Шупашкарти Ленин район администрацийӗ нумай ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене чысланӑ. Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх уявӗ умӗн ҫемьесене паян, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, саванӑҫлӑ мероприятие чӗннӗ.
Алексей Георгиевичпа Зоя Петровна Печниковсем 60 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вениамин Аверкиевичпа Римма Алексеевна Аверкиевсем пӗрлешнӗренпе вара 55 ҫул ҫитнӗ. Валентин Егоровичпа Мария Ивановна Пеньковсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
Сумлӑ мӑшӑрсене ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Вязов тата Игнатий преосвященнейший саламланӑ.
Ҫак кун ҫамрӑксем, Александр Кочетовпа Екатерина Михайлова, ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсене те ҫак уявпа саламланӑ.
Чӑваш Енре ҫак канмалли кунсенче Пӗтӗм тутарсен XVIII Сабантуйӗ иртӗ. Ӑна халалласа паян пирӗн республикӑн тӗп хулинче Тутарстанри ӳнер ӑстисен концерчӗ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Сабантуй программи пуян пулмалла. Ыран Хӗрлӗ тӳремре тата Амӑшӗн монуменчӗ ҫывӑхӗнче тутар «ялӗ» вырнаҫӗ, ал ӗҫ ӑстисем курава йыхравлӗҫ, халӑха тутарсен юрӑ-ташши те илӗртӗ.
Кӑҫалхи спорт ӑмӑртӑвӗ вӑхӑтӗнчи кӗрешӗвӗн ҫӗнтерӳҫи Тутарстан Элтеперӗн Рустам Миннихановӑн парнине — ҫӑмӑл автомашинӑна — тивӗҫӗ.
Сӑмах май, Сабантуя Раҫҫейри 50 ытла регионта, чикӗ леш енчи 30 патшалӑхра палӑртаҫҫӗ. Ӑна ҫӗршыв шайӗнче те йӗркелеме тытӑнчӗҫ: маларах Чулхулана тата Аҫтӑрхана пухӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен хваттерне юсама пулӑшни – ырӑ йӑла. Халӗ мэри виҫӗ ветеранӑн килне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.
Ҫак тӗллевпе хула хыснинчен 500 пин тенке яхӑн уйӑрнӑ. Аукцион ирттересси пирки те пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫе утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Подрядчикӑн юсав ӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Уйӑрнӑ укҫапа Шупашкарти Тӑххӑрмӗш пилӗкҫуллӑх тата Ленин проспектӗнчи икӗ хваттере (80 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ) юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Унта обой ҫыпӑҫтарӗҫ, плинтуссем ҫапӗҫ, балкон тата чӳрече блокӗсене улӑштарӗҫ.
Мусоргский урамӗнчи харпӑр ҫуртра вара 406,5 пин тенкӗпе тӑррине тӗпрен ҫӗнетӗҫ.
Шупашкарта арҫын хӑйне малалла талпӑнакан усламҫӑ пек кӑтартса ҫынсенчен укҫа кивҫен илнӗ. Вӑл расписка та ҫырнӑ-ха, автомойкине залога хӑварни пирки каланӑ. Анчах хайхискер пӗр эрнерен йӗп те ҫип ҫухалнӑ. Халӗ ӑна приставсем шыраҫҫӗ.
Арҫын 28 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ. Приставсем вӑл Гремячево поселокӗнчи коттеджра пытанса пурӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗр уйӑх ӗнтӗ вӗсем унта пыраҫҫӗ, анчах шала иртеймеҫҫӗ: хуняшшӗпе хунямӑшӗ кӗртмеҫҫӗ. Ҫитменнине, картишӗнче алабай йӑхӗнчи йытӑсем ҫӳреҫҫӗ, ют ҫынна курсанах хамлатаҫҫӗ.
Шупашкарти Калинин районӗнчи суд приставӗсем ҫав коттеджа тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫав арҫын унта пурӑнни пирки, ӑна машинипе коттедж патӗнче курни ҫинчен сас-хура ҫитнӗ-мӗн. Тӑванӗсем тӗлӗшпе вара протокол ҫырнӑ. Ара, вӗсем приставсене ӗҫлеме чӑрмантараҫҫӗ вӗт. Парӑмҫа ШӖМ те, патшалӑх автоинспекцийӗ те шырама пулӑшать.
Паян Кӳкеҫре ача нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче ача ӳкнӗ. Инкек каҫхи 16 сехет тӗлӗнче район центрӗнчи ҫӗнӗ тӑхӑр хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче пулса иртнӗ.
Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, хӗрача виҫҫӗмӗш хутран персе аннӑ. Унта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫынсем васкавлӑ пулӑшу машинине чӗннӗ.
Ача амӑшӗпе тата ашшӗпе пурӑнать. Ӳкнӗ ача — шкул ҫулӗсенче. Анчах вӑл ӑс-тӑн енчен чирлӗрех теҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпа та пулӗ вӑл чӳрече патне шикленмесӗрех пынӑ-ши?.. Инкек вӑхӑтӗнче аслисем килте пулнипе пулманнине уҫӑмлатма май килмерӗ.
Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Стрелоксен 139-мӗш дивизийӗн урамӗнчи пӗр ҫуртра тӑваттӑмӗш хутри балконран 11 ҫулти арҫын ача ӳкнӗччӗ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл сывлама пӑрахнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнӑччӗ.
Шупашкарти ЗАГСра электронлӑ черет ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку мел клиентсене кирлӗ специалистсем патне лекме пулашать.
«Кам юлашки? Эпӗ сирӗн хыҫҫӑн», - ҫакнашкалли урӑх пулмасса Шупашкар хула администрацийӗ шантарать. Мускав проспектӗнче вырнаҫнӑ ЗАГСра малашне электронлӑ черет ӗҫлӗ.
Клиент тытӑмра хӑйне кирлӗ патшалӑх пулӑшӑвне суйлӗ, вара ӑна кирлӗ ҫын патне ярӗҫ. ЗАГСра ҫавӑн пекех мӑшӑрланмашкӑн та электронлӑ майпа черете тӑма май пур. Ят улӑштарас килсен, свидетельство е справка кирлӗ пулсан та электронлӑ черет пулӑшать.
Шупашкарта хулари 14 маршрутпа пассажирсене илсе ҫӳремешкӗн ирӗк илме усламҫӑсенчен ыйту йышӑнма пуҫланӑ. Паянхи кун ҫав 14 маршрутран 13-шӗнпе Чӑвашавтотранс автобусӗсем хутланӑ.
«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, тӗп хула администрацийӗ хулари 2, 3, 5, 7, 10, 12, 14, 15, 16, 18, 19, 20, 21, 22, 24 тата 26-мӗш маршрутсемпе уҫӑ конкурс ирттермесӗрех кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӳремешкӗн ирӗк пама документсем йышӑнма тытӑннӑ. Каласа хӑвармалла, 13 маршрутпа Чӑвашавтотранс усӑ курнӑ пулсан, тепринпе, 19-мӗшпе, Троллейбус упраленийӗ транспорт ҫӳретнӗ.
Асӑннӑ маршрутсемпе ҫӳрес кӑмӑллисен юрӑхлӑ транспорт пулмалла, вӗсене хуҫисен карттӑпа тӳлеме май паракан терминалпа, ГЛОНАСС е ГЛОНАСС/GPSпа тивӗҫтермелле.
Шупашкарти 4-мӗш гимназин экс-директорӗ суд пуласса кӗтет. Ӑна должноҫӗпе ытлашшипех усӑ курнӑшӑн айӑплаҫҫӗ.
Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи пуш-авӑн уйӑхӗсенче гимнази директорӗ саккуна пӑсса ҫынсенчен 420 пин тенкӗ илнӗ. 20 яхӑн ҫын ачисене гимназие вӗренме кӗртес тесе ӑна сӗтев панӑ. Укҫана хӑйне тыттарнӑ, ҫын урлӑ панӑ е картта ҫине куҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл пӗр хӗрачан аттестачӗ ҫине «4» тата «5» паллӑсем лартнӑ. Лешӗ вара «3» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ.
2017 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче гимназири пӗр ӗҫчен директора хӑйӗн шалӑвӗнчен 20-шер пин тенкӗ парса тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 100 пин тенкӗ.
Айӑпланакан экс-директора килти ареста лартнӑ. Унӑн Toyota Corolla автомобильне те арестленӗ.
Хулари ача-пӑча 2-мӗш пульницинче ҫӗнӗ инфекци корпусӗ тӑвӗҫ. Аукцион ирттересси пирки утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Ҫӗне корпус хута ямашкӑн пахча ҫимӗҫ управне, ҫӗр айӗнчи резервуара, ҫӳп-ҫап купаламалли лапама аркатӗҫ. Здани 1-3 хутлӑскер пулӗ. Хальхи инфекци корпусӗпе ӑна ҫӗр ҫийӗн тунӑ каҫӑ сыпӑнтарӗ.
Кунсӑр пуҫне подрядчикӑн автотранспорта дезинфекцилемелли здани, котельнӑй, ҫӳп-ҫап хумалли вырӑн тумалла.
Заявкӑсене утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Аукциона утӑн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малтанхи хак – 338,1 миллион тенкӗ. Ҫӗнӗ инфекци корпусне килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 18 уйӑхра туса пӗтермелле.
Ӗнер каҫхине Шупашкарта аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗр хваттере аҫа ҫапнӑ.
«Благовещенски» микрорайонти хваттере аҫа ҫапнине ҫынсем курнӑ. «Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутсенче Пасар урамӗнче вырнаҫнӑ хваттере аҫа ҫапрӗ», - ҫапларах пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. «Эпир машинӑра лараттӑмӑр, пирӗн куҫ умӗнче ҫиҫӗм ялтлатрӗ, виҫҫӗмӗш хутри хваттерӗн чӳречине аҫа ҫапрӗ. Вӑл ҫийӗнчех хыпса илчӗ, вырӑна виҫӗ пушар машини килчӗ», - тенӗ Дарья.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав хваттерте тивӗҫлӗ канури ҫын пурӑнать. Вӑл урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |