Шупашкарта пурӑнакан, Пушкӑртстанра ҫуралнӑ Леонид Андреев-Лесник Николай Ванерккен икӗ кӗнекине цифрӑлаттарса типографире пичетлеттернӗ.
Леонид Андреев хӑй вӑхӑтӗнче колхозра, счетоводра, истори учителӗнче, судьяра ӗҫленӗ. Псевдонима Вӑрман хуҫалӑхӗн министерствинче юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленине кура илнӗ.
Хастар ватӑ темиҫе ҫул ӗнтӗ чӑваш чӗлхин орфографи правилисене тишкерет.
Халӗ унӑн аллинче — Ванерккен 1926 ҫулта пичетленнӗ «Чӑваш чӗлхийӗн орфокрафи словарӗ» тата 1929 ҫулта кун ҫути курнӑ «Чӑвашла ҫырасси (правӗлӑсемпе орфокрафи словарӗ)» кӗнекисем. Цифрӑлаттарма 500 тенкӗ тӳленӗ, икӗ кӗнекене пӗр ҫӗре пухса кӑларма — 750 тенкӗ. Саппас пултӑр тесе икӗ экземплярпа пичетлеттернӗ.
«Хальхи вӑхӑтри орфографи правилисене сӳтсе явнӑ чух Тимухха Хӗветӗрӗн, каярах Ванеркке ятне пуҫласа илтрӗм. Унтан вӗсен ӗҫӗсемпе кӑсӑкланма пуҫларӑм», — каласа кӑтартрӗ ҫак йӗркесен авторне Леонид Андреев-Лесник.
Хальхи вӑхӑтри тӗпчевҫӗсенчен вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченне Геннадий Дегтярёва хисепленине палӑртать.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ кинемей РФ Президентӗнчен Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗшӗн хӗпӗртенӗ. Вӗсене тӳре-шара та ҫуралнӑ кунпа, ҫавра юбилейпа, саламланӑ.
Анна Торганова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Президентран килнӗ саламлӑ ҫырӑва тата чечек ҫыххи тыттарсан ватӑскер шутсӑр савӑннӑ. Вӑл хӑйӗн пуянлӑхӗ мӗн пулнине палӑртнӑ – ҫемье.
95 ҫул тултарнӑ Мария Васильева та Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗ. Кинемей 10 класс пӗтернӗ, вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсене хатӗрлекен курса кайнӑ. Унӑн педагогикӑри стажӗ – 34 ҫул. Вӗренекенӗсем ӑна манмаҫҫӗ, юбилей ячӗпе саламланӑ.
Ватлӑхра чылайӑшӗ канлӗ пурӑнма ӗмӗтленет. Анчах Шупашкарта кун кунлакан 78 ҫулти кинемейӗн ҫак кунсене, ахӑртнех, тӗрмере ирттерме тивӗ. Ӑна ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн.
Ҫак ватӑ хӗрарӑм упӑшкине, 80 ҫулти арҫынна, вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре кинемей килте пулнӑ. Вӑл упӑшкипе тем пайлайман – хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер арҫынна аш арманӗпе хӗненӗ: кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен 16 хутран кая мар ҫапнӑ.
Ватӑскер йывӑр сурансене чӑтаймасӑр ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Халӗ следстви пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Муркаш районӗнчи Куҫки ялӗнче пурӑнакан 85 ҫулти кинемейӗн килӗ умӗнче пысӑк йывӑҫсем ӳснӗ. Вӗсем кирек хӑш вӑхӑтра та хуҫӑлса ҫурт ҫине ӳкме пултарнӑ.
Ӗнер ҫӑлавҫӑсен дежурнӑй смени ун патне ҫитнӗ. Вӗсем тӑватӑ пысӑк йывӑҫа касас тесе альпинистсен ятарлӑ хатӗрӗсемпе усӑ курнӑ. Ара, йывӑҫа кассан вӑл пӳрт ҫине ӳкме, электролиние сиенлетме пултарать вӗт.
Икӗ йывӑҫа тӗппипех каснӑ, тепӗр иккӗшӗнне турачӗсене иртнӗ. Ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑшӑн кинемей шутсӑр савӑннӑ. Халӗ вӑл лӑпкӑ пурӑнӗ: йывӑҫсем ӳкес хӑрушлӑх ҫук.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче паллӑ чӑваш журналисчӗ тата литературовечӗ, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ ертӳҫи, Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял республикӑн васкавлӑ пульницине лекнӗччӗ. Инсульт тӳссе ирттернӗскер халӗ Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницинчи реабилитаци центрӗнче сипленет.
Ӗҫтешӗсем, юлташӗсем тата ентешӗсем шурсухал патне пырсах ҫӳреҫҫӗ, унӑн сывлӑхӗпе кӑсӑкланаҫҫӗ тесе хыпарлать Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗсенчен пӗри, Виталий Петровича ҫывӑх пӗлекен Нелли Пальмова.
Реабилитаци центрӗнчи хисеплӗ ватӑ патне Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Сорокин тӑтӑшах кӗрсе тухаҫҫӗ. Виталий Станьяла унӑн ӗнерхи студенчӗсем те — чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсем тата ӗҫтешӗ-журналистсем — хисеп тӑваҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Виталий Петрович патне «Хыпар» издательство ҫурчӗн журналисчӗ Вера Эверкки пырса кайнӑ. Нелли Пальмова пӗлтернӗ тӑрӑх, Эверкки пыни кӑмӑллӑ кӑна мар, усӑллӑ та пулнӑ. Вера журналист пулнине пӑхмасӑрах парикмахер ӑсталӑхне вӗреннӗ.
Паян пирӗн ҫӗршывра Курск ҫапӑҫӑвӗнче совет салтакӗсем фашистсене ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗршыв историйӗнчи паллӑ пулӑм 75 ҫул каялла пулса иртнӗ.
Вӑхӑтӑн шелсӗр таппи хаяр ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑннисен йышне пӗчӗкшерӗн чакарсах пырать. Курск пӗккинчи юнлӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннисем паян пирӗн республикӑра 32 ҫын ҫеҫ юлнӑ. Ҫав шутран 15-шӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӗсене социаллӑ хӳтлӗх службин ӗҫченӗсем, ытти ҫавӑн пек тытӑмсенче вӑй хуракансем саламлаҫҫӗ.
Курск пӗкки патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннисен ретӗнче, РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, — 6 хӗрарӑм. Унти хӑй йӗрне хӑварнисен вӑтам ӗмӗрӗ — 95 ҫул. Вӗсенчен чи ҫамрӑкки — 92-ре, чи асли — 98-та.
Ҫакна та палӑртмалла: Курск пӗкки патӗнчи танк ҫапӑҫӑвӗ вӑрҫӑри Хӗрлӗ ҫар хӑватне сисӗмлӗ те курӑмлӑ витӗм кӳнӗ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти районсем хушшинчи пайӗ сакӑр вуннӑ урлӑ каҫнӑ арҫынна шырать.
Пӑрачкав район администрацийӗн сайтне лартнӑ хыпар тӑрӑх ҫухалнӑ ҫын Улатӑрта пурӑнни паллӑ. Вӑл Николай Ильич Куликов ятлӑ. 1937 ҫулта ҫуралнӑ. Килӗнчен ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та ӑҫта ҫӳрени паллӑ мар-мӗн.
Сӑнран пӑхсан арҫын сакӑр вуннӑсенче курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗреклӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ ҫутӑ. Уйӑрса илмелли паллӑсен шутне сӑмси пысӑккине кӗртнӗ.
Килтен тухйнӑ чух Куликов ик айккинче кӗсьеллӗ шурӑ кӗпе, хура сланцы, хура нуски, тӗксӗм кӑвак трико тӑхӑннӑ, ун ҫинче е кӑвак, е симӗсрех тӗслӗ йӗрсем пулнӑ.
Арҫынна куракансене 89373887873 е 88353120202 номерпе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнекун «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗ 50 ҫулхи юбилейне уявланине эпир пӗлтернӗччӗ. Предприяти ӗҫченӗсене паллӑ датӑпа саламлама, аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗччӗ.
Издательствӑпа полиграфи комплексне чылай ҫул ертсе пынӑ Валериан Павлов хӑйне уява чӗнменшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ иккен. Кун пирки Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ.
Калем ӑстипе полиграфист дачӑра тӗл пулса калаҫнӑ. Валериан Павлов полиграфист ӑсталӑхне Мускаври аслӑ шкулта туптанӑ. Ку отрасльти специалистсенчен ҫав шайра пӗлӳ илни енчен вӑл — республикӑра пӗрремӗш-мӗн.
Етӗрне хлинче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче чир-чӗртен хӑтӑлма пулӑшакан сиплевҫӗ номерне курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑ унӑн укҫи-тенкине сӑптӑрассишӗн ҫеҫ калаҫнине чухламан ӗнтӗ вӑл.
Малтанах шӑнкӑравласан никам та хуравламан. Кӑштахран хӗрарам патне каялла шӑнкӑравласа янӑ, вӑраха кайнӑ чиртен сыватма шантарнӑ.
«Сиплев» темиҫе сеанса тӑсӑлнӑ. Пенсионерка пӗтӗм укҫине кӑларса хума та шеллемен. Пӗтӗмпе вӑл ултавҫа 115 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Анчах сплев вӗҫленсен ватӑскер ним уссине те туйман, ҫавӑнпа полицирен пулӑшу ыйтма шухӑшланӑ.
Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем Раҫҫейри темиҫе регионта регистрациленӗ номерсемпе усӑ курнӑ. Халӗ ултавҫӑсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Энтриел ялӗнче пурӑнакан 78 ҫулти арҫын утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхине яланхиллех вӑрмана тухса утнӑ. Вӑрман ял пуҫӗнченех пуҫланнӑ. Арҫын кӗсье телефонне пӗрле илнӗ.
Тепӗртакран тӑванӗсен сехри хӑпнӑ. Ара, лешӗ шӑнкӑравласан та тытман. Ватӑскере полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, нимеҫӗсем (волонтерсем) шырама кайнӑ.
Чалдон ятлӑ йытӑ пулӑшнипе арҫынна тепӗр кун ирхине тупнӑ. Вӑл ялтан 5 ҫухрӑмра пулнӑ. Ватӑскер кӗсье телефонне ҫухатнӑ-мӗн. Вӑл вӑрманта шывсӑр тата апатсӑр пӗр талӑк пулнӑ. Арҫын ывӑннӑ, ҫапах тухтӑрсем унӑн сывлӑхӗ хавшанине палӑртман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |