
Пирӗн сумлӑ ентешӗмӗр, СССР лётчик-космонавчӗ, авиацин генерал-майорӗ, Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 95 ҫул ҫитӗ.
Унӑн ятне-сумне халӑхра сарас тӗллевпе 2024 ҫулта пирӗн республикӑра уяв мероприятийӗсем иртӗҫ.
Ҫавӑн пек Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ, документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралнӑ каччӑ Андриян Николаев космонавт хӳттипе Краснодар крайӗнчи Туапсе районӗнчи Джубга поселокне лекнӗ.
Ку вӑл 1962 ҫулта пулнӑ. Шуршӑл каччине Эдуард Лукина (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, вӑл халӗ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ ӗнтӗ) ҫав ҫулхине ҫара илнӗ. Вӑл Андриян Николаевпа пӗр ялтан пулнине пӗлсен призыв пунктӗнче каччӑна хӑй каяс тенӗ ҫар чаҫне суйлама ирӗк панӑ. Кун пирки арҫыннӑн арӑмӗ Зинаида Лукина Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти музейпа курав центрӗнче пулнӑ чухне каласа кӑтартнӑ. Учрежденири музейра мухтавлӑ ентешӗмӗре халалланӑ «Чӑваш ҫӑлтӑрӗ» кӗтес пур. Ӑна Андриян Николаева халалланӑ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Чувашские национально-культурные объединения: вчера, сегодня, завтра» (чӑв. Чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем: ӗнер, паян, ыран) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна республикӑра иртекен Ентешсен «Знай наших» (чӑв. Хамӑрӑннисене пӗл) форумне йӗркеленӗ май ирттернӗ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, чӑвашсен федераци шайӗнчи культура автономине йӗркеленӗренпе 22 ҫул ҫитнӗ. Культура министрӗ Светлана Каликова каланӑ тӑрӑх, республикӑра асӑннӑ культура автономийӗн тата Чӑваш наци конгресӗн майӗсемпе усӑ курса наци культурине, йӑли-йӗркине, чӗлхине упраса хӑварас тӗллевпе ӗҫлемелле. Кунсӑр пуҫне Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи национальноҫсен канашӗн йышне кӗресшӗн.

Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗсем — «Тӑван ҫершывӑн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхен хастарӗсем Кремльте Президент полкӗнче хӗсметре тӑракан Чӑваш Енри каччӑсемпе тӗл пулнӑ.
Раҫҫейӗн Президент полкӗ Патшалӑха сыхлакан федераци службин тытӑмне кӗрет.
Юлташлӑхӑн правленийӗн председателӗн пӗрремӗш заместителӗ Иван Николаев тата организацин офицерсен тӗп тытӑмӗ маттур каччӑсен ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ, Хисеп грамотисемпе хавхалантарнӑ.
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Ирина Шоркина, Ольга Оболенская музыкант тата чӑваш эсрадин артисчӗ Алена Силпи концерт лартса панӑ.

Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче Ентешсен форумӗ иртӗ.
Асӑннӑ мероприятие ирттерме республикӑра йӗркелӳ комитетне палӑртнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев ертсе пырӗ. Оргкомитет ҫитес эрнере пӗрремӗш ларӑва пуҫтарӑнӗ.
«Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсен ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) фестиваль Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртет. Кӑҫалхине республика Элтеперӗ Олег Николаев «Ентешсен форумӗпе» тата «Сурский рубеж» оперӑн премьерипе пуянлатма сӗннӗ.

Етӗрнери ача-пӑча вулавӑшӗнче Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халалласа тата асӑннӑ тӑрӑхри сумлӑ ҫын – Зоя Миронова – ҫуралнӑранпа 110 ҫитнине халалласа «Район историйӗнчи паллӑ ятсем» ярӑмпа «Человек мира – З.В. Миронова» (Тӗнче ҫынни – З.В. Миронова) кӗнеке куравӗ уҫӑлнӑ.
Зоя Васильевна 1913 ҫулта Етӗрнере ҫуралнӑ. Вӑл СССРӑн чикӗ леш енчи элчи пулнӑ. Пӗрлештернӗ Нацисен Организацийӗнче элчӗ тивӗҫне Етӗрне хӗрарӑмӗ чӗрӗк ӗмӗре яхӑн пурнӑҫланӑ.
Пуҫламӑш класа Зоя Миронова Етӗрнере, аслӑ классене Шупашкарта вӗреннӗ, аслӑ пӗлӗве
Мускаври хими технологийӗн институтӗнче илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Сайра тӗл пулакан металсен патшалӑх наукӑпа тӗпчев институтӗнче ӗҫленӗ. 1950 ученӑйсен йышӗпе СССР патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Верховнӑй Совет депутачӗ пулна, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче ӗҫленӗ. 1959 ҫулта ӑна елчӗ пулма шаннӑ.

Килес ҫул пирӗн республикӑра Ентешсен форумӗ иртӗ. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗн ларӑвӗнче каланӑ.
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерстви Ентешсен форумне ирттерме шухӑшлать. Мероприятие 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пухасшӑн. Шӑпах ҫав уйӑхра Шупашкарти экономика форумӗ иртӗ. Мероприятие Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Федерацийӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче тата чикӗ леш енче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене йыхравлӗҫ.
Ентешсен форумӗ паллӑ пулӑм пулса тӑрасса шанаҫҫӗ. Олег Николаев Элтепер калашле, пӗр енчен, ентешсем пӗр-пӗринпе паллашайӗҫ, иккӗмӗшӗнчен, ҫамрӑксем мухтавлӑ йӑхташӑмӑрсем ҫинчен пӗлейӗҫ.

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Августа Уляндина 50 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче юбилей каҫӗ иртнӗ. Унта такам та пухӑннӑ: тӳре-шарапа депутатсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем, пултаруллӑ артистӑн тата педагогӑн ентешӗсем. Сӑмах май каласан, «Ҫӗмӗрлесем» ентешлӗхӗн правленине Августа Уляндина ертсе пырать. Ытти район ентешлӗхӗн ертӳҫисем те ӑшӑ салампа пырса ҫитнӗ.
Юбиляра «Ҫӗмӗрле районӗн хисеплӗ ҫынни» ят панӑ. Капла йышӑнӑва Ҫӗмӗрле районӗнчи Депутатсен пухӑвӗнче нумаях пулмасть тишкерсе пӗр саслӑн ырланӑ.

Аякри Бурят Республикинче паллӑ ӑсчахӑмӑр Иакинф Бичурин ятне асра тытаҫҫӗ ҫеҫ мар, унпа ӳсекен ӑрӑва та паллаштараҫҫӗ. Бурят Республикинчи чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Надежда Колесникова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Иакинф Бичурин и Бурятия» (чӑв. Иакинф Бичурин тата Бурят Республики) проектӑн пӗрремӗш тапхӑрне пурнӑҫлассине вӗҫленӗ. Асӑннӑ проект пӗлтӗр Президент гранчӗсен иккӗмӗш конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Ҫавна пурнӑҫланӑ май Китай чӗлхине вӗренекен шкул ачисене китай-вырӑс словарьне пуҫласа хатӗрленӗ тата китай чӗлхин пӗрремӗш учебникне йӗркеленӗ Никита Бичуринпа паллаштарнӑ.
Иакинф Бичурин Шупашкар районӗнчи Шемшер ялӗнче 1777 ҫулта ҫуралнӑ, Китайра тӗпчев ӗҫӗпе тимленӗ. Кӳкеҫре «Бичурин тата хальхи самана» музей пур.

Паян, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ СССР халӑх артисчӗ Николай Мордвинов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Етӗрнери паллӑ купса ҫемйинче ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑн училищӗре (халӗ унта — гимнази) вӗреннӗ, Етӗрне уесӗнчи халӑх вӗрентӗвӗн пайӗнче ӳнер секторӗнче ӗҫленӗ, хулари хӑй тӗллӗн вӗреннӗ коллективсем лартакан спектакльсене хутшӑннӑ.
Етӗрнесем артиста асра тытаҫҫӗ. Вӑл ҫуралнӑ ҫуртра музей уҫнӑ, унта Николай Мордвинов архивӗнчи документсем, сӑнӳкерчӗксем, кӗнекесем, артистӑн япалисем упранаҫҫӗ. Училище пулнӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. «Запомните меня таким…» (чӑв. Мана ҫакӑн пек астуса юлӑр...) Н.Д. Мордвинов ячӗллӗ театр фестивалӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут иртет. Жюри председателӗ — СССР халӑх артистки Вера Кузьмина. Фестивале 45 ӗҫ тӑратнӑ. Н.Д. Мордвинов ячӗллӗ кинозалта артист вылянӑ фильмсене кӑтартаҫҫӗ.
