Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр ҫын лавккара ҫын сумккине вӑрланӑ. Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
41 ҫулти хӗрарӑм хулари лавккасенчен пӗринче, Николаев урамӗнчи супермаркетра, япала хумалли камерӑра хӑйӗн сумккине хӑварнӑ. Каялла тухнӑ чухне пӑхать те сумка ҫухалнине асӑрхать. Хӗрарӑм 5 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснине пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех вӑрра та тытса чарнӑ. Вӑл ҫын килсӗр-ҫуртсӑрскер пулнӑ. 54 ҫулти арҫын ҫӑрана ватса ҫын япалине илнӗ.
Чӑваш Енре «Сальчичон», «Фуэт» тата «ПикШик» ятлӑ аш-пӑш продукцийӗ туса кӑлараҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри предприятисем хӑйсен ассортиментне патшалӑх пулӑшӑвне пула анлӑлатса пыраҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫ туса кӑларакан предприятисене пӗлтӗр 200 миллиона яхӑн тенкӗ субсиди панӑ.
Ҫӗнӗ йышши апат-ҫимӗҫе Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ, «Деревенский дворик» (чӑв. Ялти картиш) кооператив тата «Приволжские колбасы» (чӑв. Атӑлҫи кӑлпассийӗ) комбинат туса кӑлараҫҫӗ.
Продукцие «Санар» фирма лавккисенче, «Лента», «Метро» тата «Магнит» сечӗсен лавккисенче сутаҫҫӗ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринпе юнашар пирус туртмалли сутакан лавкка ӗҫленӗ. Хулари Гагарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерпе юнашарах тенӗ пек ача пахчи пур.
Табак таврашне, никотинлӑ япаласене, чӑмламалли табак сутакан точкӑсене ача пахчисемпе шкулсен ҫывӑхӗнче уҫма юрамасть. Асӑннӑ лавкка 74-мӗш ача пахчинчен 39 метрта вырнаҫнӑ. Нормӑпа килӗшӳллӗн 100 метртан ҫывӑхра пулмалла мар.
Усламҫӑ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра лавккана хупасшӑн. Ӗҫе суда ярса панӑ.
Чӳкӗн 20-мӗшӗнче ирхине Сӗнтӗвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Ҫатракассинчи лавккана ҫаратни пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫак ӗҫе кам тунине тӳрех палӑртнӑ: 20 ҫулти каччӑ. Вӑл ҫур ҫул каялла кӑна тӗрмерен тухнӑ.
Вӑл ирӗке тухнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмен - ҫак тапхӑрта каччӑ нумай хутчен йӗркене пӑснӑ. Ҫав шутра - ҫаратнӑ та. Лавккаран вӑл кассӑри укҫана, тавар илнӗ. Нухрата хайӗн ҫумӗнче тупнӑ, тавара - мунчара.
Хальлӗхе каччӑна тухса ҫӳреме чарнӑ. Кӗҫех суда ӑна арестлеме ирӗк парасси пирки ыйту тӑратӗҫ.
Шупашкарти Гузовский урамӗнчи лавкка сутуҫине, 52-ри хӗрарӑма, 18 ҫул тултарман ҫамрӑка сӑра сутнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ.
Ача ҫав лавккара сӑра туяннӑ та тӳрех полицие кайнӑ, унта хӑйне алкоголь сутни пирки каласа кӑтартнӑ. Палӑртмалла: ҫак хӗрарӑма кӑҫал ҫу уйӑхӗнче 16-ри хӗре эрех сутнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Суд пуличчен хӗрарӑмӑн тухса ҫӳреме юрамасть.
Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем кашни эрнерех 11 лавккари 31 тавар хакне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Юпан 11-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннӑ-ха?
Шурӑ ҫӑнӑх хакӗ улшӑнман. Ытларах макарон, сысна ашӗ, ӗне какайӗ хакланнӑ. Чӗрӗлле тӗтӗмленӗ кӑлпасси, вир пӑтти, таса шыв (5 литр) хакӗ кӑштах ӳснӗ.
Чей хакӗ 62 тенкӗ хӑпарнӑ. Ҫавӑн пекех шӑнтнӑ пулӑ (14,5 тенкӗ), услам ҫу (38,5 тенкӗ), панулми (2,3 тенкӗ) хакланнӑ.
Тӳре-шара «Пехет» агромаркет кӑҫалах уҫӑлассине пӗлтернӗччӗ. Унта фермерсем хӑйсен продукцине сутма пултарӗҫ. Агромаркет Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче вырнаҫӗ.
Лавккан дизайнӗпе концептне ҫулла хатӗрленӗ. Унта общество апатланӑвӗн 4 вырӑнӗ, 8 павильон, фермерсем валли 76 вырӑн пулмалла. Агромаркета тӳрех 1050 ҫын кӗрейӗ. Унта канмалли кунсенче апат хатӗрлессипе ӑсталӑх класӗсем иртмелле.
Анчах агромаркет кӑҫал уҫӑлмӗ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна 2024 ҫулта 2-мӗш кварталта уҫма палӑртнӑ.
Шупашкарта чӑваш агромаркечӗ пуласси, ун валли сасӑлав ирттерсе ят суйлани пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: агромаркет "Пехет" ятлӑ пулӗ.
Ӑҫта вырнаҫӗ-ха "Пехет"? ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов унӑн эскизӗпе Телеграм-каналӗнче паллаштарнӑ. Агромаркет "Каскад" суту-илӳ центрӗнче вырнаҫӗ. Ӑна кӑҫал уҫма палӑртнӑ. Унта сутӑнакан пӗтӗм тавар экологи тӗлӗшӗнчен таса тата хамӑр патра туса кӑларни пулӗ.
Чӑваш агромаркечӗ валли ят суйланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: сасӑлав «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) порталта тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин халӑх тетелӗсенче иртнӗ.
Чӑваш агромаркечӗ валли ҫапла ятсем сӗннӗ: «Агро и точка», «Натур-маттур», «Пехет», «Все свое», «Наше».
Сасӑлава хутшӑннисенчен ытларахӑшне «Пехет» тени килӗшнӗ. Агромаркет валли мобильлӗ приложени те хатӗр, кирлӗ тавара
ҫынсем килте ларса та туянайӗҫ.
Чӑваш агромаркечӗ валли ят суйлаҫҫӗ. «Агро и точка», «Натур-маттур», «Пехет», «Все свое», «Наше» - ҫак ятсенчен хӑшӗ пуласси сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗнчен килӗ. Вӑл вара «Халӑх тӗрӗслевӗ» порталта тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин халӑх тетелӗсенче утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен 9 сехетчен пырӗ.
Палӑртмалла: агромаркетра хамӑр патри ял хуҫалӑх продукцине сутӗҫ. Вӑл ҫулталӑк вӗҫлениччен уҫӑлмалла. Ҫак проекта пурнӑҫлама 41 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ҫынсем агромаркет валли пӗтӗмпе 70 ят сӗннӗ. Комисси вӗсенчен 5-шне суйласа сасӑлава тӑратнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |