
Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫассине Мускавра та ырланӑ. Аса илтеретпӗр, ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче уҫӗҫ. Кун пирки республикӑмӑр Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура асӑнса хӑварнӑччӗ.
Ӗнер Наци ӗҫӗпе тимлекен федераци агентствин акт залӗнче Раҫҫейӗн Халӑхсен ассамблейин канашӗпе унӑн ҫамрӑксен координаци канашӗн пӗрлехи анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Чӑваш Енрен Мускаври мероприятире Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейин ертӳҫи Лев Кураков, Мускаври чӑвашсен ентешлӗх ертӳҫи Анатолий Григорьев тата ЧПУ профессорӗ Владимир Васильев хутшӑннӑ.
Ларура РФ Президенчӗ ҫумӗнчи наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канаш президиумӗн пайташӗ, Этнологипе антропологи институчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Зорин пирӗн республикӑра тӗрлӗ халӑх ҫыннишӗн туса ирттерекен ырӑ ӗҫсене палӑртнӑ май Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫассине те ырӑпа асӑнса хӑварнӑ.

Чӑваш Енре ОБЖ (вырӑсла аббревиатурӑна чӑвашла куҫарсан пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхӗн никӗсӗ тенине пӗлтерет) учителӗсен квалификацине ӳстерттересшӗн. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Владимир Васильев сӗннӗ.
Вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствин пайташӗсемпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта ҫарпа патриотизм воспитанийӗ парассипе тата ҫынсене ҫар службине хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Юрий Васильев пирӗн республикӑра юнармеецсен юхӑмӗсен «Зарница» тата «Орленок» вӑййисене ирттересси ҫур ӗмӗре яхӑн татӑлманнине палӑртнӑ. Республикӑри пысӑк тӳре-шара пулнӑ май вӑл Республикӑри вӗренӳ институтӗнче ОБЖ учителӗсем валли курс уҫма хушса каланӑ. «Ӗҫе кӑҫалах тытӑнмалла», — тенӗ вӑл.

Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче кӑҫалхи Акатуя епле ирттерессине сумлӑ йышпа пуҫтарӑнса сӳтсе явнӑ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ирттернӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑна тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене кӗртнӗ. Вӗсем Акатуя хӑш вӑхӑтра ирттерме май пуррине, уявӑн сценарине сӳтсе явнӑ.
Ларӑва пухӑннисем Акатуйӑн тӗрлӗ сценарийӗ ҫинчен кӑна мар, ӑна ӑҫта ирттересси пирки те калаҫнӑ. Тӗрлӗ ҫын тӗрлӗ вариант сӗннӗ. Кашнин шухӑшне итленӗ хыҫҫӑн ҫитес ларура ку ыйту патне тепӗр хутчен таврӑнма калаҫса татӑлнӑ. Ҫывӑх кунсенче (ку вӑхӑта хальлӗхе кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртнӑ) йӗркелӳ комитечӗ черетлӗ хут пуҫтарӑнӗ, Акатуя епле тата ӑҫта ирттерессине тӗплӗн тишкерсе сӳтсе явӗ.

Вӑрнар районӗнче кӑҫал мӗнпур вӑя газ парӑмне татма ярасшӑн. Хальхи вӑхӑтра ҫак енӗпе районӑн тӳлевӗ 15 миллион тенке ҫитсе кайнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев паян ирттернӗ канашлура ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва вӑл хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ, парӑма татма конкретлӑ мерӑсем йышӑнӗҫ.
Кӑҫалхи ҫулта район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗсемпе, федерацин территорири пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ пухура Леонид Николаев Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем пӑтӑрмахсӑр иртнине те палӑртнӑ. Муниципалитет хыснине тултарас енӗпе иртнӗ ҫул туса ирттернӗ ӗҫсем пирки те чарӑнса тӑнӑ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, чылай енпе ку тӗлӗшпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Вырӑнти тупӑшсене пухассипе район республикӑра тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Раштавӑн 28-мӗшӗнче РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев регионти тата вырӑнти хыснасене 2017–2019 ҫулсенче укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси пирки канашлу ирттернӗ. Кӑҫал Чӑваш Ен хӑйне лайӑх партнер пек кӑтартнӑ. Ҫавна май республикӑна ҫитес ҫул федераци хыснинчен 1,5 миллиард тенкӗ килӗ.
Дмитрий Медведев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултанпа грантсем ӳсӗҫ. Вӑл 20 миллиард тенкӗпе танлашӗ. Анчах ӑна хӑйсене налук потенциалне ӳстерес енӗпе лайӑх кӑтартнӑ регионсене ҫеҫ парӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫал ҫӑмӑллӑхлӑ кредитсене 900,8 миллион тенкӗлӗх панӑ. Ҫитес ҫул вара ку 993,6 миллион тенкӗпе танлашӗ.

Элӗк районӗнче ял тӑрӑхӗсен старостисен канашлӑвӗ иртнӗ. Вӗренӳ евӗр ирттернӗ мероприятире старостӑсемсӗр пуҫне райадминистрацире тӑрӑшакансем, право хуралҫисем, пушар хуралӗпе ҫӑлавҫӑсем хутшӑннӑ.
Хастар старостӑсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсемпе палӑртнӑ. Хаклава Сморотинти Ираида Васильева, Тури Вылӑри Нина Сорокина, Юманлӑхри Реомир Быков, Атайкассинчи Алиса Федорова, Чартакри Анатолий Ивановский, Утаркассинчи Наталия Миронова, Ураскилтри Николай Терентьев, Кӗҫӗн Тӑванти Светлана Матьянова, Йӑранарти Фаина Андреева, Тури Юлӑшри Игорь Платонов, Яккушкӑньти Федор Белецкий, Ҫӗнкасри Георгий Никоноров тивӗҫнӗ. Вӗсене райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лидия Никитина чысланӑ.

Чӑваш Енри психиатр-наркологсем пирӗн республика ертӳҫипе Михаил Игнатьевпа пӗр шухӑшлӑ. Тухтӑрсем региона ертсе пыраканӑн пуҫарӑвне ырланине ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та сисчӗвлентернӗччӗ. Ку ыйтӑва правительство пайташӗсемпе эрнесерен иртекен канашлура та сӳтсе явнӑ. Тӗрӗссипе, фанфурик сутакансене республикӑра унччен те ырламастчӗҫ. Унпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва республика парламентӗнче те хускатман мар.
Михаил Игнатьев спиртлӑ хутӑшсене сутма чарас пуҫарӑвне Республикӑн наркологи диспансерӗн психиатр-наркологӗсем ырланине ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Иркутск облаҫӗнче ҫынсем спирт настойки ӗҫсе вилни ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева та сисчӗвлентернӗ. Ку ыйтӑва правительство пайташӗсемпе эрнесерен иртекен канашлура сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев Иркутск облаҫӗнче ҫынсем катӑркас настойкине ӗҫсе вилни пирки калаҫнӑ. Унта кунашкал шӗвеке ӑша ярса 40 ытла ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Михаил Игнатьев ҫакна япӑх тӗслӗхпе танлаштарнӑ: аптекӑсенче настойка (халӑхра ӑна «фанфурик» теҫҫӗ) сутни акӑ мӗн патне илсе ҫитерет.
Канашлура Михаил Игнатьев республикӑра «фанфурик» сутассине чарса лартма хушнӑ. Ку сахалтан та тӗрӗслев мероприятийӗсем вӗҫлениччен тӑсӑлӗ.

Шупашкар хула администрацийӗнче ҫамрӑк архитекторсемпе тӗл пулнӑ. Пултаруллӑ та хӑйне евӗр шухӑшлакансемпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн архитектура тат градостроительство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Анатолий Павлов тата хулан тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин, Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни Евгений Тертышный, культура управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова, Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Олег Кортунов, Ҫамрӑксен правительствин пайташӗсем курнӑҫнӑ.
Тин кӑна ӗҫе пуҫлакан архитекторсем — Владимир Басов, Антон Балахнин, Надежда Шмелева тата ыттисем — хӑйсен креативлӑ сӗнӗвӗсемпе паллаштарнӑ. Хулари тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен хӑш-пӗр сӗнӗвне пурнӑҫа кӗртме йывӑр мар, Шупашкара илемлетнӗ чух усӑ курма пулать.

Ку ыйтупа ҫулталӑк калаҫманччӗ. Халӗ каллех ҫӗкленӗ. Сӑмах — Шупашкарти Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ ҫурт пирки.
Ку ыйтупа хула администрацийӗн эрнекун иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Унта ҫурта ҫӗнетмеллине палӑртнӑ, 3 проект эскизӗ сӗннӗ. Проектра кӑтартнӑ тӑрӑх, объект калӑпӑшӗ пысӑкланмалла.
Анчах хула администрацийӗ нихӑш проектне те йышӑнман, мӗншӗн тесен ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн машинсем чарӑнмалли вырӑн ҫитмест. Ҫитменнине, ҫурт ҫӳллӗ пулни хулан истори пайӗпе килӗшсе тӑмасть.
Алексей Ладыков ҫитес эрне вӗҫӗччен проект паспортне кӑтартма ыйтнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнетнӗ ҫуртра Шупашкар хулин музейӗ вырнаҫӗ.
