Шупашкар хули ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Кӑҫал тӗп хула ҫыннисемпе хӑнисене мӗнле юрӑҫ савӑнтарӗ?
Шупашкара ҫав кун Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Олег Газманов килӗ. Халӗ унпа калаҫу пырать.
Хула кунӗ ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Юрӑҫ тата композитор хӑйӗн хичӗсене шӑрантарӗ. Вӑл чӗрӗ сасӑпа юрлӗ. Концерт Хӗрлӗ тӳремре 21 сехетре пуҫланӗ. Кунсӑр пуҫне, паллах, ытти мероприятисем иртӗҫ, тӳпене салют ярӗҫ.
Хула хыснине ку хака ларӗ ахӑртнех. 123show.ru сайтра артистсен гонорарӗсем пирки информаци пухнӑ. Унта ҫырнине ӗненес тӗк, Олег Газманов юрланӑшӑн 1 миллион тенкӗрех пуҫласа гонорар илет.
Шупашкарти 131-мӗш ача пахчинче завхозра тӑрӑшакан Лидия Васильева хулари 132-мӗш пахчара бассейн ҫуккишӗн питӗ пӑшӑрханса ҫӳренӗ. Шухӑшпа шур пӳрт лартаймӑн та, чунне ыраттарса ывӑннӑ хӗрарӑм Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне вӗҫтернӗ.
Пысӑк пуҫлӑх патӗнче завхоз Элтепер ҫынсене ятарласа йышӑннӑ кун, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пулнӑ. Лидия Васильева 132-мӗш ача пахчинче бассейн ҫуккине хӑйӗн мӑнукӗ Мария унта ҫӳренӗрен пӗлет-мӗн. «Ӗҫлемен ҫав бассейна юсама эсир пулӑшасса питӗ шанас килет. Халӗ ача пахчинче юсав пырать. Унти коллектив питӗ лайӑх, эпир пуринпе те кӑмӑллӑ», — йӑлт ӑнлантарнӑ йышӑнӑва пынӑ хӗрарӑм.
Элтепер хула администрацине бассейна юсассипе ҫыхӑннӑ хутсене хатӗрлеме хушнӑ.
Кӑҫал шывра путакан ҫын нумай. МЧС асӑрхануллӑрах пулма ыйтсан та республикӑра инкек ҫине ҫинех пулать. Шел те, ачасен пурнӑҫӗ те татӑлать шывра.
Шупашкарти кӳлмекре паян инкек пулнӑ. 16 сехетре унта хӗрача путса вилнӗ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, виҫӗ хӗрача, 11–13 ҫулсенче курӑнаканскерсем, шыва кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри ҫыран хӗррине тухнӑ. Иккӗшӗ шывра путма тытӑннӑ. Пӗрне водолазсем тӳрех ҫӑлнӑ. Ӑна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ, анчах вӑл пульница кайма килӗшмен.
Виҫҫӗмӗш хӗрачана вара ҫӑлавҫӑсем пӗр сехет шыранӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килмен. Халӗ инкек мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта фанфурик сутакан автомат тупнине пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви татса пама шантарнӑ. Эпӗ илтнӗ тӑрӑх, автомата тӗп тунӑ.
Анчах ҫак кунсенче Шупашкарта тепӗр фанфурикомат тупнӑ. Хальхинче ӑна Тимофей Кривов урамӗнче асӑрханӑ. Ӑна 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ахӑртнех, ӑна нумаях пулмасть лартнӑ. Ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ унӑн. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче полици ӗҫченӗсем Шупашкар хула администрацийӗпе пӗрле организмшӑн сиенлӗ шӗвек сутакан фанфурикомата тӗп тунӑ.
Мӗнпе сиенлӗ-ха ҫак шӗвек? Вӑл сывлӑха хавшатать, пуҫ мимин ӗҫ-хӗлне пӑсать. Ӑна ӗҫсен ҫын пуҫне те ҫухатма пултарать.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта хысна пирки калаҫнӑ.
Кӑҫал республика хыснине тавӑрмалла мар 16 миллиард тенкӗ килнӗ. 3,7 миллиард тенкӗ тата хушса панӑ. Ҫапах укҫа нумай кӗрсен те Шупашкарти пӗлтерӗшлӗ объектсене юсаса ҫӗнетме укҫа тупӑнман.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ларура хула унччен ҫирӗплетнӗ проектсемпе килӗшӳллӗн федераци тата республика укҫине тивӗҫнине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне Лебедев ячӗллӗ лицей пулнӑ ҫурта юсама (60 миллионран 25-шӗ ҫитнӗ), Эгер бульварӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса (240 миллионран 30-шӗ пур), Чантӑрти шыв пӑрӑхне юсама (70 миллионран 15-шӗ килнӗ) заявкӑсем тӑратнӑ. Анчах ку объектсем ЧР Финанс министерствин планне кӗмен-мӗн.
Ведомство пуҫлӑхӗн Светлана Енилинӑн шухӑшӗпе, малтан хысна дефицитне пӗчӗклетмелле, Шупашкарти объектсене укҫан пулӑшнӑ ҫӗре ямалла мар. Ку федераци хыснинчен хушма дотаци (500 миллион тенкӗ) илнӗ чухнехи условисенчен пӗри пулнӑ. Алексей Ладыков вара дефицита пӗчӗклетмелле мар, укҫа-тенке хулашӑн пӗлтерӗшлӗ объектсене тунӑ ҫӗре ямалла тесе шухӑшлать.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Михаил Игнатьев пилӗк ҫынпа куҫа куҫӑн калаҫнӑ.
Михаил Васильевич патне пилӗк ачана воспитани парать. Вӗсен 2008 ҫулта ҫурчӗ ҫунса кайнӑ. Ҫемьене вӑхӑтлӑх путвалта пурӑнма сӗннӗ. Унта — йӗкехӳресем. Юлашки пилӗк ҫулта Татьяна тӗрлӗ ведомствӑна ҫитнӗ, анчах ниепле те ҫурт илеймеҫҫӗ вӗсем. Вӑл республика Элтеперне шанса килнӗ. Ҫемье ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кӗтес тивӗҫессине пӗлтернӗ Михаил Игнатьев. Анчах унӑн подрядчик патне ыйту пур: вӑл документаци тӗлӗшпе ыйтусене мӗнле татса парӗ? Унсӑрӑн хваттер уҫҫине памӗҫ.
Йышӑнура Михаил Игнатьев видео урлӑ та ыйтусене итленӗ. Малашне халӑх чиновниксемпе килтен тухмасӑр ҫыхӑнма пултарӗ.
Улатӑрта пурӑнакан Сергей Здюмаев Элтеперпе ҫыхӑнӑва тухнӑ. Сусӑрскер Шупашкара сипленме темиҫе ҫул ҫӳрет. Ҫул ҫине пӗр уйӑхра кӑна 13 пин тенкӗ тухса каять. Вӑл 11–12 пин тенкӗ пенси илет. Ҫав укҫа вара ҫул ҫине кӑна тӑкакланать. Ӑна никам та саплаштармасть. Михаил Игнатьев ӑна билетсене упрама ыйтнӑ. Малашне ку тӑкака саплаштарӗҫ.
Ҫынсем Михаил Игнатьевран ҫул, пульница пирки те ыйтнӑ.
Шупашкарти паллӑран та паллӑ кондитер хапрӑкӗ Китайра лавкка уҫнӑ. Ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗ пулсан, ку хыпара шӳт вырӑнне йышӑнма юратчӗ, анчах пӗртте шӳтлеместпӗр.
«Акконд» кондитер фирми Шанхайра «SIAL China» ятпа иртнӗ апат-ҫимӗҫ куравӗ хыҫҫӑн хӑйне валли ҫул уҫнӑ.
Китайри Суйфэньхэ провинцире Шупашкарти кондитерсем хӑйсен фирма лавккине нумаях пулмасть ӗҫлеттерсе янӑ. Суту-илӳ точкине фирма франшиза мелӗпе (хрантсус чӗлхинчен чӑвашла кӑнттамрах куҫарсан ку сӑмаха енсем калаҫса татӑлни теме юрать) уҫнӑ.
«Акконд» тӗнче шайне пӗлтӗртенпе тухма пуҫланӑ. Ун чух вӑл Таджикистанра икӗ лавкка уҫнӑ.
Шупашкарти паллӑ ҫак кондитер хапрӑкне Тӑвай районӗнче ҫуралнӑ Валерий Иванов чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать.
Республикӑри психиатри пульницинче II Николайӑн тата унӑн ҫемйин лейб-тухтӑрне Евгений Боткина халалланӑ курав уҫӑлнӑ. Унта кашниех ҫитме пултарать.
Курав утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнч уҫӑлнӑ. Картинӑсем патша ҫемйи пирки, вӗсен ратнинче Евгений Боткин мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. Куравра пульница ӗҫченӗсем пухнӑ материалсемпе усӑ курнӑ. Психиатри пульницинче сипленекен пациентсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен пуянлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Ку вӗсене лайӑх витӗм кӳрет.
Курав уҫӑлнӑ ҫӗре Православи тухтӑрӗсен тата ыркӑмӑллӑх сестрисен обществин председателӗ Михаил Павлов атте хутшӑннӑ. Вӑл Евгений Боткин пирки каласа кӑтартнӑ.
Валентина Шибаева тухтӑр терапевт вара экскурси ирттернӗ, Евгений Боткинӑн ҫӑмӑл мар шӑпи пирки каласа кӑтартнӑ.
Миҫе хутчен асӑрхаттараҫҫӗ ӗнтӗ: чӳрече уҫӑ чухне е москитлӑ сетка карсан пӗчӗк ачана пӗччен ан хӑварӑр! Шупашкарта шӑпӑрлан ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ.
Юрать, суранланнӑ ҫеҫ вӑл. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пульница илсе кайнӑ.
Ку пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хайхискер хваттерне кӗреймест-мӗн. Алӑка шалтан питӗрнӗ, унта вара ача пӗчченех.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ, алӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Анчах хваттерте никам та пулман. 5 ҫулти арҫын ачан 3-мӗш хутран чӳречерен ӳкнӗ.
Шупашкарта маунтинбайк центрӗ уҫӑлсан Раҫҫей чемпионачӗ старт илнӗ. Спортсменсем кросс-кантри дисциплинӑра ӑмӑртнӑ.
Чӑваш велочупуҫи Ирина Калентьева, Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, чемпион ятне 13-мӗш хут тивӗҫнӗ. Ирина Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисен призерӗ те.
Спортсменка Чӑвашра маунтинбайк центрӗ уҫӑлнӑшӑн савӑнать. Унччен вӗсем путвалта тренировкӑсем ирттернӗ.
Хӗрарӑмсен «элитинче» 19 спортсменка тупӑшнӑ. Пирвайхи 150 метрта ҫеҫ пурте пӗр тан пынӑ. Кайран Ирина Калентьева мала кайнӑ. Вӑл 5 ҫаврӑма 1 сехет те 17 минутра парӑнтарнӑ. Финиша пуринчен те малтан, самай маларах, ҫитнӗ.
Арҫынсен йышӗнче вара Тимофей Иванов пӗрремӗш пулнӑ. Тупӑшу вӗҫленнӗ кӑна — Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панине пӗлнӗ. Мӗн тери савӑнӑҫ пулнӑ ку вӗсемшӗн.
Олимпиадӑра кросс-кантри дисциплинӑра хӗрарӑмсем – ҫурлан 20-мӗшӗнче, арҫынсем 21-мӗшӗнче тупӑшӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |