Вырӑс драма театрӗн тата тепӗр спектальне «Культура.РФ» порталта трансляцилӗҫ.
Александр Куприн хайлавӗ тӑрӑх Питӗрти Игорь Лебедев режиссёр лартнӑ «Поединок» спектакль театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӗнче кӑҫал харӑсах темиҫе номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл, сӑмахран, — «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль», «Арҫыннӑн чи лайӑх ролӗ» номинаципе те асӑннӑ спектакльти артиста палӑртнӑ.
Культура.РФ портал культурӑри чи лайӑх пулӑмсен видеоверсийӗсене кӑтартать.
«Поединок» спектакле «Культура.РФ» порталӑн «Культурный стриминг» платформинче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре курма май килӗ.
Ӗнерхи кун республикӑн культура отраслӗнче ӗҫлекен темиҫе ҫыннӑн юбилейӗпе паллӑ пулнӑ. Маларах эпир Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗ Юрий Свинцов 75 ҫул тултарнине пӗлтертӗмӗр-ха.
Ӗнерех Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) премийӗн лауреачӗ, Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнчи халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Сергей Федотов юбилейне паллӑ тунӑ.
Сергей Васильевич Чӑваш Республикин культур училищинчи оркестр уйрӑмӗнче вӗреннӗ, ҫав специальноҫпах каярах Хусанти культура институтӗнче ӑс пухнӑ. Аслӑ шкул хыҫҫӑн 1978 ҫулта Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Эревет» ансамбле вӑл 1981 ҫулта йӗркеленӗ.
Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫынна тӗрлӗ хисеплӗ ят пама, пысӑк наградӑсемпе чыслама йышӑннӑ. Ҫав йышра культурӑра ӗҫлекенсем те пур.
«Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ» ята Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн пайташне Раиса Сарпине пама йышӑннӑ.
Музыка ӳнерӗнчи пултарулӑхшӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн вокалистне (солистне) Юрий Каткова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ.
«Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят парса Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумне Светлана Гордеевӑна, Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш ӳнер шкулӗн преподавательне Людмила Зиновӑна, Шупашкарти «Салют» культура ҫурчӗн «Волжанка» педагогика ӗҫӗн ветеранӗсен халӑх хорӗн хормейстерне Андрей Урмавшина хавхалантарнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Таллинри Чӑваш культурин музейӗнче Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки Эстонири чӑваш хастарӗ Ираида Захарова Фейсбукра пӗлтернӗ.
Таллинри Чӑваш культура музейӗ йӗркеленӗ Чӑваш культура кунне хутшӑнакансем чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе, эрешӗсемпе паллашнӑ, пукане тума вӗреннӗ. Пуканене ҫипрен ӑсталанӑ. Унсӑр пуҫне наци эрешӗсене хаклама тата туянма май килнӗ.
Сӑмах май каласан, Ираида Захарова (хӑй вӑл Чӑваш Енри Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ) Эстонире чӑвашла радиоперадачӑсем йӗркелет, тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе паллаштарать.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинче, Мускавра, «Открой красивую Чувашию» (чӑв. Хитре Чӑваш Енпе паллаш) билбордсене курма пулать.
«Советская Чувашия» хаҫат Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ МИХ Мускав хулин туризм енӗпе ӗҫлекен комитечӗпе ҫыхӑннӑ. Унтисем хыпарланӑ тӑрӑх, видеоэкранлӑ реклама щичӗсене виҫӗ теҫетке штук вырнаҫтарнӑ. Билборд виҫи — 3×6 м. Мускав урамӗсенче вӗсем ҫу вӗҫлениччен пулӗҫ.
Реклама щичӗ ҫинчи хӗр Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, халӗ Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Анна Данилова иккен.
Хӗр ҫинчи тум Григорий Хирбюн «Нарспи» оперинчен. Аннӑна ҫав тумпа пӗррехинче Хула кунӗнче пӗр фотограф ӳкерсе илнӗ. Кайран ҫав ӳкерчӗксене тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ. Кайран ҫав тумлӑ сӑнӳкерчӗксене Аннӑран Туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен регионти агентствӑран ыйтса илнӗ. Хӗр мӗн пуррине ярса панӑ.
Мускаври билбордра хӑйӗн сӑнне вырнаҫтарнине пӗлсен Анна савӑннӑ.
«Чӑваш Ене юрататӑп, Шупашкара юрататӑп! Тӑван республикӑна кӑтартма питех те кӑмӑллӑ!» — пӗлтернӗ вӑл хаҫатҫӑсене.
Атӑл леш енчи «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) санатори ҫумӗнчи «Сувар» этнопаркри кӳлепесем япӑхса пыни пирки Фейсбукра ятарлӑ пост вырнаҫтарнӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тарӑн шухӑшлӑ, сӑнарлӑ кӳлепене ӳнерҫӗсем ӑсталаса вырнаҫтарнӑранпа ҫирӗм ҫул та иртнӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ мифологиллӗ сӑнарсем, йывӑҫран тунӑскерсем майӗпен ҫӗрӗшсе кивелеҫҫӗ, ача-пӑча хӑпарса ларнипе те силленсе ӳкме пуҫланӑ.
Хӑй малтан чунра темиҫе ҫул йӑтса ҫӳренӗ, кайран проект туса чӑваш ӳнерҫисем пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртнӗ сӑваплӑ вырӑншӑн Николай Михайлович Балтаев ӳнерҫӗн, паллах, чӗри ыратать. Вӑл ҫавӑнпа та кӳлепесене май килнӗ таран юсаса тӑрать.
Анчах та пӗччен суран типсе ларать, халӑх сурать — кӳлӗ пулать тенӗ пек этнопаркра пурин те пӗрле тӑрӑшса нимелле йӗрке тумалла».
Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнче туристсене чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ. Иркутск облаҫӗнчи Залари районӗнче чӑваш наци кухнин гастрономи туризмне ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗ Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ҫӗпӗр тӑрӑхӗпе паллашнӑ май Иркутск облаҫне ҫитсен чӑвашсен культурипе паллашма май килӗ. Тӗрӗссипе, унта тӑватӑ халӑх культурипе паллаштаракан туризм маршрутне хатӗрленӗ. Тагна ялӗнче ялти лару-тӑрӑва лексе унти лӑпкӑлӑхпа киленейӗн, чӑваш халӑх культурипе те паллашайӑн.
Пяан, ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 16 сехетре Шупашкарти Художество музейӗ ҫумӗнчи Хальхи вӑхӑтри ӳнер центрӗнче «САВНӐ ШУПАШКАР» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш Енри Художниксен союзӗ Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнисене тата Шупашкар хулин кунне асӑнса уҫма палӑртнӑ.
Экспозицие Чӑваш халӑх художникӗсен Праски Виттипе Николай Енилинӑн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗсен Георгий Алексеевпа Петр Пупин ӗҫӗсем уҫӗҫ.
Театрпа декораци искусствине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Валентин Федоровӑн тата Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Владимир Шведовӑн ӗҫӗсем тӑрӑх хаклама май килӗ. Курав ытти нумай художникпа скульптор пултарулӑхӗпе те паллаштарӗ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви Шупашкарти художество музейӗн директорӗн должноҫне йышӑнма тивӗҫ ҫынсенчен кадр резервӗ хатӗрлессине пӗлтернӗ. Конкурса хутшӑнас текенсен докуменчӗсене ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансен экономика, юридици, культура тата ӳнер, педагогика, техника енӗсенчен пӗринпе аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла, музея е культура учрежденине 5 ҫултан кая мар ертсе пынӑ опыт кирлӗ.
Ленинград облаҫӗнчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнчи «Чувашский мир» (чӑв. Чӑваш тӗнчи) Чӑваш культурин интерактивлӑ музейӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Экскурсие Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑваш хастарӗ Валериан Гаврилов ирттернӗ.
Интерактивлӑ музее 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 218-мӗшӗнче уҫнӑ. Ун чухне асӑннӑ тӑрӑхра Чӑваш Енри, ҫавӑн пекех ҫӗршывӑн 12 регионӗнчи тата Эстони Республикинчи сумлӑ хӑнасем, пуртӗ 60 ҫын, пулнӑ.
Интерактивлӑ музее тата унти экспозицисене професси шайӗнче йӗркелеме вӗренме чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗсем Валериан Гаврилов тата Валентина Пиличева Раҫҫейӗн этнографи музейӗнче вӗреннӗ, вӗсен ҫавна ҫирӗплетсе паракан сертификат та пур.
Питӗрти хастарсем Чӑваш культурин интерактивлӑ музейӗнче 20-50 ҫын тӑтӑшах пулать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |