Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: колледж

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Нумаях пулмасть Шупашкарти Культура колледжӗ тӗнчери халӑхсен юрри-ташшипе паллаштаракан «Заплетаем в косы песни»т (чӑв. Ҫивӗтлесе юрлатпӑр) фестиваль-концертне ирттернӗ.

Асӑннӑ фестивале унта иккӗмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Хальхинче ӑна «Этнохудожество пултарулӑхӗ» специальноҫа алала илекен студентсем хатӗрленӗ.

Мероприятире тӗнчери 15 халӑх юрри-ташшин илемне кӑтартса панӑ. Сцена ҫине колледжӑн вокалпа хореографи ансамблӗ, пултарулӑх коллективӗсем чӗннӗ. Чӑваш Ен халӑх артисчӗ Августа Уляндина тата «Ярды» этно-фолк ушкӑн та пулнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн колледжӗ «От сердца к сердцу» (чӑв. Чӗререн чӗре патне) отчёт концерчӗ кӑтартнӑ. Ӑна вӗренӳ учрежденийӗнче ҫулсерен хатӗрлеҫҫӗ. Мероприятие курма «Пушкин карттипе» кӗртнӗ.

Программа тӗрлӗ енлӗ номертен тӑнӑ. Колледжӑн пултарулӑх коллективӗсем хӑйсен чи илемлӗ юрри-ташшипе сцена ҫине тухнӑ. Сцена ҫинчи артистсем — колледж студенчӗсем.

Концерта колледжа вӗренме кӗме ӗмӗтленекен Милана Кузьмина тата вӗренӳ учрежденийӗнчен 2021 ҫулта вӗренсе тухнӑ Екатерина Павлова ертсе пынӑ.

 

Вӗренӳ
Николай Каргин. ЧЭМК сӑнӳкерчӗкӗ
Николай Каргин. ЧЭМК сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти электромеханика колледжӗн директорӗн тилхепине Николай Каргина тыттарнӑ. Коллектива унпа ӗнер паллаштарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнче тӑрӑшакансемпе республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров тӗл пулнӑ.

Колледж директорӗн пуканӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче Виктор Горбунов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне суйланнӑ, унта вице-спикер пулса тӑнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ. Горбунов колледж директорӗнче икӗ уйӑх ҫеҫ ӗҫленӗ.

Николай Каргин Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. Маларах вӑл ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ.

 

Республикӑра
gap.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gap.archives21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледжра «Никольский вулавӗсем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ.

Ӑна педагогсем валли йӗркелӗҫ. Конференцие Николай Никольский профессор, вӑл «Хыпар» хаҫат никӗслевҫи пулнӑ, ҫуралнӑранпа 143 ҫул ҫитнине тата ҫӗршыври Ӑслӑлӑхпа технологи ҫулталӑкне халалланӑ.

Докладсене хальхи вӗрентӳпе воспитани темине тӗпе хурса хатӗрле сӗннӗ. Конференцие хутшӑнма аслӑ, пӗтӗмӗшле, профессиллӗ, хушма пӗлӳ паракан шкулсемпе организацисен, ача пахчисен педагогӗсене йыхравлаҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ВИЧ тата СПИД чирӗсем ернисене палӑртмалли акци иртӗ. Ӗнер ун пеккине Шупашкарти медицина колледжӗнче йӗркеленӗ.

СПИДпа тата инфекци чирӗсен профилактикипе тата ҫав чирсемпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри центр тата «Волонтер-медиксем» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗ пуҫарнипе ирттернӗ акци вӑхӑтӗнче студентсене чир ҫинчен каласа кӑтартнӑ, буклетсем валеҫнӗ, ВИЧпа СПИДа тӗрӗслеме анализ илнӗ.

Ун йышши тепӗр акци ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти кооператив институтӗнче иртмелле. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче йӗркелӗҫ. Унта пухӑннисене чир епле ернине ӑнлантарса панипе пӗрлех сывлӑха тӗрӗслемешкӗн анализ илӗҫ. Ку процедурӑшӑн пӗр пус та тӳлемелле мар.

 

Хулара

Ачасем ӗҫпе пиҫӗхнине эпӗ пӗртте хирӗҫ мар. Анчах витӗр йӗпетекен ҫумӑрпа тупӑшса ӗҫленине, каҫарӑр та, ӑнланмастӑп.

Тӗлӗнмелле ҫак ӳкерчӗке паян эпӗ Шупашкарти электромеханика колледжӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чухне асӑрхарӑм. Вӑхӑт ун чухне вуннӑ ҫурӑ патнеллеччӗ. МТВ чарӑнуран Пичет ҫурчӗ патне ҫитиччен ура йӗп-йӗпех пулчӗ. Вӑйлӑ ҫумӑртан хӳтӗленме кӑларнӑ сунчӑк та пулӑшаймарӗ: куртка нӳрелчӗ.

Ыр ҫын хӑй йыттине урама кӑларман ҫанталӑкра каччӑсем колледж умӗнчи йӗпе юра тасататчӗҫ. Лаптӑкӗ аванах — пуҫтарма тытӑннӑ кӑначчӗ. Яшсенчен пӗри: «Пӗрре! Иккӗ!» — тесе шӳтлесе юлташӗсем патне пычӗ.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑксӑр пуҫне ырӑ вӑхӑт тупайман-ши тесе колледж администрацийӗпе ҫыхӑнма пӑхрӑм. Ҫине-ҫине шӑнкӑравласа ларсан кирлӗ ҫынсем патне ҫитрӗмех: вӗҫне-хӗрне тухма пулчӗҫ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Чӳк, 01

1896
129
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
95
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
92
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
67
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
65
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
13
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть