Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: катерсем

Республикӑра
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шыв айӗнчи ҫунатсемлӗ «Валдай45Р» хӑвӑпт ҫӳрекен катерсем кӑҫал та ҫӳрӗҫ. Вӗсем паян Шупашкара килсе ҫитнӗ. Катерсем ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫула тухӗҫ.

Шупашкартан Хусана ҫитме билет хакӗ 630 тенкӗ тӑрӗ, 6-10 ҫулсенчи ачасемшӗн 315 тенкӗ тӳлемелле.

Катерсем Шупашкартан Хусана кашни кунах ирхи 8 сехетре тата кӑнтӑрла иртни 16 сехетре хускалӗҫ. Хусантан та ҫав вӑхӑтрах тухса килӗҫ.

Катерсем Свияжска та ҫӳрӗҫ.Унта ҫитме те блет хакӗ Хусана кайнӑ чухлех. Анчах ҫула шӑматкунпа вырсарникунсерен тухӗҫ. Шупашкартан 8 сехетре тапранса кайӗ, Свияжскран — 14 сехет те 30 минутра.

Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма май пур. Свияжска каяс тесе онлайн илме май килмӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chport.ru/valdaj-45r/
 

Пӑтӑрмахсем
Атӑлҫи транспорт прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ
Атӑлҫи транспорт прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ

Атӑл ҫинче катер инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнипе вӗҫленнӗ.

Инкек тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Катер баржӑпа пырса ҫапӑннӑ.

Инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 23 сехет те 50 минутра, Шашкар поселокӗ тӗлӗнче пулнӑ.

«Voyager 67» катер гипс турттаракан баржӑпа пырса ҫапӑннӑ. Катерти 4 арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Катер баржа умӗнчен иртсе каяс тенӗ-мӗн, анчах ӗлкӗреймен.

 

Республикӑра
yantik-press.ru сӑнӳкерчӗкӗ
yantik-press.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑҫал ҫулла «Шупашкар-Хусан» юханшыв маршручӗ уҫма палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Олег Николаев Элтепер республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫа кӗртессипе Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗсем хутшӑннипе ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттернӗ канашлура каланӑ.

Халӗ «Валдай 45Р» катерсемпе усӑ курса турист маршручӗсене йӗркелессишӗн яваплисене палӑртса ӗҫ ушкӑнӗ туса хунӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне паян вырнаҫтарнӑ. Ӗҫе республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви йӗркелесе пырӗ. Ушкӑна Куславкка тата Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене те кӗртнӗ.

 

Республикӑра
allvag.ru сӑнӳкерчӗкӗ
allvag.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви «Volkswagen Phaeton» автомобильсем сутассине пӗлтернӗ. Аукцион ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре пуҫланӗ.

Асӑннӑ икӗ машинӑна республикӑна Михаил Игнатьев ертсе пынӑ вӑхӑтра туяннӑ. Ҫӗнӗ чухне пӗр машина хакӗ 8,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Халӗ аукционти пуҫламӑш хака 847 пин тенкӗ пулӗ тесе палӑртнӑ.

Аукционта ытти машинӑна та сутӗҫ. Сӑмахран, 2007 ҫулта туса кӑларнӑ «Mersedes-Benz» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ — 852 пин тенкӗ, 2002 ҫулхи «ГАЗ 3102» — 24 пин, 2004 ҫулти «ВАЗ-21099» — 11 пин, «УАЗ 39629» санитари автомобилӗ — 15 пин, 1988 ҫулхи «ГАЗ-САЗ-3507» — 52,1 пин, 1996 ҫулхи «УАЗ-315-12» — 37,3 пин.

Унсӑр пуҫне «Амур-М» катера та сутасшӑн. Унӑн пуҫламӑш хакӗ — 23 пин тенкӗ. Вӑл ҫалавпа шырав службин балансӗ ҫинче тӑнӑ.

 

УТӐ
09

Шыври заправка
 Вера Эверкки | 09.07.2013 22:27 |

Ку хыпар пирки: «Тем шухӑшласа кӑларакан та пур», — пур темелле-тӗр. Чӑваш Енре шыври заправка станцийӗ ӗҫе пуҫӑннӑ иккен. Вӑл Атӑлта, Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗ ҫывӑхӗнче, вырнаҫнӑ. Ун пеккисем Чулхуларан пуҫласа Хусана ҫитиччен те тек ҫук-мӗн.

Уйӑх ытларах ӗҫленӗ хушӑра вӑл унӑн хуҫисене услам курма май пуррине ӗнентерсе панӑ иккен. Ара, ҫапла пулмасӑр. Халӗ пуянсем катерсемпе яхтӑсем туянаҫҫӗ-ҫке. Кимӗ-карап таврашне Шупашкарта кӑна 1,5 пин шута илнӗ. Ҫӗнӗ заправка пулӑшӑвӗпе хамӑр патрисем кӑна мар, пирӗн республика территорийӗпе иртсе каякан яхтӑсемпе катерсем те усӑ кураҫҫӗ-мӗн.

«Илем» ят панӑ заправка пӑхма хитре ҫеҫ мар, хӑй те типтерлӗ иккен. Унӑн хуҫисем вӑл пӗр тумлам топливо та шыва юхтармасть тесе калаҫҫӗ-мӗн. Заправка топливӑпа кӑна мар, Аи-95 маркӑллӑ автобензинпа тата артезиан шывӗпе те тивӗҫтерет иккен.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем