗ.
Пуху хыҫҫӑн хастарсем ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов патне ҫыру та янӑччӗ. Лару-тӑрӑва сӑнаса тӑракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш парламенчӗн хӑшӗсем конгресс хастарӗсен шухӑшне ӑнланса йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче чӑваш музыка ӳнерӗ пысӑк ҫухату тӳснӗ — ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче чӑвашсен профессилле пӗрремӗш музыковечӗ Юрий Илюхин вилнӗ. Унпа паян сывпуллашнӑ.
Юрий Илюхин 1925 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шӑпачав (халь Ишеке кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Маларах Шупашкарти музыка училищине, каярах Хусанти патшалӑх консерваторине вӗренсе пӗтернӗ. 1946 ҫулта Чӑваш филармонийӗнче симфони оркестрӗн артистӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Консерватори пӗтернӗ хыҫҫӑн хӑй вӗрентекен пулса тӑнӑ — Шупашкарти музыка училищинче 22 ҫул преподавательте тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Чӗлхе, литература, истори тата экономика ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче ӑслӑлӑх тӗпчевҫинче, Чӑваш радиора музыка кӑларӑмӗсен редакторӗнче ӗҫленӗ.
Юрий Илюхин чӑвашсен профессилле тата халӑх музыки, композиторсем пирки 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ шӑрҫаланӑ. Федор Павлов композиторӑн хайлавӗсене пухса хатӗрлекенӗсенчен пӗри. Гаврил Федоров пухнӑ халӑх юррисемпе ҫеммисене те вӑл пухса кӗнеке кӑларнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрлехи ӗҫе вӗҫленӗ: «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» иккӗмӗш томӗ тухнӑ.
Пӗрремӗш том 2011 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта А-ран пуҫласа И саспаллирен пуҫланакан сӑмахсем кӗнӗ. Иккӗмӗш кенекере Й-К саспаллисенчен тытӑнаканнисем кӗнӗ.
Кӗнекере чӑваш сӑмахӗсен семантики пирки те информаци пур. Ҫавӑн пекех сӑмахсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхне ӑнлантарнӑ. Авторсем сӑмахсен, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен ӑнлантарӑвне илсе кӑтартнӑ, вӗсемпе илемлӗ литературӑра, публицистикӑра, фольклорта усӑ курнӑ тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Издательство сайтӗнчи аннотацире каланӑ тӑрӑх, «словаре Совет тапхӑрӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи лексикинче пулнӑ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн» хатӗрленӗ.
Ҫичӗ томлӑ словаре литературӑра тата калаҫу чӗлхинче усӑ куракан 100 пине яхӑн чӑваш сӑмахӗ, сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кӗртме палӑртнӑ.
Иккӗмӗш тома эсир «СУМ» лавккара туянма пултаратӑр — хакӗ 200 тенкӗ.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть…» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ.
Ҫавра сӗтелӗн кун йӗркинче чӑваш чӗлхин XXI ӗмӗрти шӑпине пӑхса тухнӑ — кунта институтӑн челхе пӗлӗвӗ пайенче ӗҫлекенсем сӑмах каланӑ. Ҫӑвӑн пекех вӗренӳри ҫӗнӗ саккунсене, чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри йывӑрлӑхсемпе ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Ҫавра сӗтелте орфографи ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ шӑв-шав сӑлтавӗсене сӳтсе явнӑ, ӑна пула вӗренӳ ӗҫӗнче сиксе тухакан йывӑрлӑхсене пӑхса тухнӑ.
Сӑнсем (15)
ЧР Патшалӑх Канашӗ ЧР Культура министерствине тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне чӑваш орфографийӗ тӗлӗшӗпе эксперт пӗтӗмлетӗвӗ тума ыйтса ҫыру янӑ. Кун пирки социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн пуҫлӑхӗ Петр Краснов пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр: нумаях пулмасть чӑваш чӗлхинче сӑмахсене мӗнле ҫырас ыйтӑва Чӑваш наци конресӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн ларӑвӗнче ҫӗкленӗ. Хӑшӗ-пӗри шухӑшланӑ тӑрӑх, 1990-мӗш ҫулсенче реформӑна (унта сӑмахсене уйрӑм ҫырма йышӑннӑ) васкаса йышӑннӑ. Денис Гордеев ҫыравҫӑ майлӑ Виталий Станьял филолог, Анатолий Кибеч ҫыравҫӑ, Федор Мадуров кӳлепеҫӗ пулнӑ. Николай Егоров чӗлхеҫӗ хирӗҫленӗ, ӑна никам та итлеменнине кура ларуран тухса кайнӑ.
Денис Гордеев тата унпа пӗр шухӑшлисем кивӗ йӗркене тавӑрма ыйтса парламент спикерӗ Юрий Попов патне ҫырупа ҫитнӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, 1990-мӗш ҫулсенчи реформа чӑвашсене тӗлӗнтернӗ, ҫӗнӗ правилӑпа килӗшӳллӗн ҫырнӑ сӑмахсене ҫынсем вуласа тӗлӗнеҫҫӗ.
Попов брифингра орфографири правилисене экспертсен тишкермеллине каланӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Кайбулка текен юханшывӑн сулахай енче, Калинин кӗперӗнчен 100 метр кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ Ярославль урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче ҫӗнӗ археологи палӑкне асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн хыпарлани тӑрӑх Культура министерстви пӗлтерет.
Строительство ӗҫӗсем пынӑ вӑхӑтра ҫав тӗлте 4 метр тарӑнӑшӗнче кирпӗчрен купаланӑ кӑмакасене асӑрханӑ. Вӗсем япӑхса та кайман-мӗн. Конструкци тӑршшӗ 4 метр та 65 сантиметр тӑршшӗ, ҫӳллӗшӗ 1 метра яхӑн имӗш. Кӑмака кирпӗчӗ тӑрӑх хакласан сооружение XVII-XVIII ӗмӗрсенче туса лартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кӑмакасен тӗллевне хальлӗхе палӑртайман-ха. Археологсем шухӑшланӑ тӑрӑх, унта керамикӑран тӗрлӗ япала ӑсталама пултарнӑ. Архиври хутсем Сӑкӑт, Чебоксарка тата Кайбулка юханшывӗсен ҫывӑхӗнче ҫавӑн пек ӑсталӑх лаҫҫисем пулнине ӗнентерсе параҫҫӗ иккен.
Маларах асӑннӑ тапхӑрта, XVII-XVIII ӗмӗрсенче, сӑмах май, Шупашкарта чултан ҫурт-йӗр купалас ӗҫ пуҫӑнса кайнӑ. Шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра чылай чиркӳ туса лартнӑ.
Ытти сӑнсем (4)
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тата тепӗр ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Археологическая карта Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архоелоги картти) ятлӑскер. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле пулса хатӗрленӗ, пичетленӗ.
Кӗнекере XIX ӗмӗртен пуҫласа XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗ таран археологи палӑкӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Унччен кун ҫути курман карттӑсем те ҫӗнӗ кӑларӑмра вырӑн тупнӑ иккен. Палӑксен ятне, вӗсем хӑш тӗлтине кӑтартнисӗр пуҫне вӗсене тӗпченин историйӗпе, коллекцисене ӑҫта упрани таранах паллаштарнӑ-мӗн.
Кӗнекене Василий Каховский историка тата археолога асра тытса кӑларнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чӑваш халӑхӗн наци патшалӑхӗн историйӗ» ӑслӑлӑх ӗҫне пичетлеме ӗмӗтленет. Ҫак ыйтӑва республикӑра гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ирттернӗ чух ҫӗкленӗ.
Кӗнекене Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 2020 ҫулта 100 ҫул ҫитни тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн тата кун ҫути кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне наци юхӑмӗпе Чӑваш автономине йӗркелени ҫинче икӗ томпа кӗнеке кӑларма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли республика Элетепӗрӗн кӗмӗлне ҫӗнсе илессе шанаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫуркунне Чӑваш Ен патшалӑх пулма пӑрахрӗ. Кун пирки республика Конституцине улшӑну кӗртнӗччӗ.
ЧНК сайчӗ Хусанта «Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи халӑхсен историллӗ шӑпи (XVI ӗм.-XVIII ӗм. пуҫл.)» конференци иртни пирки пӗлтерет. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцине Тутарстан ӑсчахӗсемсӗр пуҫне, Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Мускав, Челепи, Тобольск, Ӗремпур, Волгоград облаҫӗнчен те килнӗ.
Сӳтсе явнӑ ыйтусенчен пӗри «XVI–XVIII ӗмӗрсенчи ҫырулӑх ҫӑлкуҫӗсенче тӗл пулакан «чюваш» тата «ясачная чюваша» сӑмахсен этникӑпа социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшӗсем» тема пулнӑ. Ыйтӑва тишкернӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх тӗп ӗҫченӗ, этнологипе социологи пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петрович Иванов ертсе пынӑ. Доклад калаканни вара асӑннӑ институтӑн филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Иванович Егоров пулнӑ. Ыйту чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ курӑнать — ӑна сӳтсе явма тутарсем те, чӑвашсем те хӗрӳллӗ хутшӑннӑ.
Шел те, мӗнле пӗтӗмлетӳ патне тухнине ЧНК сайчӗ пӗлтермест.
Раштавӑн 18-мӗшӗнче, Митта Ваҫлейне тытса кайнӑ кун, 14 сехетре Шупашкарта ӑна асӑнма пухӑнӗҫ. Тӗлпулу К. Маркс урамӗн 26-мӗш ҫурчӗ умӗнче пулать. Пурне те йыхравлаҫҫӗ.
Тӗлпулу хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн вулавӑшӗнче 2014 ҫулта Митта Ваҫлейӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвасси тата М. Ваҫлей ячӗллӗ преми лауреачӗсене чысласси пирки пуҫарнӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.