Муркаш районӗнчи Москакассинчи вӑтам шкулта вӗренекен ачасем тата учительсем Пайтул Искеев премийӗн лауреачӗпе тӗл пулнӑ. Ку ҫын — Чӑваш Республикин Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, маларах каланӑ преми лауреачӗ Николай Захарович Краснов.
Николай Краснов (Ҫавал) Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Пурӑнма Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнчи Ивановка ялӗнче пурӑнать-мӗн.
2012 ҫулта вӑл «С любовью к Отчеству» (чӑв. Тӑван ҫӗршыва юратса) сӑвӑсен кӗнеки кӑларнӑ. Унта вӑл хӑй ҫамрӑк чухне ҫырнӑ сӑвӑсене кӗртнӗ-мӗн. Кӗнеке хӑтлавӗ 2013 ҫулта Чӑваш наци вулавӑшӗнче, Муркаш районӗнчи ача-пӑча вулавӑшӗнче тата Москакассинчи информаципе культура центрӗнче иртнӗ. Черетлӗ хӑтлав Москакасси шкулӗнче пулӗ. Ачасем кӗнеке авторне килес ҫул хӑйсен шкулӗнче ирттерме ыйтни пирки Муркаш район администрацийӗнче пӗлтерчӗҫ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче 11-мӗш класра вӗренекенсем сочинени ҫырнӑ. Хӑйсен пӗлӗвне Шупашкарти 2 пин ытла яш-хӗр тӗрӗсленӗ.
Ку экзамен ППЭне ҫул уҫса парать. Ӑна иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ ирттереҫҫӗ. Хӑш-пӗр аслӑ шкула вӗренме кӗнӗ чухне сочинени 10 балл таран хушма пултарать.
Сочиненисене кил-ҫурт, ҫул, юрату тата Литература ҫулталӑкӗпе ҫыхӑнтарнӑ. 11-мӗш классем экзамена тахҫанах хатӗрленме тытӑннӑ.
Сочинение ҫырмашкӑн 4 сехет уйӑрнӑ. Гаджетсемпе, ытти япалапа усӑ курма ирӗк паман вӗсене. Орфографи словарьне ҫеҫ уҫса пӑхма май килнӗ. Сочинение 5 критерипе хаклӗҫ. Унта 350 сӑмахран кая мар пулмалла.
Сочинение лайӑх ҫырсан ППЭ тытмашкӑн ирӗк парӗҫ. Сочиненисене ҫак эрне вӗҫлениччен тӗрӗслесе пӗтермелле. Ун чухне сочинени экзаменне тепӗр ҫул нарӑс тата ҫу уйӑхӗсенче ҫырма ирӗк парӗҫ.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпари Екатерина Мижеровӑпа Татьяна Арефьева Германие ҫитнӗ. Унта вӗсен Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх академийӗн студенчӗсем пулнине кура кайма май килнӗ.
Хӗрсем Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнчи Менген ялӗнчи Силке Кихле фермер хуҫалӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Ют ҫӗршывра Катьӑпа Таня Германие 2-мӗш курсрах каясшӑн пулнӑ. Шкулта нимӗҫ чӗлхи вӗренни хӗрсене Германире практикӑра пулнӑ чух кирлӗ пулса тухнӑ та. Унта вӗсем иккӗмӗш курсра вӗреннӗ чухнех лекме ӗмӗтленнӗ-мӗн, анчах паспорт туса пӗтерейменни чӑрмав хунӑ. Анчах хытӑ ӗмӗтленсен тас килнине тума пулатех ҫав.
Хӗрсем ют патшалӑхра практика ирттернӗ ҫеҫ мар, хӑйсем валли ҫӗнннине те чылай пӗлнӗ, нимӗҫ культурипе паллашнӑ. Ку, чӑн та, ӗмӗр асӑнмалӑх.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗ 145 ҫулхи юбилейне раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уявлать. Ӑна Илья Николаевич Ульянов уҫнӑ. Ку таранччен унтан 8 пин ытла ял ачи вӗренсе тухнӑ.
145 ҫулта шкул сӑнне те, статусне те улӑштарнӑ. 1870 ҫулта уҫӑлнӑ вӑл. Раштавӑн 19-мӗшӗнче занятисем пуҫланнӑ. Пӗрремӗш учитель А.Рождественский пулнӑ. Вӑл чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнӗ. Шкул уҫӑлнӑ кун 12 арҫын ача вӗренме килнӗ.
Виҫӗ ҫултан ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленӗ. Хутар шкулӗн шӑпи И.Яковлев ячӗпе те ҫыхӑннӑ. 1900 ҫулта вӑл икӗ класлӑ пулса тӑнӑ.
2010 ҫулта шкула Юрий Мозяков ертсе пыма тытӑнна. 2011 ҫулта гимназие шкул ятне панӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗпе хисепленет.
Ку шкултан Леонид Черкесов, Вениамин Петров, Вячеслав Рафинов, Геннадий Матвеев, Владимир Мурашкин, Владимир Мидуков, Кузьма Великов тата ыттисем вӗренсе тухнӑ.
Халӗ шкулта 167 ача вӗренет, 24 вӗрентекен ӗҫлет. Шкулта вӗренӳ валли пур услови те пур.
Нурӑс шкулӗнче иртнӗ уяв кунне пӗр сӑмахсӑр истори урокӗпе танлаштармалла. Ку шухӑша Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи паянхи хыпарта палӑртнӑ.
Нурӑс шкулӗн 170 ҫулхи юбилейӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнчех иртнӗ-ха. Пысӑк хӑнасем, офицерсем (вӗсен хушшинче кӑкӑр тулли наградӑллӑ, пакунсемлӗ ҫынсем йышлӑ пулнӑ. Сӑмахран, Михаил Григорьев генерал-майор, Анатолий Григорьев, Эрик Васильев, Валерий Кошкин полковниксем, Станислав Львов, Николай Лысов подполковниксем) малтан ачасемпе тӗл пулнӑ.
Патриотизм теми уявӑн тӗп пайӗнче, Нурӑсри культура ҫурчӗн сцени ҫинче те, сӳнмен. Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн канашҫи Анатолий Григорьев, Мускаври кадет корпусӗн инженери службин ертӳҫи Эрик Васильев, ытти чылай хӑна Нурӑс шкулӗнче вӗреннисем тата ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗ тесе палӑртнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнчи 7-мӗш класра вӗренекенсем «Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» акцие хутшӑннӑ. Ҫавна май ҫиччӗмӗшсемпе вӗсене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.И. Павлова черетлӗ урока пресс-конференци мелӗпе ирттернӗ.
Ку урок теми «Укҫапала эрех ҫынна ӑсран кӑларать» (ку йӗркесем Константин Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчен) ятлӑ пулнӑ. Ачасем тӗрлӗ хаҫат-журнал корреспонденчӗсем пек пулса класс умӗнче ҫак темӑпа тухса калаҫнӑ. Вырӑнтан пӗлтернӗ тӑрӑх ҫиччӗмӗшсем пурнӑҫра укҫапа эрех пуҫ пулса тӑнине, ҫын сывлӑхне пысӑк сиен кӳнине «витӗмлӗ те кашни ача патне ҫитмелле» каласа панӑ.
Никита Петров, Женя Каюкина, Мария Осипова, Снежана Мулендеева хӑйсен калаҫӑвне Уйрӑмах ӑстарах йӗркеленӗ.
Ку урокра вӗренекенсем эрех-сӑрапа туслашмалла мар, укҫа чури пулмалла мар тесе пӗтӗмлетнӗ.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗ учителе суд тенкелӗ ҫине лартасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ .
Аса илтеретпӗр, 51 ҫулти хӗрарӑм-вӗрентекен пӗрремӗш класс ачине урокра кӳрентернӗ-мӗн. Ӑна вӑл указкӑпа ҫапнӑ. Уҫӑпа та, алӑпа та пуҫран ҫапнӑ пулать. Ҫакна класрисем телефон ҫине ӳкерсе илнӗ те видео тӗнче тетелне лекнӗ. Ку факт пирки йӗрке хуралҫисем кӑсӑкланма пуҫласанах вӗрентекене ҫийӗнчех шкултан кӑларса янӑ.
Халӗ суд пулнӑ. Хӗрарӑм-вӗрентекене 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпласа сӑнамалли вӑхӑта 2,5 ҫуллӑха панӑ.
Маларах Комсомольски тӑрӑхӗнчи вӑтӑра та ҫитмен вӗрентекене ачасем ҫине ал ҫӗкленӗшӗн айӑпланӑччӗ. Ӑна ҫамрӑк, опыт ҫук текелерӗҫ.
Шкул ачисен чӑваш чӗлхипе литературине, культурине вӗренес кӑмӑлне ҫӗклес, интернет технологийӗсемпе вӗренӳре усӑ курассине аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви тата Вӗренӳ институчӗ чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш ачисен интернет-олимпиадине ирттернӗ.
Интернет-олимпиадӑна хамӑр республикӑра тата унӑн тулашӗнчи 7–9 классенче вӗренекен 1253 ача хутшӑннӑ. Тутар, Пушкӑрт республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен 150 ытла ача пулнӑ.
Чӗлхе, литература, культура тата тӑван ен историпе ҫыхӑннӑ ыйтусене чӑваш шкулӗнчи 490 тата вырӑс шкулӗнчи 763 ача хуравланӑ.
Олимпиадӑра мала тухнисене дипломсем парса чыслӗҫ, ыттисем хутшӑннине ӗнентерекен сертификат илӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗн тивӗҫӗсене хальлӗхе урӑх ҫын пурнӑҫлать. Вӑл — Александр Акимов.
Паян, чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов Ял хуҫалӑх академийӗн ректорне вӑхӑтлӑха палӑртнӑ. Вӑл инженери факультетӗнче транспорт технологийӗн машинин тата комплексӗн кафедрине ертсе пырать.
Хушу тухсан Сергей Артамонов ҫӗне пуҫлӑхра иккӗленменнине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех вӑл юлашки ҫулсенче академи Чӑваш Енри ял хуҫалӑх таварӗсене кӑларакан производительсемпе ҫыхӑну тытманнине палӑртнӑ.
Александр Акимов вара академин тӗллевсене пурнӑҫламалли майсем пуррине палӑртнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 69 ҫулти Александр Акимов Ял хуҫалӑх академине ҫӗнӗ ректор палӑртиччен ертсе пырӗ.
«Эткер» шкул тулашӗнчи ӗҫ центрӗнче нумаях пулмасть «Чӗрӗлӳ калчисем» республикӑри конкурс-вӑйӑ иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра нумай мероприятие Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата республикӑри К. Иванов ҫулталӑкне халаллаҫҫӗ те, «Эткер» те ятарлӑ ҫулсем пирки манман.
Конкурс тӗллевӗ пирки «эткерҫӗсем» тӑван тӑрӑх кун-ҫулӗпе тата культурипе кӑсӑкланассине ӳстересси тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫав шутра, паллах, Константин Ивановпа та.
Республика шайӗнче конкурса пухиччен ӑна районсенче йӗркеленӗ. Куҫӑн мар тура Муркаш тӑрӑхӗнчи ачасем те хастар хутшӑннӑ. Муркашри шкулта вӗренекенсем (вӗсене Надежда Багрова тата Людмила Игнатьева ертсе пынӑ) район чысне республикӑра хӳтӗлеме тивӗҫнӗ.
Конкурсҫӑсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Константин Ивановӑн хайлавӗсен вӑрттӑнлӑхӗ» ятпа — ӳкерӳпе декораципе прикладной ӳнере, «Чӑваш Енӗн пуянлӑхӗ» ятпа — юмах-халапа инсценировкӑланине тата таврапӗлӳ ӑс-тӑн турӗ йӗркеленӗ.
Конкурса Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Тӑвай тата Шупашкар районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен 209 ӗҫ тӑратнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |