
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм качакине ҫухатсан ҫӑлав службинчен пулӑшу ыйтнӑ. Выльӑха шыранӑ та тупнӑ - вӑл шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ иккен.
Ҫӑлавҫӑ ятарлӑ снаряжени пулӑшнипе аяла аннӑ та качакана ирӗке кӑларнӑ. Выльӑх йӗркеллех, ӑна хуҫине панӑ.
Хӑрушӑ шӑтӑк пирки вара тивӗҫлӗ службӑна пӗлтернӗ.

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче Ҫӗрпӳ округӗнче биологи каяшӗсен купи пулни пирки хыпар сарӑлнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те ҫав вырӑнта чӑнах та выльӑх виллисем, шӑммисем йӑваланнине палӑртнӑ.
Вӗсем уҫӑ вырӑнтах выртнӑ. Ку вара – ветеринари саккунӗсене пӑсни. Ведомство ҫӗр харпӑрҫине – Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци савутне – ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Ку савут Янсакассинче вырнаҫнӑ.

Чӑваш Республикин ветеринари лабораторийӗн Патӑрьелти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ефимова ветеринар профессине ӑнсӑртран суйласа илнӗ. Ҫав ӑсталӑха алла илес тесе вӑл 8 ҫул вӗреннӗ.
Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑл яланах тӑрӑшса пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. 1988 ҫулта ветеринар врачӗнчен – химик-токсикологран пуҫласа Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ветеринари уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ таран карьера картлашкипе улӑхнӑ.
Патшалӑхӑн ветеринари службин эпизоотипе кӗрешекен службипе тӗрлӗ эпидемипе кӗрешет. Выльӑха сыватни чуна савӑнтарать тесе ӗнентерет.

Чӑваш Республикин ветеринари лабораторийӗн Патӑрьелти уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Людмила Ефимова ветеринар профессине ӑнсӑртран суйласа илнӗ. Ҫав ӑсталӑха алла илес тесе вӑл 8 ҫул вӗреннӗ.
Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫе вӑл яланах тӑрӑшса пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. 1988 ҫулта ветеринар врачӗнчен – химик-токсикологран пуҫласа Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ветеринари уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ таран карьера картлашкипе улӑхнӑ.
Патшалӑхӑн ветеринари службин эпизоотипе кӗрешекен службипе тӗрлӗ эпидемипе кӗрешет. Выльӑха сыватни чуна савӑнтарать тесе ӗнентерет.

Чӑваш Енре ӑратлӑ выльӑха сутас енӗпе онлайн тата оффлайн мелӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри аукцион пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта тӗрлӗ регионти пӑрусене, вӑкӑрсене сутнӑ.
Чи хаклӑ выльӑх Свердловск облаҫӗнчен пулнӑ. Вӑл - ӑратлӑ пӑру. Ӑна 350 пин тенкӗпе сутма тӑратнӑ та 500 пин тенкӗпе туяннӑ.

Ял хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене хыснаран укҫа парса пулӑшаҫҫӗ. Заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Заявкӑсене Чӑваш Енӗн Инвестпорталӗнче пухаҫҫӗ. Кун пирки республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Федераци шайӗнчи пулӑшӑва илес кӑмӑллисен заявкисене суйласа илсе пӗтернӗ, республикӑри пулӑшупа усӑ курас текенсем кая юлман-ха.
3 пуҫ таран ӗне туянакансене пӗр пуҫшӑн 70 пин тенкӗ таран саплаштарӗҫ, качакасемпе сурӑхсемшӗн — пӗр пуҫшӑн 5 пин тенкӗ. Ӗнене пӗтӗлентернӗшӗн, ял хуҫалӑх культурин вӑрлӑхне тӗрӗсленӗшӗн, техника туяннӑшӑн, минераллӑ удобрени илнӗшӗн те тӑкакӑн пӗр пайне саплаштараҫҫӗ.

Чӑваш Енре выльӑха аукционта сутӗҫ. Кун пекки унччен пулман.
Аукционта сутма ӑратлӑ 200 выльӑх тӑратӗҫ.
Тулеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑшӑн ҫӗнӗ ӗҫ-пуҫ утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен 13-мӗшӗччен «Чебомилк» агрокомплексра иртӗ.
Хуҫалӑхра 5400-е яхӑн мӑйракаллӑ шултра выльӑх. Агрокомплексра пӗлтернӗ тӑрӑх, аукцион ирттерни выльӑха аш-какайшӑн мар, ӑратӑн паха енӗсемшӗн туянас текенсемпе тӗл пулас тени.
3 куна пыракан программӑра – экскурси, конференци тата аукцион .

Кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче Чӑваш Енре мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ ӳснӗ.
Паянхи кун республикӑра ун пек выльӑх шучӗ 73,8 пин пуҫпа танлашать. Ку вӑл пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтинчен 4 процент нумайрах. Ӗне шучӗ 27,8 пин пуҫа ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи виҫӗ уйӑхринчен ҫак цифра 5,6 процент нумайрах.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑнта патшалӑх пулӑшни пӗлтерӗшлӗ.

Етӗрне муниципаллӑ районӗнче пӑру вити уҫӑлнӑ. Ӑна «Родина» хуҫалӑхра ӗҫлеттерсе янӑ. Мӑйракаллӑ ҫамрӑк выльӑх ӳстермелли тата самӑртмалли витере 250 пуҫ выльӑх вырнаҫать.
Проектӑн пӗр пайне саплаштарма патшалӑх укҫипе усӑ курнӑ. Федераци хыснинчен 8,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Унсӑр пуҫне республика хыснинчен тепӗр 5,5 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ.
«Родина» хуҫалӑх 2 пин гектар ҫинче ӳсентӑран ӳстерет, унсӑр пуҫне выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе тӑрӑшать.

Шупашкар муниципалитет округӗнчи Карачура ялӗнче вырнаҫнӑ «Чувашское» предприятире вӑкӑр унта ӗҫлекен арҫынна амантнӑ. ЧР Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ ку ӗҫ-пуҫа тишкерет.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 47 минутра выльӑх пӑхакан арҫын вӑкӑр витерен тухса кайнине асӑрханӑ. Вӑл ӑна каялла хӑваласа кӗртме тӑнӑ. Вӑкӑр ӑна тӗкнӗ. Арҫыннӑн аяк пӗрчисем аманнӑ
