Иртнӗ шӑматкун, ҫӑвӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗнче «Хуткупӑс — чунӑм ман» ятлӑ халӑх пултарулӑхӗн 1-мӗш уҫӑ хула фестивалӗ иртрӗ. Куславкка районӗнчен унта Яковпа Борис Фёдоров тата Сергей Утемов хутшӑнчӗҫ. Фестиваль жюрийӗ Куснар купӑҫҫисен пултарулӑхне лайӑх хакларӗ — диплом парса чысларӗ.
Пысӑк хака тивӗҫнӗшӗн саламлатпӑр, халӑх пултарулӑхне упраса аталантарнӑшӑн пысӑк тав калатпӑр!
Тетелти СУМ лавккари таварсен йышӗ ҫӗртен иртрӗ. Хальлӗхе категорисен йышӗ 3 кӑна пулсан ҫитес вӑхӑтра нумайланмалла.
Чӑваш халӑх сайчӗ хатӗрленӗ тетел лавккинче эсир кӗнекесем, CD тата DVD дисксем туянма пултаратӑр. Маларах, паллах, эсир вӗсемпе паллашайратӑр — чылай япалан тӗрлӗ сӑн ӳкерчӗкӗсем пур. Хушма сӑнсенче кӗнекен ӑшлӑхӗ, фильмсенчи кадрсемпе паллашма май пур. Таварсен хакӗ те ахаль лавккарисенчен йӳнӗрех.
Вӑл http://www.i-sum.su адреспа ӗҫлӗ. Таварсене эпир почтӑпа усӑ курса Раҫҫейӗн пур тӑрӑхне те ҫитерме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех Шупашкара тата ун ҫывӑхӗнчи тӑрӑхсене кил таран ҫитерсе пама пултаратпӑр.
Трак енти Красноармейски иккӗмӗш шкулӗн 6-мӗш класс вӗренекенӗсем Чӑваш чӗлхин вунӑ кунлӑхне хутшӑннӑ май В.М.Михайлов вӗрентекен ертсе пынипе Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пулса курчӗҫ. Унта музейри экскурсовод ертсе пынипе чӑваш ӳнерҫӗ классикӗсен ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ. Уйрӑмах вӗсене А.Кокель, М.Спиридонов, Н.Сверчков, Н.Овчинников ӗҫӗсем килӗшрӗҫ. Кунсӑр пуҫне Валерий Бобков художникӑн Чернобыльти атом электростанцийӗнчи хӑрушӑ инкек ҫинчен ӳкернӗ сӑрӑллӑ сӑнӗсемпе паллашрӗҫ.
Ачасене кӳршӗллӗ Тутарстан маҫтӑрӗн Александр Ивановӑн чеканка мелӗпе тунӑ ӳкерчӗкӗсем те тӗлӗнтерчӗҫ.
Шкул ачисем Шупашкарти канӑва аван ирттерчӗҫ. Вӗсем «Макдональдс» кафене кӗрсе апатланма та пултарчӗҫ.
Акан 22-мӗшӗнче Шупашкарти Mega Galaxy канупа культура центрӗнче черетлӗ «Чӑваш пики» ӑмӑрту иртрӗ. Хальхи шучӗпе 5-мӗш, ҫӑвӑнпа та ӑна юбилейлӑ мероприяти теме те юрать.
Ӑмӑртура пурӗ 12 пике тупӑшрӗҫ. Шупашкара вӗсем республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен пухӑнчӗҫ — Елчӗк, Патарьел, Муркаш, Етӗрне, Тӑвай, Шӑмӑршӑ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсенчи пикисем хӑйсене чи ҫепӗҫҫи, чи хастарри, чи сӑпаййи ята илессипе ӑмӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне илес тесен вӗсен 5 конкурс витӗр тухмалла пулчӗ: чи малтанах хӑйсем пирки каласа пачӗҫ, кайран ыйтусем ҫине хуравларӗҫ, унтан пултарулӑха кӑтартрӗҫ. Апат-ҫимӗҫ хатӗрлессипе те, чӑваш тумне тӑхӑнса хитрелӗхе кӑтартассипе те пултаруллӑ пулма тиврӗ вӗсен.
Конкурса пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн «Чӑваш пики-2011» ята Елчӗк районӗнчи Локтева Виктория тивӗҫрӗ. Пӗлтӗр ку чыс Тӑвай районӗн хӗрне Алиса Королевӑна лекнӗччӗ.
«Интерфакс» информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Николай Емельянов хула адинистрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫне пӑрахнӑ, ҫынсене ӗҫе илессипе хӑтарасси ун аллинче пулманран текех вӑл Шупашкар хулишӗн яваплӑ пуласшӑн мар.
Николай Емельянов 2002 ҫулта суйланса Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗ пулса тӑнӑ. 2002-2010 ҫулсенче хулан хӑйтытӑмлӑх пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑннӑ. 2005-2010 ҫулсенче хула пуҫлӑхӗ пулнӑ. Тытӑмлӑх органӗсене ҫӗнӗлле йӗркелеме пуҫланӑ хыҫҫӑн 2010 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗнче ӑна Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ суйласа администраци пуҫлӑхне лартма йышӑннӑ.
2011 ҫулхи акан 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче наци культурин «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртрӗ.
Фестивалӗн тӗллевӗ шкул ачисене чӑвашлӑх тӗнчине кӗртесси, чи пултаруллисене, чи тав́ҫӑруллисене палӑртасси пулчӗ.
Конкурса 59 ача хутшӑнчӗ. Вӗсем номинацие кура 3 ушкӑна уйрӑлчӗҫ.
Пӗрремӗш ушкӑнра чӑваш шкулӗнче вӗренекенсем тупӑшрӗҫ, вӗсем «Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мультимеди презентацийӗсем кӑтартрӗҫ. Презентацире 3 тема пулчӗ: «Ухсай Яккӑвӗ калӑпланӑ ҫын тата ҫут ҫанталӑк сӑнарӗсем», «Юхма Мишши — ача-пӑча ҫыравҫи», «Чӑваш Енӗн тӗнче уҫлӑхне тухнӑ каччисем».
Иккӗмӗш ушкӑн «Ҫӑлтӑрчӑк» номинацире тупӑшрӗ. Кунта вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем пулчӗҫ. Вӗсем 5 станци иртрӗҫ: «Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Шахвӑрту сӑмах пуххи», «Чӑваш ҫӗр-шывӗн паллӑ ҫыннисем», «Пирӗн пултарулӑх».
Виҫҫӗмӗш ушкӑна «Шевле» номинаци пӗрлештерчӗ. «Шевле» конкурса Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл «Инҫетри планетӑсен тусанлӑ сукмакӗсем ҫинче юлӗҫ пирӗн йӗрсем…» девизпа иртрӗ. «Шевлеҫӗсем» ӳкерчӗк ӳкерессипе тупӑшрӗҫ.
«Чӑвашлӑх тӗнчи» номинацире мала тухнисем:
1-мӗш вырӑн — Анисова Анна (Етӗрне районӗ, Палтай шкулӗ),
2-мӗш вырӑн — Миронова Людмила (Комсомольски районӗ, Хирти Мӑнтӑр шкулӗ),
2-мӗш вырӑн — Павлов Евгений (Элӗк районӗ, Юнтапа шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Зеленкова Анна (Патӑрьел районӗ, Турхан шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Соснова Валентина (Йӗпреҫ районӗ, Кӗлӗмкасси шкулӗ),
3-мӗш вырӑн — Смаева Ксения (Шӑмӑршӑ районӗ, Васан шкулӗ).
Республикӑри районсем хушшинчи «Ҫамрӑк ӑсчах — 2011» вӑйӑ конкурсӑн пӗрремӗш куҫӑмсӑр турӗ вӗҫленчӗ. Ӑна Красноармейски районӗнчи вӗрентӳ пайӗн информаципе методика центрӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен меслетлӗх ушкӑнӗ йышӑннипе ирттернӗ. Ушкӑн ертӳҫи — З.П.Михайлова. Вӑйӑ конкурс авторӗ тата ӑна пуҫарса йӗркелесе пыраканӗ — В.М. Михайлов.
Конкурс акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен пычӗ. Унта хутшӑнакансен «Ҫамрӑк ӑсчах» вӑйӑ конкурс сайтӗнче 35 ыйтуран тӑракан тест ыйтӑвӗсем ҫине онлайн (тӳрӗ ҫыхӑнура) хуравламаллаччӗ. Сайта пурӗ 382 ача кӗрсе ӗҫе пурнӑҫлама ҫырӑннӑ. Вӗсенчен 262-шӗ тест ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Тулли хурав памашкӑн 230 ача ҫеҫ пултарнӑ. Вӗсенчен вӑйӑ конкурсӑн куҫӑм (иккӗмӗш) турне хутшӑнма 68 ача ирӗк ҫӗнсе илнӗ. Вӗсен ятлӑхне http://chuvsite.ucoz.ru/ сайтран уҫласа илме пулать.
Regnum ИА пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫветтуй Матрона юлашкийӗсене акан 16-мӗшӗчченех Шупашкарта хӑварӗҫ. Чиркӗве ҫӳрекенсем ҫветтуй юлашкийӗсене ҫакӑнта пуҫ ҫапма пултарӗҫ:
акан 11-13-мӗшӗсенче — Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗнче (Воскресения Христова)
акан 14-16-мешсенче — Введенски соборта
Таса Матронӑн сӑваплӑ юлашкийӗсене Чӑваш Ене малтанах пушӑн 13-мӗшӗнче кӳрсе килнӗ, Аслӑ типӗн 3-мӗш эрниччен кӑна тытса тӑмалла пулнӑ. Кунсерен халӑх нумайланса килнине пула, ҫынсем иртенпе черет йышӑнса тӑнине пула ӗненекенсем ыйтнипе ҫветтуй юлашкийӗсене ӑсатма тӑхтанӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа акан 22-мӗшӗнче ЧНК «Чӑваш пики-2011» ӑмӑрту ирттерет! Ӑна йӗркелесе ирттерекенсем — чӑваш ҫамрӑкӗсен «Хастар» ушкӑнӗ. Мероприяти «Mega-Galaxy» культурӑпа кану центрӗнче (пӗлтӗр те унтах пулнӑччӗ) иртӗ.
Чӑваш пикине суйламалли ӑмӑрту 16 сехетре пуҫланать! Билет хакӗ 150 тенкӗ кӑна!
Ку кӑна мар! Чӑваш пикине суйланӑ хыҫҫӑн сире чӑвашсен чаплӑ каҫӗ — «Аван party» кӗтет! Вӑл 19 сехетре пуҫланать, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем хутшӑнакан дискотекӑна DJ Smail ертсе пырӗ.
Тӗнче тетелӗнче чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ япаласем туянма ҫӑмӑл мар. Электронлӑ лавкка тумалли пирки чылайӑшӗ калаҫрӗ пулин те, чӑн-чӑн ӗҫлекенни халь те ҫук (ҫармӑссен те, тутарсен те пур чухне — эпир вӗсенчен ку тӗлӗшпе юлса пыни намӑс :) ). Ҫакна асра тытса Чӑваш халӑх сайчӗ «СУМ» ятлӑ лавкка хатӗрлеме пуҫларӗ. Вӑл http://www.i-sum.su адреспа ӗҫлӗ. Хальлӗхе вӑл тӗрӗслев тапхӑрӗнче пулин те — тавар туянмалли майсене туса ҫитернӗ.
Лавккана эпир чӑвашла тата вырӑсла йӗркелесшӗн, унта тӗрлӗ тавар сутасшӑн: кӗнекесем, CD тата DVD дисксем, сувенирсем, тумсем. Хакне май пур таран пӗчӗкрех лартма тӑрӑшӑпӑр — ахаль хавккасенчен йӳнӗрех пулмалла (DVD дисксем, сӑмахран, пирӗн 100 тенкӗ кӑна!).
Паянхи кун тӗлне лавккара 20 тавартан нумай мар пулсан ҫитес вӑхӑтра эпир вӗсен шутне самай ӳстерме шутлатпӑр.
Таварсене эпир почтӑпа усӑ курса Раҫҫейӗн пур тӑрӑхне те ҫитерме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех Шупашкара тата ун ҫывӑхӗнчи тӑрӑхсене кил таран ҫитерсе пама пултаратпӑр.
Электронлӑ лавккапа тунӑ мӗн пур укҫа пирӗн пӗрлӗхе тытса пыма кайӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.