Ӗнер республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗ Владимир Аврелькин ҫамрӑк усламҫӑсемпе тӗлпулнӑ.
Усламҫӑсене министр хӑйсен ведомстви хальхи вӑхӑтра пӗчӗк тата вӑтам бизнеса аталантарма 2030 ҫулчченхи малашлӑх планне хатӗрленине пӗлтернӗ. Паянхи куна патшалӑх усламҫӑсене епле пулӑшу кӳни пирки те вӑл каласа кӑтартнӑ. Оборудование ҫӗнетекенсене тата куравсене хутшӑнакансене тӑкаксен пӗр пайне хысна шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Лизингпа хатӗр-хӗтӗр туянакансене тӳлевӗн малтанхи пайӗ валли хыснаран укҫа уйӑраҫҫӗ. Ҫӑмӑллӑхлӑ условипе кивҫен укҫа паракан учрежденисем те пур.
Шупашкарта хута яма палӑртакан индустри паркӗ те усламҫӑсене тӗкӗ кӳрессе шанаҫҫӗ. Унта ҫӗре тара илекенсен пӗр гектарне ҫулталӑкне 45 пин тенкӗ тӳленипех парӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах пасар хакӗпе шутласан, ку 700 пин тенке ларать.
Министрпа ҫамрӑк усламҫӑсен тӗлпулӑвӑн самай пайне икӗ енлӗ калаҫу евӗр йӗркеленӗ. Владимир Аврелькин мӗнпур ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Малашне кун пек тӗлпулӑва квартлата пӗрререн кая мар ирттерес шухӑша палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (8)
Нумай хваттерлӗ ҫурт тунӑ чух тӳпене кӗрсе укҫа хывса улталаннӑ Шупашкарти 14-мӗш микрорайонти ҫынсем ҫурлан 1–2-мӗшӗсенче ирттерме палӑртинӑ митинга каярах вӑхӑта куҫарнӑ. Вӗсем укҫана «Премиум инжиниринг» комапние хывнӑ, анчах хваттерне илеймен.
Шӑнман пӑрпа ларса кайнӑ ҫав ҫынсем хӑйсем кӑмӑлсӑрланнине тата чун ыратӑвне палӑртма митинга ҫурлан е 8-мӗшӗнче, е 9-мӗшӗнче тухасшӑн.
Митинг вӑхӑтне куҫарнине вӗсем ыйту унччен татӑласса шаннипе мар, республикӑна Пӗтӗм Раҫҫей патриархӗ килессипе ӑнлантарнӑ. Ҫавна вӗсем хӑйсене митинг ирттерме ирӗк памаҫҫӗ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. «Митинга ҫурлан 8–9-мӗшӗсенче мускавра тухасшӑн. Кулагин депутатпа ҫыхӑнасшӑн та пӗрле йӗркелесшӗн», — тенӗ «ПРИНИПЪ» потребительсен правине тата тӑван тавралӑха хӳтӗлекенсен пӗрлӗхӗ» регионсем хушшинчи ыр кӑмӑллӑх организацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Диана Яковлева.
Шупашкар хула администрацийӗн харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗнче санкцилемен каяш купи тупнӑ. 50 пин тӑваткал метр лаптӑк ӑптӑр-каптӑрпа тулнӑ-мӗн.
ЧР прокуратурин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 пин тӑваткал метрта «Поречье» организаци ӗҫленӗ. Лаптӑка тӑпрапа, хӑйӑр хутӑшӗпе, строительство материалӗн юлашкийӗпе, бетон хатӗрӗсемпе, пиломатериалсемпе тултарнӑ.
Паллах, ку лаптӑк ку тӗлӗшпе усӑ курмалли мар. Ку тавралӑха варалать. Ҫитменнине, ку саккуна пӑсни те. Ҫавна май организаци ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Суда тавӑҫ ыйтӑвне те тӑратнӑ. Унта организацин ҫав лаптӑкри ҫӳп-ҫапа пуҫтармаллине палӑртнӑ.
Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта пукане театрне йӗркеленӗ. Унта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем хӑйсен пултарулӑхне аталантараҫҫӗ.
Пукане театрӗнче «Калинушка» клуба ҫӳрекенсем ӗҫлеҫҫӗ. Ватӑскерсем вырӑс халӑх юмахӗсене кӑтартаҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть комплекслӑ центр ҫумӗнчи ҫуллахи уйлӑха ҫӳрекен ачасене вӗсем юратнӑ «Волк и семеро козлят» юмахне кӑтартнӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисем пӗр вырӑнта лармаҫҫӗ, хастарлӑхне кӑтартаҫҫӗ. Комплекслӑ центрта вара хӑйсене аталантармалли условисем пур.
Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча пульници Раҫҫейре чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Танлаштарӑмра вӑл Кисанти (Рязаньти) хыҫҫӑн ҫӳлтен иккӗмӗш картлашкара тӑрать.
Раҫҫейре пӗрремӗш звенора шутланакан 16,5 пин медицина организацийӗ шутланать. Ҫав шутра ведомствӑн тата патшалӑхӑн мар поликлиникӑсем 6,5 пин. Раҫҫейӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫумӗнчи хаклавҫӑсем пин ытла поликлдиникӑна тишкернӗ. Аслисен поликлиникисен чи лайӑх вуннӑшне Мускаврсием виҫҫӗн лекнӗ, ача-пӑча валли ӗҫлекеннисем вара ҫӗршывӑн тӗп хулинчен пачах та кӗмен. Кун пирки РБК пӗлтерет.
Сӑнавҫӑсем уйрӑм юридици сӑпачӗллӗ учрежденисене — ача-пӑчан 325 поликлиникин, аслисен 422 поликлиникин тата аслисене те, ачасене те пулӑшу кӳрекен 536 поликлиникӑн ӗҫне тишкернӗ хыҫҫӑн танлаштарӑм хатӗрленӗ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл Мишши музейне вут-ҫулӑм чӗреллӗ поэт тесе хаклакан ҫак поэтӑн портретне парнеленӗ. Ытти ҫапла ӗҫсенчен вӑл чӑннипех те уйрӑлса тӑрать. Ӑна тӗрлесе тунӑ.
Портрет авторӗ — Юрий Григорьев. Юрий Владимирович парнелӗх япаласене компьютерпа хатӗрлессипе тата пӗр-пӗр темӑпа пӗчӗк парнесем тӑвассипе ӗҫлет. Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Григорьев вӗҫӗмех шыравра. Поэтӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн ӳркенмен ҫав ҫын поэтӑн портретне тӗрлес шухӑш тытнӑ. Ӗҫе вӑл хура ҫиппе пурнӑҫланӑ. Автор ҫакна поэт поэзи тӗнчинче ҫӗнӗ пусӑ сухаланипе, чӑваш поэзийӗн аталанӑвне йӗр хӑварнипе ӑнлантарнӑ.
Ҫеҫпӗлӗн тӗрленӗ портретне музейҫӑсем 1969-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче пичетленнӗ «Ҫӗн кун аки» кӗнекесемпе юнашар вырнаҫтарнине пӗлтереҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта тӑлӑх ачасене ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене панӑ. 15 тӑлӑх Сад микрорайонӗнчи хӑтлӑ хваттерсенче пурӑнма тытӑнӗҫ.
5 ача — Шупашкарти Мускав районӗнчен. Ытти икӗ районти ачасене те уҫӑсем паян панӑ. Анчах уҫӑ илсенех кашниех ҫӗнӗ хваттере тӳрех пурӑнма куҫаймасть.
Паян вара Мускав районӗнчи тепӗр 22 ҫамрӑка ҫӗнӗ хваттерте пурӑнмашкӑн уҫӑ тыттарнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятире Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн маттурӗсем юрласа ташланӑ.
Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 27–31-мӗшӗсенче «Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» марафон иртет. Ӑна Афган вӑрҫин сусӑрӗсен тата вӑрҫа пула суранланнисен пӗтӗм Раҫҫейри пӗрлешӗвӗн регионти уйрӑмӗ тата Вӑрҫӑ сусӑрӗсен реабилитаципе интеграци центрӗн регионти уйрӑмӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администраицйӗ пулӑшнипе йӗркелет.
Марафона хутшӑнакансем «Етӗрне–Ҫӗмӗрле–Канаш–Шупашкар» маршрутпа иртмелле. Ҫул тӑршшӗ 400 километрпа танлашӗ. Кашни хуларах марафона хутшӑнакансем валли мероприятисем палӑртнӑ. Ҫав шутра сусӑрсем влаҫ ҫыннисемпе тӗл пулӗҫ, хӑйсен ыйтӑвӗсене вӗсемпе калаҫнӑ хускатӗҫ.
«Ӑс-хакӑлпа вӑйлисем» социаллӑ-патриотла марафона предприяти-организацисене, учрежденисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, ҫынсене чӗнсе калаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫул урлӑ каҫма ҫӗнӗ йышши пускӑчсем лартма тытӑннӑ. «Ждите» (чӑв. «Кӗтӗр») тесе ҫырнӑскере чи малтан Президент бульварӗ урлӑ каҫмалли ҫул ҫине вырнаҫтарнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе республика тӗп хулинче йышӑннӑ «Шупашкар хулин транспорт тытӑмне 2014–2016 ҫулсенче аталантарасси» муниципалитет программипе килӗшӳллӗн тата «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне 2014–2020 ҫулсенче ӳстересси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.
Кӑҫалх 9 светофора юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ, тӑваттӑшне ҫӗнӗрен тумалла, ҫул-йӗр паллисене 300 штук ҫакмалла. Мӗнпур ӗҫе тума хула хыснинчен 9,9 миллион тенкӗ тухса кайӗ.
Палӑртнинчен пӗр пайне пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Мӗнпурне вара ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлемелле.
Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫур ҫулта 32 ача вилнӗ, 2014 ҫулта — 76. Черетлӗ инкек ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, сиксе тухнӑ. Хальхинче Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ял пӗвине 3 тата 5 ҫулхи икӗ арҫын ача путса вилнӗ. Шӑпӑрлансем пӗве патне выляма кайнӑ, хӑйсем ӑҫта ҫул тытассине ачасем аслисене пӗлтермен.
Ачасем инкеке лекнине паян республикӑн правительство ларӑвӗнче хускатнӑ. Правӑна сыхлакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пирӗн республикӑра ултӑ ача шыва путнӑ. Пӗр хӗрача Шупашкарти Ҫӗнӗ сала патӗнчи пляжра шар курнӑ, ыттисем — ялсенче. Шывра путнисенчен нихӑшӗ те ишме пӗлмен. Тӗпчевҫӗсем ачасене пӗчӗкрен ишме вӗрентме сӗнеҫҫӗ тата куҫран вӗҫертмелле марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Республикӑн тӳре-шари те ашшӗ-амӑшӗн яваплӑрах пулма кирлине палӑртать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |