Куславккара инкек пулнӑ. Унта пӗчӗк ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Кунашкал пӑтӑрмахсем, шел те, тӑтӑш пулаҫҫӗ. Асӑрханулӑх пирки яланах асӑрхаттараҫҫӗ. Ҫапах ашшӗ-амӑшӗ ачисене пӳлӗмре пӗччен хӑварма шикленмест.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пилӗк ҫулти ача иккӗмӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫакна курнӑ ҫын каланӑ тӑрӑх, шӑпӑрлан пӳлӗмре аслисемсӗр пулнӑ. Амӑшӗ ҫав вӑхӑтра ваннӑйӗнче пулнӑ.
Ача ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ. Ӑна Хулари ача-пӑча клиника пульницин стационар уйрӑмне вырттарнӑ. Следовательсем вара ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑ ялӗнче пурӑнакан 37 ҫулти хӗрарӑм 2004 тата 2011 ҫулсенче ҫуралнӑ икӗ ачине тивӗҫлипе пӑхман, воспитани паман. Амӑшӗ ачасене ҫӑвӑнтарман, таса мар ҫӳретнӗ.
Кил-ҫуртӗнче те антисанитари хуҫаланнӑ, таса мар пулнӑ. Унашкал условисем пӗчӗк ачасене пурӑнтарма юрӑхсӑр. Ҫитменнине, амӑшӗ эрех-сӑрапа туслӑ пулнӑ, ачисем умӗнчех ӗҫнӗ. Шӑпӑрлансене хӗнени те пулнӑ.
Йӑлтах ҫакӑншӑн хӗрарӑмӑн судра явап тытма тивнӗ. Суд ларӑвӗнче вӑл ӳкӗннӗ. Ҫапах ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 180 ытла сехет ӗҫлесе татмалла.
Шупашкарти ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем апат-ҫимӗҫ янтӑлас ӑсталӑхне аталантарӗҫ. Вӗсем регионсен хушшинче иртекен «Хӑнасене хапӑл Чӑваш Ен» кулинари искусствин фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑна Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче йӗркелӗҫ. Кулинари уявӗн официаллӑ пайӗ утӑн 27-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӑлӗ.
Конкурса 20 шӑпӑрлан хутшӑнӗ. Вӗсемпе пӗрле педагогсем, республикӑри кулинари искусствин ӑстисем пулӗҫ. Пурте пӗрле 43-44 метр тӑршшӗ бутерброд хатӗрлеҫ. Ӑшӗнче джем тата ҫырласем пулӗҫ.
Бутербродпа кайран пурне те сӑйлӗҫ. Ӑна тутанса курас килсен фестивале ҫитме ан ӳркенӗр.
Пирӗн республикӑри чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене 100-шер пин тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах, тӳрех уҫӑмлатар, кашни педагога мар. Вӗсем чӑваш чӗлхипе литературине ӑша хывтаракан ачасем ҫав предметсемпе тӗрлӗ шайри олимпиадӑра мала тухнине е ҫӗнтернине шута илнӗ. Тата тепӗр самант та пур: чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене кӑна мар, тутар тата мордва чӗлхисен олимпиадисенче палӑрнӑ ачасемшӗн те вӗсен вӗрентекенӗсене хавхалантарма йышӑннӑ.
Тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен кӑмӑлне укҫан ҫӗклес йӑлана пирӗн республикӑра пӗлтӗр пуҫласа йышӑннӑччӗ. 2018 ҫулта 16 вӗренекен палӑрнӑ. Вӗсенчен ҫиччӗшӗ ҫӗнтернӗ, 9-шӗ малти вырӑнсене тухнӑ. Ҫавӑншӑн 18 педагога 100-шер пин тенкӗ преми лекӗ. Пӗлтӗр вӑл нухрата 19 педагог тивӗҫнӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 19 сехет те 25 минутра Комсомольски районӗнчи Александровка ялӗнче инкек пулнӑ. Водитель 3 ҫулти ачана ҫапса хӑварнӑ. Шел те, пӗчӗкскер йывӑр сурансене пула вилнӗ. Водитель вара вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Ӑна кӗҫех Тутарстанра тытса чарнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача асламӑшӗпе ҫул хӗррипе утнӑ. Асли асӑрхаман хушӑра пӗчӗкскер йытӑ хыҫҫӑн чупса ҫул ҫине тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын ача ҫине «Лада Гранта» машина пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 1988 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.
Водитель мӗншӗн Тутарстана тарнине каярахпа ӑнлантарнӑ: вӑл хӑраса ӳкнӗ-мӗн. Арҫын руль умӗнче урах пулнӑ.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта велосипедпа ярӑнакан арҫын ача ҫине машина пырса кӗнӗ.
Йывӑҫ чӳречесене пирӗнтен чылайӑшӗ пластикран тунисемпе ылмаштарма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Материалӗ сиенлӗ теҫҫӗ те, анчах лайӑх хупӑнать, ҫил вӗрсе тӑмасть, кӗркунне шӑтӑксене хутпа ҫыпӑҫтарма хӑтласа минремелле мар. Ырлӑх! Кантӑка яри уҫса хурсан шӑна-пӑван вӗҫсе кӗреймӗ: ятарлӑ ҫеткӑ вырнаҫтарнӑ. Анчах, шел те, ача-пӑча ҫавна пула шар курать. Ун пирки темле асӑрхаттарсан та инкек тупӑнсах тӑрать.
Утӑ уйӑхӗн 14-18-мӗшӗсенче Чӑваш Енри тӗрлӗ вырӑнта ҫулталӑкран пуҫласа виҫӗ ҫулчченхи виҫӗ ача чӳречерен ӳкнӗ. Ӗнер, акӑ, инкек Патӑрьелте сиксе тухнӑ. Унта икӗ ҫулхи ача шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑ ҫумне тӗршӗннӗ те иккӗмӗш хутран персе аннӑ.
Пӗр кун маларах Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулталӑк ҫурӑри ача иккӗмӗш хутран ӳкнӗ. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унтах пиллӗкмӗш хутран ҫулталӑкри ача персе аннӑ.
Кӑҫалхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Улатӑрти 2-мӗш шкулта Чӗмпӗрти патшалӑх техника университечӗн техника класӗ уҫӑлӗ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Улатӑрта эпир маларах асӑннӑ аслӑ шкулӑн инҫет тата хушма вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Александр Афанасьев тата философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Василий Романов пулнӑ. Хӑнасемпе хула администрацийӗн Юрий Боголюбов, хулари ытти тӳре-шара курнӑҫнӑ.
Чӗмпӗрти техника аслӑ шкулӗнче ҫил энергетикӗ-инженерӗсене пӗлтӗртенпе хатӗрлеме пуҫланӑ. Раҫҫейре ун пек кафедра тек ҫук. Университетра информаци технологийӗсен «Интернет вещей» (чӑв. Япаласен тӗнче тетелӗ) кафедри те ӗҫлет.
Улатӑрти иккӗмӗш шкулта уҫма палӑртнӑ техника класӗнче вуннӑмӗшпе вунпӗрмӗшсене математика, физика тата информатика предмечӗсене тарӑннӑн ӑша хывтарӗҫ.
Кӑҫал Чӑваш Енре 19 ача чӳречерен ӳкнӗ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управенийӗ ҫирӗплетет.
Юрать, ачасем чывӑ-чӗрех. Анчах, шел те, пур тӗслӗхре те ашшӗ-амӑшӗн айӑпӗ пур. Вӗсем ачисене пӗччен хӑварнӑ. Лешсем вара чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче 1 ҫулти хӗрача иккӗмӗш хутри хваттер чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Вӑл та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пӗрремӗш хутри хваттер чӳречинен 7 ҫулти арҫын ача ӳкнӗ. Халӗ ҫак ачасене тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ.
Никита Тӗнчен ача ҫуралнӑ. Вӑл хӑйӗн хӗрне хӑйне евӗр ят панӑ.
Ашшӗпе амӑшӗ пӗчӗкскере Аяран ят хунӑ. Ӑна Ая та тесе чӗнеҫҫӗ. «Тӳпере вӗҫӗкен Уйӑх» тенине пӗлтерет. Ая (тӗрӗк чӗлхинчен – уйӑх), Ярӑн (чӑваш чӗлхинчен)», - ҫапла ӑнлантарнӑ Никита.
Хӗрача ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫӗрле ҫут тӗнчене килнӗ. Ун чухне Чӑваш Енре Республика кунне халалласа салют кӗрленӗ. Анастасия Тӗнче Шупашкарти 5-мӗш ача ҫуратмалли ҫуртра ҫӑмӑлланнӑ. Унта Никита ҫуралнӑ пулнӑ.
Шупашкарта «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин регионти уйрӑмӗн йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ ҫурт тӗлӗнче ҫиччӗмӗш класс ачи пикета тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Яш РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршиновӑна хӑйсен «выльӑхла» (плакат ҫине вырӑсла ҫапла ҫырнӑ) пурнӑҫ условийӗ пирки систересшӗн пулнӑ.
Алена Аршинова ҫемьен пурнӑҫ условийӗпе кӑсӑкланнӑ. Вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацине ҫемье пирки ыйтса ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫыру янӑ. Унтисем хайхи ҫемье сахал тупӑшлӑ пулнине кура хваттер черетӗнче списокра 10-мӗш тӑнине пӗлтернӗ.
Алена Аршинова асӑннӑ ҫемье хӑйӗнпе унччен ҫыхӑнманнине, пулӑшу ыйтакансене вӗсем хӑш парти пайташӗ пулнине пӑхмасӑр тӗкӗ кӳме тӑрӑшнине ӗнентернӗ. Ачана маларах политика тӗллевӗпе, усӑ курни те ҫиеле тухнӑ-мӗн. Ҫапла хӑтланнине депутат ырламаннине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |