Шупашкарта пӗр усламҫӑ банкран тухнӑ кӑна – ӑна такамсем ҫаратнӑ. Ҫынсем курнине ӗненес тӗк, арҫынна икӗ палламан ҫын пуҫӗнчен темӗнпе ҫапнӑ та аллинчи сумкине йӑтса тарнӑ.
Сумкӑра вара укҫа сахал мар пулнӑ – миллионӗ-миллионӗпех. Ку пӑтӑрмах Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 14 сехетре пулнӑ.
Вӑрӑсем ҫуртсен картишне тарса ҫухалнӑ. Кӑштахран вырӑна полици ҫитнӗ, ыйтса пӗлме пуҫланӑ. Вӑрӑсене тупас тесе полицейскисем видеокамерӑсене пӑхнӑ. Шар курнӑ арҫын услам ӗҫӗпе аппаланать.
Шупашкарти пилӗк шкулта директор ҫук, ҫавна май ваканси пушӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Шупашкарти 19-мӗш, 29-мӗш, 31-мӗш, 39-мӗш тата 47-мӗш шкулсенче ертӳҫӗ пуканӗ пушӑ, ҫавӑнпа вӗренӳ управленийӗ конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Конкурса ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Документсене Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кандидатсен «Патшалӑх тата муниципалитет ӗҫӗ», «Менеджмент» е «Персоналпа ӗҫлесси» енӗпе аслӑ пӗлӳ пулмалла. Кунсӑр пуҫне педагогика е ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан сахал мар ӗҫлемелле.
Шупашкарта пурӑнакан Кирилл ури ҫине татуировка тунӑ. Унта вӑл Алексей Навальныйӗн портретне ӳкерттернӗ.
Кирилл — волонтер. Семен Кочкин Твиттерта ҫак сӑнӳкерчӗке пост тунӑ. Навальныйӗн пичӗ тӑррине тӗнче тетелӗнче анлӑ сарӑлнӑ сӑмаха ҫырнӑ: «Так, …!».
«Пирӗн волонтер кунта тату тунӑ» тесе ҫырнӑ Семен. «Сулахай ура ҫинчи татуна мана ирхи 5 сехетре тус турӗ. Ку — политика мар, искусство ҫеҫ», — тенӗ Кирилл.
Пӗлӳ кунӗ тӗлне «Шкула пуҫтарӑнма пулӑш!» акци йӗркелӗҫ. Ӑна патшалӑх учрежденийӗсен профсоюзӗ тата Чӑваш Енри ачасен прависене хӳтелекен уполномоченнӑйӑн аппарачӗ ирттерӗ.
Акцие ҫурла уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Вӑл 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кӑмӑл пулсан кӗнеке, канцтавар, шкулта кирлӗ хатӗр-хӗтӗр, ача-пӑча пултарулӑхне аталантармалли япаласем илсе килме май пур. Вӗсем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул ҫитмен ачасен реабилитаци центрӗнче тата ытти учрежденире пурӑнакан ачасене кирлӗ.
Сусӑр шӑпӑрлансене, нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасене пулӑшас килет-и? Акцие хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Япаласене социаллӑ учрежденисене илсе пымалла.
Японири Токио университечӗн ют чӗлхесен факультетӗнче аспирантурӑра вӗренекен Мураками Такенори чӑваш чӗлхине вӗренме килнӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ чӑваш чӗлхипе культурин пӗтӗм тӗнчери ҫуллахи шкулне ҫӳрӗ. Шкул ҫурла уйӑхӗн 6-20-мӗшӗсенче ӗҫлӗ.
Мураками чӑвашла вӗренес тесе вӗренӳпе методика литреатурине тата словарьсем туяннӑ. Аспирант пулас диссертаци валли те материал пухать.
Япони ҫынни пирӗн республикӑра епле пурӑнӗ-ха? Ӑна аслӑ шкулӑн студентсен пӗтӗм тӗнчери клубӗн пайташӗсем пулӑшӗҫ. Мураками пушӑ вӑхӑчӗпе усӑ курса Атӑл леш енне, Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ паркӗ» асӑну комплексне ҫитсе килнӗ ӗнтӗ. Вӑл «Сувар» этнокультура паркӗпе паллашма та ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарӑн ҫурланӑ кунӗнче массӑллӑ зарядкӑна тухасси 2011 ҫултанпа йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та ку йӗркене пӑрахӑҫламӗҫ.
Массӑллӑ зарядкӑна паллӑ ҫӑлтӑра чӗнесси те йӑлана кӗнӗ. Сӑмах май, 2013 ҫулта Шупашкар хули рекордсен Гиннес кӗнекине кӗнӗ. Ун чухне Хӗрлӗ тӳреме 30 пине яхӑн ҫын хускану тума килнӗ.
Кӑҫал массӑллӑ зарядка ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре ирхи 10 сехетре пулӗ. Хальхинче ӑна кам ертсе пырӗ-ха? Паллах, паллӑ ҫӑлтӑр. Анчах унӑн ятне хальлӗхе вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ хула ҫыннисемпе хӑнисене зарядкӑна чӗнет.
Шупашкарта пурӑнакан Анатолий Ярченков нумаях пулмасть хӑйӗн дачинче, хулари аэропортран инҫех мар вырнаҫнӑ «Авиатор» юлташлӑхра, пулнӑ. Вӑл посадкӑна кӑмпа шырама кайнӑ та ҫӳп-ҫап купи ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Купаран сӑмсана ҫуракан шӑршӑ кӗнӗ. Унта тимӗр контейнерсем йӑваланнӑ, порошок евӗр япала сапаланса выртнӑ. Вӗсенчен лайӑх мар шӑршӑ кӗнӗ.
Анатолий Ярченков шухӑшӗпе, ку — сиенлӗ хими. Ҫав вырӑна ҫынсем кӑмпа татма ҫӳреҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗнче кӑна унта нимӗнле ҫӳп-ҫап та пулман.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви вырӑна тухса тӗрӗслеме шантарнӑ. ШӖМӗн ҫав ҫӳп-ҫап купи ӑҫтан тупӑннине палӑртма тивӗ.
Шупашкарти «Шанхай» текен микрорайонти ҫынсене хӑйсен ҫурчӗсенчен хваттерсене куҫарасси унчченех пуҫланнӑччӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫуррисем хыҫҫӑн, 60-70-мӗш ҫулӗсенче, ҫырма-ҫатрара туса лартнӑ бараксем вырӑнне вӑхӑт иртнӗҫемӗн теприсем илемлӗ ҫуртсемех хӑпартса лартнӑ.
Бараксем вырнаҫнӑ территорире строительство организацийӗсенчен пӗри унта нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпартма пуҫларӗ. Ун хыҫҫӑн ҫынсене хваттерсене куҫарма пуҫларӗҫ. Бараксенчисене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарса пӗтерсен нумай хваттерлӗ ҫуртсене хӑпартакан компани пушаннӑ лаптӑкра строительствӑн 2–мӗш тапхӑрне пуҫласшӑн тесе пӗлтернӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн телекуравӗпе радио компанийӗн журналисчӗсем.
Хӑшӗсем ҫӗнӗ ҫӗре пӗрех куҫма килӗшмен. Вӗсене газ, асфальт ҫул ҫукки, урамсем хӗсӗкки, пӳртсем ҫумма-ҫумӑн вырнаҫни те урӑх ҫӗре куҫма ӳкӗте кӗртеймен. Ҫавсем строительство компанийӗ сӗнекен хваттер лаптӑкӗ пӗчӗк тесе кутӑнлашнӑ. Строительсем ҫынсене компенсаци илме те сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Ене Ӗренпуртан делегаци килнӗ. Вӗсене ҫынсене троллейбуспа илсе ҫӳрес ӗҫ кӑсӑклантарнӑ.
Шупашкарта Ӗренпур хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Чи малтанах вӗсем троллейбус управленийӗ мӗнле ӗҫленипе паллашнӑ. Хӑнасене диспетчерсен ӗҫӗпе паллаштарнӑ, карточкӑпа тӳлесе билет илес тытӑм пирки те каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑнасене пассажир транспорчӗн ӗҫӗ-хӗлӗн онлайн-мониторингӗпе паллаштарнӑ.
Ӗренпуртан килнӗ делегацие Шупашкарти троллейбус управленийӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чӑннипех те тӗлӗнтернӗ: 50 ҫул ӗҫлесе те предприяти каялла чакман имӗш, троллейбуссем чиперех ҫӳреҫҫӗ. Хӑнасем кунти опытпа хӑйсем патӗнче усӑ курассине пӗлтернӗ.
Сӑмах май, Ӗренпурта 6 маршрут ӗҫлет. Пирӗн патра вара — 18.
Чӑваш Енри шкулсенче астрономи предметне вӗрентме пуҫласси пирки унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Шкул ачисене финанс грамотноҫӗ предметне те ӑса хывтарасшӑн. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ку предмета Раҫҫейри 72 регионта пилот мелӗпе вӗрентме тытӑннӑ ӗнтӗ. Чӑваш Енре ку проекта Сӗнтӗрвӑрринчи гимназире тата Патӑрьелти шкулта пурнӑҫласшӑн. Вӗсен йышне Шупашкарти виҫӗ шкул та кӗрӗ: 24-мӗш, 30-мӗш тата 48-мӗш.
Ҫулталӑк вӗҫне Раҫҫейре ку предмета вӗрентекен шкулсен йышӗ 500 таран ҫитмелле. Специалистсене у йрӑм курссенче хатӗрлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ, журналист ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |