Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шӑпӑрлӑвар

Пӑтӑрмахсем

Мотоблок темле пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт мар-ха. Апла пулин те ун умне ларнӑ чух асӑрхануллӑ пулмалла.

Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче мотоблокпа пыракан арҫын инкеке лекнӗ. Ун пирки ШӖМӗн Красноармейски районӗнчи полици уйрӑмне тухтӑрсем пӗлтернӗ. Васкавлӑ пуьюлӑшу уйрӑмне арҫын ҫул-йӗр ҫинчи инкеке пула лекнӗ.

Арҫын каҫхи пилӗк сехет тӗлӗнче «Шупашкар –.Сурски – Шӑпӑрлӑвар» ҫулпа пынӑ. «Нева» мотоблок прицеппа пулнӑ. Ҫул айккипе пыраканскерӗн транспорчӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умне лариччен кӑшт маларах эрех ӗҫнине арҫын тунман.

Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах _ /news/23063.html|пӗлтернӗччӗ__. Аса илтерер:

Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм ҫул-йӗр инспекторӗсенчен тарма хӑтланса пульницӑна лекнӗ.

 

Сумлӑ сӑмах Пӑтӑрмахсем

Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек пулсан шухӑша путрӑм. Ҫичӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлчӗ унта. Ку республикӑшӑн питӗ пысӑк ҫухату. Пушар ҫӗрле тухнӑ. Тен, ҫулӑм алхаснине тӳрех асӑрхайман. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пӳрт тӑрринчи шифер шаплатса ҫурӑлма тытӑнсан ҫеҫ ял халӑхӗ пушар алхаснине сиснӗ.

Йывӑҫ пӳрт, кивӗскер, хӑвӑрт ҫунса кӗлленнӗ. Тӗнче тетелӗнчи канашлура кун пирки чылай ҫырчӗҫ. Пӗрисем пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар машини 1 сехетрен ҫеҫ ҫитнӗ. Паллӑ ӗнтӗ: ку тапхӑрта йывӑҫ ҫутран ҫынсене ҫӑлас шанчӑк ҫук. Пушарнӑйсем киличчен ял халӑхӗ ҫулӑма хӑйсен вӑйӗпе сӳнтерме тӑрӑшнӑ. Анчах вӑйлӑ алхасакан пушара пӗр витре шыв сапни тинӗсе тумлам ӳкнипе танах.

Эпир лайӑххи пирки ҫеҫ пуплеме юрататпӑр ҫав. Юлашки вӑхӑтра тӗре-шара ялсене таса шывпа тивӗҫтересси пирки нумай калаҫрӗ. Ку тӗлӗшпе патшалӑхӑн ятарлӑ программи те ӗҫлерӗ. Анчах Трак тӑрӑхӗнче пӗр ял пур. Унта таса шыв ҫук. Тӗрӗссипе, ялӗнче ҫынни те юлман. Ҫамрӑксем хулана туртӑнаҫҫӗ, ваттисем вилсе пыраҫҫӗ… Хуларан автобуспа килес тӗк — нумай утмалла, 5 ҫухрӑм.

Малалла...

 

Красноармейскинчи ача-пӑча искусство шкулӗн хӑйӗн ялавӗ тата гербӗ пур. Республикӑри хушма пӗлӳ паракан шкулсем хушшинче ку пӗрремӗш пулӑм.

Ӑна эпир пурте пӗлекен районсен тата хуласемпе ялсен гербӗсен авторӗ, паллӑ художник Вадим Шипунов ӑсталанӑ. Гербра кашкӑр ами ҫинче шӑпӑр каласа ларакан ачана ӳкернӗ. Ку ӳкерчӗк тӗрӗксен мифне аса илтерет: тӗрӗк ачине кашкӑр ами вилӗмрен ҫӑлса хӑварать. Тӗрӗк тата монгол халӑхӗсен мифӗсенче - кашкӑр управҫӑ тата хӳтӗлевҫӗ. Кашкӑр ҫӑварӗнчен ҫулӑм тухни - пултарулӑх хӗрӳлӗхне пӗлтерет. Кашкӑр тирӗ ҫинчи тӗрлӗ тӗслӗ пӑнчӑ-ҫаврасем - пултарулӑх тӗнчи нумай енлӗ пулнине систерет. Шӑпӑр сӑнарӗ те ахальтен ҫуралман. Красноармейски районӗнчи Шӑпӑрлӑвар ялӗнче ӗлек-авалтанах шӑпарҫасен пуххи иртни паллӑ. Унта вӗсем шӑпӑр каласа ӑмӑртнӑ. Шӑпӑрҫӑ пуҫ тӑрринчи ҫут ҫӑлтӑр вара — ача-пӑчана искусство (ӳнер) тата наци культури аталанӑвӗн ҫулне кӑтартса пыракан чун тӳпи. Искусство шкулӗнче вӗренекен ачасем гербпа ялава пысӑк кӑмӑлпа йышӑнчӗҫ. Вӑл ачасене хавхаланупа кӑмӑл ҫӗкленӗвӗ кӳрсе тӑрӗ. Ҫапла пулмасӑр! Ку герба йышӑнма Н.М.Никонорова, шкул директорне, хӑй Георгий Вилинбахов, патшалӑх геральдмейстерӗ, хистенӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 16

1926
99
Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ.
1937
88
Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1946
79
Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1962
63
Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1993
32
Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть