Мускаври Н.А. Некрасов ячӗллӗ хула вулавӑшӗнче ҫитес шӑматкун, юпан 17-мӗшӗнче, 13 сехетре литература каҫӗ иртӗ. «Чӑваш писателӗсем — фронтовиксем» ят панӑскере Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчӗлӗхӗ тата Мускаври чӑваш культурин обществи йӗркеленӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе кӑҫал 70 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Уяв каҫӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫӗнтерӳшӗн пуҫне хунисене аса илсе тата фронтран таврӑнса пурнӑҫа литературӑна халалланисене хисеплесе аса илме палӑртаҫҫӗ. Вӑрҫӑ вут-хӗмне кӗнӗ ҫыравҫӑсенчен «А» саспаллипе пуҫланаканнисем кӑна темиҫе тесе палӑртнӑ май Леонид Агакова, Александр Алкана, Василий Алентее, Александр Артемьева, Степан Аслана асӑнса хӑварнӑ маларах асӑннӑ элчелӗх хйӑӗн сайтӗнче. Ытти паллӑ ҫыравҫӑ та пур: Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккӑвӗ, Илпек Микулайӗ, Мӗтри Кипек, Валентин Урташ.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ тесе уявларӗҫ. Ҫав кун тӗрлӗ предприяти-организаци унччен ӗҫленисене саламлама тӑрӑшрӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗ вӑл кун пирки манман, хӑйсем калашле, «аслӑ ӑрӑва хисепленине, сума сунине, вӗсене манманнине» кӑтартнӑ.
Уяв ячӗпе институт та хӑйӗн сумлӑ ӗҫтешӗсене — халь ӗҫлекеннисене те, кунта нумай ҫул вӑй хунӑ юлташсене те — саламланӑ, ырлӑх-сывлӑх, телей, вӑрӑм кун-ҫул суннӑ.
Литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӗҫтешӗсем институтра ӗҫленӗ паллӑ чӑваш фольклористне, текстологне, литература тӗпчевҫине, ҫыравҫине Геннадий Юмарта паянхи уявпа саламлама килнех ҫитсе килнӗ.
«Геннадий Федорович ҫулӗсене nӑxмacӑp халӗ те ӗҫлет, республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журналсенче хӑйӗн ӗҫӗсене пичетлесех тӑрать», — пӗлтереҫҫӗ ун пирки институт ӗҫченӗсем.
Юмартӑн малашнехи планӗсем пысӑк-мӗн. Вӑл килте упранакан сӑвӑ-поэмӑсен, тӗпчев ӗҫӗсен ал ҫырӑвӗсене тирпейлес ҫитерсе архива парасшӑн.
Куславкка районӗнчи Карачри ял вулавӑшӗнче Яковпа Мария Ухсайсен музейӗ уҫӑлнӑ. Ырӑ ҫак ӗҫе пуҫаракансем — Ольга Яковлевна Ухсайпа Карачри ял тӑрӑхӗ тесе пӗлтереҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем.
Уява хутшӑннисене Ольга Яковлевна ашшӗпе амӑшӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Яков Ухсай — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл 60 ытла кӗнеке авторӗ. Унӑн хӑш-пӗр хайлавӗ тӗнчипех сарӑлнӑ: «Тутимӗр», «Кӗлпук мучи», «Чапаевпа тӗлпулни», «Шурӑ хурӑнпа калаҫни», «Ача чухнехи ҫӑлтӑрӑм».
Мария Ухсай повеҫӗсемпе пьесисене те халӑх лайӑх пӗлет. Унӑн чылай драмипе камичӗ куракансен умне тухнӑ.
Уява «Енӗш» фольклор ансамблӗ хӑйӗн юрри-ташшипе илемлетнӗ.
Сӑнсем (25)
Кӑҫал Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май мероприятисем иртнӗ.
Стихван Шавли (Степан Антонович Шумков) — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чулҫырма ялӗнче 1910 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1939 ҫулта Хусанти педагогика институтне пӗтернӗ. Пирвайхи хайлавӗсем 1931 ҫулта пичетленнӗ.
Вӑл чылай сӑввине Октябрь революцине, Владимир Ленина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ. Чӑваш литературинче унӑн «Симӗс палӑк», «Киеври пионер», «Зоя», «Ҫалтӑрлӑ ҫын» поэмисем палӑрнӑ. Стихван Шавли «Пӳрнепе тӗллесе» сартира пуххи кӑларнӑ.
Ҫавӑн пекех поэт М.Горькин, П.Ершовӑн, И.Крыловӑн, М.Лермонтовӑн, Н.Некрасовӑн, Я.Райнисӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ май Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче «Халӑх ҫыравҫи» литература минучӗ иртнӗ. Унта «Пурнӑҫ каҫалӑкӗ», «Суйласа илнӗ сӑвӑсем» хайлавсем тӑрӑх сӑвӑсем вуланӑ. Ун чухне «Стихван Шавли» кӗнекесен куравне йӗркеленӗ.
Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине сасӑпа вуласа аудио-диск кӑларасси пирки эпир сире маларах пӗлтернӗччӗ. Ку ӗҫе 2015 ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май пурнӑҫлама шутланӑ.
Хальхи вӑхӑтра аудио версие кӑларас ӗҫ вӗҫне ҫитсе пырать, анчах та патшалӑх пултарулӑх ушкӑнне укҫа енчен пулӑшасшӑн пулман. Ҫавӑнпа та диск ҫинче кӑларма укҫа пухассине «Армир» ушкӑн ниме мелӗпе ирттерме шут тытнӑ. Пурӗ вӗсене 50 пин кирлӗ. Паянхи кун тӗлне ҫуррине пухнӑ та ӗнтӗ. «Планета» краудфандинг сайтӗнчи информаци тӑрӑх ҫынсем 300 тенкӗрен пуҫласа 20 пин таран укҫа хывайраҫҫӗ. 300–600 тенкӗпе пулӑшсан «Армир» поэмӑн сасӑллӑ версин электронлӑ вариантне ярса пама пулать, 5000 ытла хывсан — Михаил Ефремов алӑ пуснӑ диск ҫитерсе парӗҫ. 10 пин паракансен ячӗсене вара сасӑпа пӗлтерӗҫ.
«Нарспин» аудиоверсийӗ икӗ чӗлхепе пулмалла — вырӑсла тата чӑвашла. Вырӑсла варианта Михаил Ефремов вулать. Вӑл Иван Яковлевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ пулать.
Сӑмах май «Нарспи» поэмӑн аудиоверсие хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хатӗрленӗччӗ.
Нумаях пулмасть чӑваш литературин ҫӳлӗкӗ черетлӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Валерий Самойлов-Раштав хӑйӗн юрра хывӑннӑ сӑввисен пуххине «Телей кайӑкӗ» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ.
251 страницӑран тӑракан кӗнекене паянхи эстрада юрӑҫисем шӑрантаракан 200 ытла юррӑн текстне кӗртнине Ирина Пушкина хаҫатҫӑ пӗлтерет.
Валерий Раштав маларах «Шухӑша вӗҫтереймӗн ҫилпе» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Малтанхине Валерий Самойловӑн университетра пӗрле вӗреннӗ тусӗсем парнелӗх кӑларнӑ. Хальхин пӗрремӗш экземплярӗсем «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире иртнӗ уйӑхра кун ҫути курнӑ.
«Телей кайӑкӗнчи» сӑвӑсенчи лирика геройӗ — хӑйӗн тӑван халӑхӗн уйрӑлми пӗр пайӗ. Тата — ҫутҫанталӑк ачи. Ҫапла хаклать маларах асӑннӑ хаҫатҫӑ ҫӗнӗ кӑларӑма.
Мускав облаҫӗнчи пуҫламӑш класра вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшне вӗсен ачисене Александр Пушкинӑн «харсӑр» сӑввине тата Роберт Говардӑн «Конан-варвар» фэнтезине вулама хушни кӑмӑлсӑрлантарнӑ.
Вӗрентекенсем пуҫламӑш класра вӗренекен ачасене ҫуллахи вӑхӑтра вуламалли хайлавсен списокне «Вишня» сӑввине кӗртнишӗн тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Ӑна аслисем «порнографи» тесех хакланӑ. Сӑнавҫӑсен шучӗпе сӑвӑра кӗтӳҫпе кӗтӳ пӑхакан хӗрӗн юратуллӑ хутшӑнӑвне уҫӑмлӑн ҫырса кӑтартнӑ. «Конан-варвар» хайлав виҫҫӗмӗш класра вӗренекенсене лекнӗ.
