Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ планеркӑра Шупашкарти пульницӑра ҫӗрле ҫутӑ сӳнсе ларни пирки ыйтӑва хускатнӑ. Унта кӑшӑлвируспа чирлӗ 200 яхӑн пациент сипленет, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать.
«Кунашкал объектсене резервлӑ энерги ҫӑлкуҫӗпе тивӗҫтересси пирки шутламалла», - тенӗ Олег Алексеевич. Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ун пеккисене кашни пульницӑрах пӑхса хӑварнине каланӑ. «Пысӑк авари пулсан, ку чылай учреждение пырса тивет тӗк, энерги ҫӑлкуҫӗ пулмаллах. Сӳтсе явӑпӑр, сире пӗлтерӗпӗр», - тенӗ Вениамин Петров.
Электроэнергипе ҫыхӑннӑ авари Хулари клиника центрӗнче пулнӑ. Кӑштахран йӑлтах йӗркене кӗртнӗ, пациентсенчен никам та шар курман.
Чӑваш ЕН Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республика ертӳҫин тилхепине тытнӑ пӗрремӗш кнусенчен тытӑнса кашни ӗҫ эрнине пӗтӗмлетет. Ҫавна вӑл икӗ чӗлхепе хатӗрлет: чӑвашла тата вырӑсла. Кӗске видеора Олег Николаев иртсе кайнӑ ҫичӗ кунта асран юлмалли мӗн пулнине аса илет. Шӑматкун та ҫаплах тунӑ вӑл.
Хальхине вӑл: «Шел пулин те, ҫак эрне пӗтӗмлетӗвӗсене лайӑх мар хыпартан пуҫлама тивет», — тенинчен тытӑннӑ май республика ертӳҫи пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлни пирки асӑнса хӑварнӑ.
Инстаграма вырнаҫтарнӑ чӑвашла видеопӗтӗмлетӗве итлекенсенчен хӑшӗсем Олег Николаева чӑвашла калаҫнӑшӑн ӳпкелесе ҫырса тултарнӑ. Теприсем ӑна чӑвашла таса калаҫмасть тесе тиркенӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Ен республикӑна 10 ҫула яхӑн ертсе пынӑ Михаил Игнатьевпа сывпуллашнӑ. Ӑна Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масарта пытарнӑ.
Михаил Васильевичпа сывпуллашма республикӑн тӗп хулинчи «Шупашкар-Арена» пӑр керменне пуҫтарӑннӑ. Михаил Игнатьева юлашки ҫула ӑсатма республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев, правительство пайташӗсем, хуласемпе районсен администрацийӗсенче ӗҫлекенсем, республикӑра пурӑнакансем пуҫтарӑннӑ. Михаил Игнатьева КПСС оЧӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗн вил тӑприпе юнашар пытарнӑ.
Михаил Игнатьев чӗре чирне пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Кӑшӑлвирус тесе хӑшӗсем сӑмах сарни ҫирӗпленмен – ҫавна ятарлӑ анализ кӑтартнӑ.
...Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Михаил Васильевич...
Самант тӗксӗмленчӗ
Мӗн пур Чӑвашра:
Хӗвел саншӑн сӳнчӗ,
Чуну — уҫлӑхра.
Нумай эс хӑвартӑн
Кунти пурнӑҫра.
Хӑв халӑхшӑн ҫунтӑн,
Утса тӑвалла.
Шӳте ӑнланмарӗҫ
Хӑш-пӗр юлташсем,
Пит хыт айӑпларӗҫ —
Ӑҫта чунӗсем?
Тепри, ҫаратсан та,
Лармасть тӗрмере.
Ун пурнӑҫӗ янтӑ —
Пулсан кӗсьере.
Анчах Турӑ куҫлӑ,
Йӑлтах Вӑл курать.
Парсассӑн та пурлӑх
Вӑрра каҫармасть.
Пӗр саншӑн Вӑл уҫӗ
Ҫӑтмах алӑкне,
Сана валли тупӗ
Чи ыр сӑмахне.
Манмасть тӑван халӑх
Ятна нихӑҫан.
Ӗҫӳ — чӗрӗ палӑк.
Апла эс пурнан!
Леонид Сильвестров
ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа ыран Шупашкарти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗнче сывпулашасси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сывпуллашу 9-12 сехетсенче иртет.
Кун хыҫҫӑн хулари хӑш-пӗр ҫула хупӗҫ. 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен транспорт ҫӳрессине чикӗлӗҫ. Богдан Хмельницкий урамӗнче Суворов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнтан пуҫласа Юлиус Фучик урамӗ хӗресленнӗ таран ҫула хупӗҫ.
Ҫак вӑхӑтра Граждан урамӗпе тата Президент бульварӗпе кайма май пулӗ. Аса илтерер: Михаил Игнатьев ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче каҫхине нумай вӑхӑт чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн вилнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус анализне пӗр вӑхӑтра 7 талӑкран пуҫласа 15 кун таран кӗтме тивнине пӗлтернӗ. Ҫын сывалсан та вӑл тепӗр икӗ эрне пульницӑра вырӑн йышӑннине, ӗҫе тухайманнине палӑртнӑ.
«Мана «Химпром» гендиректорӗ хаклӑ 20 специалиста ӗҫре кӗтсе илейменнине, тахҫанах сипленнӗ хыҫҫӑн та вӗсем инфекци уйрӑмӗнче тытӑнса тӑнине пӑшӑрханса пӗлтерчӗ. Ыйтӑвӗ ҫакӑнта пулнӑ. Санэпидцентр хӑвачӗ кунне 400 анализ тума май панӑ, ӑна кунне 600 пурнӑҫланӑ, анчах Сывлӑх сыхлав министерствин 6 лабораторийӗнчен кунсерен 1000 анализ ҫитнӗ. Паллах, ӗлкӗреймен. Ҫав вӑхӑтрах СПИД центрӗн тата кожвендиспансерӑн оборудованийӗ анализа тӗрӗс пурнӑҫлама май панӑ, вӗсене ҫӗнӗрен тӗрӗслемесен те юранӑ. Медучреждение анализсем хӑвӑртрах ҫитме пуҫласанах сипленнӗ пациентсен шучӗ хӑвӑрт ӳснӗ. Ятарлӑ пульницӑсемсӗр пуҫне республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви йывӑр мар чирлисене килте сипленме май туса парать. Ҫавӑнпа та цифрӑсене улталаса кӑтартман», – ӑнлантарнӑ Олег Николаев Александр Белов журналиста.
Чӑваш Енри сумлӑ МИХсенчен пӗри, «Правда ПФО», республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа интервью пичетленӗ. Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева та (чунӗ ҫӳлти патшалӑха лектӗр) аса илнӗ.
«Олег Алексеевич, эсир Игнатьев ҫӗршыв Президенчӗпе судлашас тенине ӗненместӗп тенӗччӗ нумаях пулмасть. Ун пек иккӗленме сирӗн сӑлтав пулнӑ-и?» – ыйтнӑ Александр Белов журналист.
«Михаил Васильевичпа юлашки хутчен эпӗ нарӑс уйӑхӗнче тӗл пулнӑ. Вӑл ӗҫе вырнаҫас ыйтӑва хускатнӑччӗ. Ун чухне вӑл Питӗре черетлӗ медицина процедурине каяссине пӗлтернӗччӗ. Унтан таврӑнсан тепӗр хутчен тӗл пулма калаҫса татӑлнӑччӗ. Кайран вӑл хӑйне йывӑр туйни пирки хыпар ҫитрӗ... Ҫавӑнпа та эп Раҫҫей Президентне хирӗҫ администраци тавӑҫне вӑл хӑй алӑ пуснине паян кун та ӗненместӗп», – хуравланӑ Олег Николаев.
Чӑваш Енри сумлӑ МИХсенчен пӗри, «Правда ПФО», республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа интервью пичетленӗ. Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьева та (чунӗ ҫӳлти патшалӑха лектӗр) аса илнӗ.
«Олег Алексеевич, эсир Игнатьев ҫӗршыв Президенчӗпе судлашас тенине ӗненместӗп тенӗччӗ нумаях пулмасть. Ун пек иккӗленме сирӗн сӑлтав пулнӑ-и?» – ыйтнӑ Александр Белов журналист.
«Михаил Васильевичпа юлашки хутчен эпӗ нарӑс уйӑхӗнче тӗл пулнӑ. Вӑл ӗҫе вырнаҫас ыйтӑва хускатнӑччӗ. Ун чухне вӑл Питӗре черетлӗ медицина процедурине каяссине пӗлтернӗччӗ. Унтан таврӑнсан тепӗр хутчен тӗл пулма калаҫса татӑлнӑччӗ. Кайран вӑл хӑйне йывӑр туйни пирки хыпар ҫитрӗ... Ҫавӑнпа та эп Раҫҫей Президентне хирӗҫ администраци тавӑҫне вӑл хӑй алӑ пуснине паян кун та ӗненместӗп», – хуравланӑ Олег Николаев.
«Дорисс» тӗп директорӗ Всеволод Рощин Чӑваш Енре ҫул-йӗрпе ҫыхӑннӑ тепӗр ведомство тума сӗннӗ. «Республикӑри пур ҫулшӑн та явап тытакан пӗрлехи центр, пӗрлехи заказчик тумалла. Тутарстанри пек», - тенӗ вӑл.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хирӗҫ пулманнине палӑртнӑ. Вӑл республика ку енӗпе утӑмсем тунине пӗлтернӗ.
Халӗ Шупашкарти ҫулсене ЖКХ управленийӗ пӑхса тӑрать, регионтисене – Чӑвашупрдор, вырӑнтисене – район тата ял тӑрӑхӗн администрацийӗсем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мускавра Ҫӗнтерӳ парачӗ иртӗ. Ҫак кун ҫӗршывӗпех кантарӗҫ.
Шупашкарта вара парад пулмӗ, ӑна пӑрахӑҫланӑ. Мӗншӗн тесен республикӑра кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ лару-тӑру ҫивӗч-ха.
«Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ парад Чӑваш Енре пулмасть. Кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть-ха», - ҫырнӑ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмри страницинче. Кӑҫал влаҫ парад ирттерме планламан та.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |