
Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк тӗнчине тата уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсене сыхлас енӗпе ӗҫлекен дирекци ӗҫченӗ сайра тӗл пулакан кайӑка ӳкерсе илме пултарнӑ.
Геннадий Исаков куҫӗ тӗлне Хӗрлӗ кӗнекери хура аист лекнӗ. Ку кайӑк Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейӗн Европа пайӗнче те питех те сайра тӗл пулать.
Аист Чӑваш Енре йӑва ҫавӑрнине юлашки хутчен иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче асӑрханӑ. Юлашки ҫулсенче ҫав кайӑка пирӗн тӑрӑхра каллех куркалама пуҫланӑ.

Геннадий Исаков орнитолог-ӑсчах пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 5 ҫулта республикӑра кураксем сахалланнӑ. Шупашкартан 8 ҫухрӑм радиусра вӗсен колонине тупма та ҫук иккен.
«5 ҫулта Чӑваш Енре 102 ял-салара кураксен 132 колонийӗ ҫухалнӑ», - ҫапла пӗлтерет орнитолог. 2019 ҫулта ӑсчахсем 474 ялта кураксен 546 кӗтӗвӗ пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал ку хисеп 414 таран ҫитнӗ, кураксен кӗтӗвне 372 ялта асӑрханӑ. Кураксем ытларах Етӗрне, Элӗк, Шупашкар округӗсенче ҫухалнӑ. Ытларахӑшӗ – пӗчӗк кӗтӳсем. Чи пысӑк ҫухалнӑ кӗтӳ Йӗпреҫ оругӗнчи Ҫӗрӗклӗ ялӗнче пулнӑ. Унта 125 йӑва пӗтнӗ.

Тӗп хулан ҫутҫанталӑкпа усӑ курассин тата тавралӑха сыхлассин департаменчӗ Мускавра ҫӗпӗр урагусне, е вӑрӑм хӳреллӗ уйӑпа — ку тӑрӑхра сайра тӗл пулакан вӗҫен кайӑка асӑрхани ҫинчен пӗлтерет.
Мускавҫутҫанталӑк специалисчӗсем ӑна «Москворецки» ҫутҫанталӑкпа истори паркӗнче курнӑ.
Раҫҫейре ҫак вӗҫен кайӑксен тӗсӗ ытларах Ҫӗпӗрӗн кӑнтӑр тӑрӑхӗнчен пуҫласа Кӑнтӑр-Тухӑҫ Ази таран пурӑнать, тӗп хулана вӑл мӗнле лекнине специалистсем пӗлмеҫҫӗ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп хулара ҫак кайӑк тӗсне юлашки хут 18 ҫул каялла, 2005 ҫулта, асӑрханӑ пулнӑ.

Шупашкарта кӗҫех фонтансем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Урамсене илем кӳрекен тата халӑха савӑнтаракан ҫав вырӑнсем ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлесе кайӗҫ. Кун пирки хула администрацийӗнче пӗлтернӗ. Атӑл кӳлмекне вара акӑшсем илсе кайса ярӗҫ.
Иртнӗ ҫул хулара 14 фонтан ӗҫленӗ, вӗсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме чарнӑ.
Шупашкар хули ҫывӑх вӑхӑтра татах та илемленсе кайӗ. Вӑл республика хӑнисене те килӗшет.

Чӑваш Енре хура аист пуррине асӑрханӑ. Кун пирки Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци директрорӗн ҫумӗ Геннадий Исаков халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Геннадий Исаков хыпарланӑ тӑрӑх, хура аиста вӑл ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче асӑрханӑ. Унӑн шухӑшӗпе, кайӑк вӑрмантан вӗҫсе килнӗ, пулӑ ҫинӗ те каялла вӗҫсе кайнӑ. Ахӑртнех, вӑл таҫта йӑва ҫавӑрнӑ.
Хура аист – Раҫҫейри Европа пайӗнче сайра тӗл пулакан кайӑк. Ӑна Раҫҫейри тата Чӑваш Енри хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ.

Атӑл леш енче хӑйне евӗр акӑшсем (кликунсем) вырӑн тупнӑ. Кун пирки «Шупашкарти хыпарсем» сайт пӗлтерет.
Акӑшсем Атӑл леш енчи пӗр кӳлӗне вӗҫсе килнӗ. Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци ертӳҫин ҫумӗ Геннадий Исаков каланӑ тӑрӑх, ку сайра тӗл пулакан пулӑм. Мӗншӗн тесен ку таранччен республикӑра унашкал акӑшсем пӗр вырӑнта тӗпленнине ҫеҫ шута илнӗ.
Акӑшсем ҫынран хӑрамаҫҫӗ пулин те вырӑнти халӑха вӗсене тӑрантарма сӗнмеҫҫӗ. Вӗсем аяккарах вырнаҫнӑ кӳлле вӗҫсе кайсан лайӑхрах, мӗншӗн тесен унта вӗсемшӗн хӑрушлӑх ҫук.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинче Инди турткӑшӗсем пурӑнма тытӑннӑ. Ҫак илемлӗ кайӑксем карантинра ларнӑ ӗнтӗ, халӗ вӗсене ҫынсем те курма пултараҫҫӗ.
Кӑҫал ҫулла вӗҫӗнче Тӗкӗрҫ ращине Инди турткӑшӗн аҫине парнеленӗ. Халӗ унта ами те пур.
Турткӑшсем тӗнчери чи илемлӗ кайӑксенчен пӗри. Вӗсем нумай пурӑнакансем шутланаҫҫӗ, 25 ҫул кун кунлаҫҫӗ. Амисен ҫеҫ хӳри тӗрлӗ-тӗслӗ. Аҫисен вара сӑрӑ тӗс ытларах.

Чӑваш Ен наци музейӗ оринитологие аталантарма пулӑшакан «Птицы и Люди» (чӑв. Кайӑксем тата ҫынсем) коммерцилле мар юлташлӑхпа, ҫавӑн пекех Кайӑксен хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери союзпа (унӑн акӑлчанла ячӗ — BirdLifeInternational) пӗрле кайӑк шутлама чӗнет. Ҫунатлӑ туссене авӑн уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче шута илӗҫ.
Акцин тӗллевӗ — нимеҫӗсемпе пӗрле кайӑксен йышне палӑртасси. Кайӑксене ятарлӑ маршрутпа шутламалла. Проекта Чӑваш Ен наци музейӗ йӗркеленӗ май кӑсӑклантаракан мӗнпур ыйтӑва унтисем патне шӑнкӑравласа (8352) 62-41-24 е chnm4@rchuv.ru электрон ҫырупа уҫӑмлатма пулать.

Чӑваш Ен илемлӗ вырӑнсемпе пуян. Вӗсем хушшинче ятарласа хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсем те пур. Вӗсенчен пӗринче, «Присурский» заповедникра, хур-кӑвакал йышне шутланӑ.
Шывра ишекен кайӑк йышне заповедникра ҫулсерен палӑртаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе кайӑксем йӑвана ларса чӗпӗ епле кӑларнине пӗлес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Чи малтанах кайӑк кӑвакал чӗпписене шута илеҫҫӗ.
Заповедникӑн Улатӑрти вӑрманӗсенче кӑвакал чӗпӗ кӑлармалли вырӑн йышлах мар. Ҫавна май кӑвакалсем заповедникӑн Сӑр тӑрӑхӗнчи кӳллисене кӑмӑллаҫҫӗ. Кайӑк кӑвакалӑн хӑш-пӗр ӑрачӗ пусма кашни ҫулах лармасть. Хур-кӑвакал кӑҫал чӗпӗ кӑлараслӑхӗн кӑтартӑвне «Присурский» заповедник орнитолгӗсем вӑтам тесе пӗтӗмлетнӗ.

Амур облаҫӗнче Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ Инҫет хӗвелтухӑҫ аистӑн пурнӑҫне сӑнама вырнаҫтарнӑ видеокамера тӑрӑх онлайн мелӗпе типӗ курӑк пысӑк лаптӑкра хыпса илнине курма май пулнӑ. Ҫӑмартаран тухмалли чӗпписене вара кайӑксем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр хӳтӗленӗ.
Типӗ курӑк шӑп та лӑп нумай пулмасть ҫеҫ ҫӑмарта кӑларнӑ йӑва тавра хыпса илнӗ.
Ҫулталӑк маларах ҫакнашкалах пулса иртнӗччӗ. Ун чухне мӑшӑр аист пурӑнакан кивӗ ЛЭП юпи ҫывӑхӗнче пӗлтӗрхи курӑк ҫунма тытӑннӑччӗ, Гильчин айлӑмӗ йӑлтах хыпса илнӗччӗ. Халӗ инкек тепӗр хут сиксе тухнӑ.
Кайӑксем ҫӑмартисене хӑйсен кӗлеткипе хупланӑ. Йӑва ҫӳлте пулнӑран кӑна вӗсен сывлӑхӗ сиенленмен. Шел пулин те, ытти кайӑк-кӗшӗке унашкалах ӑнӑҫмӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен йӑвисене аялта, шурлӑхлӑ вырӑнта ҫавӑраҫҫӗ. Ҫакӑн пек пушарсем вара вӗҫен кайӑксемпе вӗсен чӗпписене ҫулран ҫул сахал мар тӗп тӑваҫҫӗ.
Инҫет хӗвелтухӑҫ аисчӗсем сайра тӗл пулакан кайӑксен шутне кӗреҫҫӗ.