Хӑш-пӗр учитель хӑйсен ӗҫтешӗсем ҫав хайлавсене суйланине тӳрре кӑларма пӑхнӑ-ха. Вӗсен шучӗпе паян вӑл та, ку та вулама кӑсӑклӑ. Ҫапах та педагогсен пысӑк пайӗ пуҫламӑш класра ун пек хайлавсене вулама иртерех тесе шухӑшланине пӗлтернӗ-мӗн.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп вулавӑшра «Каҫал ен таланчӗ» поэзи сехечӗ иртнӗ. Ӑна Гурий Чаржов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Вӑл Комсомольски районӗнчи Пучинке ялӗнче 1940 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш АССРӗнчи Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи телекуравпа радио хыпарлав комитетӗнче корреспондентра ӗҫленӗ. 1974 ҫултанпа Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче ӗҫленӗ.
Вӑл шкултах сӑвӑ ҫырма тытӑннӑ. Пӗрремӗш кӗнеки 1974 ҫулта тухнӑ. Вӑл куҫаруҫӑ та пулнӑ. Р.Харисӑн, С.Есенинӑн, Н.Наджминӑн тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Унӑн паллӑрах кӗнекисем — «Вӑхӑт шӑнкӑравӗ», «Вӗҫев», «Тӑван кил», «Тымар», «Хунав».
Вулавӑш ӗҫченӗсем пухӑннисене унӑн кун-ҫулӗпе, пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унӑн сӑввисемпе юрӑсем те хывнӑ. Вӗсенчен пӗри — «Савниҫӗм». Ӑна Анисия Владимирова хаваспах юрласа кӑтартнӑ
Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ пулнине Тутарстанри Тӑхӑрьялта анлӑн паллӑ туни пирки ҫав республикӑри «Сувар» хаҫатра Константин Малышев пӗлтернӗ.
Чӑн та, вӑл тӑрӑхран паллӑ литераторсем сахал мар тухнӑ. Вӗсене халалласа асӑну хӑмисене те ентешӗсем уҫман мар.
Кунпах та ҫырлахмаҫҫӗ хастарсем. Константин Малышев пӗлтӗр Пӑва районӗнче литературӑра ҫитӗнӳсем тӑвакансене Валентин Урташ ячӗллӗ преми парса хавхалантарма йышӑннине аса илтерет. Ырӑ пуҫарушӑн ҫав районти Чӑваш наципе культура центрне, Тӑхӑрьялти музея тата Элшел ял тӑрӑхне ырӑпа палӑртмалла.
Нумаях пулмасть Раккассинче, Валентин Урташ килӗ тӗлӗнче, лартнӑ асӑну хӑми патӗнче Литература уявӗ иртнӗ. Тӑван чӗлхепе сӑвӑ вулакансем нумайӑнах пулман пулин те «вӗсен хушшинче шкул ачисем пурри питӗ савӑнтарнине» палӑртать «Сувар» хаҫат.
Литература тата ӳнер енӗпе Чӑваш Енӗн Патшалӑх премине Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхне Юрий Исаева тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата ют ҫӗршыв кафедрин ертӳҫине Юрий Артемьева парас тенӗ. Кун пек йышӑнӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ.
Хисепе Юрий Исаев виҫӗ монографирен тӑракан ӗҫшӗн тивӗҫнӗ. Вӗсем пурте — ӳсентӑран терминологине халалланӑскерсем: «Словообразовательный и семантический анализ флористической терминологии языков различных систем», «Флористическая терминология в языках Туранского союза», «Фитонимический концептуарий как словарь нового типа». Юрий Артемьева вара «Чӑваш Енӗн чаплӑ ҫыннисем» ярӑмпа «Константин Иванов: жизнь, судьба, бессмертие» кӗнеке кӑларнишӗн лауреат ятне парас тенӗ.
Естествӑлла тата техника ӑслӑлӑхӗ енӗпе патшалӑх премине тивӗҫлӗ кандидастем тупӑнман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |