Аэрофлот «Победа» авиакомпанипе пӗрле пӗрлехи рейссене билетсем сутма пуҫланӑ. Пӗр авиарейсран тепӗр авиарейс ҫине Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче куҫса ларма май килӗ.
Код-шеринг килӗшӗвӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, лоукостер Аэрофлотӑн SU кочӗпе пассажирсене ӗнертенпе, утӑ уйӑхенченпе, турттарма тытӑннӑ. Кун пек мелпе самолётсем Шереметьевӑран Барнаула, Махачкалана, Ӗпхӗве, Чӗмпӗре, Владикавказа, Минеральные Воды хулине, Шупашкара, Горно-Алтайска, Петрозаводска, Нальчика, Перме тата асӑннӑ ҫав хуласенчен каялла, Мускаври Шереметьевӑна, вӗҫеҫҫӗ.
Шупашкартан Мускава авиапассажирсене турттаракан «Победа» авиакомпани ҫӗршывӑн тӗп хулине кунсерен виҫӗ рейс тума тытӑннӑ. Кӑнтӑрлахи ҫӗнӗ рейса суйланисене самолёт Мускаври Шереметьево аэропортне илсе ҫитерӗ.
Ҫапла вара «Победа» авиакомпани Шупашкара Мускаври икӗ аэропортран килӗ: Внуковӑран тата Шереметьевӑран.
Ӗнер, ҫу уйӑхн 11-мӗшӗнче, Шереметьевӑран пӗрремӗш рейса тунӑ та.
Унтан пирӗн пата 176 пассажир вӗҫсе килнӗ, Мускава 181 ҫын вӗҫсе кайнӑ.
«Smartavia» авиакомпани билетсене йӳнӗ хакпа сутмалли акци ирттерет. Вӑл пилӗк кун пырӗ.
Авиабилетсене йӳнетнӗ хакпа туянас тесен нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗлкӗрмелле. Акци вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр билет хакӗ 990 тенкӗрен пуҫланать. Ӑна ҫуталӑкӑн кирек хӑш тапхӑрӗ валли туянса хума май пур. Ҫула тухас шухӑша ылмаштарсан билет хакне тавӑрса памӗҫ.
Билетсене йӳнетнӗ хакпа 60 маршрутпа сутӗҫ, ҫав шутран 30 процентне — 990 тенкӗпе. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие «Шупашкар—Симферополь» маршрут та лекнӗ.
Акцие билетсене авиакомпанин сайтӗнче, офиссенче, агентствӑсенче тата «Нордавиа» акционерсен обществин колл-центрӗ урлӑ туянма пулать.
Чӑваш Ен тӗп хулинчен пассажирсене Мускава турттаракан «Победа» авиакомпани хушма рейссем кӗртме палӑртнӑ.
Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗллехи тапхӑр вӗҫлениччен хушма 11 рейс пулмалла. Вӗсем пурте — Шупашкартан Мускава тата Мускавран Шупашкара кайса килекеннисем. «Победа» авиакомпани Внуково аэропорта вӗҫет. Расписание улшӑну кӗртесси уяв тата кану кунӗсенче халӑха меллӗ пултӑр тенипе ҫыхӑннӑ.
Билетсене ҫывӑх вӑхӑтра сутма тытӑнӗҫ. Программа нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗме тытӑнӗ.
Самолетсем епле хутласси, паллӑ ӗнтӗ, пассажирсем епле ҫӳренинчен килет. Маларах Мускаври Шереметьево аэропортне кӑнтӑрлахи виҫҫӗмӗш рейс уҫӑлнӑ, анчах халӑх сахалран ӑна хупнӑ. «Победа» авиакомпанин виҫҫӗмӗш рейсӗ ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта юласси ҫул ҫӳрекенсенчен килӗ.
Питӗр хулинчен Шупашкара килекен самолет юсавсӑр пулнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑша ҫӗкленсен палӑрнӑ. Самолет юсавсӑррине пӗлсен пилотсем Мускаври Внуковӑра анса ларма йышӑннӑ. Ку хыпара «РЕН ТВ» телеканал ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмахӑн сӑлтавӗ – техника юсавсӑрлӑхӗ. Самолетӑн топливо системи таса мар пулнӑ.
Лайнерта 140 пассажир тата экипаж членӗсем пулнӑ. Ҫынсем суранланни пирки пӗлтермен.
Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мускаври Шереметьевӑра груз турттаракан самолет кӗтмен ҫӗртен анса ларнӑ. «Шанхай — Майн ҫӗрӗ ҫинчи Франкфурт» маршрутпа груз турттараканскерӗн датчикӗ борт юсавсӑрри пирки систернӗ.
Ют ҫӗршывран Раҫҫее килекенсен мӗн тумалли пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Прокопьева ҫак чирпе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче ӑнлантарнӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисен COVID-19 ерменнине ӗнентерекен справка пулмалла. Унӑн вӑйӗ виҫӗ куна пырать.
Хамӑр ҫӗршыв ҫыннисен патшалӑх пулӑшӑвӗсен сайтӗнче анкета ыйтӑвӗсене хуравламалла. Тӑван ҫӗршыва ҫитсен вӗсен виҫӗ кун хушшинче анализ памалла, унӑн кӑтартӑвне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче вырнаҫтармалла.
Сывлӑх чикӗ урлӑ каҫнӑранпа 14 кун хушшинче хавшасан врача киле чӗнмелле.
Раҫҫее килнӗ ют ҫӗршыв ҫыннисен таҫта тухса ҫӳремесӗр 14 кун пурӑнмалла. Вӗсене халӗ обсерваторта тытмаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчепе Мускаври аэропортсенче кӑшӑлвирус анализӗ пама пулать. Унӑн хакӗ – 2700-3000 тенкӗ.
Чикӗ леш енчен килекен самолетсене хальхи вӑхӑтра виҫӗ хулара: Мускавра, Питӗрте тата Дон ҫинчи Ростовра – ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем Китайран таврӑннӑ. Вӗсене унтан ятарлӑ рейспа илсе килнӗ. Самолет Мускаври Шереметьево аэропортне илсе ҫитернӗ. Ентешӗмӗрсем халӗ – Муркаш районӗнчи обсерваторта икӗ эрнелӗх карантинта.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне илсен, Раҫҫей тулашӗнче тӑрса юлнисем – 246 ҫын.
Чикӗ леш енчен кӑҫалхи ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхри 161 ентеше таврӑнма пулӑшнӑ. Ҫав шутра 29 ҫынна – Индирен, 28 – АПШран, 16 – Таиландран, 9 – Китайран, 8 – Италирен, 7 – Узбекистанран, 6-шар ҫынна – Испанирен, Израильтен, Индонезирен, Велокобританирен, Турцирен, 5 – Германирен, 4 – Францирен, 2-шер ҫынна – Мексикӑран, Кӑнтӑр Африкӑран, Грецирен, Кипртан, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Таджикистанран, Аргентинӑраны, 1-ер ҫынна – Кӑркӑстанрани, Кӑнтӑр Корейӑран, Латвирен, Португалирен, Шри-Ланкӑран, Иорданирен.
Ӗнер Шупашкартан самолет Мускава вӗҫме пуҫланине аэропортран инҫех мар пурӑнакансем асӑрхарӗҫех пулӗ. Ӗнер каҫхи вунӑ сехет ҫитеспе (тӗрӗсрех, вӑл 21 сехет те 45 минутра ҫула тухать) самолет Чӑваш Ен тӗп хулинчен вӗҫсе кайнине ҫак йӗркесен авторӗ те, мӗн пытармалли, хавасланса пӑхса юлчӗ.
«Победа» самолечӗ вӗҫме тытӑннине Шупашкарти аэропорт ҫӗр каҫах Инстаграмри страницӑри сториса вырнаҫтарнӑччӗ. Унта вӑл кӗске виҫӗ хыпар лартнӑччӗ. Пӗрремӗшӗнчен, самолетсем вӗҫме тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Иккӗмӗшӗнчен, аэропортра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑннине ҫирӗплетсе паракан видео лартнӑччӗ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, самолет тулли пулнине хыпарланӑччӗ.
Аса илтерер: Шупашкартан самолетсем Мускава хальлӗхе кун урлӑ вӗҫеҫҫӗ.
Ӗнер Мускава Италирен тӑватӑ ентешӗмӗр — Чӑваш Ен ҫыннисем — килсе ҫитнӗ. Вӗсене тата самолетри ытти пассажира ятарлӑ рейспа таврӑнма пулӑшнӑ. Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра Раҫсейрен ют ҫӗршывсене самолетсем вӗҫмеҫҫӗ.
Ӗнерхи рейсра 2 ачапа икӗ ҫын пулнӑ. Вӗсене самолет Мускаври «Шереметьево» аэропорта ҫитернӗ.
Паянхи куна ют ҫӗршывсенче Чӑваш Енри тата тепӗр 260 ҫын тӑрса юлнӑ. Вӗсен шутӗнче 33 ача пур. Ытларахӑшӗ — Таиландра, АПШра, Индире.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн ятарлӑ авиарейссемпе пирӗн республикӑри 78 ҫынна таврӑнма пулӑшнӑ: 20-шне – Индирен, 15-шне – Таиландран, 9-шне – АПШран, 5-шне – Узбекистанран, 5-шне — Испанирен, 4-шар ҫынна – Италии, Германирен, Турцирен, Индонезирен, 2-шер ҫынна – Грецирен, Кипртан, рӗрер ҫынна – Латвирен, Португалирен, Таджикистанран, Шри-Ланкӑран.
Nordwind Airlines (ку компани «Северный ветер» тулли мар яваплӑ общество ятпа регистрациленнӗ) Шупашкара вӗҫме пӑрахӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен килекен юлашки авиарейса вӑл пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пурнӑҫлӗ. Ҫапла вара Шупашкартан Мускава, Мускавран Шупашкара «Победа» лоукостер ҫеҫ ҫӳрӗ.
Маларах асӑннӑ авиакомпани пирӗн республикӑна кӑрлач уйӑхӗнчех вӗҫме чарӑнасшӑн пулнӑ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, авиакомпани халӑх сахал ҫӳренипе сӑлтавланӑ. Ун чухне расписание ылмаштарса пӑхма йышӑннӑ. Анчах расписание ылмаштарни те нимех те улӑштарайман. Халӗ тата ансат мар эпидеми лару-тӑрӑвӗ те витӗм кӳнӗ.
Шупашкарти аэропорт авиакомпани хӑҫан та пулсан Шупашкара каллех вӗҫме пуҫласса шаннине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.