Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ятне 87 430 хутчен асӑннӑ.
Раҫҫейӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннин медиарейтингӗнче Олег Николаев 39-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку кӑтартусене «Медиалогия» тӗпчев компанийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Танлаштарӑма хатӗрленӗ чух ҫӗршыври 60 пин ытла МИХра: телекуравра, радиора, хаҫатсемпе интернет-кӑларӑмсенче хыпарланине шута илнӗ. Рейтингра ҫӳлти йӗркере — ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин, Мускав мэрӗ Сергей Собянин, РФ Президенчӗн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Ен» ПТРКна интервью панине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сывлӑх енчен чару пулмасан Олег Николаев кӑшӑлвирусран прививка тутарасшӑн.
Журналист ыйтӑвӗсене хуравланӑ май Олег Николаев тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ. Сӑмахран, пандеми вӑхӑтӗнче пӗчӗк тата вӑтам бизнес хӑйне мӗнле туйни, патшалӑх епле пулӑшнр, ӳлӗмрен тата мӗн тума палӑртни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«ВЕСТИ Интервью» кӑларӑм «РОССИЯ 24 Чебоксары» телекаӗал эфирне паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 21 сехетре тухӗ.
Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑра этем правине ҫӗнӗ ҫын хӳтӗлеме тытӑннӑ. Вӑл тивӗҫе пурнӑҫлама Сергей Романова шаннӑ. Ӑна ҫак должноҫе ҫирӗплетме республикӑн Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ омбудсменпа паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. «Этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ. Эпӗ хамран мӗн килнине йӑлтах тума тӑрӑшӑп. Ҫынсен прависене хӳтӗлессишӗн яваплӑха туйса тӑрӑшӑп», — ҫӗнӗ омбудсмен.
Этем правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Кӳкеҫре ҫуралнӑ. Юрист пӗлӗвне илнӗскер
2000-2003 ҫулсенче Шупашкарти Калинин районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн следстви пайӗнче, РФ Юстици министерствин Управленийӗнче дознани пайӗнче, 2003-2007 ҫулсенче Мари Элти прокуратурӑра, 2007-2020 ҫулсенче Атӑлҫи транспорт прокуратуринче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Ен» ПТРКна интервью панӑ. Журналиста ҫакӑн пек ыйту та кӑсӑклантарнӑ: Олег Алексеевич кӑшӑлвирусран прививка тӑвӗ-и?
«Республикӑна вакцинӑн пӗрремӗш партийӗ килнӗ, анчах вӑл чи малтанах тухтӑрсем тата вӗрентекенсем валли. Манӑн прививка тума май тупӑнсанах тухтӑрсем патне кайӑп. Сывлӑх енчен чару пулмасан прививкӑна тӑвӑп», - хуравланӑ Олег Алексеевич.
Палӑртмалла: ҫитес вӑхӑтра «122» хӗрӳ лини урлӑ кӑшӑлвирусран прививка тумашкӑн ҫырӑнма май пулӗ. Ӑна тӳлевсӗр, ҫын ирӗкӗпе тӑвӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Республикин Правительство ҫуртӗнче Олег Николаев тӳре-шара канашлу ирттернӗ. Унта вӑл ҫулталӑка пӗтӗмлетмелли вӑхӑт ҫитнине палӑртнӑ май министрсене кӑтартусемпе суймасӑр паллаштарма чӗнсе каланӑ.
«Эпир пӗтӗмлетӳсем тӑватпӑр. Ирттерекен мероприятисенче ҫынсене мӗн туса ирттерме пултарнипе паллаштарнипе пӗрлех тата, паллах, хамӑр татса парайманни, мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухни ҫинчен те каласа кӑтартмалла. Мӗнле йышӑнусем туни, епле укҫа уйӑрни пирки пӗлтермелле», – тенӗ республика ертӳҫи.
Чӑваш Ене лайӑх хыпар ҫитнӗ. Пирӗн республикӑна тин кӑна 53 санитари машини илсе килнӗ: «Лада Ларгуссем» тата «Нивӑсем». Ку хыпара ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Мӗн тӗллевпе усӑ курӗҫ-ха ҫак машинӑсемпе? Ватӑ пациентсене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайӗҫ. Тухтӑрсем те пациентсем патне киле ҫакнашкал машинӑпах ҫитӗҫ. Сӑмах кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсем пирки пырать.
53 машинӑран 36-шне районсене парӗҫ, тепӗр 17-шӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта юлӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 1969 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ.
Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама вӑл 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче кӳлӗнчӗ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе Элтепер пулса тӑрӑшать.
Олег Николаев Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнче 8 класс вӗренсен Шупашкарти строительство техникумне вӗренме кӗнӗ. Вӗреннӗ те, спортпа та туслӑ пуьнӑ вӑл, ӗҫлеме те вӑхӑт тупнӑ. Кайран И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче вӗренсе тухнӑ. Яланах талпӑнулӑхпа, мал ӗмӗтлӗхпе, ӗҫченлӗхпе уйрӑлса тӑнӑ. Халӗ Олег Николаев — Чӑваш Енре тата Раҫҫейре аван пӗлекен политик.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулара темӗнле химикат шӑрши кӗрет тесе Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева евитленӗ. Ӗнер республика ертӳҫи вӗсен тата ыттисен хӑш-пӗр ыйтӑвне хуравланӑ. Сӑмах май каласан, тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче хӑйӗн патне ыйтса ҫырнисене Элтепер пӗрмаях уҫӑмлатать.
Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти лару-тӑру пирки ӑна ҫийӗнчех систернӗ, вӑл лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑнине пӗлтернӗ.
«Ҫӗнӗ Шупашкарта сывлӑша тӗрӗслеме талӑкне икӗ хутчен анализ илеҫҫӗ. Кӑлтӑк тупса палӑртсан материалсене прокуратурӑна парӑпӑр», — хуравланӑ Элтепер.
Чӑваш Енре раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канӑпӑр-и? Ку ыйтӑва республикӑра сӳтсе явни пирки унчченех пӗлтенӗччӗ. Ҫавна май сасӑлав та ирттернӗ.
Пӗтӗмлетӳ паллӑ. «Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче канатпӑр», - ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Ыйтӑма 40 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен 90 ытла проценчӗ раштавӑн 31-мӗшӗнче канассишӗн сасӑланӑ.
Анчах Ҫӗнӗ ҫулта каннӑшӑн ҫынсен пӗр шӑматкун ӗҫлесе татма тивӗ
Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисен строительствине халалланӑ пӗрлехи информаци ресурсӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫлесе кайӗ. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗ Олег Николаев 2021 ҫула шӑпах ҫак хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халаллама йышӑннӑ.
Сайта йӗркелесе пыракана конкурс ирттерсе палӑртӗҫ. Саккас параканӗ – ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви.
Ҫӗнӗ проект ҫак хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне асра тытма пулӑшӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 10 пайран тӑрӗ. Пӗри медиацентр пулӗ. Унта галерейӑна, хыпарсене, тӗп мероприятисем пирки информаци вырнаҫтарӗҫ. Сайта кӗрекенсен те сӑнӳкерчӗксем, видео вырнаҫтарма май пулӗ. Хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсем уйрӑм пайра пулӗҫ.
Сайтра истори факчӗсемпе, архив докуменчӗсемпе паллашма май пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |