Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: конференцисем

Чӳкӗн 17-мӗшпе 21-мӗш хушшинче Мускавра «Раҫҫей Федерацийӗн чӗлхисем — халӑхпа патшалӑх пурлӑхӗ» пӗтӗм Раҫҫей канашлӑвӗ иртӗ. Ӑна иртерекенни — Раҫҫей вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗн министерствин федераллӑ вӗрентӳ аталанӑвӗн институчӗ.

Мероприятире тӑван чӗлхене вӗрентекен вӗрентӳҫӗсен пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи конкурсӑн иккӗмӗш (курӑмлӑ пайӗ) турӗ тата «Вӗрентӳ системинчи икчӗлхеллӗхпе культурӑсен калаҫӑвӗ — Раҫҫей халӑхне чӑмӑртаканнисем» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ.

Тӑван чӗлхине вӗрентекенсен ӑмӑртӑвне пирӗн республикӑран Анисия Павловна Игнатьева кайӗ. Вӑл Шупашкарти 12 шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет, республикӑри «Ҫулталӑк вӗрентевҫи — 2008» конкурс лауреачӗ, 2008 ҫулта чи лайӑх вӗрентӳҫӗсен хушшинчи ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи ятне илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӑваш Ен вӗрентӳ министерстви

 

«Нарспи» кун-ҫути курнӑранпа ҫӗр ҫул ҫитрӗ. Ҫак хушӑра нумай япала пирӗн пурнӑҫран тухса ӳкрӗ. Вӑл вара ватӑлмасть, кивелмест, малтанхи пекех пирӗн чун-чӗрене хумхантарать: хурлантарать, савӑнтарать, тунсӑх кӳрет, кӑмӑла ҫӗклет. Ӑна халалласа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем ҫуралаҫҫӗ, тарӑнрах та тарӑнрах тӗпчевсем ҫырӑнаҫҫӗ.

 

«Нарспи» 100 ҫулне халалласа кӑҫал Чӑваш патшалӑх университетӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ӗҫлӗ уявсем иртрӗҫ. Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэми – чӑваш литературин чаплӑ хайлавӗ» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Малтанхи пӗрлехи ларура Ю.Артемьев, В.Родионов, Г.Федоров профессорсем тухса калаҫрӗҫ. Конференци ӗҫне культурӑпа вӗренӳ элчисем, ӑсчахсемпе студентсем, поэтсемпе вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ.

Малалла...

 

2008 ҫулхи юпа уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ чӑваш патшалӑх университетӗнче «Ашмарин вулавӗсем – 6» Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑх конференцийӗ ирет. Конференци ӗҫне хутшӑнас кӑмӑллисене доклад темине 2008 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 15-мӗшччен alb-myshkina@yandex.ru интернет адреспа ярса пама ыйтатпӑр.

 

Конференци ӗҫӗнче ҫак секцисене йӗркелеме палӑртнӑ:

- танлаштаруллӑ тата типологиллӗ чӗлхепӗлӳлӗх;

- Уралпа Алтай тӑрӑхӗнчи чӗлхепӗлӳлӗх тата интерлингвистика;

- Раҫҫейри халӑхсен литературин теорийӗпе историйӗ;

- тӗрлӗ халӑхсен сӑмахлӑхне вӗрентес меслетлӗх;

- тӑван ҫӗршыв историйӗн тата культурологи проблемисем.

 

Конференци материалӗсен уйрӑм пуххине кӑларма палӑртнӑ. Статьясен пичетлевӗ тӳлевлӗ. Пичете валли хатӗрленӗ материалсене йӗркелев комитетне 2008 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗччен тӑратмалла.

 

Пирӗн интернет адрессем: alb-myshkina@yandex.ru, vitrod1@yandex.

Малалла...

 

Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «ЮНИТЭКС» хушма пӗлӳ паракан центрта «Шырав» ятлӑ республикӑри ӑстӑлӑхпа тӗпчев конференцийӗ иртрӗ. Конференцине Вырӑс Чукалти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул ачисем те хутшӑнчӗҫ. Андреев Михаилпа Улюков Сергей вара финала та тухрӗҫ. Финалта Республикӑри пур районӗсемпе хулисенчен пурӗ 57 ача тупӑшрӗҫ.

 

Андреев Михаил финалта «Сӗтел лампи» проектпа паллаштарчӗ, Улюков Сергей — «Ҫӳретмелли ҫипҫелен» («Управляемый воздушный змей») проекта кӑтартрӗ. Михаил проекчӗ те Сергей проектчӗ те ачасемпе комисси членӗсене кӑсӑклантарчӗ. Сергей вара 3-мӗш вырӑн та йышӑнчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Онамастика ыйтӑвӗсем: йывӑрлӑхсемпе малашлӑх» ятлӑ конференци иртӗ.

 

Конференци темисем:

* хальхи халӑх чӗлхин уҫлӑхӗнчи ономастика тӗпчевӗсен вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ;

* Хӗвелтухӑҫ Европӑри ономастиконӑн топономика вӑхӑчӗпе генетика сийӗсем;

* Уралпа Атӑлҫи тӑрӑхри халӑхсен антропосистеми;

* Регионсем хушшинчи ономастикон валли пӗтӗмешле фонд йӗркелесси;

* хальхи илемлӗ тата ӑслӑлӑх литературӑри онимсем;

* таврапӗлӳҫӗ материалӗсем: шкулсем, аслӑ шкулсем тата культура учрежденийӗсем;

 

Страницӑсем: 1 ... 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, [18]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 13

1876
150
Турхан Хӗветӗрӗ, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1897
129
Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1942
84
Шупуҫҫынни Николай Васильевич, сӑвӑҫӑ, прозаик, куҫаруҫӑ вилнӗ.
1969
57
Исаев Юрий Николаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Пайраш Кузьма Ильич, чӑваш прозаикӗ, драматургӗ, хирург ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1992
34
Чӑваш ССРӗ вырӑнне Чӑваш Республикине туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи