Кӑҫал Шупашкарти аэропорта реконструкцилӗҫ. Питӗрти «Ҫӗнӗ авиаци» проект институчӗн архитекторӗсем аэровокзалӑн сӑн-сӑпатне улӑштармалли темиҫе проект хатӗрленӗ. Хӑшӗ килӗшнине вара ҫынсем хӑйсем суйланӑ. «МАЧ» тулли мар яваплӑ общество кун тӗлӗшпе сасӑлав ирттернине сайтра пӗлтернӗччӗ.
Сасӑлав вӗҫленнӗ. Унта пӗтӗмпе 2295 ҫын хутшӑннӑ. 3-мӗш вариантшӑн чылаййӑн сасӑланӑ: респондентсен 53 проценчӗ (1225 ҫын). 5-мӗш вариант та самай сасӑ пухнӑ, ҫапах ҫӗнтереймен: уншӑн респондентсен 42 проценчӗ сасӑланӑ.
Шупашкарти аэропорт Инстаграмра страница тытса пырать. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак сасӑлав реконструкци проекчӗпе хӑш еннелле ытларах ӗҫлемеллине палӑртма пулӑшнӑ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче «мӑйракасӑр» троллейбуссем ҫӳреме пуҫлани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Маршрутпа 4 транспорт ҫӳремелле, анчах паян виҫҫӗшӗ ҫеҫ ҫула тухнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр троллейбус, ҫӗнӗскер, ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Аса илтерер: троллейбуссем кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ҫӳреме тытӑннӑ, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче вара троллейбуссем чӑхӑмлама пуҫланӑ.
Харӑсах виҫӗ троллейбус стройран тухнӑ. Кӗҫнерникун каҫхине Ӗпхӳрен (унта троллейбуссене туса кӑларакан савут вырнаҫнӑ) специалистсем килнӗ. Эрнекунран пуҫласа вырсарникунччен маршрутпа 2 троллейбус ҫӳренӗ. Паян эпир виҫӗ троллейбус кӑларса ятӑмӑр», - ҫапла пӗлтернӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра кӑлтӑксене сирсе тӑваттӑшӗ те ҫула тухасса шанаҫҫӗ.
Аса илтерсе хӑварар: кӑҫал Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май троллейбуссене 100-мӗш маршрут ятне панӑ.
Чӑваш Енӗн Стройминӗ йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ виҫене ҫирӗплетнӗ. Хуласемпе хула йышши поселоксенче пӗр ҫын пуҫне ҫав виҫе 1,97 кубла метрпа танлашӗ, ялсенче — 1,57 кубла метрпа. Маларах вӑл пур ҫулталӑкра 2,02 кубла метрпа танлашнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртен 30-мӗшӗччен Улатӑрта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Куславккара, Сӗнтӗрвӑрринче, Ҫӗрпӳре, Етӗрнере, Буинск, Вӑрнарта, Йӗпреҫре, Вӑрмарта, Кӳкеҫре пурӑнакансем кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 63,15 тенкӗ тӳлӗҫ.
Ялсенче пурӑнакансене 47,56 тенкӗшер тӳлеттерӗҫ.
Пӗлтӗр хула ҫыннисем уйӑхсерен кашни ҫын пуҫне 76 тенкӗ те 76 пус тӑкакланнӑ, ял ҫыннисен 61 тенкӗ те 56 пус кӑларса хума тивнӗ.
Шупашкарта кӑҫал пӗрремӗш класа каякансен ашшӗ-амӑшӗ валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеттерме пуҫланӑ. Шӑнкӑравсене вӗренӳ управленийӗнче 23-42-45, 23-42-53 телефон номерӗсемпе ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» кӑрлачӑн 29-мӗшӗ таран ӗҫлӗ.
Пӗрремӗш класа каякан ачасене Шупашкарта кӑҫалтан «Е-услуги. Образование» (чӑв. Е-пулӑшусем. Вӗрентӳ) сервис урлӑ ҫырӑнтараҫҫӗ. Хӑш кун ҫырӑнасси хӑш микрорайонта пурӑннинчен килет.
Кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Калинин районӗнчи шкулсене (пурӗ 18 вӗренӳ организацийӗ) ҫырӑнма май килӗ; кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче — Ленин районӗнчи шкулсене; кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче — Мускав районӗнчи шкулсене; нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен — хулари мӗнпур шкула.
Территорие пӑхмасӑр пӗр-пӗр шкула суйлас текенсен заявленийӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Вӗсене вырӑн пуррине кура илӗҫ.
Шупашкара килекен Росгварди автобусӗ Сарту облаҫӗнче ӗнер, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, инкеке лекнӗ.
«Рен-ТВ» телеканал пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах Р-228 ҫул ҫинче пулса иртнӗ. Унта «ЛиАЗ» автобуспа «Toйота» ҫӑмӑл автомашина ҫапӑннӑ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл машинӑри виҫӗ ҫын аманнӑ.
Росгварди автобусӗ Маздок хулинчен Шупашкара килме тухнӑ.
«Ирхи 9 сехет тӗлӗнче «Сарту — Волгоград» ҫул ҫинче, Сарту районӗнче, 1973 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пыракан «ЛиАЗ» автомобиль тата 1968 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пыракан «Toйота» ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машинӑри виҫӗ ҫын аманнӑ. Автобусрисенчен никам та суранланман», — пӗлтернӗ Сарту облаҫӗнчи ҫул-йӗр инспекторӗсем журналистсене. Инкек сӑлтавне уҫӑмлтаман.
Шупашкарти аэропорт тулашӗ епле пулассине халӑхпа татса парӗҫ.
Аса илтерер: республикӑн тӗп хулинчи аэропорта тӗплӗн юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Халӗ проект ӗҫӗ вӗҫленнӗ темелле. Ҫапах та аэровокзалӑн тулаш енне тӑвассипе ыйту ҫуралнӑ иккен. Проектантсем унӑн пилӗк вариантне сӗннӗ. Кашниех хӑйне евӗр. Паянхи куна, сӑмах май, виҫҫӗмӗш вариантшӑн сасӑлакансем ытларах пулни курӑнать. Пурӗ 2 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Унта кашни ҫынах хутшӑнма пултарать.
Тата ҫакна та аса илтерер: Шупашкарти аэропорт умне Андриян Николаев космонавтӑн скульптурине лартасшӑн. Ҫавӑн пекех хула администрацийӗпе килӗшӳ туса аэропорт ҫине асӑну хӑми ҫакасшӑн. Ку ыйтусене ятарлӑ комисси ларӑвӗнче ыран пӑхса тухӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗпе, Олегпа, ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ вӗҫленмен-ха. Айӑплав енӗ, тепӗр майлӑ каласан, прокуратура ӑна колоние пилӗк ҫуллӑха ӑсатма ыйтать.
Паян Муркаш районӗнче Олег Ладыковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкерекен юлашки лару иртнӗ. Вӑл ҫул-йӗр правилине пӑснине пула ҫын йывӑр суранланнӑ.
Айӑплав енӗ Олег Ладыкова пилӗк ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма ыйтнӑ. Хӳтӗлевҫӗ урӑхларах шухӑшлать иккен. Вӑл сити-менеджер ывӑлӗ айӑплӑ мар тесе каланӑ. Айӑпа ҫирӗплетсе парайманнине кура Олег Ладыкова е тӳрре кӑлармалла, е ӗҫе прокуратурӑна тавӑрса памалла тенӗ.
Татӑклӑ йышӑнӑва Муркаш районӗнчи суд (ҫул ҫинчи инкек унта пулнӑран ӗҫе унта тишкереҫҫӗ) кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тӑвӗ.
Шупашкарти аэропорт умне Андриян Николаев космонавтӑн скульптурине лартасшӑн. Ҫавӑн пекех хула администрацийӗпе килӗшӳ туса аэропорт ҫине асӑну хӑми ҫакасшӑн. Ку ыйтусене архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫумӗнчи комисси пӑхса тухӗ.
ЧР Транспорт министерстви тата «Авиатор» ассоциаци» общество организацийӗ аэропорт ҫине космонавта халалласа асӑну хӑми ҫакас сӗнӳпе тухнӑ. Вӗсем ку тӗллевпе хула хыснинчен укҫа уйӑрма ыйтнӑ.
Кунсӑр пуҫне аэропорт ҫине пысӑк саспаллисемпе «имени А.Г.Николаева» (чӑв. «А.Г.Николаев ячӗллӗ») тесе ҫырасшӑн. Аса илтерер: пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев ятне парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫак ята «Великие имена России» сайтра ирттернӗ сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн суйланӑ. Андриян Николаевшӑн респондентсен 62 проценчӗ сасӑланӑ.
Чӑваш Енри Прфессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ Шупашкар хулин мэрӗ Евгений Кадышев патне пӗр сӗнӳпе тухнӑ: хулари пӗр урама Хветӗр Уяр ятне памалла.
Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Алексей Радиченко вара Шупашкарти икӗ урама паллӑ патшаӑх деятелӗсен Иван Чарыков тата Николай Вороновский ятне пама сӗнет. Вӗсем тӗрлӗ ҫулта Чӑваш Республикине ертсе пынӑ.
Ҫавӑн пекех Алексей Радиченко кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр урама Лариса Рейснер революционерка ятне пама ыйтать. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ку районта халӑх телейӗшӗн ҫапӑҫнӑ ҫынсен ячӗпе урамсем хисепленеҫҫӗ: Даниил Эльмен, Карл Грасис, Матэ Залка, Антонин Яноушек. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чарыков, Вороновский, Рейснер биографийӗсене тӗплӗн тишкернӗ те ҫапла палӑртнӑ: вӗсем Шупашкар тата Чӑваш Республики умӗнче пысӑк хисепе тивӗҫмен, тарӑн йӗр хӑварман. Ҫапах ку йышӑнӑва ятарлӑ комисси тӑвӗ. Унӑн ларӑвӗ кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкарта кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Вӑл киле таврӑнманнине кура тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, полицие пӗлтернӗ. Хӗрачана нимеҫӗсем те шыранӑ.
Унтанпа пӗр эрне иртнӗ. Хӗрачана тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. 14-ри хӗрача виллине тупнине Следстви комитечӗ те ҫирӗплетнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрачапа мӗн пулса иртнине хальлӗхе тӗплӗн пӗлтермеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |