Чӑваш Енре «Архивы Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архивӗсем) информаци тытӑмӗ туса хума йышӑннӑ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗнче асӑннӑ тытӑм пирки калакан йӗркене ҫирӗплетнӗ. Правительство йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви яваплӑ пулӗ.
Чӑваш Енре хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 8,5 процент ӳсӗ. Ку вӑл медицинӑра, педагогикӑра, социаллӑ тата ытти ҫавӑн йышши сферӑра ӗҫлекен 70,5 пин ҫынна пырса тивӗ.
Йышӑнӑва республикӑн Правительстви ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫирӗплетнӗ.
Индексаци валли укҫана республика бюджетӗнче пӑхса хӑванӑ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен те ҫывӑх вӑхӑтра ҫавӑн пек ятарлӑ йышӑнусем тумалла.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ темиҫе улшӑну пулса иртнӗ. Вӗренӳ министрӗн ҫумне ҫирӗплетни пирки эпир унччен пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ-ха.
Республика ертӳҫи Олег Николаев промышленность тата энергетика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Александр Голубева ҫирӗплетнӗ.
Александр Голубев 2015 – 2017 ҫулсенче Омск облаҫӗнчи хысна учрежденийӗсенчен пӗринче ертӳҫӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, 2017-2019 ҫулсенче вӑл унти бюджет учрежденийӗсенчен пӗринче директорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2019-2021 ҫулсенче Ставрополь крайӗнче «Россети Северный Кавказ» обществӑра ятарлӑ проектсен дирекцине ертсе пынӑ. 2021-2022 ҫулсенче «Чӑвашгаз» предприятире директорӑн ҫумӗ пулнӑ.
Шупашкарти «Малютка» ача-пӑчан ятарлӑ ҫурчӗ унччен республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑнӑ. Анчах иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республика ертӳҫи Олег Николаев йышӑну кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ача ҫуртне Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствине панӑ.
Асӑннӑ ҫуртра ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ тин ҫуралнӑ ачасенчен пуҫласа тӑватӑ ҫул тултариччен пурӑнаҫҫӗ.
«Малютка» ача ҫуртӗнче – 189,75 штат единици.
Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр вырӑнне укҫа илейӗҫ.
Республикӑн Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн пек йӗрке йышӑннӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа сертификачӗ илейӗҫ. Укҫа виҫи — 250 пин тенкӗ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илме право пур 858 ҫемье учётра тӑнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн ытларах тӳлеме тытӑнӗҫ.
Республикӑн Правительстви ҫав хака 2024 ҫултан ӳстерме йышӑннӑ, малашне 1 тенкӗ те 92 пус ытларах тӳлеме пуҫлӑпӑр. Ку вӑл пӗр тӑваткал метршӑн.
Аса илтерер: асӑннӑ тӳлев виҫи хваттер виҫинчен килет.
Лифтсемсӗр ҫуртсенче пурӑнакансем пӗр тӑваткал метршӑн 9 тенкӗ 22 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, лифтсемлӗ ҫуртсенчисем пӗр тӑваткал метршӑн — 10 тенкӗ.
Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумне Анна Ивановӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Анна Иванова асӑннӑ должноҫре пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑччӗ. Юридици, педагогика, журналистика пӗлӗвӗллӗ хӗрарӑм унччен уголовлӑ исполнительнӑй тытӑмра 16 ҫӳл тӑрӑшнӑ.
«Хыпар» издательство ҫуртне ертсе пынӑ Татьяна Вашуркина ӗҫрен кайнӑ. Асӑннӑ медиахолдингра директор — тӗп редактор пулса тӑрӑшнӑ Татьяна Вашуркинӑна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
«Хыпар» издательство ҫуртне Татьяна Вашуркина 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе ертсе пынӑччӗ. Унччен вӑл «Шупашкар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) «Тӑван Ен» хаҫатра редакторта ӗҫленӗччӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ пульницӑна пӗрлештересшӗн. Реорганизаци текен утӑма ҫӳлтисем хысна укҫа-тенкне перекелессипе чылай чухне сӑлтавлаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере Республикӑн ача-пӑча клиника пульниципе Шупашкар хулинчи 2-мӗш ача-пӑча пульницине пӗрлештерме йышӑннӑ.
Асӑннӑ икӗ учреждени те унчченхилле ӗҫлӗ. Анчах та асли (ансат чӗлхепе каласан) Республикӑн ача-пӑча клиники пулӗ. Пурлӑх хуҫи те вӑл шутланӗ.
Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствин «Чувашские государственные электрические сети» (чӑв. Чӑваш Енӗн патшалӑх электричество сечӗсем) патшалӑхӑн унитарлӑ предприятине реорганизацилӗҫ. Ун ҫумне «Республиканские электрические сети» (чӑв. Республикӑн электричество сечӗсем) патшалӑх унитарлӑ предприятине пӗрлештерӗҫ.
Республикӑн электричество сечӗсем мӗнпур пурлӑхӗ Чӑваш Енӗн патшалӑх электричество сечӗсене куҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |