Ыран, шӑматкун, Чулхуларан Шупашкара хӑвӑртлӑхлӑ «Валдайсем» ҫӳреме тытӑнӗҫ. Вӑл Чулхуларан ирхи 6 сехетре ҫула тухӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр ҫак рейса тест режимӗнче темиҫе рейс тутарнӑ. Кӑҫал вара тахҫанхи йӑлана чӗртес тенӗ, ҫак маршрута навигаци графикне кӗртнӗ.
«Валдай» ҫул ҫинче 4,5 сехет ирттерӗ, Шупашкарта тепӗр ҫавӑн чухлӗ ларӗ. Кун тӑршшӗ вӑрӑмланнӑ май 5 сехетех ларма пуҫлӗ. Ҫак вӑхӑт туристсене хула курса ҫаврӑнма ҫитетех.
СПИДран вилнисене асӑнмалли кун ҫывхарнӑ май ыран Шупашкарти "Каскад" суту-илӳ центрӗнче ҫак чир тата ВИЧ пуррипе ҫуккине тӗрӗслӗҫ. Унта кашниех пырса анализ пама пултарать. Йӑлтах анонимлӑ тата тӳлевсӗр.
Анализа 13 сехет ҫурӑран пуҫласа 15 сехет ҫурӑччен илӗҫ. Республикӑри СПИД центрӗн консультанчӗсем ыйтусене хуравлӗҫ, ВИЧ пирки, ӑна мӗнле майпа ертме палтарни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫыннӑн ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче юбилейне паллӑ тума укҫа пулман. Вӑл никамӑн та мар тесе шухӑшланӑ машинӑна, «копейкӑна», тимӗр-тӑмӑра пама шутланӑ. Машина Мир проспектӗнче унӑн килӗнчен инҫех мар ларнӑ.
«Копейка» ҫухалнине хуҫи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Вӑрра тӳрех тытса чарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра унӑн ют ҫӗре тухса ҫӳреме юрамасть.
Шупашкарти нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра лифт ӗҫлеменнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки телеканалсенчен пӗри хыпарланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Видеорепортажра сӑмах 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи ҫуртсенчен пӗри пирки пынӑ. Унти 6-мӗш хутра 98 ҫулти ветеран пурӑннӑ.
Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн управляющи компани лифта юсанӑ. Унтисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, электродвигатель юсавсӑр пулнӑ иккен. Надзор органӗ тӗрӗслевпе ҫитсен лифта темиҫе сехет хушшинче юсаса хута та яма май тупнӑ.
Паян Шуппашкарти Президент бульварӗнче вырнаҫнӑ Правительство ҫуртӗнчен ҫынсене эвакуациленӗ. Кӑнтӑрла электронлӑ почтӑна унта бомба хуни пирки ҫыру ҫитнӗ.
Правительство ҫуртӗнче ӗҫлекен ҫынсене, унта килнисене - пӗтӗмпе 450 яхӑн ҫынна - урама кӑларнӑ. Телее, "бомба хунӑ" тесе килнӗ хыпар суя пулнӑ.
Аса илтерер: кӑҫал нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче электронлӑ почтӑсене бомба хуни пирки хыпар килнӗ тесе чылай ача пахчипе шкула, суту-илӳ центрӗсене эвакуациленӗ. Кашнинчех ку суя хыпар пулнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 5 сехетре Муркаш районӗнчи Ильинкӑра йывӑҫ ҫурт ҫунса кайнӑ. Шел те, пушарта кил хуҫи, 68 ҫулти арҫын, ҫунса вилнӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Ӗнер ирхи 9 сехетре Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи строительство базинче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Пушар вӑйлӑ сарӑлман, 2 тӑваткал метра ҫеҫ ярса илнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне асӑрханманран тухнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын 14 ҫулти хӗрача ҫумне ҫулӑхнӑ. Усал шухӑшлӑ арҫын лавккаран тухакан 14 ҫулти пикене асӑрханӑ. Вӑл ӑна аллинчен ярса илнӗ те общество чарӑнӑвӗн хыҫне илсе кайнӑ. Унта хайхи этем хӗрача ҫумне ҫулӑхма тытӑнса кайнӑ.
Пӑтӑрмаха ҫулпа иртсе пыракан машинӑри арҫын асӑрханӑ. 34 ҫулти Владимир Григорьев автомбильтен чупса тухса пырса вӑл хӗрачана пулӑшнӑ. Арҫынна халӗ Раҫҫей Следстви комитечӗн Тав хучӗпе чыслама тӑратнӑ.
Шупашкарта 17-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусра кондуктор та кирлӗ мар. Унта стационар валидаторӗ вырнаҫтарнӑ.
Вӑл пулӑшнипе банк карттипе е ЕТКпа тӳлесе билет туянма пулать. Пассажирӑн укҫа кӑна пулсан ӑна водитель билет парать.
Палӑртмалла: хӑш-пӗр троллейбусра валидатор вырнаҫтарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ку сӑнав проекчӗ пек пулнӑ.
Шупашкарти Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, сусӑрӗсене, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юлашки призыва хутшӑннисене таксипе тӳлевсӗр илсе ҫӳрӗҫ.
Ветеранӑн е унӑн официаллӑ представителӗн телефон номерне Пенси фондӗнче регистрацилемелле. Такси чӗнмешкӗн ветеран ҫумне ҫирӗплетнӗ соцӗҫчен патне шӑнкӑравламалла.
Пӗр ҫын пуҫне 3 пин тенкӗ таран субсиди уйӑрса парӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен парнӑҫланӗ.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта пӑши чупса ҫӳренӗ. Ӑна унта пурӑнакансем видео ӳкернӗ.
Пӑши шкул умӗнче чупса ҫӳренӗ, ниҫта кайма пӗлмесӗр тимӗр карта ҫине те пырса тӑрӑннӑ.
Кайран ҫак пӑшие водительсем Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче те курнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Улатӑр тата Шупашкар районӗсенче пӑшисене машина ҫапса кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |