Ҫӗршыври паллӑ орнитолог, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакан, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче аслӑ методистра ӗҫлекен Александр Яковлев ҫывӑх кунсенче каллех Ямал ҫур утравӗ ҫине тухса кайӗ.
Паллӑ ӑсчах ҫунатлӑ туссене чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ тӗпчет. Ҫак ӗҫе чунтан парӑннӑскере ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне вӗҫӗмех йыхравлаҫҫӗ: Чукоткӑпа Сахалин таранах кирлӗ вӑл.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗпе пӗрлех вӑл ытти ӗҫтешӗпе «Птицы Чувашии» кӗнеке валли материал хатӗрленӗ. Сӑмах май, кӗнекене пичете панӑ ӗнтӗ. Халӗ орнитологсем виҫҫӗмӗш том валли материал пухаҫҫӗ.
Александр Яковлевӑн чун ыратӑвӗ те пур. Вӑл экологи хӑрушсӑрлӑхне ҫӗршывра тимлӗх ҫителӗксӗр уйӑраҫҫӗ, экономика ӳсӗмӗ тӑван тавралӑха сыхлассинчен пӗлтерӗшлӗрех тесе пӑшӑрханать.
Тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ паян Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби — Чӑваш Енӗн тӗп хулин «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» саммита йышӑнма шанӑҫ тупӑннӑ.
Вӗсен хыпарӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫ» ассоциацин Еврази регонӗнчи уйрӑмӗн виҫҫӗмӗш саммичӗ 2019 ҫулта иртӗ. Анчах вӑл ӑҫта пуласси хальлӗхе паллӑ мар. Хула депутачӗсен ячӗпе нумаях пулмасть ҫыру килнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкар та саммит ирттерме заявка хатӗрлесе ярса пама пултарать.
Халӑх тарҫисем куншӑн савӑннӑ — ара, Чӑваш Ен тӗп хули Шупашкар йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине 2019 ҫулта анлӑн паллӑ тума хатӗрленет-ҫке-ха. Вӑл халӑхсене пӗрлештерекен пысӑк мероприятипе ҫыхӑнни вара лайӑх кӑна.
Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри чи лайах 100 предприятипе организаци – 2017» конкурсра пӗр номинацире ҫӗнтернӗ. Кермен «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени» номинацире палӑрнӑ.
Конкурсӑн эксперт канашӗ Шупашкарти пултарулӑх керменне пысӑк хак панӑ. Тӗплӗнрех каласан, вӗсем керменӗн инноваци хастарлӑхне, хушма пӗлӳ парассин пур енӗпе те ӗҫленине палӑртнӑ. Номинаци ҫӗнтерӳҫине асӑнмалӑх статуэтка тата диплом парнеленӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче паянхи кун 300 ытла пӗрлешӳре пултарулӑх ӗҫне йӗркеленӗ. Вӑл 2013 тата 2016 ҫулсенче те конкурса мала тухнӑ.
Шупашкарта Швед киновӗн фестивальне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Культура мероприятийӗ юпа уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑҫта? «Полигон» культура пространствинче.
Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре пурӑнакансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ лайӑх фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче мелодрамӑсем, хоррорсем, ҫамрӑксен драмисем, документлӑ фильмсем пур.
Ҫак фильмсем пурте тӗнче шайӗнчи кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Вӗсене курнӑ чухне йӑлтах ӑнланмалла пулӗ: субтитрсене вулама май пур.
Палӑртмалла: ку проект «Содружество» регион аталанӑвӗн фончӗ «Кино музейӗ» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Ӑна Швецин Мускаври посольстви тата Швед институчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта хӗрарӑм килте ача ҫуратни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче тепӗр пепке ҫапла майпа ҫут тӗнчене килнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Тин кӑна ҫуралнӑ ачана Ленин районӗнчи ЗАГСра регистрациленӗ. Пепке ӑнсӑртран килте ҫут тӗнчене килмен. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем ҫапла йышӑну тунӑ.
Ҫамрӑк ҫемье ача ҫуралнине ӗнентерекен хута илмешкӗн ЗАГСА килнӗ. Пепке чӑнах та килте ҫут тӗнчене килнине ҫирӗплетме кӳнтелен те ҫитнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал пиллӗкмӗш хӗрарӑм ачине килте ҫуратнӑ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ каллех йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Хальхинче вӑл электроэнергипе парӑма кӗрсе кайнӑ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ Владимир Иванов троллейбус управленине Шупашкар хула администрацине пулӑшма чӗнсе каланӑ, мӗншӗн тесен транспорт предприятийӗ муниципалитетӑн-ҫке.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян ирттернӗ планеркӑра троллейбус управленийӗн ертӳҫисене хытах ятланӑ, ӗҫрен кӑларса ярассипе те хӑратнӑ.
Алексей Ладыков мэра ӑнланма та пулать. Хула администрацийӗн хыснинчен маларах 25 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Вӑл укҫана электроэнерги парӑмне татма панӑччӗ. Халӗ, ав, тата тепре парӑм пухса янӑ. Алексей Ладыков лару-тӑрӑва юпа уйӑхӗнче йӗркелемеллине палӑртнӑ.
Шупашкарти икӗ пульницӑна пӗрлештерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче иккӗшӗ те — республика шайӗнчи сиплев учрежденийӗсем. Реорганизаци текен сӑмах вӑрҫӑ ветеранӗсен госпитальне тата Республикӑри эндокринологи диспансерне пырса тивӗ.
Пульницӑсене пӗрлештерес ыйтӑва паян Шупашкарта Мускав район администрацийӗнче халӑха пухса сӳтсе явнӑ. Реорганизаци тӗллевне Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов ҫак утӑма медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне лайӑхлас тӗллевпе пуҫарнӑ. Эндокринологи диспансерӗ вырнаҫнӑ ҫуртра тухтӑрсене ӗҫлеме, чирлисене сипленме хӑтлӑ услови ҫук иккен. 2004 ҫулта хута янӑ госпитальте вара кун валли май пур иккен.
Тухтӑрсем вара епле ӗҫленӗ, ҫавӑн пекех тар тӑкассине шантараҫҫӗ.
Шупашкарти паллӑ кондитерскисенчен пӗри, «Планета» ятли, ҫак уйӑхра 25 ҫул тултарать. Шупашкар хулин экономика порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку предприяти «Раҫҫей Федерацийӗ мастер-кондитерӗ» ята тивӗҫ специалистсене самай хатӗрленӗ.
Кондитер хапрӑкӗ наци ячӗпе ҫыхӑнтарнӑ апат-ҫимӗҫ те кӑларать. Вӗсенчен пӗри — «Нарспи» торт. 2014 ҫулта вӑл Пӗтӗм тӗнчери кулинари кубокӗнче ҫӗнтернӗ.
Тӗрлӗ шайри конкурссенче те хапрӑк пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ.
Раҫҫейри Кулинарсен наци ассоциацийӗн президенчӗ Виктор Беляев республикаЭлтеперӗ ячӗпе тав ҫырӑвӗ янӑ. Унта «Планета» кондитерӗсен пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ, унтисем тӗрлӗ шайри конкурсра пӗрре кӑна мар тӗрлӗ йышши наградӑна тивӗҫнине палӑртнӑ.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей президенчӗн Владимир Путинӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫӗршыври 80 яхӑн хулара Алексей Навальный политика хӳтӗлесе акци иртнӗ. Ҫав шутра — Шупашкарта та. Анчах Чӑваш Енӗн тӗп хулинче йӗркелени саккунсӑр иккен, мӗншӗн тесен хула влаҫӗ пикет ирттерме ирӗк паман.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. Ман хула Шупашкар) портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Алексей Навальныйӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче Шупашкарти оперӑпа балет театрӗ умӗнче, Хӗрлӗ лапамра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Гэсстрой» патӗнче пикет ирттерме ирӗк ыйтнӑ, анчах ниҫта та йӗркелеме май паман. Ҫакна кура штаб хастарӗсем пикета халӑх пухӑвӗ евӗр ирттерме йышӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла: Алексей Навальныя хӳтӗлесе Шупашкарта виҫҫӗмӗш хут ҫакнашкал акци ирттернӗ. Ӑна шанса тухнӑ ҫынсене пакунлисем Хӗрлӗ лапамран та, Ехрем купса бульварӗнчен те хӑваласа янӑ. Вара вӗсем Республика лапамне хӑпарнӑ. Никама та айӑпламан, Навальныйӑн Шупашкарти штабӗн координаторне Семен Кочкина ҫеҫ паянхи куна полицие чӗннӗ. Ытти хуласенче ҫынсене куншӑн тытса та чарнӑ. ОВД-Инфо хыпарланӑ тӑрӑх, Раҫҫейри 26 хулара 290 ҫынна тытса хупнӑ.
Ӗнер Шупашкарта троллейбуса пенӗ. Ку ирхине 7 сехет те 45 минутра пулнӑ. 8-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнура пынӑ. Унччен те пулман — пассажирсем пӑшалтан пенӗ сасӑ илтнӗ. Ҫав вӑхӑтра машина хӑвӑрт иртсе кайнӑ.
Троллейбусӑн икӗ чӳречи ҫӗмӗрӗлнӗ. Телее, пассажирсем суранланман. Троллейбус чарӑннӑ. Салонри ҫынсем тухнӑ, транспорта вара депона илсе кайнӑ.
«Про Город» хаҫатӑн сайтӗнче ҫынсем ку хыпара хӗрӳ сӳтсе яваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрин шухӑшӗпе, ҫак ӗҫе маршрутка водителӗ тунӑ. Хальлӗхе ҫакна официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Ку ӗҫе уҫӑмлатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илпек Микулайӗ, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Виктор Иосифович, театр актёрӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
| Бикчурин Рассых Фахрутдинови, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |